Пур-ши каçарăвăн сăвапĕ?
Аран-аран палăракан çул хыттипе, çил-тамана пăхмасăрах, пĕр лав чуптарать. Çуна çинче хĕрпе каччă. Вĕсем йĕри-тавра мĕн пулса иртнине асăрхамаççĕ те тейĕн, брезентпа пĕркеннĕ те шăкалтатса калаçса пыраççĕ.
Юлашкинчен каччи ассăн сывласа илет, салху куçĕсене мăчлаттаркаласа хĕрĕ çине пăхать.
— Тăватă çул пĕччен пурăнмалла, — пăшăлтатать вăл хурлăхлăн. — Ытла та нумай вĕренмелле-çке санăн, Оля!
— Юратсассăн, ытларах та кĕтме пултаран, Павлуш, — йăпатать хĕр хăй савнине. — Эпир пĕр-пĕрин патне çыру çӳретсех тăратпăр-çке, уявсене те, ав, пĕрлех ирттеретпĕр.
Уйрăлу пĕрре те хурлантармасть тейĕн, унăн сăн-пичĕ савăнаçлă, капăшка тутисем йăл та йăл кула-кула илеççĕ.
— Ялан çавнашкал вĕсем, пирĕн туйăмсем, — тет Павлуш, савнииĕ çине хурлăхлă куçĕсемпе пăхса.
— Мĕнле?
— Каччине салху чухне хĕрне савăнăçлă.
— Мĕн пирки çапла вăл, Павлуш?
— Ăçтан пĕлем эпĕ, Оля...
— Эпĕ пĕлетĕп.
— Кала.
— Эсĕ кӳренместĕн-и?
— Паллах, кӳренместĕп.
— Мĕншĕн тесен...
— Мĕншĕн тесен эсĕ каятăн, эпĕ юлатăп. Çĕнĕ çынсем, çĕнĕ вырăнсем... Санăн ман çинчен шухашламашкăн вăхăт та пулмĕ.
— Павлуш вара çав-çавах юр кĕрчĕсем витĕр туннельсем хывĕ... Каларăм-çке сана çуркуннех, вĕренме пĕрле каяр-и, терĕм.
— Кам пăхатчĕ-ха ман хăмла вăрманне?
— Колхозра сансăр та çын ытлашшипех. Е хăмла ĕçĕнче хăвна çитекен урăх никам та çук тесе шутларăн?
— Пит çăмăл сана, Оля, çапла каламашкăн.
— Тупăннă патриот! Нивушлĕ çав хăмла саншăн чи кирли?
— Эх, Оля... Капла калани хăв тĕрленĕ тĕрĕсене хурланиех пулать...
— Тупнă мĕнпе мĕне танлаштармалли!
— Эх, Оля, хăмла пахчи вăл саппун арки çинчи тĕрĕ мар-çке. Вăл — çуллахи виçĕ уйăхра пăхса çитĕнтерне сĕм вăрман! Этем алли çĕр кăкăрĕ çинче кĕвепенĕ юрă, поэма! Пытармастăп, хĕлле кичем кунта. Анчах ĕмĕрлĕхе мар-çке хĕл, иртет, çуркунне те çитет, кăпăшка тăпра витĕр çĕнĕрен хăмла туни çĕкленет, хĕвел патнелле кармашать. Çапла-и?
— Çапла, Павлуш. Санăн юратăву илемлĕ, чуну ырă, кăмăлу таса. Эсĕ ху та чипер.
— Эсĕ пĕрмай çапла кулатăн.
— Ма тесессĕн — юрататăп.
— Мĕн каларăн эсĕ, Оля?
— Ю-ра-та-тăп, — терĕ хĕр, хăйĕн кăпăшка тутисемпе хăмлаçă питĕнчен сĕртĕнсе.
— Манса каймăн-и?
— Нихăçан та, Павлуш.
— Асту, хăмлаçă хăвăншăн мĕн тери хытă тунсăхланине ан ман. Паллах, пирĕн шухăш-туйăмсенче уйрăмлăхсем те сахал мар, анчах эпир пĕр-пĕрин ĕмĕчĕсене хисеплеме пĕлсен, вĕсем пире юратма кансĕрлемĕç.
— Юратăва анализ тумаççĕ, Павлуш.
— Мĕншĕн?
— Юратава тишкерни вăл çирĕп марри çинчен калать. Тен, эсĕ?..
— Оля, эсĕ иккĕленетĕн-им?
— Çук, Павлуш.
Лав кĕçех уй урлă каçса тепĕр яла çитсе кĕчĕ. Ку ялтан тухсанах — вăрман, вăрман варринче — чукун çул разьезчĕ. Çавăнта ăсатать Павлуш хăйĕн савнă хĕрне. Оля Канашри медучилищĕре вĕренет. Уявсем вăхăтĕнче яла килкелесе çӳрет, хăйĕн савнине пĕр çĕклентерсе, пĕр хурлантарса хăварать.
Ял варринелле çитсе пынă чухне вĕсен умне пĕр çамрăк хĕрарăм чупса тухрĕ. Павлуш ăна çийĕнчех палласа илчĕ те тилхепине карт-карт турткаларĕ, лаша чуппине хăвăртлатрĕ.
— Павел! Павлуша-а! — кăшкăрчĕ хыпаланса ӳкнĕ хĕрарăм. — Тархасшăн. пулăшăр, хăвăртрах больницана каймалла, Анатоли вилес пек выртать.
Каччă хĕрарăм çине куç шуррипе çеç пăхса илчĕ. Анчах лешĕ Павлушран çăмăллăнах хăпма шутламарĕ, вăл йĕре-йĕрех лав хыççăн чупрĕ. Павлуш лашана пушăпа пĕр-икĕ хутчен туртса çапрĕ те çамрăк хĕрарăма самантрах аякка тăратса хăварчĕ.
Ялпа вăрман хушшинчи кĕпер урлă каçсан, Павлуш сасартăках лашана чарса тăратрĕ.
— Çук, Оля, урăх кайма пултараймастăп эпĕ, — терĕ çуна çинчен сиксе анса.
— Мĕн, тахçан савнă хĕрӳн куçĕнчен ӳкеймерĕн-им? Манран пытараймăн, эсĕ Надьăна мĕн тери юратнине питĕ лайăх пĕлетĕп эпĕ.
— Оля, çын вилес пек выртать, ăна çăлмалла, эсĕ пур, шӳт туса пыратăн. Аван мар.
— Аван-и, аван мар-и, анчах лашине бригадир мана ăсатма панă. Хам хуçа. Сăлтав тупнă чух Надьăпа калаçса юлас тетĕн пулсан, кайса калаç, эпĕ сансăр та разьезда çитме пултаратăп.
— Мĕн калаçатăн эсĕ, Оля? Мĕнле хăюлăх çитет санăн, пулас медсестран, çавнашкал сăмахсем калама?
— Анатоли санăн тăшману, вăл эсĕ юратнă хĕре илсе авланчĕ, эсĕ пур, каллех ăна ырă тăвасшăн тапăртатса тăратăн. Толстовщина!
— Оля!!!
— Оля! Оля! Эпĕ вунсакăр çул Оля, часах Ольга Ивановна та пулăп, анчах эсĕ ху ĕмĕрне хăмла тислĕкĕ ăшĕнче чавалансах ирттерсе ярăн. Кирлĕ мар мана çавнашкал мунчала ланчашкисем! — Оля çуна çинчен вăшт! çеç сиксе анчĕ. — Ан çырнă пултăр урăх ман пата çыру таврашĕ. Ахаль те юлташсем хăмлаçăпа çӳренĕшĕн тăрăхласа кулаççĕ.
— Эх, Оля, эсĕ вĕт пулас медсестра, сывлăх хуралçи...
— Медсестра çеç мар, врач та пулăп. Анчах эсĕ мана кураймăн ун чухне. Ну, ăсататăн-и е çук?
— Ăсатмастăп, кай çуран! — терĕ те Павлуш лашана хăвăрттăн каялла çавăрса тăратрĕ. — Поезд килесси тата хĕрĕх минуг, эсĕ чиперех ĕлкĕрĕн. Сывă пул!
Лаша ялалла тапса сикрĕ.
«Кĕтменччĕ, пачах та кĕтменччĕ Оля çакнашкал шелсĕр чун-чĕреллĕ хĕр пуласса, — çав тери пăшăрханса шухăшларĕ Павлуш, — чĕлхи тата, чĕлхи мĕнлерех! Эпĕ хамăн чи хаяр тăшманăма та çапла каласа хăртман пулăттăм... «Мунчала ланчашки... Хăмла тислĕкĕ ăшĕнче чаваланса ирттерсе ярăн... Хăмлаçăпа çӳренĕшĕн тăрăхласа кулаççĕ...» Кунашкал сăмахсемшĕн каçарма хал çитеймĕ. Анчах кирлех-ши унашкал хыпса кайнă чуна этем каçарăвĕ?»
Павлуш çĕнĕ çурт патне çитсе чарăннă чухне Надя калинккерен тухатчĕ. Вăл кĕрĕк тăхăннă, пуç çине пысăк тутăр уртса янă. Правленине лаша ыйтма кайма хатĕрленнĕ пулас.
— Павлуш? Эсĕ килтĕн-и? — хыпăнса ӳкрĕ вăл, калинкке умнех пырса тăнă лава курсан. — Тавтапуç сана, тавтапуçах. Ырă тунине ĕмĕр манмăп.
— Айăплă эпĕ, Надя, çав тери айăплă. Каçар, — терĕ Павлуш, хăвăрттăн лав çинчен сиксе анса. — Атя, илсе тухар хăвăртрах. Ĕнер çеç сывă çӳретчĕ, мĕскер пулса тухрĕ-ха капла?
— Аппендицит пулас, вар ыратнипе аптраса ӳкрĕ.
— Атя эппин, васкар. Надя, васкар! Юлашки приступ пулсан вилсе кайма та пултарĕ.
— Каçар эсĕ мана, Павлуш. Эпĕ...
— Мĕн пирки эсĕ?
— Манăн шăпи çавнашкал пулса тухрĕ те...
— Ах, Надя, çын вилнĕ пек выртнă чухне тахçан пулса иртни çинчен шухăшламаççĕ. Атя, тумлантар хăвăртрах.
Тепĕр пилĕк минутран чирлĕ çынна хунă лав, ялтан тухса, çил-тăман витĕрех район еннелле вĕçтерчĕ.
Павлуш тилхепене хĕрарăма шанса памарĕ: кунашкал çил-тăманлă çанталăкра çултан пăрăнса кайма та пулать. «Эх, Толя, Толя, — шухăшларĕ вăл, йĕри-тавра палтăртатса тăракан шурă стена витер малалла тинкерсе, — чăнах та, эпĕ юратнă хĕре качча илтĕн эсĕ. Ман чĕрене ĕмĕрлĕхех суранлатса хăвартăн. Тен, эпĕ те кайран-кайран хама килĕшекен мăшăр тупса авланăп. Анчах Надя, çамрăклăх ирĕнче тĕл пулнă пирвайхи çăлтăрăм, нихăçан та ман чĕререн тухса укеймĕ... Кам айăплă шăпамăрсем çапла килсе тухнăшăн? Эпĕ хамах... Çапах та эпир тăшмансем мар, Анатоли. Каçар мана ку таранчченех хăвна çилленсе çӳренĕшĕн... Анчах Оля... Кам ăна çав тери сивĕ те хаяр чунлă туса янă? Вĕреннĕ-çке вăл шкулта, вунпĕр çул хушши вĕреннĕ. Кĕнеке те вулама юрататчĕ. Мĕнле сăнарсем ытларах илĕртнĕ-ши ăна литературăра? Паллах, эпĕ ăна каçармастăп. Енчен те хăй каçару ыйтас пулсан мĕн тумалла? Анчах мĕн-ха вăл каçару? Пур-ши унăн мĕн чухлĕ те пулин сăваплă вăй, асам? Нивушлĕ вăл манран тархасласа ыйтса илнĕ «Каçаратăп» сăмах унăн вунă çул ытла маншăн ют пурнăçран илнĕ хăтланкаларăшĕсенчен тасатма пултарĕ? Ĕненместĕп. Каçару ыйтни вăл хăвна вăхăтлăха хӳтĕлеме тунă утăм çеç. «...Ху ĕмĕрне хăмла тислĕкĕ ăшĕнче чавалансах ирттерсе ярăн... Тăрăхласа кулаççĕ... Анатали санăн тăшману...» Çук, çук, ку сăмахсем пĕтĕмпех — пăсăк юнран сăрхăнса тухакан наркăмăш. Кунта каçару ьйтни кăна çителĕксĕр. Вунсакăр çул хушши наркăмăшланса пурăннă ӳт-пĕве пĕр сăмахпах тасатаймăн... Тен, каçармалла? Тен, чăнах та каçару сăмахĕн сăвапĕ пысăк? Ырă кăмăл патне ярса пуснă пĕрремĕш утăм мар-ши ку?! Анчах ыйтĕ-ши вăл каçару «тислĕк ăшĕнчи хăмлаçăран?..»
Эрне кĕтрĕ Павлуш хĕртен çыру, икĕ эрне, лешĕ çав-çавах нимĕнле сас-хура та тумарĕ. Павлуша икĕ тĕрлĕ шухăш асаплантарчĕ — юратнă хĕрне çухатни тата Оля хăйĕн айăпне туйса илме пултарайманни.
Вăхăт шунă май Оля сăнарĕ пĕркунхи лĕкĕсенчен тасалса пычĕ, унăн куçĕсем малтанхи пекех ыррăн та савăнăçлăн йăлтăртатрĕç Павлуш умĕнче. Çапах та мĕншĕн çырса ямасть-ха вăл пĕр сăмах та пулин? Пĕр-икĕ сăмах çеç! Вара каччă, сăмах çумне сăмах хушса, Оля йăнăшĕ çинчен тĕплĕнрех ăнлантарса парĕччĕ. Оля хăвăрт тавçăрса илекен хĕрачаччĕ-çке-ха! Вăл хальхинче те Павлушăн сисĕм-туйăмне тĕрĕс ăнланса илĕ, хăй йăнăш тунишĕн ӳкĕнсе, каçару ыйтĕ. Вара пурнăç каллех кулленхи çул-йĕрпе малалла кайĕ. Аван хĕрччĕ-ха Оля, тен, Павлуша чунĕ самантлăха кӳтсе çитнипе çеç кӳрентерчĕ вăл?.. Çапах та ыйтĕ-ши Оля каçару?
Оля хăиĕн шалти туйăмĕсемпе япăх хĕрех пулмарĕ. Акă мĕнешкел çыру çырса ячĕ вăл Павлуш патне çак пăтăрмах пулса иртнĕ хыççăн виçĕ эрнерен:
«Павлуш!
Хаклăран та хаклă Павлуша!
Мĕнле пурăнкалатăн эсĕ ялта? Тунсăхламастăн-и маншăн? Хам пирки каламастăп та ĕнтĕ. Эпĕ тахçан иртсе кайнă телейлĕ самантсене аса илсе киленетĕп, куçăмран куççулĕ юхтаратăп.
Савнă кĕтессем, пĕрле ӳснĕ тантăшсем! Çăмăл мар иккен вĕсене часах манса каймашкăн. Ман куç умĕнче, хура вăрман пек, çилпе кашласа ларакан хăмла пахчи. Эпир яланах ирсерен унта тĕл пулапăмăр иксĕмĕр. Пĕррехинче эпе ĕçе çав тери ир тухрăм, çурхи хĕвел те ыйхăллă куçĕсене мачлаттаркаласа пăхатчĕ сăрт хыçĕнчен. Эпĕ яла каялла таврăнтăм. Сирĕн пата васкаса чупса кĕтĕм. Эсĕ сад пахчинче, кĕлет çумне майлаштаркаласа тунă вырăн çинче, çывăраттăн. Шăналăкĕ усăк. Çамку çине тар пĕрчисем шăрçаланнăччĕ. Эпĕ вĕсене тутăр вĕçĕпе шăлса илтĕм. Эсĕ каçхине мунча кĕрсе выртнăччĕ пулас, санăн çӳçӳсем кăлкан пек кăтраланса таратчĕç, сăн-питӳ таса та шурăччĕ. Эпĕ сан хура куç харшине ачашларăм, эсĕ вăранса кайрăн. Савăннипе чунам, тăри пек çӳле-çӳле вĕçсе, кăвак тӳпене ярăнса хăпарнăн туйăнчĕ. Эпĕ вăтаннипе пуçăма сан кăкăру çине хутăм. Эсĕ мана пĕрремĕш хут ыталаса илтĕн, вĕри тугусемпе пит çăмартинчен сĕртентĕн.
Халь, акă, пĕчченех ларатăп эпĕ сĕтел хушшинче. Умра шурă хуг листипе ручка çеç. Эпĕ вĕсене хамăн туйăмсене каласа паратăп. Анчах хуравĕ хăçан килĕ-ши? Çавнашкал уйрăлнă хыççăн эсĕ ман пата çыру та çырасшăн мар ĕнтĕ, Павлуш. Эпĕ сана хытă кӳрентертĕм. Аса илсессĕн, чĕрем çурăлса тухасла ыратать. Эпĕ, Павлуш, сан çинчен те, ял пурнăçĕ пирки те пачах ун пек шухăшламастăп. Темĕнле çăмăлттайла туйăмсем хĕтĕртрĕç мана ун чухне, темĕнле усал астарчĕ. Урăх нихăçан та унашкал хура туйăмсене хам чун-чĕрем çывăхне ямăп тесе тупа тăватăп сан умăнта.
Каçар мана, Павлуша! Эпĕ те çур çул каялла çеç хăмлаçă пулнăччĕ вĕт! Вĕренсе тухсассăн та хăмлаçăсем патнех таврăнăп. Санран уйрăлсан разьезд чукун çулĕ çине чиперех çитрĕм. Вăрманта тăман вĕçтермерĕ, çула та шăлса лартман.
Тепĕр хут пуриншĕн те, пуриншĕн те каçару ыйтатăп.
Çыру çыр! Нумай-нумай çыр. Эпир вĕт виçĕ эрне хушши пĕр-пĕрнĕ курса калаçман-çке. Мĕн чухлĕ хивре сăмах е ăшă туйăм тулчĕ пулĕ санăн чĕрӳнте.
Ĕмĕр-ĕмер санăн Ульху.
Х.Ç. Павлуш, сана валли эпĕ хăмла ӳстерекенсен справочникне туянса хутăм. Çывăх кунсенчех бандерольпе ярса паратăл. Оля».
Çырăва пăлханса та савăнса вуласа тухнă хыççăн Павлуш телейлĕ шухăша путрĕ. Унăн пуçĕнче хăй парас хуравăн шухăшĕсем шăрçаланма пуçларĕç: «Оля, Ульха, сарă кайăкăм, кăвакарчăнăм, эпĕ сан пирки урăхла шухăшлама та пултарайман...»
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...