Юп çăлтăр
«Чечен вăрçинче» вилнĕ салтаксене асăнса
Ум çаври
Эп — çул çӳревçĕ атом.
Курмасть манна этем.
Пурне те эп куратăп:
Манн куçăмсем — хĕлхем.
Эп — чĕрĕ пĕчĕк атом.
Илтмест сасса этем.
Локаторла тăнлатăп:
Ман хăлхасем — хĕлхем.
Эп — Космос пайĕ Атом.
Туймасть манна этем.
Ӳт-пӳ туллии хăватăм,
Манн сисĕм те — хĕлхем.
Манран хăрать чун мурĕ...
Эп — чĕрĕлĕх пĕрчи.
Хамах обсерватории,
Кунтăрăм тĕпчевçи.
Кам пĕчĕккĕ, çав нишлĕ
Тени суя сăмах.
Ӳт-пĕвĕм пĕчĕккишĕн
Кулянас çук пачах.
Пур хисепе картаймăн —
Ун çук виçе чикки.
Хĕвре пурнать-ха пайрăм.
Пиншер хут пĕчĕкки.
Мана çын-мĕн курман-ха
Ăс-тăн тĕпелĕнче:
Планетăпа пĕр тан эп
Этемлĕх умĕнче.
Вăйран ӳксе пуç усмăп —
Ăс-тăн хушать хăват.
Вĕç-хĕрсĕр чĕрĕ Космос
Манпа канаш тăвать.
Этем, эп тĕк тăмастăп:
Хусканура — кун-çул.
Чун хевтине туймастăн —
Хăвна курмастăн пуль?
1. Вилĕм пуснă каç
Мускав.
Çар госпиталĕ.
Тĕксĕм каç.
Чӳречерен юрпа сапать кăрлач.
Шалта юр мар, тăвар ӳкет пекех
Салтак суранĕ сурчĕ çĕрĕпех.
— Мĕскершĕн, командир?
— Анне, ан яр! —
Ун-кун илтĕнкелет аташнă сас.
Командăсем парать çар пуçĕ мар,
Асап ку пӳлĕмре парать приказ.
Кунта нуша хуçса памасть кулач.
Пилпе виле хушши —
шăп çур хăлаç.
Эх, пурнăç кустăрми —
обойма пулĕ:
Салтак шăпи кунта хисепсĕр пуля.
... Мускав.
Çар госпиталĕ.
Лăпкă каç.
Чӳречерен пăхать салху кăрлач.
Тăвар сапма вăл чарăнчĕ пулас —
Аманнă салтакпа калаçрĕ врач:
— Эс халĕ те кĕмерĕн-и тăна?
Эх, яш ача, автомат мар — сана
Мĕн-ма паман-ши мечĕк е чуччу?..
Пустуй асап куратăн-çке ку чух.
Сестра та сăмахлать çурма саспа:
— Снаряд ванчăкĕпе... Ĕнер каçпа...
— Эх, вăрçă, вăрçă.
Юн.
Пăтраштару.
Унпа терт курнă-çке кашни ăру.
— Мăнтарăн ӳчĕ, чĕрĕ вырăн çук-тăр, —
Сурансене пăхса каларĕ тухтăр. —
Шанса лараймăн тухату вăйне,
Уçма тивет чĕре ани тĕлне.
— Кайман-ши тарăна? —
пăшăрханать сестра, —
Ах пурнăçра шанас килет ырра. —
Вăл хатĕр ĕнтĕ операцие.
— Апла пулсассăн пуçăнар ĕçе.
* * *
Телей те юплĕ
сывлăх фронтĕнче,
Леш тĕнчепе çак пурнăç чиккинче.
Хирург алли
пит шанăçлăн вылять,
Чӳречерен куççуль тăкать кăрлач.
Хирург алли пĕр чарăнми ĕçлет:
Чăлах ӳте сиплет,
касать, çĕлет...
Анчах такам тухать хирĕçлеве,
Сив сывлăш çӳçентерчĕ ӳт-пĕве.
Сиплевçĕ аллине темскер тăллать —
Çын шăпине хура хăват картать,
Пăшăлтатса шутлать минутсене,
Пусса хуçать яш ĕмĕр çунатне.
Хирург çĕççи йĕрлет
кун-çул йĕрне,
Анчах усал вăй пусрĕ ун çине
Яш çыннăн пурнăç чиккине тупса...
...Ытла та вăхăтсăр çӳрет супса.
2. Уйрăлас умĕнхи самант
Палата пĕчĕк, тупăк евĕрлех.
Сас-чӳ те çук —
Масар çинчи пекех.
Çын чунĕ уйрăлман-ха ӳтĕнчен,
Çут кун курмашкăн та Турри пӳрмен.
Тăна кĕмест салтак.
Тем аташать,
Хăрушă сăмахсем пăшăлтатать,
«Аннеçĕм, утиял пуç урлă вит —
Чуна илме анать метеорит».
Ик алă вырăнĕ —
юнланнă бинт,
Ĕсĕклесе макăрмалли камит,
Юрлать чăлах дуэт пек йынăшса
Е чунсăрлăх пародийĕ пулса.
Тен, тĕлĕрет салтак?
Тĕлĕкĕнче
Вăййа тухма чĕнмест -и униче?
Пӳрне вăййи вылянăн такампа
Хускатрĕ шăппăн юнăхнă бинтпа.
Тăна кĕмерĕ каччă кунĕпе.
Çын чунĕ уйрăлман-ха ӳтĕнчен.
Ăш пиллĕ тухтăрсем пулăшнипе
Чĕри те тапрĕ çырлахса хуллен.
Анчах та чун чăтмасть,
сикет,
сикет...
...Ах чун тени вăл малтанах сисет —
Телейсĕр шăпипе çураçаймасть,
Чăлах ӳтре вăл вырăн тупаймасть.
* * *
Çын чунĕ уйрăлман-ха ӳтĕнчен.
Çын чунĕ — халиччен уçман тĕнче:
Унта пурнать пулас витĕркуран,
Пулассине вăл пĕлтерет малтан.
Çав атомăн хĕлхемлĕ сисĕм пур.
Вăл тӳпери Юп çăлтăр пек çиçсе,
Кам ыр курать-и
е курать-и хур —
Хурать-мĕн туйăм урлă систерсе.
Çав атомăн обсерватори пур...
Курман-илтмен
хăватлă сисĕм пур.
Биоэфир ярать вăл Космоса,
Биоприборĕ тĕрĕслет ăса.
Салтакăн чунĕ те биоскоппа
Сăнать шăпа тыттарнă асапа.
Ăс арчине ярать ун çырăвне,
Этем ăс-тăнĕ чухлайманнине.
Хĕлхемлĕ сисĕм ячĕ чĕтрене
Чăлах салтакăн пĕтĕм ӳт-пӳне.
Тăна кĕмесĕр çын хыпар илет —
Вăл тĕлĕк пек экран çине ӳкет.
... Аваллăх курăмĕ.
Сунарçăсем
Çĕклеççĕ кистенсем е сăнăсем,
Тискер чĕр чунсемпе çапăçмалла —
Кашнин хăй хырăмне тăрантмалла.
Экран мĕлтлетрĕ —
Улшăнчĕç çынсем:
Каллех пыраççĕ ушкăнпа вĕсем.
Чухлаççĕ çут çанталăк саккунне,
Пăхаççĕ хуçалла çĕр-шыв çине.
Илемлĕ тĕнчене парăнтарма,
Ăсран хăват илсе пусмăрлама
Чи çăткăн тискер кайăк йăлипе
Вылять этем тĕнчемĕр шăпипе.
Экран çинче каллех çĕн кадрсем.
Салтак хăйне те курчĕ пăхнăçем.
Сăрт-туллă Чечене васкать эшкер...
Вут-çулăмпа хупланчĕ БТР.
Сиксе илет асаплăн мĕскĕн чун.
Çакна тепре курас килмест-çке ун.
Кĕте-кĕте ыр вăхăт килессе,
Приборĕпе сăнать вăл тинкерсе.
Инçе пăхса курать тăван ене.
Ак асăрхарĕ çын чун савнине:
Сар хĕрĕн чунĕ шанăçпа çиçет —
Хитре те сывă йĕкĕте кĕтет.
Телейсĕр чун шартах сиксе илет,
Биоскопа та куçарма тивет:
— Чун савнине ыталама май çук
Чавса таран ик аллăм татăк чух.
Салтакăн чунĕ курчĕ амăшне —
Куç пек кĕтет вăл савнă ывăлне.
— Ыраттарас килмест анне чунне —
Сирме май çук-çке унăн хуйхине.
Салтакăн чунĕ курчĕ ашшĕне,
Кĕтет вăл вăйлă та тĕреклĕ ывăлне:
— Атте патне те каяс марччĕ ман,
Мĕн курĕ вăл эп вăйсăрне курсан.
Чаршав хуплать инçетлĕх ытамне.
Сыпма пулмарĕ пурнăç çиппине,
— Каçарăр, çут тĕнче,
тăван-пĕтен,
Тивет-çке уйрăлмашкăн сирĕнтен.
3. Чун тухнă самант, е Космос куç хĕсни
Управçă атом хушнă хăватпа
Çын çыхăнасшăн вĕçсĕр уçлăхпа.
Епле калаçмала?..
Чун систерет,
Телей курмашкăн ăнтăлса сикет.
Ав, кăкăр чиккинчи енчĕкĕнчен
Хашлатрĕ чĕрĕ сывлăш ерипен.
Хĕлхем ылмаштарать кун-çул çипне,
Тапса кĕрет ачашлăх ытамне.
Чун тухнă вăхăт.
Ӳкĕт сăмахсем.
Темле асаплăн туртăнать этем.
Кĕрен хĕлхем çыхăнăва куçать,
Тĕллевлĕ шухăш уçлăха тухать.
Эй, Космос, Космос!
Эсĕ ăслă пуль,
Ăш пиллĕ пурăнма хушатăн пуль.
Анчах сана ăнланаймасть этем.
Пулаççĕ çавăнпа тискер ĕçсем.
Çынпа калаçиччен чулпа калаç
Пăшал чĕлхи пуç пулнă вăхăтра.
Сан чĕлхӳне ăнкарайман палач
Пăшал азбукине тытать асра.
Эй, Космос, Космос!
Эсĕ мĕн е кам?
Чĕрех пулсассăн сассуна парсам.
Чăтма çук йывăр асапран çăлсам,
Чуна йăпатмăш çăлăнăç ярсам.
«Çынпа калаçиччен калаç манпа», —
Тесе каланăн сусăр салтака
Таса та уçă кăмăллă тӳпе
Куçне хĕсет ыйту çăлтăрăпе.
Çын чунĕ çыхăнайрĕ Космоспа —
Ыйту хуравĕ пулчĕ ыйтупа.
Мĕскер каласшăн çăлтăр —
Паллă мар.
Куçне хĕсет Юп çăлтăр е вăл мар?
Эх, кам ăнланĕ Уçлăх чĕлхине?
Епле хуравлăн унăн ыйтăвне?
Каллех çынна хута кĕрет хĕлхем
Сенкер инçетлĕхрен куç хĕснĕçем.
Хашлатрĕ сывлăш юлашки хутчен
Кăшкарĕ ваннă кăкăр чиккинчен.
Управçă атом пурнăç тĕввине
Ӳтрен илсе куçарчĕ чун варне.
4. Уйрăлни
Палата пĕчĕк — тупăк евĕрлех.
Сас-чӳ те çук —
Масар çинчи пекех.
Салтакăн чунĕ уйрăлчĕ ӳтрен,
Мачча таран çĕкленчĕ ерипен.
Йăлттам çут пайăрка шуса пырать —
Уйрăлакан чуна ыйту парать:
«Эс хатĕр-и?
Асран тухмасть-и пил?
Хăвпа пĕрле ыр шухăш-туйăм ил.
Хăвар кунта хаярлăх туйăмне,
Сана чăрмантарать вăл малашне.
Мул шухăшĕ салантăр мур çине,
Кил шухăшĕ те ӳктĕр пил çине».
Чун сассăр систерет килĕшнине,
Кăшт сĕртĕнет çут пайăрка çумне:
Çăмăллăнрах туйма пуçлать хăйне,
Кĕрет кĕрен шевле ирĕклĕхне.
Салтакăн чунĕ тинкерет çӳлтен
Сывалайми ӳтне мĕнпур енчен.
Чуна кирли юлман кĕлеткинче —
Епле пурнайăн унăн ăшĕнче?
Ак, йăлтăр çутă чун ăшне чăмать —
Çын чунĕ хăй те çутăлма пуçлать.
Салтакăн ӳчĕ вилчĕ пулмалла,
Вăл хытрĕ нихăçан хускалмасла.
Ӳт-пӳ вилнишĕн çын тени вилмест,
Вăл вилĕмсĕрлĕхре тупать кĕтес.
Сăваплă вăй хайхи салтак чуне
Илсе каять Юп çăлтăр тĕнчине.
Чун сывпуллашнăн пăхрĕ çĕрелле,
Кĕç асăрхарĕ хăйĕн тăшманне.
Саккунсăр çын енне кăшт ӳпĕнсе
Тинкерчĕ пит ачашшăн, хĕрхенсе...
Вăйран кайса чечен ачи йăваннă,
Çапах парăнасса кĕтсе ан лар
Йыша ертсе пырсассăн юн тăванĕ,
Тăван юнне юхтараканĕ мар.
Ытла та çирĕп шариат саккунĕ.
Йăх таврашне
Вилсессĕн те ан сут.
Айăплисем — шутра:
Юхтарĕç юн е
Вĕсем валли пулать хăрушă суд.
5. Ăсату
Пĕлетпĕр: пур Хĕвел системинче
Хитре планета.
Тĕрĕ — ун çинче.
Такам та пĕлĕ кăсăклă ятне —
Сăмахĕ шахвăртать ăсчахсене.
Юпитер вăл —
Пур ырăсен ырри,
Тӳпе саррин хĕм чĕртекен тĕрри,
Çӳл тĕпене карса тăраканни,
Вăрттăнлăхне пĕлсе упраканни.
Аваллăхри этем ăс-тăнĕнче
Юпитер пулнă Çӳл тӳпе Турри,
Этем паян та хăй ĕмĕтĕнче
Унтах шырать-çке йăпану юрри.
Тĕнчемĕр хур кăтартнă мĕскĕн чун
Ӳтне хăварчĕ çĕр çине салхун.
Юпитерăн эрешлĕ каррине
Сирсе вăл кĕчĕ çĕнĕ тĕнчене.
Йăлттам Юп çăлтăра куçайрĕ чун.
Сăвап çути сапалассишĕн çун.
Тăванлăх,
туслăх ангелĕ пулса
Çуталтăр ĕмĕр-ĕмĕр ялкăшса.
* * *
Мухтав, Таса Поэзи пирĕштийĕ!
Сан умăнта пуçа таймашкăн тивĕç
Юп кӳнĕшĕн Сăмах асамçине
Çĕкленĕ чух Юп çăлтăр сăнарне.
Е кам шанмасть таса хăват вăйне,
Е ĕненмест тивлетлĕ сисĕмне,
Кĕç тӳртĕн кĕрсе тӳртĕн тухĕ хăй —
Килтен киле çӳрен чи ырă вăй.
Аваллăхри этем ăс-тăнĕнче
Юпитер пулнă
Çӳл тӳпе Турри,
Телейсĕр каччăн пурнăç чиккинче
Сăмахăм пултăр ăсату юрри.
6. Кĕмĕл пĕлĕт утравĕ çинче
Хисеплĕ вулаканăм,
Поэта
Асамçă е ăсчах теме тăхта.
Куçать ун туйăмĕ Сăмах вăйне,
Чун ытамне илет çын шăпине.
Пур халăх кăмăлне çивĕчлетсе
Вăл ухă йĕппилле перет инçе.
Вĕçет пĕрлешнĕ туйăм ирĕке,
Сенкер тӳпе те туптăр пĕр чĕлхе.
Саккун уçмарăм эпĕ çĕнĕрен,
Ăна чӳклевçĕ пĕлнĕ ĕмĕртен.
Куçарнă вырăнтан
çăлтăрсене
Шута илсе пур халăх кăмăлне.
Юп туйăм куçтăрин ăнтăлăва,
Юп çăлтăрпа кĕрер çыхăнăва!
... Хĕлхем хăват
чӳк халăх туйăмне
Ăсатрĕ Кĕмĕл пĕлĕт утравне.
* * *
Салтакăн чунĕ куçрĕ çăлтăра,
Хăй вырăнне вăл тупрĕ уçлăхра.
Юп çăлтăра пирĕштисем сыхлаççĕ,
Тусан пĕрчи ӳкмешкĕн те памаççĕ.
Лăпкаççĕ, ачашлаççĕ чарăнми,
Пăхаççĕ ун çине ытарайми.
Юратупа киленĕç кăмăлне
Тивĕçтереççĕ йăлт мĕн ыйтнине.
Утрав çинче мĕн кирлĕ —
пурте пур.
Кунта никам та курмĕ мăшкăл-хур.
Кунта саккун çырмаççĕ тиексем,
Йĕрке тумаççĕ çăткăн пурмиссем.
Кунта саккунлă хурахсем пусмаççĕ,
Сӳпĕлтисем ухмах сути тумаççĕ,
Тупаймăн картлашка хăпармалли
Пуçтах та сăхă карьерист валли.
Кунта Çăлакана пăталамаççĕ,
Поэтсене касамата хупмаççĕ.
Влаçра тăмасть патша е президент —
Сар Кун йĕрки пырать мĕн ĕмĕртен.
Утрав пурнать пур пĕтĕм йышĕпе
Ăш пиллĕ юрату тивлечĕпе.
Пурмис ĕçне тăваççĕ поэтсем,
Çунат хушаççĕ чун хоралĕсем.
Кунта пулмаççĕ шавлă суйлавсем,
Çил вĕçтермеççĕ тĕрлĕ партисем.
Пĕрне-пĕри çимеççĕ эшкерсем —
Мула пуçран асла хуракансем.
Салтак халь салтак мар — Илем патши.
Ун пурнăçĕ Юп çăлтăрчăк ташши.
Çав çемĕпе хĕвел ал çупрĕ халь,
Планетăсем те çаврăнаççĕ вальс.
... Анчах Юп çăлтăр чунĕпе —
салтак.
Салтакăн тăмалла-çке хуралта.
Сӳ килнĕн позитрон сиксе илет:
Ах,чун тени ырă мара сисет.
Тăван планетăна куçпа тĕллет,
Пур çылăх ангела çӳçентерет.
Биолокаторĕ хута каять,
Биохăват сăмах вăйне куçать.
7. Юп çăлтăр монологĕ
Аван-и, çынсем,
çут тĕнче хуçисем!
Шанманччĕ те пуль
ман сасса илтессе.
Эх, кам-ха шутланă
сиртен уйрăлса
Сенкер ĕмĕрсен хапхине уçасса...
Кунта, Кĕмĕл пĕлĕт утравĕ çинче,
Нумай ман пек чун —
Пурте ырă, таса.
Анчах вĕсен йышĕ сахал çĕр çинче,
Унта çавăнпа пурăнмашкăн асап.
Пĕлетĕр-и, Космос —
Чăн улăп чĕр чун,
Куçпа та ăспа ытама илме çук.
Пур çын та сисеймĕ ун чĕрĕлĕхне,
Хиврен вылятсан та
кун-çул хĕлĕхне.
Тупаймĕ этем Космоспа килĕшӳ
Ăна пусмăрласшăн кăна тĕрмешсен,
Хайхи пархатарсăр шырав-кĕрешӳ
Хăватлă вăя сивĕтет хăйĕнчен.
Сенкер Ĕмĕрсен пур
пин-пин куç-хăлха —
Çынна ăнланса çывхартать ырлăха,
Анчах ыр вăйпа килĕшӳ ăнăçмасть —
Виçе туйăмне кашни çын чухлаймасть...
Илесшĕн пĕри ун вĕç-хĕрсĕр мулне,
Пусса куçарасшăн уçман çереме,
Тепри хивре çыхнă нуша хутаçне
Уçса йăлт силлесшĕн
этемлĕх çине.
Чи çăткăнраххи хатĕрленчĕ вăрçа —
Вăл çăлтăр çинче те пуласшăн хуçа.
Каллех аркату —
мур ташшиллĕ пасар,
Планета шăпи унта пулĕ тавар.
Планета — диктатор,
Планета — чура.
Пуçа тайма тивĕ
Планета-турра.
Каллех тӳсме тивĕ хура асапа,
Анчах хальхинче
пысăкрах масштабпа.
Мана çак сăлтав хĕтĕртет шырама —
Юп ангел пулин те памасть лăпланма.
Хăш-пĕр çитĕнӳ турăм çакă ĕçре —
Халь чăн çăлтăрла
пулăшасшăн сире.
Çĕр — пĕчĕк планета.
Тусан уçлăхра.
Тусан пĕрчисен те саккунĕ кăра:
Пăсмасăр самант ĕмĕрсен йĕркине
Вĕсем пухăнаççĕ эфир утравне.
Çын — пĕчĕк планета.
Тусан пурнăçра.
Анчах чĕрĕ пурнăç саккунĕ кăра:
Самантлăх пăсмасăр
хевтеллĕ çулне
Вĕсем пухăнаççĕ этемлĕх йышне.
Пĕр халăх йышне тепринпе тустарни —
Чăн-чăн катастрофа,
Йĕрке пăсăлни.
Мехелсĕр çухалнă этемлĕх йышне
Нихçан та лартаймăн калла вырăнне.
Пĕр халăх йышне тепринпе пĕтерни
Этемлĕх хăйне хăй çиме тытăнни.
Пачах туймасассăн ӳтпе чун хакне
Кĕреймĕ никам та чăн-чăн çын шутне.
Çапла эпĕ тухрăм пĕр шухăш патне:
Тивет çĕнетме çыннăн чун тытăмне.
Кутемĕн ăсланă юпкӳрĕм кодне
Пытармăп эп кăкăр чиккин енчĕкне.
Унпа усă курăп тĕллевлĕн çунса,
Таса çут хĕлхемлĕ Юп çăлтăр пулса
Çынсен ăшĕнчи усала хӳтерме,
Этемлĕх чунне путлăхран çĕклеме.
Çынсем!
Тек ан шырăр мана тӳпере!
Сенкер Ĕмĕрсем ырă кӳччĕр Çĕре.
................................................................
Эп — сирĕн ӳтре.
Эп — хĕлхем-тухату,
Çынна чунлă тунă таса Юрату.
... Чим, пĕр саманта шăпланмашкăн тивет —
Мана электрон делегаци кĕтет.
Сар Кун конгресне чĕнчĕ Аслă тĕнче.
Çынсем, сывă юлăр!
Тепре куриччен...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...