Ватăсем


Ытлаванах йăл илнĕччĕ пирĕн калаçу — Михей мучи татрĕ.

— Хăй килет, — терĕ Çĕпритун мучи. — Вăт вăл сана йăлт ăнлантарса пама пултарать те.

— Аре, у чухлать, унран ыйтса пĕл, — Çĕпритунпа килĕшрĕ Аре мучи те. Чăн ячĕ унăн — Сахрун. Эпĕ чухлассах, ялта ăна никам та вăл ятпа чĕнсе курман-тăр, пĕрехмай — Аре те Аре. Шав арелетнĕрен. — Аре, у енчен пуçлă у. Упрасăвăннă вĕт у пирĕн.

— Мĕнле «упра сăвăннă»? — тӳрех тавçăрса илеймерĕм эпĕ.

— Виç-тăват хаçат илсе тăрать те у, ик-виç журнал, тевелисăр кутĕнчен каймасть — упрасăвăннă пулмасăр. Учитлĕсем пирĕн у чухлĕ чухламаççĕ.

— Хаçат вулама та кирлĕ мар пире. Телевисăрне пăхса куç пĕтерме те. Тĕнче хыпарне пĕрех пĕлсе тăратпăр. Ыйт пиртен Америкра паян кам пуçлăхра тесе, веç каласа параятпăр, — калаçăва хутшăнчĕ чылай чухне шăппăн кăна итлесе ларма юратакан Шаша мучи. Анани çумне «Шаша» тени нумаях пулмасть çыпçăнчĕ, унчченсенче хăй ячĕпех çӳретчĕ. Тинтерех çуралнă мăнукне Саша ят хунă та, Анани мучин «с»-па «ш» ниепле те уйрăмшар тухаймаççĕ.

— Хей, Михей пур çинчех мĕн-ма хаçат çырăнса укçа тăккаламалла? — лĕхлетсе илчĕ Теренти мучи. — Тавах, Михей пур. Пенси самаях перекетленет пирĕн. Хе-хе-хе...

Ыттисем те кăмăллăн лĕхлетрĕç.

— Тарăхнă пек-ха ку пирĕн Упрасăвăннăй. Темĕн сиксе тухнă ĕнтĕ. Кунашкал ирех, «Времне» пăхмасăрах тапранса тухакан марччĕ, — сăмах хушрĕ Çĕпритун мучи.

Михей мучин ку йăлине эпĕ хам та асăрханăччĕ. Вунă сехет çитеспе кăна кăштăртатса тухать пĕренесем çине. Ĕçке-хăнана кайсан та, хыпарсене пăхма пăрахса килет тесе ăнлантарнăччĕ мана ватăсем. Тухса ларать те вара пĕренесем çине мĕн кăтартнине йăлт каласа тăнлантарса парать ыттисене.

Михей утать-утать те лач! сурать.

— Самай тулхăрса килет-ха ку. Сухвийĕ тустарнă пулать-и? Виталийĕ-ши?

Сухви Михей мучин мăшăрĕ пулать, Виталий, манпа тантăшскер, — кĕçĕн ывăлĕ. Эпир унпа пĕр класра вĕреннĕ. Хулана вĕренме кайма пур çинче ялтах юлчĕ, тăван килĕнче тĕпленсе пурăнать.

— Кинĕ мĕн тунă пуль, аре. Усенчен, аре, тем те кĕтме пулать. Хальхисем ĕлĕкхи мар кинсем. Сăмах ан хуш, аре, — йăшăлтатса илчĕ Аре мучи. — Ытла чĕлхеллĕскер кинĕ унăн. — Кăна ĕнтĕ ман валли каларĕ.

— Сан пĕрехмай кинсем айăплă. Путлĕ пурăнаймастăн та кинӳпе ху. Шав мăртăхса çӳрен. Ун кинĕ маттур-ха. Такампа та чĕлхе тупаять, ытахаль кӳрентермест, — хирĕçлерĕ Çĕпритун. — Шăкăл-шăкалах пурăнаççĕ вĕсем. Кинĕ ылтăн унăн. — Кусем каллех ман валли пулчĕç.

Михей çывхарнă май манăн ватăсем шăпланчĕç.

Çитрĕ лешĕ, тепĕр хут лач! сурам пек пулчĕ. Çĕпритун кăшт сикрĕ, Арепе иккĕш хушшинче вырăн пушатрĕ. Михей мăштăртаткаласа пĕрене çине хăпарса ларчĕ.

— Самана картран тухрĕ пулас, атьсемри. Тур çырлахтăрах, — терĕ те шăпланчĕ.

Ыттисем те шарламарĕç, кĕтрĕç лешĕ хăй сăмахне тăсасса. Упрасăвăннăй текех пĕр чĕнмесĕр Терентирен муталаса çемçетсе ларакан пирусне илчĕ.

Арен чăтăмĕ пĕтрĕ пулас, йăшăлтатса пуçларĕ.

— Эс, Упрасăвăннăй, Туррине хальччен, аре, асăнсах каякан марччĕ-ха...

Лешĕ васкамасăр пирусне çавăркаларĕ, хыпрĕ. Çĕпритун шăрпăк чĕртрĕ, Михей тивертрĕ, ĕмсе илчĕ.

Аре каллех канăçсăррăн йăшăлтаткаларĕ:

— Тем, ирех тапса тухрăн-ха эс паян. Элле, темĕн сиксе тухман пулĕ те тĕнчере эпир кунта пĕренесем çинче ларнă чух? Е килтисем пăскăртмарĕç пулĕ вĕт те, аре?

— А-а... — алă сулнăн пулчĕ Михей. — Манпа мĕн тăвас шухăш-и вĕсен халь? Çăмарта ăшалама тесе лартса янăччĕ кин — ăна пăхмаç, хам сӳнтертĕм. Пушар яраç. Каккуй мана асăрхама халь вĕсен? Кино-о пăхаç! — шĕвĕр пӳрнине кăнтарчĕ Упрасăвăннăй. — Телевизорне кĕрсе кайманни кăна.

— Кино пулмаллаччĕ çав унта паян. Програмне пăхнăччĕ ирпе, — сăмах хушрĕ Шаша.

— Мĕн, аре, пит кăсăкли кăтартаççĕ-им? — Михей енне тайăлчĕ Аре.

— Унашкал кăсăклине пăхса хăсăк киле пуçларĕ ĕнтĕ. Унталла пăран — çара-пакка — тьфу! — хуçкаланаç, кунталла пăран — вырăн ăшĕнче йăраланаç. Урăх нимĕн те кăтартма çук пек. Йăлт пăсăлса кайрĕ Мускав.

— Мĕнле çара-пакка? Вара, мĕн, çарипех кăтартаççĕ-и-мĕн? — Ялтах тунă пек пулчĕ Аре.

— Мĕн курнине калап ĕнтĕ, — сурчĕ Михей.

— Нимсĕр-мĕнсĕрех-и?

— Калатăп пулсан, çаплипех.

— Ай-уй! Аре, эппин, йăлт палăрать пуль?

— Палăрать мар, йăлт курăнать. Артисчĕсем те вăтанма та пĕлмеççĕ пулать-и вара? Вăтансан çарамасланмаççĕ ĕнтĕ. Çапла-а... — Михей пирусне кăкăр туллин ĕмсе илчĕ.

— Ап-пай турах! — чаплаттарчĕ тутипе Аре.

— Мĕн çинчен вара кини? — Пирĕн паталла шуçрĕ айккинерех ларакан Шаша та.

— Тем çинчен. Артисчĕсем хăйсем те пĕлмеççĕ пуль, çăрăлаççĕ вырăн çинче. Пĕрисем, теприсем...

— Кай, кай... Унашкаллинех кăтартас çук-ха ĕнтĕ — кăштах тыттаратăн-тăр? Аре, целăй çĕршыв пăхса ларать пулать иккен те, унашкалах кăтартас çук-ха, аре, — тӳрленсе ларчĕ Аре.

— Хă, ĕненмест тата! Кайса пăх, аре, ху! — Кăшт тарăхарах хыпса илчĕ Михей. Хам куçпа курнине калап пулать те — чăна хумасть тата.

— Тĕнче пĕтсе килес чух намăс-симĕсне çам пек уяма пăрахаç, тет. Еванкĕлре çырнă пулать, — сăмах хушрĕ Шаша.

— Çапла, тет, çав, — Шашапа килĕшсе пуçне сĕлтрĕ Çĕпритун.

— Пулĕ те. Пăсăлса пырать çав халăх, пăсăлсах пырать. Ĕлĕкрех таврипе пĕртен пĕр Фекла пурччĕ Кĕртлешсе пурнаканни, халь, авă, Анаткасра терĕç пуль, виç-тăват хĕрарăм темле намăс чирпе пульницаран выртса тухнă пулать.

— Эс, Çĕпритун, ăçтан тĕшмĕртен тата Анаткасрисене? Йăрккамастăн пуль вĕт хушăран ĕлĕкхисене аса илсе? — йĕкĕлтешсе илчĕ Теренти мучи.

— Мĕнле-мĕнле ĕлĕкхисене тата? Мĕн пулнă вара ĕлĕк Анаткасра? — хыпса илчĕ Çĕпритун.

— Ак ĕнтĕ тата... Пĕлместĕн пулать. Мĕн, асран кăларса пăрахрăн-им-мĕн? Хам туйра Вĕççелиспе пĕр пулман пулсассăн унтах пăчланаттăн та-ха, юрать, сан телейне вăхăтлă авлантăм хам, — кулкаларĕ Теренти.

— Анаткасне çул хываканни хăвах пулнă-çке, — ĕлĕкхине тапратнăшăн кăмăлсăррăн мăкăртаткаларĕ Çĕпритун.

Ватăсем шăпланчĕç. Михейпе Шаша пирусĕсене паклаттарчĕç. Шăплăха Аре мучи татрĕ:

— Ха, шăтăках пуль çав, аре, ман пуç. Пахча кĕçналăкне картиш енчен тĕкĕ ямаллаччĕ — асран кăларса пăрахнă. Сурăхсем пахчана тухса каймарĕç-ши ĕнтĕ? Аре, карчăк ăс çитереес çук-ха вăл. Аре. Кайса тĕрĕслесе килем-ха, — терĕ те пĕрене çинчен айлатарах çĕкленсе килĕ енне кăштăртатса утса кайрĕ.

— Ак, ак хайхи Аре... Тилевизăр пăхма йăрккарĕ те, — çăмăллăн йăшăлтаткаларĕ Теренти, лешĕ айккинелле кăшт иртнĕ хыççăнах. — Сăлтавне тупрĕ тата. Ăт, шеремет! Яш чух та вăл-ку енчен шĕвĕрччĕ те пит, хыпаламан хĕрупраç хăварман. Темле ăсатса пĕтерчĕ кайран ют ялсене? — Кăна ман валли каларĕ. — Аре темерĕн, ха! ха!.. Кунта аран пек кăштăртатрĕ, халь, пăх-ха, еплерех ярккаттарать.

Ватăсем Аре хыççăн пăхса кăмăллăн кулкаларĕç.

— Иксĕр те ĕнтĕ кастарман качака такиех пулнă – пĕлетпĕр. Ачапча чухнех мунча чӳречисенчен хыпашласа çӳреттĕр хĕрарăмсене куçăрсемпе, — мăйăхĕ айĕн лĕхлетсе илчĕ Шаша.

— Эс куна ху çинчен асилтерес тесе туртса кăлартăн-и-ха, Шаша? Ху тата, мĕн, святтуях пулнă-им-мĕн? Айккинчех çӳреттĕн те, çапла пулмасăр, э? Мунча хутнине систерекенни кам пулнă тет-ха? Мунча шăршине шăршласа кăна çӳреттĕн вĕт, — кăмăл туллин, çĕнтерӳллĕн лĕх-лĕх турĕ Теренти.

— Эпир мĕн... хăвăр-иç пире, айван ачапчана, вăскăртса янă. Сана пулах-иç пĕринче чутах вĕт пуçсăр тăрса юлаттăм. Юрать, Захар маткин алли кукăр пулнă та, витри хăлха çумĕпех шăхăрса иртсе кайрĕ. Астăва-а-ап. Лекнĕ пулсан, ларас та çук-и кунта?

Çакнашкал перкелешсе тата темĕн кăсăкли патне çаврăнса тухатчĕç манăн ватăсем — Терентине карчăкĕ чĕнсе илчĕ:

— Теренти теп! Теренти! Кил-ха хăвăртрах! Ассах кайрĕ, чарăнмасть. Кил-ха, лăплантар!

Ватăсем урама янратсах ахăрса ячĕç. Теренти карчăкĕ — Маня аппа — пуçне чӳречерен кăларнăскер, аптракаласа унталла-кунталла пăхкаларĕ.

— Çиччас пырап, ан янраш! — харах кăшкăрса пăрахрĕ карчăкĕн сăмахĕсем шăпах калаçу тĕлне кулăшла çаврăнса тухса ватăсене хăйĕнчен ихĕлтетме сăлтав туса панăшăн хĕремесленсе кайнă Теренти. — Мĕн, тем сиксе тухнăнах çухăрашан? Туртса кăлар мĕнне!

— Тухмасть вăл. Темле мурла чиксе хăварнă та ху. Кил, теп, хăвăртрах! Туса яр!

Ватăсем тепĕр хут ахăрса ячĕç.

— Чуп, чуп хăвăртрах. Лăплантарса кил. Тем курăн тата, пĕр асса кайсассăн... Хĕрарăм тени вăл...

— У-уй, сӳтĕксем! Ачапчаланса кайрăр ĕнтĕ йăлт, — самаях çиллĕн пăхса илчĕ Теренти ватăсене. — Мĕн ахăрашмалли пур-ши? Тилевисăр, вăн, тепĕр чух чăххăмлать — çавă çеç. Юсаттармаллаччĕ те-ха — ерçеймерĕм. Тупнă ахăрмалли!

— Атя, атя, вĕçтер. Лăплантар «тивелисăрна». Ха-ха-ха!..

Чылайччен лăпланаймасăр, сăнĕ-пичĕсем хĕремесленсе кайичченех çапла ахăрашрĕç ватăсем, аран сывлăш çавăрса ячĕç.

— Арийĕ пăчланчĕ пуçĕпех, ку та тухас çук ĕнтĕ тинех, — шăл йĕрчĕ Шаша.

— Кулса лар-ха нумайрах,хăвăнта, ак, «тевилисăру» сиксе тухать, — лĕхлетрĕ Çĕпритун. — Н-да... Ыран кунта хăшне-пĕрне чĕрĕ-сывă курасси-тăвасси те пулмĕ капла.

Тепĕртакран хăй те «Ыран райцентра çиткелесе пăхас теп-ха, пăта тавраш илмеллеччĕ, хамăрăн лавккинче çук, паян иртерех выртса ыран иртерех тăрас» текелесе пăрахса утрĕ.

Шаша мучи те, Çĕпритун килкартине кĕрсе çухалсанах, вырăн тупайман пек йăшăлтатрĕ-йăшăлтатрĕ те, — ахăртнех, пăрахса кайма сăлтав шырарĕ, — юлашкинчен чăтăм çитереймерĕ курăнать:

— Ак ĕнтĕ, туртмалли пĕтнĕ-çке манăн, кĕрсе илем-ха, — терĕ, кĕсйине хыпашланă пек пулса.

Эпĕ хамăнне сĕнтĕм.

— Сан фильтрăллă вăл, мана каймасть, ӳсĕрттерет. Хамăннех кĕрсе илем ĕнтĕ. Хăнăхни хăнăхниех, çăвар тутине пăсам мар, — терĕ те эпĕ сĕннĕ «Бонд» сигарета яхăнне те ямарĕ. Михей мучи, ман еннелле куç ывăтса, вăрттăн кулкаласа илчĕ.

Кĕçех пĕренесем çинче эпир иксĕмĕрех тăрса юлтăмăр. Манăн ватăсем нихăшĕ те çав каç та, тепĕр кунхине те яра кунах, каçхине те курăнмарĕç. Ахăртнех, пĕр-пĕрин тĕлне пулма, пĕр-пĕрне куçран пăхма именчĕç пулмалла.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: