«Тĕнче саккунне кам хăйса хиреçлейĕ?..»
Ваçлей Кервене
Тĕнче саккунне кам хăйса хиреçлейĕ? —
Тăп çыхнă кĕлте те юлать пушанса.
Кунсем хутшăнса пынăçемĕн, Ваçлейĕм,
Пирте çухату та пырать хушăнса.
Паян эсĕ ак 60 çул илсе хутăн
Пĕр вĕçĕмсĕр Вăхăт хура хĕррине.
Юрать-ха упрать Упамса мезолитăн1.
Мерчен пичетне — сар упа саррине.
Хура вăрманти шурă тутăрлă çĕмĕрт
Тата инçерех пек йĕпхӳ çунă май.
Элле сĕврĕлет пирĕн хĕрĕнкĕ ĕмĕт? —
Çут тунсăх хуллен сăрхăнать чунăма.
Кам курнă тĕм-тăм ларакан йăрăс шĕшкĕ
Шăпах çур çĕрте чечеке ларнине2?
Телей темелле-ши — кăштах астивмешкĕн
Тӳр килнĕ пире те Пегас парнине.
Эп çыртăм çынсем асăнмалăх трагеди,
Эс çыртăн «çынсем» — сăвăлла пĕр роман.
Апла ахаль мар сăвăçсенĕн ĕречĕ
Пире айккине уйăрса хăварман.
Айташ, Теветкел, Лукинпа Афанасьев...
Вĕсем маларах кĕнĕ çав туртана.
Пулни-иртнисем майĕпен манăçаççĕ,
Тен, ĕçнĕ те пуль вĕсемпе пĕр танах.
Çапла, çăлтăрсем те тухмаççĕ пĕр харăс,
Ӳкмеç те вĕсем васкаса харăсах.
Апла-тăк мĕскершĕн, пĕр сăвăç3, хăр-хар эс,
Тăран йыт çури пек манран хăраса.
Эп санăн кивелнĕ чапна хапсăнмастăп,
Хисеп паллине те туртса илес çук.
Анчах та хама пӳрнине те памастăп,
«Чувгиз», тен, пичетлĕ мана килес çул4.
Çырас вăхăтна та, çырас вăй-хална та
Сана тивĕçпе панă пулĕ виçсе.
Çакна эс, вĕçне тухнăскер, ăнланатăн,
Çапах, импотент пек, тăран кĕвĕçсе — ...
Ваçлей, эс манран ăслăрах, чеерех те, —
Кала-ха, мĕскершĕн пĕр çăлтăр анман?
Эп кăшт хĕрӳрех-тĕр, эп кăшт хивререх-тĕр,
Тен, çавăнпала ман çур пурнăç ăнман.
Юрать-ха çил çаврăнчĕ, уçăлчĕ пĕлĕт,
Ак тухрĕ хĕвел, ылтăнран хывнăскер.
Малаш кунсене пурăнма эпĕ пĕлĕп,
Анчах вĕсене шутласа хунă-çке...
Çак 60 çула çитнине, сăвăçсемĕр,
Уяв темелле-ши, е... çур пумилкке.
Тата 40 çул пурăнсассăн, пĕр ĕмĕр
Вĕçле те, Ваçлейĕм, çĕкле пĕр черкке.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...