Тăван çĕршыв


Çĕршывăмăр сарлака та аслă, теççĕ.

Вĕç-хĕрсĕр сĕм вăрмансемпе хирсем.

Пĕчĕкренех ăша илсе ӳсеççĕ

Çапла вĕрентнине ачамăрсем.

 

Чăнах, Çĕршывăм аслă — килĕшетĕп.

Çитекенни çук анлăш-урлăшпе.

Аш кăнтăра, сив çурçĕре çитетĕп —

Çакна туятăп эп чун-чĕремпе.

 

Ăçтан сăмахĕ тухнă? Халь пĕлеймĕн:

Çуралнă енпелен тăван кĕтес

Этемшĕн «пĕчĕккĕ çĕршыв» кăна-мĕн.

Апла вăл Çĕршывран мĕскер кĕтес?!

 

Тăван Çĕршыв пĕрре кăна. Ан манăр!

Çук пысăкки, çук пĕчĕкки унта.

Эппин ялан хисеплĕ, çумлă пултăр

Çуралнă, ӳснĕ ен пурнăçунта.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Влад Маскай (2019-07-16 00:37:16):

Микул Ишимбай -тухăçлă ĕçлекен поэт-çыравçă. Ун пек çыракана "тӳрлетме"-хăйма йывăр, анчах та "сиксе" юлнă саспаллине е ытлашширех "пăнчине" курни пысăк çылăхах мар пуль тенипе"Тăван çĕршыв" ятлă сăввинчи йăнăшĕ çине тинкерме сĕнетĕп

"Эппин ялан хисеплĕ, сумлă пултăр", тесе вулмалла("çумлă" мар...)

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: