Виçĕ хĕрпе сар каччă


1

Тунсăх çурутравĕ... Самаях улшăннă иккен эсĕ. Çурхи шывсем пĕр шелсĕр çурнă санăн кăкăрна. Тахçан тем пысăкăш сарăлса выртаттăнччĕ-çке. Тип çырмана икке пайлаттăн. Халĕ вара... Икĕ çынна çума-çумăн лармалăх çеç юлнă. Ун чух кунта ем-ешĕл те сĕтеклĕ курăк ешеретчĕ. Ун чух... Тăхта-ха, миçе çул пулман эпĕ çакăнта? Пĕр ултă-çичĕ çул та пулĕ. Çук, тата ытларах: çичĕ çул та ултă уйăх. Мĕнле хăвăрт иртет иккен пурăнăç!

Туслăх çурутравĕ... Тĕрĕссипе, ун ячĕ апла мар. Нимĕнле ят та çук унăн. Ăна эпĕ çапла ят панă. Çак çĕр лаптăкĕ пирĕн туслăха çуратрĕ. Çирĕплетрĕ. Кайран вара вăлах уйăрчĕ... Туслăх çур утравĕнчен тунсăх çур утравĕ пулса тăчĕ.

Мĕн чухлĕ вăхăт ирттермен пулĕ эпĕ кунта! Мĕн чухлĕ ĕмĕт, мĕн чухлĕ шухăш юхса кайнă çак тип çырмара. Чарăна пĕлмен шухăшсем, пурнăçа кĕмен ĕмĕтсем... Паян вĕсем пурте ĕнерхи кунра, иртнĕ пурнăçра юлнă. Çак çур утрав çинче çуралса çирĕпленнĕ туслăх та манăçа тухнă. Шел, халĕ çакă пĕтĕмпех асаилӳре кăна пурăнать. Манăн асаилӳре...

Пĕтĕмпех улшăннă кунта. Пĕтĕмпех. Тăвайккинче ешерекен йăмрасем те.

— Аппа, ытла хĕррине ан пырăр. Кунта çĕр хăйне хăй ишĕлсе тăрать.

Турăçăм, ун сасси! Пулма пултараймасть...

— Мĕн? — хам хыçра вăл — Ваня — тăрассине шанса вăрт çаврăнтăм. Кăлăхах. Ман умра пĕр çич-сакăр çулхи арçын ача тăрать иккен.

— Ытла хĕрринче тăма хăрушă теп.

Унăн сасси... Чуна çывăх, çепĕç сасă. Чим-ха, ку ача пĕтĕмпех Ваня сăнлă-çке! Ун кăвак куçĕ, кăшт каçăртарах сăмси, çӳхе тути. Çамки çине усăннă çӳç пайăркисем те пулин Ваньăнни евĕрех вĕлкĕшсе тăраççĕ.

— Эпĕ асăрхарăм-ха. Эсĕ мĕн ятлă?

— Сергей. Эпĕ ав çавăнта, ту çинче, пурăнатăп.

Ту çинче? Пĕтĕмпех улшăнса пĕтеймен-ха иккен кунта.

— Кам ачи пулатăн вара?

— Ман анне Нина ятлă.

— Аçу?

— Атте? Çук вăл, Вилнĕ манăн атте.

Вилнĕ! Ваня вилнĕ-и? Çук! Ку йăнăш. Пысăк йăнăш. Тен, ку ача Ваньăн мар? Тен, эпĕ йăнăшатăп? Анчах... Анчах акă вăл. Кĕлеткипе те, сăнĕпе те каснă лартнă Ваня. Вĕсен хушшинче пĕр уйрăмлăх çеç — çул хушши. Çакă çеç. Çакă çеç...

 

2

Питĕрнĕ-и? Тĕлĕнмелле. Нихăçан та кăнтăрла хапхана питĕрсе ларман. Таçта ют яла кайнă-шим? Нумайлăха-ши?..

— Елюк мар-и çав? Куç хавшарĕ, паллаймарăм.

— Эпĕ те-ха. Кĕрейместĕп ак, — шухăша кайнăран хам çума кӳршĕ карчăкĕ, Санюк аппа, пырса тăнине те сисмен. — Сывлăх сунатăп. Пирĕннисем ăçта-ха?

— Инкӳ пĕчченех юлчĕ вĕт... Чирлекелет юлашки вăхăтра. Ватах мар пулин те, чĕрипе аптрать. Виçĕм кун «Васкавлă пулăшу» чĕнсех больницăна ăсатрăм.

— Ах, инкек! Халĕ мĕнле-ши?

— Микул Ваççи райцентра кайсан кĕрсе тухрăм терĕ. Чиперех терĕ.

Мĕн тăвас ĕнтĕ халь ман? Ялта пĕлĕшсем нумай, кам патне каям-ши?

— Çул çинчен канмалла пирĕн пата кĕр, — ман шухăша вуланă пекех сăмахларĕ Санюк аппа. — Аçу килне кĕрсе курас тесен, уçă манра. Кил-çурта пăхкаласа тăма инкӳ мана хушса хăварчĕ.

— Тавах ĕнтĕ. Чăрмантарса çӳрем мар. Килех кĕресчĕ-ха ман.

Мĕн чăрманни ĕнтĕ, — пиçиххи çумĕнчен уçă çыххине салтса илнĕ май калаçрĕ кӳршĕ хĕрарăмĕ. — Каярах та пулин каçса лар. Именсе ан тăр. Кӳршĕсем вĕт.

— Каçатăп. Ак кĕрсе вырнаçатăп та каçатăп.

— Каç çав, каç.

Чĕриклетсе уçăлчĕ хапха. Тăпсине тахçантанпах сĕрмен пулас. Чуна çӳçентерекен сас парать. Кил карти хушшине те курăк пусса лартнă. Ку çуртра пачах та пурăнман пекех.

Тăван килĕм! Атте килĕ. Ытла тăлăххăн ларатăн эсĕ. Нумаях пулмасть-çке çакăнта, пĕр темиçе çул каялла кăна, пурнăç вĕресе тăратчĕ: пӳртре ача-пăча хĕвĕшетчĕ, витере — выльăх-чĕрлĕх. Халĕ вара кунта тупăкри пек шăплăх. Пурнăç чарăнса ларнă тейĕн. Тахçан тăвăр пулнă пӳрт те пуш-пушах. Ун ăш-чикĕ ерипен асапланса вилекен ватă евĕр мĕскĕннĕн курăнать. Нӳрĕпе кăвакара пуçланă стенасем пӳртри сывлăша йывăрлатаççĕ. Сывлăш пӳлĕнет.

...— Елюк, мĕншĕн çывăрмастăн? Çывăр. Иртерех-ха тăма. Ултă сехет çитсен хамах вăрататăп.

— Çук-ха, çывăрас килмест. Ман сăвă çырмалла. Ĕнер çыраймарăм. Тен, халĕ шăрçалăп.

— Çырса пăх-ха апла. Анчах пĕчĕккисене ан вăрат. Пĕчĕк йăмăкпа шăллăм ман çумра, кăмака сентри çинче, ним сисмесĕр çывăраççĕ. Ирхи тĕлĕк тутлă — вĕсем вăранмĕç-ха.

Атте каллех кăмака умне пĕшкĕнчĕ. Кашни ирех, эпир шкула кайиччен, пире валли вĕри апат хатĕрлет вăл. Паян та акă пĕтĕм тĕпеле пиçсе пыракан шаркку шăрши сарăлнă. Юрататăп эпĕ атте кăмака умĕнче ĕçленине сăнама. Асамçă пек туйăнать мана вăл çак самантра. Унăн ырă та ăшă куçĕ тарăн шухăша путнăн курăнать. Мĕн çинчен шухăшлать-ши атте çакăн пек самантсенче? Пирĕн, хăйĕн çул çитмен ачисем, çинчен-ши? Тăван килтен инçетрисем çинчен-ши? Анне çинчен-ши? Паллах. Паллах, пирĕн çинчен. Ун пурнăçĕнче эпир кăна. Чи хаклисем. Чи юратнисем. Анчах анне пирĕнпе пĕрле мар. Атте çумĕнче паян эпир çеç. Пурнăçа пĕлмен, чăн-чăн йывăрлăхсене курман, атте-анне çунатти айĕнче ачашшăн çитĕннĕ тĕпренчĕксем. Халĕ вара çурма тăлăх пепкесем. Анне те, атте те халĕ пирĕншĕн атте. Туятăп, çăмăл мар ăна. Анчах вăл — чăтăмлă, вăл — вăйлă.

Аттеçĕм. Атте. Юрататăп эпĕ сана. Паян çак тĕксĕм те тăлăх пӳртре эпĕ çакна татах та ытларах туятăп. Вăхăт пур сурана та тӳрлетет теççĕ. Анчах манăнне мар. Эсĕ çукки маншăн мĕнле пысăк çухату пулнине вăхăт иртнĕçемĕн вăйлăрах та вăйлăрах туйса пыратăп. Ку суран ни-хăçан та тӳрленмĕ. Çулсем иртнĕçемĕн вăйлăрах çеç сурать вăл, чĕрене кăшлать, ыраттарать. Нумай çулсем хушши хамран хам тартăм. Чĕре ыратăвĕнчен, пĕчченлĕхрен.

Шел, хам канăçа тупаймарăм.

 

3

— Иртме юрать-и? ...

Санюк аппа килĕнче нимех те улшăнман. Тĕрленĕ чӳрече каррисем, стена çинчи сăн ӳкерчĕксем. Пурте хăйĕн яланхи вырăнĕнче. Сăн ӳкерчĕксем... Вĕçĕ-хĕррисĕр пурнăçăн пĕчĕк саманчĕсем. Чи хаваслă е тарăн шухăшлă самант-сем. Хаваслă е тунсăх сăнсем. Палланисем. Палламаннисем. Акă тата, эпĕ те пур иккен кунта. Аннепе, аппапа.

...Эпĕ пĕр çич-сакăр çулта. Çĕртме, çук, утă уйăхĕ. Шăрăх кун. Паян эпĕ иртенпех аттепе касура çӳретĕп. Кĕтӳ яла аниччен вăхăт ытла нумай. Халĕ кăнтăрла та çитмен-ха. Манăн вара хăвăртрах сулхăн çĕре пытанас килет. Анчах юрамасть. Чăрсăр пăрусем çакна кăна кĕтеççĕ. Тахăш вăхăтра пăрçа уйне кĕрсе кайма ĕлкĕреççĕ, мурсем. Лакăштатса чуп вара вĕсем хыççăн. Пичче килсен мана киле ярĕç. Анчах темшĕн васкамасть-ха вăл. Хĕвелĕ вара кăшт та хĕрхенме пĕлмест. Хĕртет те хĕртет. Паян-хи кун сулхăн юхан шыв хĕрринче выляма аван.

— Блюк! Çывăрса каймарăн пулĕ те?

— Эпĕ халех!

— Хамах хăвалăп. Эсĕ киле вĕçтер. Ирпе аннӳ зоо-цирк курма каяс пек калаçрĕ. Вĕçтер.

— Эсĕ мĕнле вара?

— Пĕчченех пăхкалăп. Киле çитсен пиччӳне васкат. Кăнтăр апачĕ те чиксе килтĕр.

— Юрать.

Вĕçтертĕм вара эпĕ, çара уранскер, ешĕл çерем тăрăх. Атте мана каялла чĕнсе илесрен шикленнипе-ши е анне хулана мансăрах тухса каясран хăранипе, çаврăнса пăхмасăр чупрăм...

Çак сăн ӳкерчĕке çав кув тунă. Зооциркра Санюк аппапа ун Люся хĕрне тĕл пултăмăр. Пĕрле сăн ӳкерттертĕмĕр...

— Ай-уй, Елюк килнĕ иккен! Эпĕ кил хушшине тухнăччĕ те.

— Эпĕ-ха. Хама тупрăм ак.

— Сăн ӳкерчĕк пирки калатăн-и? Юнашаррине пăх-ха.

— Санюк аппа! Мĕнле лекнĕ сан пата ку сăн ӳкерчĕк?

— Люся чиксе хунă ăна.

Ман ачалăхăн тепĕр саманчĕ. Виççĕн — Нина, Валя тата эпĕ ку ӳкерчĕкре. Уйрăлми туссем те, пĕр çулхисем те мар. Çав самантра ăнсăртран юнашар пулнăран çеç пĕрле сăн ӳкерттернĕ эпир. Хăçан, кам ӳкернĕ ăна — халĕ аса илейрес те çук.

— Эсĕ ура çинче ан тăр, вырнаç диван çине, — чĕнчĕ мана кӳршĕ карчăкĕ. — Яланлăха-и е хăнана çеç килтен?

— Çитет пулĕ тĕнче касса çӳресе. Çурçĕртен кăнтăралла, тухăçран анăçалла пулса курман вырăн юлмарĕ пулĕ.

— Пĕчченех-и-ха?

— Пĕчченех. Ман упăшка пуласси çуралма ĕлкĕреймен-ха.

— Вăхăт ĕнтĕ. Вăхăт. Пĕччен пурнăç — çур пурнăç çеç.

Санюк аппа, эс яланхи пекех пит тĕрĕс калатăн. Анчах пӳрмен пулсан? Мĕнех тăвайăп эп?

— Сан ӳсĕмрисем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ. Санран чылай çамрăккисем те пĕрлешсе пĕтрĕç пулĕ. Халĕ ытла ир çемье çавăраççĕ çав.

— Ытла ватă марçке. Ĕлкĕрĕп-ха.

— Уншăн мар калатăп. Пурнăç иртет-çке. Пурнăç. Пурин те хăйĕн вăхăчĕ. Хĕл варринче улма йывăççи çимĕç памасть.

— Санюк аппа, ман вăхăчĕ çитмен пулĕ апла. Ялта мĕнле? Çич çул ытла пулман килте. Ман тантăшсем тата епле? Нинăпа Валя ăçта?

— Çич çул çитре те-и вара? Эх, вăхăт хăвăрт иртет. Тантăшусем-и? Кам ăçта саланнă. Тĕрлĕ çĕре. Çимук Каттн ялтах. Кӳршĕлле пурăнакан Кĕркурне качча тухрĕ те кашни çул тенĕ пек ача çуратса парать. Галя таçта стройкăра. Унти хусаха качча тухнă. Уйăх каялла мăшăрĕпе яла килсе кайрĕç. Нина ялтах. Упăшкасăр ача çуратрĕ. Халĕ ача садĕнче ĕçлет. Ачине, Çеруша, шеллесе вилетĕп.

— Мĕншĕн?

— Юлашки вăхăтра Нина ĕçме вĕренчĕ. Час-часах эрни-эрнипе урăлма пĕлмест. Пăсăлчĕ хĕрарăм. Пăсăлчĕ.

— Валя мĕнле?

— Эсĕ мĕнле Валя пирки ыйтатăн? Леш касри Çимунăн усрав хĕрĕ пирки мар-и?

— Аха. Çавăн çинчен.

— Вăл сан хыççăнах ялтан тухса кайрĕ. Ферма çуртне тума килнĕ бригадăри пĕр платника качча тухрĕ те кайрĕ. Халĕ вăл ăçтине, мĕнлине ялта никам та пĕлмест пулĕ. Çимунĕ патне хыпар янине те илтмен.

— Кӳршĕри Ваня тата ялтах-и?

Куштан Ваççа Иванĕ-и? Тĕнче касса çӳрет пуль.

Апла иккен. Саланнă çĕршыв тăрăх тантăшсем. Шел. Анчах Валя, Нина е Катя шăпи мар пăшăрхантарать мана. Мана вăл çеç кăсăклантарать. Çапла. Мĕншĕн хама хам улталас? Нумай çул хыççăн тăван яла эпĕ пĕр ăна курма çеç килнĕ. Пĕр уншăн...

Ваня, Ваня... Хаяр та çепĕç, ачаш та илемлĕ. Чун илли те пурнăç хавасĕ. Сан ятна пин хут ылханнă эпĕ. Çĕр хут асран кăларса ывăтма тупа тунă. Асăмран чĕрсе пăрахнăччĕ те пуль. Анчах та чĕремрен, вĕри чĕререн мар. Кашни каçах ман кашни тĕлĕкре сан сăну. Сӳнекен туйăма çĕнĕрен чĕртекен, чĕрене ыраттаракан, пĕчченлĕх тунсăхне илсе килекен сăн. Миçе çул санран тартăм эпĕ. Тартăм... Тартăм — хăтăлаймарăм. Халĕ таврăнтăм.

 

4

Тӳпери çăлтăрсем яланхилле çап-çутă. Пачах та улшăнман вĕсем. Илĕртӳллĕ, анчах ытла та сивĕ. Çĕртен пин-пин çухрăмра, çав вăхăтрах пирĕн пата пит çывăх.

Паян, шăпах паян çак çăлтăрсем уйрăмах йăлтăркка, паян вĕсем уйрăмах çĕр патне çывăх, илĕрӳллĕ. Çапах вĕсем ĕнерхи, виçĕм кунхи евĕрех сивĕ, чĕрене пачах та ăшăтмаççĕ. Çĕнĕ уйăх шевли те яланхи пекех. Унăн вăрăм урисем такăрлатнă сукмак тăрăх таçта инçете кайса çухалаççĕ.

Эпĕ те пĕрре мар çак сукмакпа куç курнă инçете кайма ĕмĕтленнĕ. Анчах сукмак мана яланах тăлăххăн ларакан шурă хурăн патне кăна илсе çитеретчĕ. Çак хурăн айĕнче ансăр сак ларатчĕ. Акă вăл. Икĕ çын лармалăх лутра сак. Халĕ те хăй вырăнĕнчех. Халĕ те çирĕп, яп-яка. Камăн ăста алли туса лартнă-ши ăна? Кăна никам та пĕлмест. Эп хама мĕн астунăранпах ларать вăл. Ача чухне эпир кунта килле выляттăмăр. Кайран каçхи шăплăха тимлеме çӳре пуçларăмăр. Кăшт каярах вара...

...— Елюк, сана çапла минут хыççăн минут пĕр чарăнми иртнишĕн шел мар-и?

— Валя! Пурăнма кăна пуçлатпăр-çке. Умра ĕмĕр. Тулли ĕмĕр! Санпа ман пурнăçра вуншар пин, миллион самант, минут, сехет пулĕ.

— Анчах мана ыран вилме пӳрнĕ пулсан? Ун чух вара мĕнле?

— Валя! Сур-ха виç хутчен.

— Тем чул сурсан та пӳрнинчен иртеймĕн. Эпĕ вара юратма та, пурăнма та ĕлкĕреймен.

— Аха, юратма! Юратма ĕлкĕрес килет иккен-ха. Уншăн мĕн пăшăрханатăн? Саня сан хыçран йыт çури пек çӳрет.

— Елюк, эп...

— Акă ăçта вĕсем, çурхи шăпчăксем! Ваня, кил-ха кунта. Шăпчăксен юррипе киленер.

Сисмен те иккен эпир пирĕн пата хамăр кас ачисем, Ваньăпа Саня, пырса тăнине.

— Аха! Кунта-и-ха вĕсем, кашта çинчи сар чăхсем? Çапла выляса-кулса Ваня пирĕн хушша кĕрсе ларчĕ.

Анчах ансăр сак çинче виççĕне тăвăртарах. Вальăпа иксĕмĕр те пĕр харăс ура çине сиксе тăтăмăр.

— Ăçта васкатăр? Эпĕ хурчка мар, тытмастăп, — Вальăна хăй çумĕнчех тытса хăварчĕ Ваня.

Эпĕ пĕчченех кăшт айккине, тăлăх хурăн айне, кайса тăтăм. Çак самантра, пĕлместĕп темшĕн, хама ытла та тунсăх пулнине туйса илтĕм. Шăпах çак самантра ман чĕрере тем йăшăлтатса илчĕ. Ман пурнăçра ытла тăруках темĕн улшăнчĕ. Халиччен пачах шухăшлаттарман кӳршĕ ачи Ваня ман чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ.

Шăпах çак каç, çак самантра çуралчĕ пулĕ манăн юрату. Пĕрремĕш черчен те хаяр юрату...

— Чĕнсен те илтместĕн. Е пирĕн пеккисемпе калаçса çăвар тутине те ямастпăр-и?

Шарт сиктерчĕ мана пыр тĕпĕнчен хăйăлтатса тухакан саса. Эпĕ çав сасă еннелле пуçа пăртăм. Куçăм тĕлне вăтам пӳллĕ хĕрарăм мĕлки шуса тухрĕ. Пĕрре пăхсан вăл чылай ватă курăнать. Тирпейсĕр çыхнă, тĕссĕрленнĕ тутăр айĕнчен ылтăн сарă çӳç кăтрисем курăнаççĕ. Анчах тăнлав тĕлĕнче вĕсем кăвакара та пуçланă. Куç айĕнче, тута кĕтесĕсенче нумай вĕтĕ пĕркеленчĕк, самаях сарăлнă кĕлетке. Хăй кăштах сыпнă пулас. Куçĕ тĕтреллĕ чĕнтĕрпе сырăннă. Куçĕ тахçан илемлĕ пулнă курăнать. Халĕ вăл хăй илемне çухатнă ĕнтĕ.

— Ырă каç нултăр. Паллаймарăм-ха.

— Ан йĕрĕн. Çӳп-çап купинчен тухнă пакăç мар эп, — терĕ хĕрарăм ман çума ларнă май эпĕ сак вĕçнерех сикнине курса. — Çĕтĕк-çурăк, килсĕр ыйткалакан та мар.

Ку вăл — Нина. Пулма пултараймасть! Нина. Яштака ӳллĕ те илемлĕ, яланах тирпейлĕ Нина... Халĕ çак хĕрарăм кĕлеткинче ăна аса илтерекен нимĕнле йĕр те юлман. Санюк аппа ун çинчен «ĕçкелет» терĕ. Анчах тахçан эп пĕлнĕ Нина çак таранах нĕртен тухасси çинчен шухăшлама та пултарайман.

— Чĕлхӳне те çăтрăн-им тата? — тута хĕрринчи те йĕрĕнчĕк, те хаярлăх куллине пытармасăр çаплипех калаçрĕ хĕрарăм.

— Нина!.. Аван-и, Нина?

— Палларăн-и-ха апла? Палларăн. Эпĕ вара сана ав леренех уйăрса илтĕм. Çак сак çинче сан пек каçăрăлса лараканни ялта урăх никам та çук...

— Кунта нимĕн те улшăнман. Çич çул мар, çич кун та иртмен тейĕн.

Иртнĕ çав, иртнĕ. Çичĕ çулĕ те, яшлăх кунĕ те.

Пурнăçра тĕлĕнмелли нумай. Пурăнатăн çапла нумай çулсем хушши юнашар, анчах пĕр-перне лайăх пĕлсе çитейместĕн. Ак Нинăпа эпĕ ултă кил урлă çеç пурăнатăп. Эпир нумай çул хушши пĕр-пĕрне кашни кун курнă пулĕ.

Тен, кунне темиçе хутчен те. Эпĕ вара ăна пĕрремĕш хут хам пĕр вун виçĕ-вун тăватă çулта чухне çеç курнă пек астăватăп. Темме пула-çке маларах асăрхаман эпĕ ăна. Нихăçан та пĕрле выляманран çапла-ши ку? Е вăл манран çулталăк çурă-ик çул кĕçĕнрех пулнăран? Пĕлместĕп. Нина ытларах арçын ачасемпе çӳренĕ. Уйрăмах леш касри Володьăпа питĕ туслăччĕ. Кайран çак туслăх юратăва та куçрĕ пулас. Анчах ытла çирĕп пулмарĕ курăнать вăл. Часах хуçăлчĕ. Нина вун ултта çитсен юхха хĕр ятне илтрĕ. Вара ун пĕтĕм пурнăçĕ анаталла кусма пуçларĕ. Юлашкинчен вăл туссемсĕр, савнисĕр — пĕччен — тăрса юлчĕ. Ăна мĕн пулнине никам та ăнланмарĕ. Нина хăй те кама та пулин мĕн те пулин ăнлантарса пама тăрăшмарĕ.

 

5

...Эс йĕретĕн-и, эс йĕретĕн-и,

Ма салхуллă сан йăл куллу?

Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?

Шăнкрав курăкĕ — уйрăлу...

Тупмалли

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: