Кӳршĕ лаши


Тĕрлĕ тĕслĕ чул пухас тесе

Пĕринче эп антăм çырмана.

Темĕнле чĕр чун пит тĕсесе

Аякран сăнанă пек мана.

 

Сив çапать тăрук çан-çурăма,

Ал-урам пуçларĕ чĕтреме.

Ни утма, ни каялла тарма —

Тытăнтăм кĕçех ĕсĕклеме.

 

Мĕн тăвас-ха манăн, мĕн тăвас?..

Пĕр кĕтмен çĕртен палланă сас

Хăлхана кĕрет таçтан килсе —

Апата чĕнет иккен анне.

 

Ӳппĕн-теппĕн хыттăн васкаса

Кил енне чупатăп пашкаса.

Аннене йăлтах мĕн туйнине

Каласа паратăп чăннине.

 

Пуçăмран шăлать мана анне:

«Вăйлă эс хăранă ун чухне.

Чăннипе вара никам пулман —

Туйăннă сана хăранăран».

 

Анчах илтрĕм эпĕ каç енне —

Кӳршĕсем çухатнă лашине.

Виç сехет шыранă — тупайман,

Лашана ниçта тĕл пулайман.

 

Ик эрне те иртрĕ унтанпа —

Пуçĕпех çухалчĕ çав лаша.

…Пĕринче татах юлташпала

Куртăм тĕлĕнтермĕш тамаша.

 

Кăмпана кайсассăн вăрмана

Аташса лекетпĕр чăтлăха.

Темĕнле карап ларать тата,

Нимле чун та çук унта-кунта.

 

Куриччен карапăн хуçисем

Шаларах кĕретпĕр сыхланса.

Васкаса килеççĕ хайхисем,

Тăруках каяççĕ тапранса.

 

Уçлăха тухса эпир кĕçех

Çывхаратпăр çăлтăрсем патне.

Темĕнле планета çийĕнче

Чарăнатпăр виçĕ кун иртсен.

 

Вăрттăн çеç анатпăр карапран,

Сăнаса пăхатпăр таврана.

Асăрхатăп: питĕ аякран

Темĕнле чĕрчун сăнать мана.

 

Эп палларăм кӳршĕ лашине,

Васкасах чупатăп ун патне.

Тĕлĕнетĕп çывăха пырсан:

Шăтнă ик çуначĕ çак лашан.

 

Вăл халь çил çунатлă урхамах —

Тавçăратăп эп кăна хамах.

Тĕшмĕртетĕп ĕнтĕ тĕрĕсне —

Мĕскер тунă кӳршĕн лашине.

 

Ку планета ячĕ — Ырхыпар.

Хуçисем çӳреççĕ вĕçевре.

Ĕç вĕсен пачах та çăмăл мар —

Ыр хыпар леçеççĕ пур çĕре.

 

Çавăнпа та вĕсене ялан

Кирлĕ çил çунатлă урхамах.

Кӳршĕсен лаши те ак паян

Хыпарпа вĕçет иккен часах.

 

«Ырă ĕç валли пулсан лаша

Эпĕ кӳлешетĕп çакăнпа.

Кам пĕлет, тен, манăн апăрша

Кирлĕрех те пулĕ çавăнта»,-

 

Терĕ кӳршĕ тĕрĕсне пĕлсен.

Хĕпĕртет те пуль хăй ăшĕнче.

Ыррине пĕлетпĕр вĕсенчен —

Ун лаши хыпар хуралĕнче.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Алина (2010-11-06 18:44:17):

Сăвва вуласа тухрăм. Мана питĕ килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алексей (2010-11-06 18:48:31):

Аньăн сăвви питĕ килĕшрĕ.Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Павел (2010-11-06 19:34:27):

Питĕ аван. маттур! Кăмăллă сăвă.

 

Полина (2010-11-08 11:52:17):

Сăвă çăмăл вуланать, тарăн шухăшлă, мана питĕ килĕшрĕ. Çĕнтертĕр!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Юра (2010-11-09 13:30:56):

Сăвă питĕ ансат вуланать, мана килĕшрĕ.6-мĕш класра вĕренекен ачашăн питĕ тарăн шухăшлă хайлав. Çĕнтерме тивĕçлĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина (2010-11-09 13:33:33):

Сăвă мана питĕ килĕшрĕ. Маттур, Аня!Эсĕ çĕнтеретĕнех!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Татьяна (2010-11-10 19:50:04):

Сăвва илемлĕ чĕлхепе çырнă,вăл ансат вуланать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Егор (2010-11-14 19:46:39):

Аня, маттур! Ырхыпар планета çине пирĕн те вĕçсе кайса курасчĕ!Санăн урхамаху кашни киле ырă хыпар çеç салаттăр.Ăнăçу сана!

 

Виктор (2010-11-14 19:56:21):

Сăвă яка вуланать, рифмăсем пур, ĕмĕчĕсем те çунатлă! Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Саша (2010-11-15 14:39:52):

Сăвă питĕ тарăн шухăшлă,илемлĕ вуланать,юмах тĕнчине чĕнет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

андрей (2010-11-25 17:53:43):

Маттур,Аня!Питĕ лайăх сăвă.

Тата нумай сăвăсем çыр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: