Тĕрлĕ тĕслĕ чул пухас тесе
Пĕринче эп антăм çырмана.
Темĕнле чĕр чун пит тĕсесе
Аякран сăнанă пек мана.
Сив çапать тăрук çан-çурăма,
Ал-урам пуçларĕ чĕтреме.
Ни утма, ни каялла тарма —
Тытăнтăм кĕçех ĕсĕклеме.
Мĕн тăвас-ха манăн, мĕн тăвас?..
Пĕр кĕтмен çĕртен палланă сас
Хăлхана кĕрет таçтан килсе —
Апата чĕнет иккен анне.
Ӳппĕн-теппĕн хыттăн васкаса
Кил енне чупатăп пашкаса.
Аннене йăлтах мĕн туйнине
Каласа паратăп чăннине.
Пуçăмран шăлать мана анне:
«Вăйлă эс хăранă ун чухне.
Чăннипе вара никам пулман —
Туйăннă сана хăранăран».
Анчах илтрĕм эпĕ каç енне —
Кӳршĕсем çухатнă лашине.
Виç сехет шыранă — тупайман,
Лашана ниçта тĕл пулайман.
Ик эрне те иртрĕ унтанпа —
Пуçĕпех çухалчĕ çав лаша.
…Пĕринче татах юлташпала
Куртăм тĕлĕнтермĕш тамаша.
Кăмпана кайсассăн вăрмана
Аташса лекетпĕр чăтлăха.
Темĕнле карап ларать тата,
Нимле чун та çук унта-кунта.
Куриччен карапăн хуçисем
Шаларах кĕретпĕр сыхланса.
Васкаса килеççĕ хайхисем,
Тăруках каяççĕ тапранса.
Уçлăха тухса эпир кĕçех
Çывхаратпăр çăлтăрсем патне.
Темĕнле планета çийĕнче
Чарăнатпăр виçĕ кун иртсен.
Вăрттăн çеç анатпăр карапран,
Сăнаса пăхатпăр таврана.
Асăрхатăп: питĕ аякран
Темĕнле чĕрчун сăнать мана.
Эп палларăм кӳршĕ лашине,
Васкасах чупатăп ун патне.
Тĕлĕнетĕп çывăха пырсан:
Шăтнă ик çуначĕ çак лашан.
Вăл халь çил çунатлă урхамах —
Тавçăратăп эп кăна хамах.
Тĕшмĕртетĕп ĕнтĕ тĕрĕсне —
Мĕскер тунă кӳршĕн лашине.
Ку планета ячĕ — Ырхыпар.
Хуçисем çӳреççĕ вĕçевре.
Ĕç вĕсен пачах та çăмăл мар —
Ыр хыпар леçеççĕ пур çĕре.
Çавăнпа та вĕсене ялан
Кирлĕ çил çунатлă урхамах.
Кӳршĕсен лаши те ак паян
Хыпарпа вĕçет иккен часах.
«Ырă ĕç валли пулсан лаша
Эпĕ кӳлешетĕп çакăнпа.
Кам пĕлет, тен, манăн апăрша
Кирлĕрех те пулĕ çавăнта»,-
Терĕ кӳршĕ тĕрĕсне пĕлсен.
Хĕпĕртет те пуль хăй ăшĕнче.
Ыррине пĕлетпĕр вĕсенчен —
Ун лаши хыпар хуралĕнче.