Манăн ырă урхамах


Сурăм шывĕ хĕрринче,

Сурăм вăрман çумĕнче

Пысăках мар ял ларать,

Унта Макçăм пурăнать.

 

Макçăм çемйи пĕчĕк мар,

Килĕ-çурчĕ пысăк мар.

Пĕртен-пĕри пĕчĕкрех,

Ачи-пăчи купипех.

 

Мăшăрĕпе иккĕшĕ,

Ачисемпе çиччĕшĕ

Выльăх-чĕрлĕх усраса

Пурăнаççĕ савăнса.

 

Ялти пурнăç çăмăл мар,

Килти çĕрĕ пĕчĕк мар.

Ытлă-çитлĕ пурăнма

Тивет самай тар тăкма.

 

Сухине те тумалла,

Тыррине те акмалла.

Ешĕл курăк хăпарсан

Часрах ăна çулмалла.

 

Тырри-пулли сахал мар

Кирлĕ выльăх усрама.

Макçăм хăйне пулăшма

Тиха илет усрама.

 

Лашаран усси нумай

Пулăшать çынна пĕрмай.

Хуçалăхри пурлăха

Çăмăл пулĕ пуçтарма.

 

— Манăн ырă урхамах,

Эп ĕçлеттĕмччĕ хамах.

Çурăмпа суха туса

Ларчĕ пилĕк авăнса.

 

Иксĕмĕр пĕрле пулсан

Пурнăç пырĕ-ха ăнса, —

Терĕ Макçăм тихине

Пĕлесшĕн ун кăмăлне.

 

Эс пулăшнине кура

Сĕлĕ парăп кункăра.

Шушуль çинчи уттине

Çийĕн тулăх тутлине.

 

Сана валли пасарта

Урапа-çуна туртма

Хатĕр илĕпĕр кӳлме,

Канлĕ пулĕ çӳреме.

 

Тихипеле калаçать,

Макçăм хăй чунне уçать.

Ăнланассăн туйăнать,

Пуç сулса кăна тăрать.

 

— Тепĕр çуркунне валли

Пулăн эсĕ ĕç лаши.

Халĕ санăн ӳсмелле,

Чылай вăй-хал илмелле.

 

Юрсем кайса пĕтсессĕн,

Çур акийĕ çитсессĕн.

Кӳлчĕ Макçăм тихине

Сӳрелеме пахчине.

 

Ак, тамаша, ăнсăртран

Çунатланчĕ çак тиха.

Çил çунат пек самантра

Сӳрсе хучĕ пахчана.

 

Макçăм кайрĕ тĕлĕнсе:

— Авă эсĕ мĕнлескер?

Нихçан курман япала

Тухса тăчĕ ун умне.

 

— Эсĕ, тусăм, ан хăра,

Вĕçсе тармăп эп санран.

Эсĕ кăмăллă хуçа,

Нуша курмăн нихăçан.

 

Суха тума пахчана

Ыран тухăп ирхине, —

Сăмах хушрĕ хуçине

Лаши этем чĕлхипе…

 

Çапла вара халĕ те

Макçăм пурнать лашипе.

Йĕвенлет те, тăллать те

Савăнать вăл пĕвĕпе.

 

Ака туйне хутшăнать,

Ут ярса та чуптарать.

Тăрантас çине ларать,

Сурăм пуххине васкать.

 

Çапла хуллен, майĕпе

Пурнăç пырать сиккипе.

Макçăм хăйĕн лашипе

Çавăрăнать тĕнчипе.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Алина Сосаева (2010-11-10 01:31:09):

Маттур та эсĕ, Катя...сăвву хитре вуланать...илемлĕ...килĕшрĕ мана. Кункăра çине сĕлĕ сапса пани меллĕ пек...

Тăрантас çине ларать,

Сурăм пуххине васкать, тени вара питĕ килĕшрĕ...Сурăм пуххи уяв чăнах та пулнă,халĕ те пур... камран ыйтса пĕлтĕн...Чăваш Сурăм ятлă яла 50 çухрăмри пĕтĕм ялсенчен июлĕн 12-мĕшĕнче суту-илӳ тума халăх пухăннă, çамрăксем пĕр-пĕринпе паллашнă, килĕштерсе пăрахнă, кĕр мăнтăрĕпе туй-шилĕк ирттернĕ...Ăнăçу сунатăп, Катя...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: