Сурăм шывĕ хĕрринче,
Сурăм вăрман çумĕнче
Пысăках мар ял ларать,
Унта Макçăм пурăнать.
Макçăм çемйи пĕчĕк мар,
Килĕ-çурчĕ пысăк мар.
Пĕртен-пĕри пĕчĕкрех,
Ачи-пăчи купипех.
Мăшăрĕпе иккĕшĕ,
Ачисемпе çиччĕшĕ
Выльăх-чĕрлĕх усраса
Пурăнаççĕ савăнса.
Ялти пурнăç çăмăл мар,
Килти çĕрĕ пĕчĕк мар.
Ытлă-çитлĕ пурăнма
Тивет самай тар тăкма.
Сухине те тумалла,
Тыррине те акмалла.
Ешĕл курăк хăпарсан
Часрах ăна çулмалла.
Тырри-пулли сахал мар
Кирлĕ выльăх усрама.
Макçăм хăйне пулăшма
Тиха илет усрама.
Лашаран усси нумай
Пулăшать çынна пĕрмай.
Хуçалăхри пурлăха
Çăмăл пулĕ пуçтарма.
— Манăн ырă урхамах,
Эп ĕçлеттĕмччĕ хамах.
Çурăмпа суха туса
Ларчĕ пилĕк авăнса.
Иксĕмĕр пĕрле пулсан
Пурнăç пырĕ-ха ăнса, —
Терĕ Макçăм тихине
Пĕлесшĕн ун кăмăлне.
Эс пулăшнине кура
Сĕлĕ парăп кункăра.
Шушуль çинчи уттине
Çийĕн тулăх тутлине.
Сана валли пасарта
Урапа-çуна туртма
Хатĕр илĕпĕр кӳлме,
Канлĕ пулĕ çӳреме.
Тихипеле калаçать,
Макçăм хăй чунне уçать.
Ăнланассăн туйăнать,
Пуç сулса кăна тăрать.
— Тепĕр çуркунне валли
Пулăн эсĕ ĕç лаши.
Халĕ санăн ӳсмелле,
Чылай вăй-хал илмелле.
Юрсем кайса пĕтсессĕн,
Çур акийĕ çитсессĕн.
Кӳлчĕ Макçăм тихине
Сӳрелеме пахчине.
Ак, тамаша, ăнсăртран
Çунатланчĕ çак тиха.
Çил çунат пек самантра
Сӳрсе хучĕ пахчана.
Макçăм кайрĕ тĕлĕнсе:
— Авă эсĕ мĕнлескер?
Нихçан курман япала
Тухса тăчĕ ун умне.
— Эсĕ, тусăм, ан хăра,
Вĕçсе тармăп эп санран.
Эсĕ кăмăллă хуçа,
Нуша курмăн нихăçан.
Суха тума пахчана
Ыран тухăп ирхине, —
Сăмах хушрĕ хуçине
Лаши этем чĕлхипе…
Çапла вара халĕ те
Макçăм пурнать лашипе.
Йĕвенлет те, тăллать те
Савăнать вăл пĕвĕпе.
Ака туйне хутшăнать,
Ут ярса та чуптарать.
Тăрантас çине ларать,
Сурăм пуххине васкать.
Çапла хуллен, майĕпе
Пурнăç пырать сиккипе.
Макçăм хăйĕн лашипе
Çавăрăнать тĕнчипе.