Васанти тĕлĕнтермĕш
Çуллахи шăрăх кунсем тăраççĕ. Кăвак тӳпере пĕр пĕлĕт татки те курăнмасть. Хĕвелĕн ылтăн шевлисем самаях пĕçертеççĕ.
Утăçи тапхăрĕ пырать. Ял халăхĕ Артанас çаранĕнче утă пуçтарать. Ытарма çук илемлĕ çакăнти вырăн! Çамрăк курăкпа витĕннĕ уçланкăра куç тулли чечек хĕп-хĕрлĕ çырла кăвар евĕр çиçсе чуна илĕртет. Пуринчен те илемлĕреххи — шăнкăрав курăкĕ. Вăл шăнкăравĕсемпе сассăр шăнкăртаттарать. Уçланкăн икĕ енĕпе сип-симĕс вăрман. Пĕр енче, кив Сăр тăрăх, лаштра юмансем сарăлса лараççĕ. Тепĕр енче, чĕр Сăр çуммипе, çĕмĕртлĕхпе тиреклĕх кашласа ларать. Утă уйăхĕн шăрăх кунĕсенче çĕмĕртĕн çимĕçĕсем хуралса, пиçсе çитеççĕ. Тутлă çимĕçе ачасем чĕлхе хуралса ларичченех çиме кăмăллаççĕ. Сĕтпе, пылпа хутăштарса çисен вара… çĕмĕрт чĕлхене çăтса ямаллах тутлă. Вăрманта куккук авăтни, тĕрлĕ кайăк юрлани ян-ян! каять. Сарă кăкшăм курăкĕпе шурă лили — чăннипех те кив Сăр илемĕ.
Çывăхрах хăватлă çăлкуç палкаса тапса тăрать. Шăрăхра çак çăлкуçăн шывĕ шăла катас пек сивĕ. Сыпкăм сыпсан та ăш канать.
Ача-пăча хаваспах аслисене пулăшма хатĕр. Хăшĕ кĕреплепе, хăшĕ сенкĕпе тăрмашаççĕ. Мана вара вăрăм çилхеллĕ, сакăл ураллă улма чăпар кĕсре шанса пачĕç. Чипперкке ячĕ те хăйне килĕшӳллĕ. Чиперкке — пиçĕ лаша. Мана курсанах пуçне ухса, тулхăрса савăнса кĕтсе илет. Вăл хăйĕн тивĕçĕсене лайăх пĕлет. Нăхта1 йăтса пынине курсанах пуçне аялалла пĕкет. Мана, çамрăк ачана, çăмăллăх парас шутпа пуль. Хăмăтне тăхăнтартма та çăмăл, тилхепине, йĕвенне, йĕнерчĕкне тăпах тăрса çыхтарать, турта хушшине кĕрсе тăрать.
Эпĕ Чиперкке çине утланса купана пухнă утта капан хывма турттаратăп. Купа вĕрен вĕççĕн сĕтĕрĕнсе пырать. Ăна салатса ямасăр капан патне çитермелле. Хĕвел хытă пĕçертнипе тата нумай ĕçленипе Чиперккен çурăмĕ вĕриленсех каятчĕ. Ăна пула эпĕ хама кăмака çинчи пекех туяттăм.
Халăхпа ĕç ăнса пырать. Яваплăх тени уйрăммăнах ĕçре вирлĕн палăрать. Улăх тăрăх утăçи юрри шăранать.
«Сар кайăкăн савнасси
Çаран ути çуличчен.
Пирĕн хамăрăн та савнасси
Утă çинчен кайиччен», — юрлать Çинук.
«Улăх тăрăх утар-и
Мĕн ура вăй пĕтиччен?
Килĕштерсе пурнар-и
Мĕн ватăлса виличчен?» — шăрантарать Анюк.
Кăнтăр вăхăтĕнче аслисем канма лараççĕ. Ача-пăча вара чăл-пар саланса пĕтет: Сăр хĕрне шыва кĕме чупать. Эпĕ те Чиперккене тăварса тус-тантăшран юлас мар тесе тӳррĕн, васансем урлă, чупрăм. Те ĕçлесе ывăннипе, те хытă чупнипе, васанта пĕр тылла пуççинчен такăнса ӳкрĕм…
Хăлхана аякран тинкĕл-тинкĕл çинçе шăнкăрав сасси, туй юрри илтĕнет. Акă сасăсем çывхарнăçем çывхарса килеççĕ. Пуçа йăтса пăхрăм — ниçта та нимĕн те курăнмасть. Сасăсем ман патах çитрĕç. Эпĕ тинкеререх пăхрăм та шалт! тĕлĕнтĕм. Мĕн тамаши ку? Васан тăрăх пĕчĕк лашасем кӳлнĕ туй килет. Чи малта туй пуçĕ — шап-шур сухаллă, пĕчĕк, кĕпшĕркке2 старик пырать. Шурă сухалĕ пиçиххи таранах усăнса аннă. Ылтăн урапи кăр-кăр кусать. Ут таврашĕсем кĕмĕлтен. Лаши те шап-шурă, çилхи хулăн, йăлтăртатса вĕлкĕшсе тăрать, пĕкки çине тĕрленĕ алшăлли çакнă. Ун пек лашана эпĕ тĕлĕкре те курман. Урапи çинче тулли пичке шĕмпĕлтетсе пыни илтĕнет. Ун çумĕнче виçĕ лакăм3.
Ун хыççăн пуйăс вакунĕсем пек, пĕрин хыççăн тепри, кӳлнĕ лашасем тискеррĕн кĕçенсе, куçĕсенчен вутлă хĕм сирпĕтсе ман умран ирте-ирте каяççĕ. Эпĕ хăранипе йăшăлтатмасăр выртатăп. Çӳç-пуç вирелле тăчĕ, чĕре кăкăртан сиксе тухасла тапать. Çывăхри юманăн хăрса ларнă турачĕсем те кĕç-вĕç ярса илессĕн туйăнаççĕ.
Çулĕ тумхахлă пулсан та, ураписем кал-кал чупаççĕ. Кашни урапи çине тăватшар-пилĕкшер туй арăмĕ ларса тулнă. Купăсçă тăрăшсах туй кĕвви калать. Вăл каланă çемĕпе туй арăмĕсен сасси шăрансах янăрать:
Хĕвел хĕрсе тухнă чух
Пирĕн килтен тухмалла.
Хĕвел хĕрсе аннă чух
Пирĕн киле çитмелле.
Улма-чăпар лашисем
Юртаççĕ те юртаççĕ.
Анаталла юртаççĕ
Тăвалла та туртаççĕ.
Анаталла-тăвалла
Пирĕн ăçта каймалла?
Чĕннĕ çĕре хăнана
Туканаша каймалла…
Пукане пек пĕчĕк арăмсен хура сăхманĕсем çинчи хĕрес çакки4 хĕвел çутипе ахахăн-мерченĕн çиçет. Урхамахĕсем чул çине пуссан — чула шывлантараççĕ, таканĕпе тапсан — вут кăлараççĕ. Пĕккисем çинче шăнкăрав шăнкăр-шăнкăр туса янăрать. Хыçалта хушка лаша кĕçенсе пырать, хӳрипе çилхине силлекелесе илет. Ун çинче типчĕк5 юланутçă ларса пырать, унăн кунăн пăхкалать. Пуç тӳпинче пушши вылять. Хушка лаши харт! турĕ, чĕн «котлăхĕ» шарт! турĕ. Ахăртнех, туй хӳри пулчĕ ку. Юрать-ха, мана асăрхаймарĕ…
Акă туй сасси аякка кайрĕ. Эпĕ пĕр вăхăт мĕн курни çинчен шухăшласа выртрăм. Мĕн чухлĕ вăхăт иртнĕ — пĕлместĕп. Хăлхана Чиперкке кĕçеннĕ сасă кĕрсе кайрĕ. Ун сассине эпĕ çĕр лашаран та уйăрса илетĕп. Хыпалансах Чиперкке патне ыткăнтăм. Çилхинчен, мăйĕнчен, çурăмĕнчен ачашлатăп.
— Ăçта çухалтăн эсĕ, Петюк? — тĕлĕнсе ыйтать манран мория6 çывăхĕнчи Палюк Мучи. — Чиперкке те сана кĕтсе хăшкăлчĕ.
Сывлăш çавăрса илсен хам мĕн курнине Палюк мучине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа патăм.
— Эх, Петюк! — терĕ вăл сухалне шăлкаласа. — Шуйттан туйне курнă эсĕ. Кăнтăр тĕлĕнче ун пекки Тимĕрçен таврашĕнче пулкалать.
Унтанпа нумай вăхăт иртрĕ. Васанти тĕлĕнтермĕш пуçран ниепле те тухаймасть.
Александра (2010-10-27 22:23:04):
Мана Олег Канцеляров çырнă хайлав кăмăла кайрĕ.Ман шутпа, калава илемлĕ чĕлхепе çырнă. Эпĕ çакăн пек чăваш культурине пĕлсе çырма пултаракан ачасене ăмсанатăп. Вĕсенче - чăваш халăхĕн малашлăхĕ.
Наташа (2010-10-28 11:04:36):
Мана çак калав питĕ килĕшрĕ, çак калавра пулса иртнĕ тĕлĕнтермĕшсем чăн та интереслĕ.
Арина (2010-10-28 11:09:28):
Олегпа пĕрле вĕренетпĕр.Вăл çырнă хайлавсем район хаçатĕнче те пичетленеççĕ.Ку калав унăн пултарулăхне çирĕплетсе пачĕ.Манăн кăмăла кайрĕ.Ăнăçу сунатăп.
Лидия Николаевна (2010-10-28 15:40:52):
Ку калава вуласа тухсан хам вĕрентекен ачасен епле пысăк пултарулăх, тавракурăм пысăккине куртăм."Шăнкăрав курăкĕ. Вăл шăнкăравĕсемпе сассăр шăнкăртаттарать" тени пирки эпĕ паян тин тавçăрса илтĕм. Çырас ĕçре сана,Олег,ӳсĕмсем сунатăп.
Михаил (2010-10-28 19:53:59):
Олегăн калавĕ питĕ интереслĕ. Чĕлхен илемлĕх мелĕсемпе анлă усă курнă. Вуланăçем вулас килет. Маттур!
Алёнушка (2010-10-28 20:20:07):
Олег Канцеляров çырнă хайлава туххăмрах вуласа тухрăм. Питĕ кăмăла кайрĕ. Интереслĕ ĕç-пуç çинчен çырса кăтартнă.Авторăн тавракурăмĕ пуян. Ăнăçу сунатăп.
Кристина (2010-11-13 21:17:30):
Эпĕ ку калава вуласан хамăр тăрăха куç умне кăлартăм.Пулмасла ĕç пирки çырнă пулсан та пирĕн тăрăхра туй вăйлă иртет çав. Аван çырнă.
Зотова Г.В. (2010-11-15 06:43:29):
Ыттисене те вуласа тухма сĕнетĕп.Конкурса арçын ача хутшăнни мана яланах савăнтарать, кĕçĕнрех класра вĕреннĕ чухне вĕсем творчество конкурсĕсене хастар хутшăнаççĕ-ха, аслăрах класа куçсан вăтанма пуçлаççĕ . Олег, санăн калаву чăннипех питĕ вăйлă пулса тухнă!
Ирина (2010-11-24 22:39:55):
Олег Канцеляров çырнă хайлав питĕ интереслĕ.Яланах çапла хайлавсем çырса пире савăнтар. Ăнăçу сунатăп.
Валентина Петровна (2010-11-29 19:21:18):
Олегăн хайлавĕ интереслентерсех ячĕ. Тĕлĕнтермĕшсене вуланăçем çан-çурăм та çӳçенсе илчĕ,самантлăха хайлаври герой вырăнĕнчех пулса тăтăм. Маттур! Вулакана интереслентерме пĕлетĕн, Олег!