«Ытарайми чăвашлăх...»


Ытарайми чăвашлăх

Çеçен хирте çӳрет.

Пĕр тулхăрать йăвашшăн,

Пĕр вирхĕнсе иртет.

Ытарайми чăвашлăх

Сĕм вăрманта сĕрлет:

Хунавлăн йыш хушасшăн

Хĕлле те ешерет.

Ытарайми чăвашлăх

Шыв айĕнче шĕвет:

Малашлăхне тупасшăн,

Аваллăхне тĕпчет.

Ытарайми чăвашлăх

Çĕр тĕпĕнче кĕрлет:

Хăватлă вăй пухасшăн

Тăпăртатса илет.

Ытарайми чăвашлăх

Çӳл тӳперен чĕнет:

Тăван та тус пуласшăн

Ыр пиллĕхне сĕнет.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Сăвар (2011-09-20 00:01:00):

Афалек, санăн çак сăвву ыттисем пекех вуласа ытармалла та тăранмалла марскер. Чăвашлăхпа çыхăннă сăвăсен ăмăртăвне ирттермелле мар-ши? Кайран уйрăм кĕнеке çапса кăларасчĕ, чăвашлăха халалласа1

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: