Ытарайми чăвашлăх
Çеçен хирте çӳрет.
Пĕр тулхăрать йăвашшăн,
Пĕр вирхĕнсе иртет.
Ытарайми чăвашлăх
Сĕм вăрманта сĕрлет:
Хунавлăн йыш хушасшăн
Хĕлле те ешерет.
Ытарайми чăвашлăх
Шыв айĕнче шĕвет:
Малашлăхне тупасшăн,
Аваллăхне тĕпчет.
Ытарайми чăвашлăх
Çĕр тĕпĕнче кĕрлет:
Хăватлă вăй пухасшăн
Тăпăртатса илет.
Ытарайми чăвашлăх
Çӳл тӳперен чĕнет:
Тăван та тус пуласшăн
Ыр пиллĕхне сĕнет.