Шеллерĕ


Петĕр пиччесен ватăлса çитнĕ урхамахĕ ĕçлейми пулать. Лаша хуçи ăна хăй аллипе пусма шеллет, сутас тесе Выл пасарне илсе тухма шутлать. Пĕр ирхине лашана шăварчĕ, хăмăт тăхăнтартрĕ,чĕлпĕртен тытса турта патнелле уттарчĕ.

— Тăхта-ха, пăртак чарăнса тăр, — терĕç ачисем, ашшĕ лашана кӳлме пуçласан, — юратнă туспа сывпуллашар.

Арăмĕпе ачисем Хушкапуçа çилхинчен, мăйĕнчен, çурăмĕнчен ачашларĕç. Ут хăйĕнпе сывпуллашнине ăнланчĕ пулас, унăн куçĕсем шывланчĕç. Кăштах турткаланçи пулчĕ, çапах та хуçи хушнине пĕр сăмахсăр итлеме хăнăхнăскер, хăех турта хушшине кĕрсе тăчĕ.

— Ну! Кайрăмăр! — тесе Петĕр пичче лашана тилхепене турткаласа илчĕ те чăмăрккипе сулса хăмсарчĕ.

— Атте! Хытă ан хăвала,шелле юратнă çилçуната!

Хушка лаша, кунĕпе ĕçлесе самай ĕшеннĕ пулин те, хытах юртса Штанаш салинчен уялла тухрĕ.

Лапка-лапка юр çăвать, лаша çуни юр тăрăх пĕр сассăр шăвать. Лавçă асаилӳ авăрне путрĕ.

Хушкапуç ратни — ялти пуян ратни. Вырăс Ленька çемйи вăйлă та тĕплĕ пулнă. Вĕсен карта тулли выльăх-чĕрлĕх, кĕлет тулли тыр-пул, çирĕп кил-çурт пулнă, хуралтăсенче çич-сакăр лаша тăнă. Ялта лашасăр пĕр утăм та тăваймăн: çуракипе кĕракине вĕсемпе тумалла, пĕтĕм уй çĕрне сухаламалла, акмалла, сӳрелемелле, утă-улăм турттармалла, вăрман ĕçлемелле... Качча карти хыçĕнчи пысăк уй пĕтĕмпех Вырăс Ленькин çĕрĕ пулнă, унта вăл тыр-пул акса ӳстернĕ... Тырри яланах ăнса пулнă. Ленька çемйи ир пуçласа каçчен ĕçленĕ, аслисем сухара, ачисем — сӳрере, çĕрпе пĕлсе усă курмасан тулăх тыр-пул туса илеймĕн. Вăхăтра çĕртме тунă, çĕре лаша навусĕпе апатлантарнă, вăл çĕршĕн усăллă-çке. Çуллахи кунсенче лашасемпе пуринпе те ĕçлеме çӳренĕ, каçсерен вĕсемпе выртмана кайнă. Выртмана ялтан инçех мар вырнаçнă вăрмана çӳренĕ. Выртма ачисем вут çунтараççĕ, хăшĕ çывăрса кайнă, хăшĕ ларать, теприсем пĕр-пĕринпе пăшăл пăтти пĕçереççĕ, сайра хутра вăрăм чăпăркка сасси, лашасене хăвалани илтĕнет. Лаша кĕтĕвне шăна-пăван аптратнипе утсем тӳлек çиеймеççĕ: хӳри-çилхисене силлесе тек тапăртатаççĕ, пуçĕсене ухса каллĕ-маллĕ уткалаççĕ. Хăш-пĕр чухне утсем патне кашкăр тухни те пулать, кĕтӳ хăрт-харт туса тăпăртатма тытăнать, лашасем кĕçенсе унталла-кунталла чупкалама пуçлаççĕ.

— Кашкăр! Кашкăр! Кăравул! Вăранăр!

Пурте ура çине сиксе тăраççĕ, ши-ши! шăхăрса пушăсемпе шартлаттараççĕ, хыпаланса кăвайт çине вут-шанкă пăрахаççĕ, кашкăра хăратаççĕ. Лешĕ ун-кун пăхкаланă хыççăн, васкамасăр вăрманалла лăпăстатать.

Çĕрле кашкăрпа тĕл пулнă хыççăн пĕчĕкрех ачасем каçпа тула тухма мар, кăнтăрла та вăрмана пĕччен кайма хăракан пулнă теççĕ: кашни тĕмĕ хыçĕнчен кашкăр сиксе тухассăн туйăнать имĕш.

— Лаша — хресченшĕн пысăк пулăшу, — теççĕ пулин те лаша айăпĕпе хăш-пĕр чухне инкек синкек те сиксе тухать çав пурнăçра. Юханшыв хĕрринчи пĕр чӳречеллĕ пĕчĕк çуртра (халĕ ку вырăнта хитре чăрăш-хыр вăрманĕ ӳсет) Микиш старик пурăннă, çавăн яш-кĕрĕм ывăлĕ, вăрмана лаша пăхма кайсан, лаша хăлхаран тапнипе вилет.

Хĕвел туха пуçласан выртма ачисем лашасем çине утланаççĕ те килелле вĕçтереççĕ. Ленькан Пулан ятлă çĕлен хура лаши яланах укăлчаран пуринчен малтан çилхине вĕçтерсе кĕрсе каять. Кăштах канса илнĕ хыççăн Пуланăн каллех ĕçе тухмалла. Унпа почта та чупнă, тепĕр тĕрлĕ каласан, почта турттарнă.

Лашасене шăвармалли ятарлă валаксем пулнă, хальхи лавкка хыçĕнче Мăн çăлкуç текен çăлкуç пулнă, кунти шыв нихăçан та типмен, шăпах çакăнтан юхса тухакан шывран анаталларах лашасене шăвармалли вырăн ăсталанă. (Çак çăлкуç халĕ те упранать, кăçалхи шăрăх кунсенче ял халăхĕ кунта шыв ăсма çӳрерĕ). Пĕр çулхине Пулан хушка тиха хăмласа парать. Тихана курсан Ленька кӳрши Ванька ăна юратса пăрахать, тихана хăйне сутма ыйтать.

(Кулак ятран Вырăс Леньки хăтăлса юлнă, колхозсем тăвиччен мĕнпур лашипе кил-çуртне сутса çемйипе Çĕмĕрлене куçса кайнă).

Хушкапуç пушар лаши пулса та ĕçленĕ. Уйкасра ятарлă хурал çурчĕ ларнă, кунта пушарниксем черетпе яла сыхланă, кунтах пушар лаши тăнă. Пушар лашине ĕçлеттермен, унпа пушарсемпе кĕрешме усă курнă. Каçсерен ял халăхĕ черетпе чиркӳ патне хурала каять. Çĕр каçипе хурал тăракан чиркӳ тăррине темиçе хутчен те хăпарса пăхать, енчен те ăçта та пулин вут тавраш курăнсан, чиркӳ чанне çапма тытăнать. Штанашăн ĕлĕкхи чиркӳ чанĕн сасси питĕ вăйлă пулнă, çывăракан кашни çыннах вăратма пултарнă.

— Мăн чанччĕ, манерсĕр пысăкчĕ, тата пĕчĕккисем чылайччĕ. Хĕлле халăх лавсемпе хулана тавар тиеме кайсан, хăш-пĕр чухне çанталăк пăсăлса каятчĕ. Тавар хуçисем çил-тăманра çĕтсе ан кайччăр тесе çак мăн чана ятарласа çапатчĕç, чан сасси çынсене киле çул тупма пулăшатчĕ. Ялти халăх çынсем тавар тиеме кайнине пĕлнĕ, çĕрлехи чан сасси вĕсене хăратман.

Халĕ çав чан çук çав, чиркĕве утмăлмĕш çулсенче хупнă, чиркӳ чанне пĕр тракторист хăйĕн тракторĕпе аран-аран туртса антарнă. Турăшсемпе хĕрессене пăсса лав çине тиесе Чутая турттаса кайнă. Турăшсене леçме те çак трактористах хушнă. Каялла таврăннă чухне лавçăн хăранипе чутах чунĕ тухса кайман теççĕ. Чутай çулĕ самаях вăрăм, çирĕм пилĕк çухрăм. Темиçе вăрман витĕр тухмалла. Ир кайса каçпа çеç киле çитме пулать. Тулли уйăх тӳпене хăпарать, лаша çулне çутатать. Вăрман урлă тухнă чух лавçăн чунĕ тем сăлтавпа хăрама пуçлать. Унччен те пулмасть, куç умĕнче тем йăлт-ялт ялкăшма пуçлать, куçа курăнать-ши, çылăха кĕтĕм-ши тесе лавçă сăхсăхса илет. Татах тем ялтлатать, çутăла- çутăла илет, лавçă чĕтремех ерет. Киле аран-аран упаленсе кĕрет, лашине тăвармасăрах часрах вырăн çине чăмать. Килтисем кăна йăпатаççĕ, лашана тухса тăварса утă парса хупаççĕ. Ир çинче çуна çинче чиркӳ хĕресĕн пĕр татăкне тупаççĕ, нимĕнле хăратмăш та куçа курăнман иккен, ылтăн хĕрес татки уйăх çутинче ялкăшса лаша хуçине вилесле хăратнă.

Тем те пулать пурнан пурнăçра.

Чиркĕве хупсан кунта шкул ачисене вĕрентме пуçланă. Стенасене вĕренӳ çулĕ пуçланиччен яланах сăрланă, анчах та чиркӳ стенисем çинчи турăшсем часах курăнма пуçлатчĕç тет, шикленекен ачасене хăрататчĕç тет. Татах сăрлаççĕ, турăшсем каллех курăнаççĕ.

Кулак тенисен ачисемех, чиркĕве çĕнĕрен уçсан, чиркӳ хĕресне хăпартса панă.

Хушкапуç хăйĕн тивĕçĕсене лайăх ăнланать. Енчен те пушарнăй ун патнелле лаша таврашĕсем: хăмăт, тилхепе, йĕвен, йĕнерчĕк... васкаса йăтса пыма пуçларĕ тăк, вăл хăех пушара каймаллине пĕлет, турта хушшине чашт кăна кĕрсе тăрать. Кĕçех лавçă шыв пички лартнă урапапа пушар еннелле ыткăнать.

Пушар лашине ытлах ĕçлеттермеççĕ, кăшт-кашт хуçалăхра кăна усă кураççĕ пулин те, пушар лашин яваплăхĕ çав тери пысăк. Ытти лашасем выртмара çӳреççĕ, санăн яланах сыхă тăмалла. Ытти лашасемпе çăварни чупаççĕ, санăн вĕсемпе савăнма тăхтамалла, ăнсăртран ача-пăча вут-кăварпа вылярĕ-тăк пушар тухасса кĕтсех тăр, пӳртсене ытларах улăмпа витнĕ, пушар самантрах алхасса кайма пултарать. Хăшĕн спичка тавраш çук, кӳршĕсенчен кăвар йăтса килеççĕ, кăвар ӳксе юлса вут-çулăм тухма пултарать.

Ванька ывăлĕ Ванюк вĕреннĕ çын пулнă, вăл шкулта кĕçĕн классене çырма-вулама вĕрентнĕ. Пушă вăхăтра сăвăсем хайланă, телейлĕ малашлăха шаннă. Пĕр çулхине вăл ашшĕнчен çăварни чупма Хушкапуçа кӳлме ирĕк ыйтать. Ку вăхăталла пушар лашисем виççĕ тан пулнă. Çавăнпа Хушкапуçа кӳлме ирĕк параççĕ. Лаша савăнсах каять, вăл тинех тус-тантăшĕсемпе танах савăнма пултарать.

Çăварни çывхарса килнĕ май çамрăксем те, ваттисем те уява хатĕрленме тытăнаççĕ. Чаплăрах, капăртарах тумтирсем — тăлăпсем, сăхмансем, пуçа çыхма çӳçеллĕ хитре тутăрсем тупса хураççĕ. Каччăсем лашисене сĕлĕ çитерсе мăнтăрлатма тăрăшаççĕ, хыçлă çунисене хитрелетеççĕ, лашисене капăрлатма шăнкăравсем хатĕрлеççĕ. Катаччи чупнă чух юрлама çăварни юррисене вĕренеççĕ.

Çăварнин пĕрремĕш кунĕнчех ача-пăча, çамрăксем те çунашкасемпе е тенкелпе ял урамĕпе анаталла ăмăртмалла ярăнса анаççĕ. Е çунашка тĕпне ĕне каяшĕ сĕрсе шыв сапса пăрлантараççĕ те «Пăрлă котпа» анаталла ĕрĕхсе анаççĕ. Хветӳç Хветлисен хыçлă çуна пулнă, çав çуна çине яш-кĕрĕм тиенсе ларать те анаталла ярăнса анать, каччăсем çунана тăвалла туртса хăпартаççĕ, каллех çуна анаталла вĕçтерет...

Каччăсем кам хăйĕн хĕрне ярăнтараççĕ, кам кӳршĕ хĕрне. Пĕр лав çине темиçе хĕре лартаççĕ те кӳршĕ ялсем тăрăх катаччи чупма тухаççĕ. Калаçнă хĕр каччă лавĕ çинче юрласа пырать. Ванюк та Хушкапуçне кӳлсе Çинук патне васкарĕ, ăна хăйпе пĕрле ярăнма чĕнчĕ. Çинук каччăран вăтанчĕ, пĕрле тантăшĕсене, Литюкпа Тарука, чĕнчĕ. Кĕçех тантăшсем çăварни юрри юрлама пуçларĕç:

 

Çăварни çуни çаврака,

Йĕри-тавра йĕс пăта.

Çав йĕс пăта тутăхминч,

Пиртен савни сивĕнминч.

Çăварни çуни çаврака,

Лара пĕлмен хĕрсене

Шуçтарать те хăварать.

Хамрăн шуçса юлас мар.

 

Хурăн пек яштака Çинук сасси çав тери чуна тыткăнлать, каччă чĕрине ăшăтать.

Лав кӳршĕ яла çитсе кĕчĕ. Урикасси халăхĕ те çăварни чупать.

 

Кукăль сăмси ай çаврака,

Кукăль çияп тиять пуль.

Çул хĕрринче ай тăракан

Çăварни чупап тиять пуль, — юрлать Тарук.

Кукăль сăмси ай çаврака,

Кукăль çияп тиять пуль.

Чӳречерен ай пăхакан

Çăварни чупап тиять пуль, — хушса хурать Литюк.

Вуник чăрăш ах тăррине

Нихçан кайăк ларас çук.

Çакă ялăн хĕрĕсене

Никам качча илес çук, — йĕплет Тарук.

 

Çинук паян чăлт шурă тутăрпа, хитре шупăрпа.

— Эпĕ сана кĕçĕр вăрласа каятăп, — пăшăлтатса пĕлтерет каччă хĕре.

— Кай, вăтантарсах ятăн, — хĕрелсе каять хĕр пит çăмартийĕ.

— Мана анне санпа калаçма хушрĕ. Эпĕ санран уйрăлмастăп, сана хамран вĕçертместĕп.

Çапла калаçкаласа, юрă юрласа темиçе ял тавра çаврăнчĕç, çунасем çинчи çамрăксем пĕр-пĕринпе тупăшса юрă шăрантарчĕç.

Ванюк çав каç хĕре вăрласа кĕреймерĕ, каяраха хăварчĕ. Çав çулхине хăрушă вăрçă пуçланчĕ. Çинук Ванюка куççульпе вăрçа ăсатрĕ, кĕтсе илме шантарчĕ. Кĕтсе илеймерĕ. Савнисем пĕрле пулаймарĕç, Ванюк вăрçăра пуçне хучĕ.

— Пĕрле ӳснĕ яшкĕрĕмсем пурте вăрçăра пуçĕсене хучĕç: Мадярковсен Володька, Лазаревсен Унтри, Кĕркурисен Елекçи, Хветлисен Санька, Макар Петĕрсен Петĕр, Çирки Софроновсен Ухванеç, Прокопьевсен Ванюк...

Шăматкун катаччи чупма çамрăк мăшăрсем тухнă. Вĕсем катаччи чупса ют ял хĕрĕн тăван ялне, ашшĕ-амăшĕ патне хăнана кайнă, «Прощенине», тепĕр тĕрлĕ каласан çылăх каçарттарма, ашшĕ-амăшĕнчен каçару ыйтма.

Хушкапуçăн «Прощенине» кайма тӳр килмерĕ. Уявра уйрăмах сыхă пулма тивет пушар лашин.

Хушкапуç темиçе хутчен те салтак ăсатса курнă. Салтак каякан каччă валли икĕ мăн хитре тутăр илеççĕ, чечекĕсене тул енне тăваççĕ. Икĕ айккипе виçшер тутăр тыттараççĕ, çавна лентăпа икĕ кĕтесрен алăпа тытмалла çыхаççĕ. Мăн тутри çинче варрипе «Çăлтăр» ялкăшать. Пулас салтак çак тутăра хăйĕн умне тытса лав çине тăрать, тутăра юрă майăн енчен енне сулкаласа пырать. Ун кĕлетки çине чăлт шурă ал шăллисем çакса янă. Пулас салтака ӳкесрен юлташĕсем тытса пырççĕ.

Лашисене те капăрлатнă: пĕкĕ çинче пĕр шăнкăрав, çуна пĕккисем патĕнче тепрер шăнкăрав шăнкăр-шăнкăр туса янратать. Салтак юрри хурлăхлă янăрать.

 

Йăмра çулçи йăмăксем,

Йăмра çулçи тăкăнсан

Йăмăксенчен уйрлатпăр,

Йăмăксенчен уйрлатпăр.

Пирн савнисем çак тĕлтре.

Çак тĕлтре те çак килте.

Мĕн ĕçлесе лараç-ши;

Эпир тухса каятпăр.

 

Петĕр Ванька пиччен ватлăхра кун çути курнă ывăлĕ. Ăна Ванюк вăрçăра вилнине илтнĕ хыççăн çуратнă.

Ватăларахпа Ванька пичче Хушкапуçа килне илсе килет. Петĕр авланса ача-пăчаллă пулать. Лаша куллен Петĕр пичче çемьине хуçалăхри ĕçсене тума пулăшса пурăнать.

Петĕр пичче пурнăçне Хушкапуç темиçĕ хутчен те çăлнă. Пĕррехинче Петĕр пиччене кашкăр тапăнма хăтланнăччĕ, Хушкапуç ăна хăйĕн малти урипе вăйлăн тапса ячĕ те кашкăр çавăнтах месерле кайса ӳкрĕ. Кашкăр тăна кĕриччен лаша килелле тапса сикрĕ. Тепрехинче таварпа килнĕ чух çанталăк пăсăлать, Петĕр пичче çĕтсе каять, лаша темле майпа яла хăй тĕллĕнех пырса кĕрет, хуçи пурнăçне çăлать.

Çаксене йăлтах аса илчĕ те Петĕр пичче:

— Чунсăрланса пыратăп пулас эпĕ. Сахал усă кăтартнă-и урхамахăм пире? Пурăнтăрах килте чунĕ тухиччен, — тесе лашана каялла çавăрчĕ те килелле чуптарчĕ.

 

Ăнлантару

 

Халапа хайлама Штанашра пурăнакан 87 çулхи Манина Зинаида Федоровна асаилĕвĕсемпе усă курнă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Александрова Людмила Иосифовна (2010-10-16 21:05:09):

Г. Зотовăн "Шеллерĕ" хайлавĕ питĕ килĕшрĕ. Вуланăçемĕн Хушкапуç ятлă лашан кун-çулĕ куç умне çав тери уçăмлăн тухса тăчĕ.Лашан пурнăçĕ ĕçре иртет. Ĕлĕк лаша хресчен пурнăçĕнче питĕ пысăк вырăн йышăннă.Вăл ĕçре те, хуйхăра та,савăнăçлă самантсенче те хресченпе юнашар пулнине автор тĕлĕнмелле лайăх çырса кăтартнă. Çав хушăрах халăх пурнăçĕнчи синкерлĕх те (çирĕп пурăнакан хресченсене кулаксен ретне кĕртсе айăплани, чиркӳсене аркатни), йăли-йĕрки те (çăварни,салтака ăсатни...) куç умне яр уççăн тухса тăрать.

Хайлавăн чĕрĕлĕхĕ - чĕлхен илемлĕх мелĕсемпе автор пĕлсе усă курнинче: "лаша свăнать, çăварни çывхарса килет...- сăпатлантарусем; пăшăл пăтти, чунĕ тухиччен...-сăмах çаврăнăшĕсем; юмах мелĕсем-урхамах, кашкăр тăна кĕриччен; хлăх юррисен тĕслĕхĕсем.

1-2 çĕрте пĕчĕк орфографи, пунктуаци йăнăшĕсем хайлав пахалăхне чакармĕç тесе шутлатăп эпĕ

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Аксар Чунтупай (2010-11-01 21:53:53):

Асаилӳ очеркне çывхаракан хайлав ку. Шел пулин те, текстри шухăш (сюжет)темиçе йĕрпе чупать. Çавăнпа тĕрлĕ шухăша пĕр тĕвве пĕтĕçтерекенни питĕ кирлĕччĕ кунта. Çакăн йышши илемлĕх мелне е меслете автор шыраса тупайман.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Яруткина С.В. (2010-11-02 08:54:32):

Галина Вячеславовна хайлавĕ питĕ ăнăçлă пулса тухнă. Ют чĕлхе вĕрентекенĕ чăвашла илемлĕ çырма пултарни тĕлĕнтерет.Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Петрова М.А. (2010-11-02 08:59:54):

Вырăнти истори пулăмĕсемпе çыхăннă самантсем хайлава пуянлатаççĕ. Ĕç кăмăла кайрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Сергей (2010-11-03 16:36:40):

Питех килĕшмерĕ.Текстри шухăш темиçе йĕрпе чупать, çавă çеç çак калава пăтратать

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

Григорьева И. (2010-11-08 21:14:45):

Эпĕ сирĕн шухăшпа килĕшместĕп. "Темиçе йĕрпе чупать" тенипе. Петĕр хăйĕн юратнă тусне,хуçалăхри йывăр ĕçсене пурнăçлакан чăн-чăн юлташне (кам çĕр ĕçĕпе ĕçлесе курнă, ăна лайăх чухлать)

сутма каять-çке! Петĕр пуçĕнче тĕрлĕ шухăш явăнать, пĕтĕм пурнăçĕ куç умне тухса тăрать. Çакна автор питĕ витĕмлĕн кăтартса парать. Калав питĕ килĕшрĕ, Маттур, Зотова Г.В. Татах та ăнăçусем Сире!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Автор (2010-11-11 20:26:30):

Калава çырнă чухне ку таранччен пĕлменнине чылай пĕлтĕм.Зинаида Федоровнăна чунтан тав тăватăп.Ялта ватăсем нумай та мар.Вĕсем каласа панисене çитĕнекен ăрусем валли çырса юлмалла.Григорьева И. ман калава тĕрĕс ăнланнă. Ĕмĕрĕпе хăйсене пулăшса пурăннă Хушкапуçа сутма Петĕр пичче пĕчченех каять, пуç тавра , паллах, темĕнле шухăш та явăнать. Ăшталаннă вăхăтра мĕн кăна аса илместĕн пулĕ, ăçта кăна çитместĕн.

 

Слава (2010-11-14 07:56:36):

Темиçе çул каялла юратнă ĕне чирлерĕ, аша пама тиврĕ. Петĕр пиччене питех те лайăх ăнланатăп.Çемьипех йĕретпĕр,хам та арçын пуççăн куççуле тытса чараймарăм.

Калав питĕ килĕшрĕ.Малашне те пире чуна тивекен калавсемпе савăнтарăр!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валентина Яковлева (2010-11-15 17:24:37):

Калавĕ питех те лайăх вара. Çитменлĕхсене шырани кунта пĕрре те выранлă мар. Чуна пырса тивмелли калав. Ăнăçу çеç автора!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Анна Архипова (2010-11-15 22:11:17):

Чăн та, пите интересле калав, мана питĕ килешре!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина(Кашкирова)Барышникова (2010-11-18 12:51:36):

Ку калав мана питĕ кăмăла кайрĕ.Эсир малти вырăна тивĕç тесе шутлатăп эпĕ. Аван çырнă. Г.В.Зотова пек пултаруллă çынсем пурришĕн питĕ хĕпĕртетĕп. Ăнăçу сире!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Нина Романова (2010-11-20 15:51:26):

Галина Зотова çырнă «Шеллерĕ» хайлав питĕ килĕшрĕ. Хальхи вăхăтра сахал авторсем ватă çынсен аса-илĕвĕсемпе усă кураççĕ. Галина ватă çын пĕлĕвĕсемпе усă курни питĕ вырăнлă. Хайлава вуланă çемĕн ял пурнăçĕ аса килчĕ. Автора малалла та лайăх хайлавсем çырма сĕнетĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

ТИТАН ЮМАНОВ (2010-11-21 20:37:39):

Пите илемле тата сырна.

Авторе те тарашна, унан чунран тухна самахисем

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2010-11-22 23:36:47):

Ку хайлавра та, маларах тишкернĕ «Паттăрсен ячĕсем халăх асĕнче вилĕмсĕр»-ринче пекех пĕр пысăк çитмелĕх пур — калава пайсем çине уйăрман. Çавăнпа та сюжет йерне тĕрĕс тытса пыма йывăр. Пайсем хушшинче (вуланăçем уйăркаласа пăхрăм) те çыхăну сахалрах. Тĕп сюжечĕ, пĕтĕмешле вуласа тухсан, паллах, курăнать.

Ку ушкăнра, вĕрентекенсем патĕнче, тупăшу пысăк тата. Фантастикăпа фэнтези çукки те вырăн илме чăрмантарать.

Кăштах якатсан, кăлтăк вырăнсене чутласа тухсан — питĕ лайах калав.

 

Юлия. (2010-11-23 10:21:16):

Зотова Галина Вячеславнăн "Шеллерĕ" калавĕ питĕ килĕшрĕ. Вуласа пынă çемĕн ялта ача чухнехи кун-çул куç умнех тухса пычĕ. Аса илнипе куççульте туха пуçларĕ. Ялта ват çынсем нумай та юлман, а хăш-пĕр ялсенче çук та пуль. Вĕсем каласа панине çырса илни питĕ аван.

Шухăша кайсан тем те пуçа кĕреть, тем те аса илтереть, ăçта кăна çитсе кĕместĕн пуль. Çак калавра шухăша кайса, аса илнине питĕ лайăх кăтартса панă.

Галина Вячеславовна, сире малалла та нумай калавсем çырса пыма питĕ пысăк сывлăх, ăнăçу сунатăп! Тавтапуç сире! Сывă пулăр!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валентина (2010-11-23 20:40:39):

Илемлĕ çырнă. Маттур! Пултаратăн! Ăнăçу сунатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Слава Михайлов Ижевск (2010-11-24 21:18:16):

Калавне вуланăçемĕн чун хурлансах пычĕ...Эпĕ те Штанаш ачи вĕт,Çинка аку(Зинаида Федоровна) каласа кăтартнисене питĕ лайăх астăватăп...,çавăнпа та,Галина Зотова çырнă "Шеллерĕ" калава чунтан юратса вуларăм!Тавтапуç сана!Татах çырса савăнтар,эпир вуласах тăрăпăр!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Римма (2010-11-25 12:03:43):

Калав питĕ килĕшрĕ. Автора çĕнтерӳçĕсен йышĕнче курасчĕ. Татах та нумай калавсемпе юмахсем çырма сĕнетĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валерий Николаев. (2010-11-25 16:14:09):

Калав çамрăксемшĕн питех те усăллă! Кун пек авторсем мухтава тивĕç!

 

Владимир (2010-11-25 19:05:50):

Калав килешре. Фольклорпа выранла уса курна. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Сергей (2010-11-25 21:11:44):

Чăннипех Зотова Галина Вячеславовна ĕçĕ малти вырăна тивĕçлĕ. Интересленсех вуласа тухрăм. Ырлăх-сывлăх Сире, тавтапуç калавшăн. Хам та лашасене питĕ юрататăп, чĕрене хускатрĕ ку хайлав.Татах çырăр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Майя (2010-11-26 16:52:16):

ман шутпа питĕ вăйлă калав. Автор пĕрремĕш выран илме тивĕщлĕ!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Катя (2010-11-29 18:36:07):

Мана калав питĕ килĕшрĕ!!! Галина Вячеславовна хитре çирать!!!:)

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: