Палăк


Ват Каша ялĕнче,

Мăн урам варринче

Пĕр салтак курăнать.

Ун çинче каçта ир

Яланах пĕр тумтир,

Аллинче — автомат.

 

Шартлама сивĕре

Шартлатать вĕрене,

Хăрушла çил вĕрет.

Çĕр çулхи юмана

Вăл лăскать пĕр кана,

Анчăкла ихĕрет.

 

Çил касать, пăр çапать...

Пĕр сурансăр тăрать

Пирĕн палăк-салтак.

Ашă çумăр çусан

Вăл каять çуталса,

Куçĕсем — кăн-кăвак.

 

Кинемей çут ирпе

Пуç тутри вĕçĕпе

Куççульне шăлкалать.

Пĕрĕм питлĕ мучи,

Ыр йĕрке тыткăччи —

Салтака чыс парать.

 

Ман юратнă мăнук

Салхулланчĕ тăрук.

Ун ыйтса пĕлмелле:

«Каласам, асатте,

Мĕнле ятлă тете?

Хушамачĕ мĕнле?»

 

«Журавлев, Щербаков,

Рыбаков, Сяпуков,

Головин — сакăр ят.

Хурдюков та Сырцов,

Кудюков та Скворцов —

Йышлă ят-хушамат.»

 

«Моисеев, Альшейкин,

Борисов, Васильев,

Еграшкин, Кулагин,

Яткаркин, Паймеев,

Тузеев, Лисков,

Убанеев, Портнов,

Маханцов, Барабанов,

Тимошкинпа Мутин,

Матросовпа Грушин,

Янтушкинпа Тушкин,

Стрельцов, Ермолаев,

Овчинников, Жиров,

Грузин, Солодовников,

Яморжин, Репинпа Маслов,

Быковпа Павлов, Алексеев,

Фролов, Еремеев, Хохлов, —

Ман мăнукам вулать. —

Емельянов, Катков,

Афанасьев, Краснов —

Пит нумай хушамат.»

 

Хĕвеланăç çунать,

Хĕвелтухăç чуна

Вăрçăпа хăратать.

Çĕршыва сыхлама

Каша ялĕ нумай

Паттăрсем ăсатать.

 

Вăрçă çулĕ — хаяр,

Сыввисем мĕн тăвар?

Çĕр пĕвенчĕ юнпа.

Салтаксен вил тăпри,

Аякра çав тери,

Çывăх палăк — сăнпа.

 

Çав сăнра — чун çунни,

Тăшмана ылханни,

Салтак тунă тупа.

Пирĕн шанчăк, кĕтрет,

Тăван сасă чĕтрет

Тĕл пулсан çавăнпа.

 

Ват Каша ялĕнче,

Мăн урам варринче

Пĕр салтак курăнать.

Ун çинче каç та ир

Яланах пĕр тумтир,

Аллинче — автомат.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: