Кĕрхи йĕпхӳ
Мĕн амакĕ кăçал — çăвĕпех ăшăнса кураймарăмăр! Çанталăк, тен, кĕркунне «йĕркене» кĕмĕ-ши тесе шутланăччĕ — çук, авăн уйăхĕ те çавнашкалах çумăрлă. Пĕр хушă хĕвел йăл-йăл кулса илет те, эсĕ кăкăрна сарса лайăххăн сывлама та ĕлкĕрейместĕн, тӳпене каллех хура-тĕксĕм пĕлĕтсем капланса тулаççĕ, йĕпхӳ тăкăнма тапратать...
Кăркка урам варринчех чарăнса тăчĕ: чим-ха, мĕскер мăкăртатса пыратăн эсĕ? Мĕн тума кирлĕ сана уяр çанталăк? Тупăннă синоптик! Мухмăрлă пуçна турлетесси çинчен шухăшла луччĕ. Усси пулĕ. Атту паçăр ик черкке яни мĕн вăл — пăсĕ-тĕсĕ те юлман. Типсе çуркаланнă çĕр çине темиçе тумлам çумăр ӳкнĕ пек çеç... Мĕн! Каллех... çумăр! Хĕрт-сурт тытасшĕ!
Э-э, авă мĕн! Кăркка тӳрленсе кăкăрне чышкипе хыттăн панлаттарчĕ. Ахальтен талпăнмаççĕ иккен пуçра ăмăр пĕлĕт... тьху!... шухăшсем. Хĕрт-сурт тытĕ-и, çук-и, анчах йĕпе çанталăкра амăшĕ шăмшак сурнипе аптранине вăл лайăх пĕлет. Апла тăк унпа калаçма çăмăлтарах пулать. Чирлĕ çыннăн чăтăмĕ хавшак. Тен, хирĕлĕ-хирĕлĕ те амăшĕ, кунпа тавлашса вĕçне тухас çук тесе аллине сулĕ, кăларса парĕ паспортне.
Ăнланмалла мар-и? Лавккара шурă эрех списокпа сутаççĕ. Хăйсенне, арăмĕпе иккĕшĕнне, Кăркка уйăх пуçламăшĕнченех ĕçсе янă-ха. Амăшĕнне те памĕç-ши тесе сутуçсенчен ыйтса пăхрĕ — яхăнне те ямаççĕ. Суйма хăтланчĕ: «Анне чармасть, ирĕк пачĕ». Лешсем — çак сивлĕк çанталăк пек: «Паспортне илсе кил, вара сутатпăр». Вăт мĕнле мульти-пульти...
Амăшĕ пĕччен пурăнать. Аслă ачисем тахçанах Шупашкарта тĕпленнĕ, çемьеленнĕ. Кăркка та тĕпкĕч мар, уйрăлса тухнă. Чи кĕçĕнни амăшĕпе юлнăччĕ-ха, анчах темиçе çул каялла юнашар республикăна ĕçлеме тухса кайрĕ те каялла таврăнаймарĕ: авланса унтах пурăнма юлнă. Яла килсе курăнманпа пĕрех. Кăркка. Вăл пурри-çукки... Амăшĕ патне пырсан унăн пĕртен-пĕр ыйту: «Эрех пур-и?»
Урăх нимĕн те кăсăклантармасть ăна. Ĕçтермесен (е укçа памасан) хирĕнме тапратать — чăт кăна!
Паян та çапла пулса тухрĕ. Ывăлĕ кĕнĕ чухне ватă хĕрарăм диван çинче выртатчĕ. Чăнах та сывах мар. Кăçатă, фуфайка тăхăннă. Пӳрчĕ те самаях сивĕ. Кăркка ăна-кăна пăхмарĕ, тӳрех «ĕç» çине куçрĕ: паспорт тавай. Карчăк памарĕ — ывăлĕн мĕн шухăш-тĕллевне аван пĕлет ĕнтĕ.
— Вутă туянмалла-çке, эрехсĕр мĕн тăвайăп? — ăнлантарма пăхрĕ вăл.
Пуçланчĕ вара! Чышкисемпе сывлăша каса-каса Кăркка амăшĕ патне çывхарчĕ. Унăн çăварĕнчен сурчăкпа пĕрле сирпĕнекен сăмахĕсем «эстафетăра» тейĕн: «хыт кукар», «йӳтенĕ карчăк» хыççăн «шăтăк пуç», «вилме маннăскер» йышшисем сике-сике тухрĕç, унтан, пыльчăк татăкĕсем евĕр, пачах намăссăррисем йывăрран-тăкăскăн çатлатма тапратрĕç. Карчăк чĕнмерĕ, пĕркеленнĕ пит çăмартисем тăрăх йăпăртатакан куççульне шăлмарĕ. Тепĕр кунхине Кăркка амăшĕ патне каллех персе çитрĕ.
— Анне, каçар, ĕнер эпĕ ӳсĕр пулнă, сана темскер каласа пĕтертĕм пулас. Пар-ха пĕрер черкке...
Ватă хĕрарăм, диван çинчех çĕр каçнăскер, хуравламарĕ. Ывăлне ку килĕшмерĕ, вăл çиллессĕн мăртлатрĕ:
— Каçару ыйтрăм вет, мĕн кирлĕ урăх!
Амăшĕ ку хутĕнче те сăмах хушмарĕ, тути кăна хурлăхлăн хускалса илчĕ. Кĕрхи йĕпхӳ йăсланă евĕр куçĕ каллех шывланчĕ...
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...