Чĕркуççи чĕтрет
Света хăй пуçне каллех ман кăкăр çине хучĕ, пĕчĕк те çемçе аллисем мана ачашларĕç, хĕр ассăн сывлакаланине туйрăм.
Эпĕ кун пек сĕнĕве кĕтменччĕ, кун пек калаçăва тăсма хам хатĕр маррине туйрăм. Анчах та мĕн те пулин каламалла вĕт-ха. Мĕн? Эпĕ темиçе минут пĕр сăмах хушмасăр выртнă хыççăн: “Тĕлĕнмелле вăл пурнăç. Кашни кун мĕнле те пулин илемлĕх çынна кăтартать. Эсĕ Çĕпĕре кайса кил, çут çанталăк улшăнăвне туй, тен, телей сан ăн Çĕпĕрте, — терĕм.
Тата шăплăх тăсăлчĕ. Кашни хăй шухăшĕпе канашласа выртнă хыççăн икĕ чун тумланма пуçларĕç. Света хăй тăхăнмаллине тăхăнса, халатпа чипер пӳне хупласа хăй пĕчĕк сумкинчен темскер туртса кăларса туалета васкарĕ. Эпĕ те хĕр туалетра чухне хама типтерлеме пуçларăм, палах малтан çăмăллăн тумлантăм, трико тăхăнса тепĕр тамбур енчи туалета васкарăм.
Иксĕмĕрте, хамăра тасаткаланă хыççăн сĕтел хушшине кĕрсе лартăмăр. Иксĕмĕрĕнте кăмăлсем çăмăл та лайăх пулнине туйрăмăр. Эпĕ пĕрре хĕр çине тепре сĕтел çинче ларакан коньяк кĕленчи çине пăхрăм. Света эпĕ коньяк çине пăхнине курса: “Атя пăр так канатпăр, ĕлкĕрĕпĕр-ха, — терĕ. Эпĕ те ытлах сĕнес темерĕм.
Пезд чарăнмасăр шăхăрса Çĕпĕр еннелле васкарĕ. Манăн Урал тăвĕсем патне анчах çитмелле, хĕрĕн вара ман хыççăн тата икĕ талăка яхăн хăй палăртнă вырăна çитмелле. Эпĕ канма каятăп, чиперкке хăй шăпине улăштарма, тен лайăхлатма. Анчах та эпĕ хам ăçта каяссине пĕлетĕп, Света вара тепĕр талăкран мĕн пулассине вуçех те пĕлмест. Мана, çĕнĕ вырăнта темиçе тухтăр, тен темиçе мар, кашни организăма тĕплесе тĕрлĕ енлĕ сиплеме тăрăшĕç, çамрăк хĕрарăма малалла мĕн кĕтĕ.
Эпĕ Света çине хамăн чун кăмăлĕпе, халĕ ĕнте çисе ярасла мар, пăхса лартăм. Манăн куç хĕр çӳçĕ çинче чарăнчĕ. Чăннипех турри чиперккене питĕ илемлĕ çӳç парнеленĕ: вăрăмми юрĕ-ха, тăрăшсан ӳстерме пулать, кашни çӳç пĕрчи вĕçĕнче пĕр шита яхăн кăтраланса çаврăннă, нимĕнле косметика салонĕнче те, çӳç хаклакан пӳлĕмре те кун пек ятарлă кăтралăх тума çук, пур пулсан вара питĕ хаклă тăмалла. Çӳç тĕсĕ те пĕр тĕслĕ мар — темле ылтăнла, çав самантрах тĕксĕмлĕхĕ палăрать. Çӳçĕ, юратнă чухне асăрхарăм, питĕ çемçе, чун патне çитерет.
Мĕншĕн çак хĕрарăм пĕччен? Нивуштă паянхи арçынсем хĕрсем çине пăхма пăрахнă, нивуштă илемлĕхе асăрхама пултарайми пултăмăр?
Манăн куç çамрăк хĕр куçĕпе тĕл пулчĕ. Унăн илĕртӳллĕ йăлтăртатакан хăмăр куçĕ ман çине темле ăшăлла пăхнине куртăм, «арçынăм эпĕ ытлах тискер мар вĕт-ха, манпа юнашар пыма намăс мар пек туйăнать» тенĕн туйăнчĕ. Чăннипех, çакăн пек çăлтăрсем евĕрлĕ куçсем мĕнле кăна арçына ухмаха ертсе яма пултармĕç-ши.
Çамрăк хĕрарăма турри пур енпе те илемлĕхе пама тăрăшни курăнать, вăрăм та çинçе мăйĕ, анчах çуралма пуçланă уйăх пек куç харшийĕ, кăмăла кантармалли куç хупаххи, çап çаврака пичĕ — пур пĕрле — селĕм пике.
“Миша, ват супнă, мĕн пулчĕ сана? — шалти сасă вăратрĕ мана илемлĕхпе килленсе ларнине кура. — Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ пур. Кун пек чиперкке сан вали мар. Çамрăк вали çамрăкки пур.
«Ан кансĕрле, хĕр вăл чечек, чечек илемлĕхĕ кашни валли. Манăн кашни чечеке татса шăршине пĕлес килет,-» терĕм те шалти сасса малалла хĕр çине тинкертĕм.
Çамрăк хĕрарăм та çамрăках мар арçын çине юратса пăхса ларчĕ. Мишшăн куç патĕнчи темиçе пĕрĕнчĕкĕ ăна ватăлтарать пулин те арçын сăн питне хăйне май илемлетеççĕ, çамрăклăхран уйăрса ăслăлăх панă пек кăтартаççĕ. “Пăх-ха, куçĕ манăнни пекех, хăмăр тĕслĕ, — шухăшларĕ Света куçпа куç пĕр пĕринпе тĕл пулсан. — Куçĕ ăшă, вăрçма юратман çын пулмалла. Сивĕлĕх вуçех те çук. Халĕ арçын аллă патне çывхарать пулмалла. Кун пек юратма пултарать пулсан, килте лайăх усраççĕ. Апла пулсан арăмĕ япăх мар. Мĕншĕн турри пĕрне телей парать, теприне — ним те памасть. “Света, ан ăмсан. Намăс мар-и сана? Тен вăхăт çитмен, тен ку арçын сан телейӳ, — чарчĕ хĕрарăм шухăшне шалти сасси. -Каçар, — шухăшне малалла тăсрĕ хĕрарăм.- Тен ку арçын ман шăпа? Арăмĕ... Света, ан ухмахлан, ун пек пулма пултараймасть... Мĕнле пулма пултарать?
Кондуктор кашни çулçуревçĕ билетне тĕрĕслесе вырнаçтарнă хыççăн хăй пĕрле ĕçлекен юлташ çывăракан купене кĕмерĕ, канлĕн çывăртăр тесе, юнашар — пĕрремĕш купене кĕрсе ларчĕ. Вагонра халăх сахал, тăватă пĕр çынсăр пушă купе. — Хусантан иртсен халăх нумайланĕ-ха, — тесе урине хусах кĕрсе ларчĕ сĕтел хушшине кондуктор Маша. — Кашни çын билетпа, кама чей кирлĕ, ăна ĕçтернĕ, пур çулçӳревçĕн çывăрмалли вырăн пур. Тепĕр чарăну тепĕр сехет çуртан кăна.
Кодуктор купери чӳрече чаршавне уçрĕ. Кĕрхи каç, нимĕнте курăнмасть, Поездран тухсан тĕнче пĕтнĕ тейĕн. Çăлтăрĕсем те курăнмаççĕ, тачка пĕлĕтсем таса та кăвак тӳпене выçăлла çупăрласа илнĕ, «кĕçех хĕл çывхарать, пире вали те вăхăт кирлĕ»- тесе çил вĕрнĕ тăрăх унталла-кунталла ярăнаççĕ, тĕрлĕ çĕре — уй-хирсене, ял-вăрмансене сивĕ тăмламсемпе савăнтараççĕ. Чаш-чаш-чаш, чаш-чаш-чаш тени кăна илтĕнет поезд сассине çĕнтерсе. Кĕрхи çумăр хăй чунне лăплантарса шăварать тăван çĕре. Уншăн пĕтĕм тĕнчери çĕр тăван, паян пĕр çĕрте шывпа тăрантармалла, ыран тепĕр çĕрте...
Акă тимĕр урхамах пĕр ял урлă шăхăрса иртсе кайрĕ. Ялĕ пĕчĕкех мар пулмалла, кĕçех çурçĕр çитет пулин те çичĕ-сакăр вырăнта электричество çути палăрать. Çакăн пек çутă вырăнă-вырăнăн курăнкалани тĕнче пурăннине пĕлтерет. Çут çанталăк чĕр чунĕ — çын темле витререн янăпек çумăр çусан та санран парăнмастăп, тет. Манăн хамăн пурнăç саккунĕ тесе пурăнать.
Маша юнашар купере темле ăнланмалла сасăсем илтрĕ. “Мĕн пулчĕ ку пассажирсене? -çуралчĕ пĕрремĕш шухăш. Хăлхине çивĕчлетрĕ, тимлĕн итлеме тăрăшрĕ. Темле мĕн каланине итлеме тăрăшсан та, калаçу сăмахĕсем пулмарĕç. «Эхе, ку арçын çухалса каймарĕ пулмалла», — темиçе минут итленĕ хыççăн ăнланчĕ кондуктор юнашар купере юрату сассине туйса. — Сасă пĕр самант вăйланчĕ, тепĕр самант — лăпланчĕ.
Маша куçĕ шывланчĕ, пуçне тĕрлĕ шухăшсем, пурнăçри пăтăрмахсем пырса кĕчĕç. «Эпĕ, алă çулхи хĕр арăм тĕнче касса çӳретĕп. Пĕччен, никама та кирлĕ мар. Манăн никам та çук.»
Куççуль кондуктора итлемерĕ, кĕрхи çумăр пек чарăнмасăр юхма пуçларĕ. Çамрăк мар хĕрарăм чарма та шутламарĕ, пĕччен, камран вăтанмалла.
Стена тепĕр енче пурнăç тулăхлăхĕ малалла тăсăлчĕ. «Ах, ах, ах! Ух-ух-ух» сасăсем кондуктор чунне хускатрĕç те асаилĕве çывхартрĕç. Куçа пурнăç этапĕсем кинори кадрсем пек пĕрин хыççăн тепри туха-туха тăчĕç.
Акă Маша çирĕм çулхи хĕр мăшăрлану керменĕнче хăйĕн юратнă Ваççипе ĕмĕрĕпе юратма тупа тăвать.
Çичĕ çулхи телейлĕ самантсем — икĕ картинкăри пек хĕр пĕрчисем çут тĕнчене тухаççĕ.
Акă, юратнă мăшăр аварине лексе çут тĕнчерен уйрăлса каять.
Хĕрсем çитĕнеççĕ, пĕччен Ленăпа Катьăна амăшĕ шкулăн юлашки çулĕсем патне ӳстерсе çитĕнтерет. Маша çамрăк хĕр арăм, ĕмĕрĕпех пĕччен пурăнма мĕнле çылăха кĕнĕ? Унăн пурнăçĕнче тепĕр арçын тупăнать, типтерлĕ, туртмасть, эрехне те пĕрремĕш вырăна хумасть. Маша чунĕ çак арçына, Валерине парăнать.
Хĕрĕсем тăван мар ашшĕне тӳрех чунпа йышăнмаççĕ. Амăшĕпе чач-часах хирĕçме пуçлаççĕ, Валерие усал сăмахсемпе калани те пĕрре кăна пулман. Маша хĕрĕсемпе темиçе хут та — пĕрле те, уйрăм та пурнăç темине хускатса тĕплĕн калаçнă. Хĕрĕсем çав самантра ăнланнă пеки тăваççĕ пулин те, тепĕр 2-3 кунтан каллех хăйсен таса мар ĕçне тума пуçлаççĕ.
Акă Лена шкул вĕренсе пĕтерет. Тăван мар ашшĕ Чулхулара вĕренме кĕме пулăшать, тӳлевсĕрех колледжра бухгалтер енĕпе ăс пухма пуçлать аслă хĕрĕ.
Пĕччен юлнă Катя тăван мар ашшĕпе вăрçма пăрахать. Юратмасть пулин те вăл мĕн каланине итленĕ пекки тăвать. Вăхăт шăвать. Катя та шкул пĕтерет. Ăна та тăван мар ашшĕ вĕренме кĕме пулăшать.
Машăпа Валерии иккĕнех тăрса юлаççĕ. Çакăн пек телейлĕ самантсемпе икĕ çула яхăн пурăннă хыççăн аслă хĕрĕ колледж вĕренсе пĕтермесĕрех тăван хулана таврăнать. Тăван мар ашшĕ ним каламасăр Ленăна сахал мар укçа илмелли ĕç вырăнĕ тупса парать. Лена пĕрремĕш хут Валерие «атте» тет, тав сăмахĕ калать. Анчах та кун пек кăмăл нумайлăха пымасть. Пĕррехинче Ленăна тăван мар ашшĕ килĕнче ют арçынпа асăрхать. Иккĕшĕ те ӳсĕр, çатта çарамас выртаççĕ. Валери арçынна хулхачикки парса кутран тапса килтен кăларса ярать.
Ун хыççăн тăван мар ашшĕ Ленăшăн тăшман пулса тăрать. Пĕррехинче виççĕн чухне Лена амăшĕ çине пăхса: “Эпĕ е сан упăшку, — тесе ультиматум лартать. Валери Маша хуравне итлесе пĕтермесĕр тăрать те нихçан çак хваттере таврăнмалла мар сывпуллашмасăр тухса каять.
Мĕн чул макăрман пуль Маша ун хыççăн. Лена тăван мар ашшĕ килтен тухса кайсан, киле ют арçынсем илсе килме пуçлать. Амăшĕ пĕрре вăрçать, тепре... Хăй те чăтаймасăр çамрăк ăнланман хĕр пек килтен тухса тарать.
Турри çамрăк мар хĕр арăма хĕрхенет. Чукун çул енĕпе ĕçе вырнаçать, организации ăна валли пурăнма пӳлĕм те уйăрса парать. Халĕ ĕнтĕ виççĕмĕш çул проводник пулса ĕçлет.
Тепĕр купере орги сассисем тухнипе Машăн шухăшĕсем татăлаççĕ. Вăл куççăлĕсене шăлса купе тĕкĕрĕ патне пырса хăйне типтерлеме пуçлать. “Эх, Маша, Маша. Мĕнле ухмах эсĕ. Хăвна панă телее упрама пĕлмерĕн. Турри икĕ хут сана телей пачĕ, иккĕшне те хам алран вĕçертрĕм, — шăппăн никам илтмелле мар калать. — Охо, пит çинче çĕнĕ ватăлăх йĕрĕсем курăна пуçларĕç. Киле таврăнсан косметика салонне кайса килмелле.
Маша сехет çине пăхрĕ, тепĕр çирĕм минутран чарăну. Вакунран тухакансем çук пулин те, тен ларакансем тупăнĕç тесе Маша купе алăкне уçса коридора тухрĕ.
Эпĕ Светăпа киленсе ларнă хыççăн шухăша кайрăм. «Мĕншĕн эпир телее аякра шырама тăрăшатпăр? Мĕншĕн тăван ялта, хулара лайăххине асăрхамастпăр? Мĕншĕн çакăн пек чиперкке пĕччен? Пурнăç саккунĕпе çирĕм пилĕк çулхи хĕрарăмăн сахалтан та икĕ ача пулмалла. Вăл Çĕпĕре телей шырама çулçӳреве тухнă. Тен хамăр тĕрĕс мар пурăнатпăр? Тен пурин те патша ачине шырамалла мар. Патша ачи пĕрре, апла пулсан арăмĕ те пĕрре. Патша маррин те арăмлă пулмалла, чухăнĕн те çемье пулмалла, ĕçекеннин те çемье çавăрса ĕçме пăрахмалла. Тиркекене тирĕк тĕппи теççĕ вĕт-ха. Света Çĕпĕрте телей тупайĕ-ши?»
Манăн пит пуçа Жириновски сăмахĕсем пырса кĕчĕç. «Эпĕ президент пулсан арçынсене темиçе арăмлă пулма ирĕк парап», — тенĕччĕ вăл пĕр теле передачăра. Çак шухăш пырса кĕчĕ кăна, мана шалти сасă: «Эсĕ пĕр арăмна çакăн пек тивĕçтерме пултараймастăн, иккĕмĕш çинчен шухăшласа ларатăн. Вăйу çитмест», — терĕ.
Чăннипех, кун пекки тахçанах пулманччĕ. Чăннипех, икĕ хĕр арăм пулсан — вĕсене хирĕç кăна пăхса ларни çитмест вĕт-ха?
Эпĕ çак шухăшсемпе кулса ятăм. Светăн та çак самантра шухăш татăлчĕ-ши, е урăх сăлтав, вăл эпĕ кулнине асăрхарĕ те: “Мĕн кулатăн, темскер кулмалли аса илтĕн-и? — терĕ. Эпĕ хам шухăшсене Светăна каласа патăм. Вăл ман шухăшсемпе килĕшмерĕ те: “Хĕрарăм психологийĕ арçынсем пек мар. Эпĕ пачах та урăхла шухăшлатăп, — терĕ. — Мана ăнланакан арçын кирлĕ. Пĕрле пурăнатăп-и, çук-и. Мĕн тăвас тен, телей ман çавнашкал. Каларăм-çке, камăн та пулин умĕнче макăрас килет, ачашланас килет, вăл эпĕ мĕн каланине итлетĕр. Паллах, çакăн пек юратма пултарсан, питĕ лайăх. Эсĕ тен мана айăплатăн, ман çинчен лайăх мар шухăшлатăн, сан ирĕк. Эпĕ калатăп, хоте мĕнле шухăшла. Эсĕ мана кăмăла кайрăн. Эпĕ халĕ йытă пек, кала, айта пĕрле тесе, санпа пыма хатĕр. Манăн нимĕн çинчен те шухăшлас килмест... Шутла-ха, çулталăк ытла арçын шăшине те туйман. Эпир вĕт арçынсем пек мар, пире суйлаççĕ. Урама тухса кăшкăрмалла-им? Ун пек пултараймастăп. Сăпайлăх енпе тен тĕрĕс мар хама тытрăм. Ăçта кайса кĕрес, авланманнисем эрехпе, наркотиксемпе чирлесе кайнă пулсан — çынăнне вăрлама тивет. Кӳрентермерĕм пуль? — йăл кулса ячĕ хĕрарăм.
Эпĕ ку ыйтăва кĕтменччĕ, çавăнпа-ши, тӳрех хуравлаймарăм. Кăшт вăхăт иртсен: «Света, эсĕ те мана питĕ кăмăла кайрăн. Мана эсĕ тĕлĕнмелле вĕрӳ туйăм патăн», — терĕм.
Поезд чарăнчĕ. Эпĕ те, Света та купе чаршавне уçса урамалла тишкертĕмĕр. Пирĕн вакуна пĕр çамрăках мар арçын ларнине асăрхарăмăр.
“Ку арçына çак юратакансем патне вырнаçтармалла-и? — пырса кĕчĕ шухăш проводнике. — Намăссăр. Ватăлатăн Маша, ватăлатăн, — чарчĕ тепĕр шухăш хĕрарăма. Проводник çĕнĕ пассажира манпа Света патне ямарĕ, урăх çĕре вырăн тупса вырнаçтарчĕ.
Поезд кăшт каннă хыççăн малалла çул тăсрĕ.
Çурçĕр иртни икĕ сехет çитрĕ пулин те иксĕмĕрĕн те ыйăх килмерĕ. Пĕр-пĕрне кашни хăй пурнăçĕпе паллаштарма тăрăшрăмăр, Мĕн тăвас тен çын психологийĕ çавăн пек -çке. Тăвансемпе темиçе çул пĕрле пурăнсан та пурне те калама вăтанатпăр, кунта вара пĕрре тĕл пулсах пурне те кăларса хуратпăр. Пĕлетпĕр, урăх ку çынпа нихăçан та тĕл пулмастпăр, пĕр пĕринпе усă курма пултараймастпăр.
Çакăн пек тата тепĕр сехет калаçкаланă хыççăн эпĕ Светăна кĕленчери коньяка ĕçме сĕнтĕм. Вăл хирĕçмерĕ. Тепĕр çуршар стакан асамлă шĕвеке ĕçнĕ хыççăн манăн каллех темле вăй çурала пуçларĕ. Хам та ăнланмарăм, чун çĕкленсе, туйăм паттăрланса кайнине. Эпĕ каллех Света çумне куçса лартăм. Унăн та туйăмсем çĕкленнине туйрăм. Вăл мана кĕтнĕ тейĕн, аллисемпе ман мăйа çупăрласа илчĕ. Эпĕ унăн çурăмĕ тăрăх пĕр алăпа кăтăклама,чĕчĕ тумĕн тӳммисене вĕçертме пуçларăм, тепĕр аллипе хытса кайнă пуçне ачашлама тытăнтăм. Чăнах та, халĕ эпĕ малтанхи пек мар, хăюллăраххине туйрăм. Пĕлнĕ вырăнсем, кирлĕ çĕрти тӳммисем те хăвăрттăн ман алла итлерĕç. Эпĕ хама сунарçă пек туйрăм, акă вăл кĕтнĕ кăвакал — лайăх тĕлле те пер кăна. Кăвакалĕ хирĕç мар, ниçта та васкамасть, патронĕ пултăр та куçĕ çивĕч пултăр. Манăн тĕрлĕ кĕлетке пайĕсем те пĕрре пулнă вырăна ăнлануллă васкарĕç. Пуçĕ вара нимĕнле шухăшсене те хăлхана чикмерĕ, çутçанталăк инстинкчĕ кăна арçынпа хĕрарăм пĕрле пулсан мĕн тумаллине кăтартрĕ.
Света çинçе те çемçе тутипе арçынăнне выçăлла чуп тума пуçларĕ, хăйĕн шĕвĕр чĕлхипе çăвар ăшне кĕрсе кайса тĕрлĕ акробатика меслечĕсем кăтарта пуçларĕ. Пĕрре ар чĕлхине кăтăклать, тепре çăвар маччине ачашлать... Çав самантра хĕрарăм алли те арçын кăкăрне шыраса тупса ыратмалла мар чĕпĕте пуçларĕ, ури вара ачашшăн арçын урипе унталла кунталла сĕтĕрĕнме тытăнчĕ. Çинче кĕлетки вара çĕленĕнни пек явăнса туйăм хăватне шыраса вăйлатма тăрăшрĕ.
Кун пек вăййа эпĕ нумайлăха чăтаймарăм, кĕлеткепе пĕтĕм вăйпа çыпăçса Света ăшне кĕрсе кайрăм. Манăн тĕрек те пĕрремĕш ташăри пек мар, вĕри шĕвеклĕхе тӳрех тупрĕ.
Ой, тĕнчеçĕм! Мĕнле илемлĕ иккен юрату вăййи. Ой, турăçăм! Тавах сана хĕр арăма шутласа кăларнăшăн.
Арçынпа хĕрарăмăн юрату пулсан нихăçан та вĕсем пĕр-пĕринчен уйрăлма пултараймаççĕ. Арçынна пĕр кунта виçĕ хут тăрантарсан, вăл вара шăпăрпа тĕксе кăларса ярас тесен те килтен тухса каймасть. Урăх нимĕн те кирлĕ мар. Суя сăмахсем, ĕçлемест тата пĕрмаях ĕçет, çавăнпа уйрăлатпăр тени. Куншăн уйрăлмаççĕ, ку суя сăпайлăх. Темшĕн тĕрлĕ судсенче чăннине калама вăтанаççĕ, темшĕн тĕрĕссине каласан хĕрелме пуçлаççĕ. Тен пĕр вăтанмасăр каламалла: «Манпа упăшка, арăм çывăрма пăрахрĕ. Эпир темиçе уйăх, çул пĕрле çывăрмастпăр. Çавăнпа уйăрăлма шухăшланă.»
Паллах, ĕçрен килсен, арăма ачашлама пуçласан, вăл сана ман кăмăл çук, кай кунтан тесен — арçынăн мĕн тумалла, пӳрт аякки çине сикмелле-ши? Юрĕ, пĕр хут. Кашни каç çакăн пекки пулсан...
Арăм та çак сăмахсене калама пултарать. Вăл та çутçанталăк ачи. Каçхине унăн юрату туйăмĕсем çуралчĕç, мăшăрĕпе ачашланса явăнма пуçлать. Хăлхинчен чуп тăвать, ăшă сăмахсем калать. Упăшки вара, кай кунтан, ман вуçех те кăмăл çук тесе калать. Арăмĕн ăçта кайса кĕмелле.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...