Эпĕ купери вырăна вырнаçрăм кăна, апат çиме ларасшăнччĕ:
— Ырă каç пултăр! Манăн 9-мĕш вырăн, — тесе çамрăк хĕрарăм кĕчĕ.
— Ырă каç! Сирĕнпе пĕрле çул тытма хавас, — кĕтсе илтĕм çулçӳрев пускилне
Халĕ купе номерĕ хакланнă пирки пĕччен пуласран куляннăччĕ ĕнтĕ. Çук, манăн шăпи урăхларах пулчĕ — çул-çӳрев тусне пачех.
Çамрăк хĕрарăм васкамасăр саланчĕ. Эпĕ унăн хутаççисене, чемоданне кирлĕ вырăна хума пулăшрăм, Вăл вара, тĕкĕр çине пăхса илемленнĕ хыççăн ман çине тӳррĕн пăхрĕ те: — Мана Света теççĕ, сана мĕнле? — терĕ.
— Эпĕ Миша ятлă, — хуравларăм хăвăрт чипер хĕр çине пăхса.
Таса та йăлтăртатакан хăмăр куçĕ, илемлĕ сăрпа сăрланă куç харшипе хупаххи яка çамкине тата илемлетет. Кăшт сăрланă çӳçĕ атте-анне панă сăна урăхлатать пулин те, хăйне май тепĕр майлă илеме кăтартать.
— Эсир пур хĕре те çисе ярас пек кĕтсе илетĕр-и? — терĕ хĕр ман куçран хăтăлса.
Эпĕ пĕр самант ним калама та аптрарăм. Пуç малалла шухăшлама вăтанчĕ курăнать, чĕлхене пĕр сăмах та килмерĕ. Алли кăна васкамасăр апат-çимĕç хутаçран кăларчĕ. Аш-пăшне, çăкăрне каскаласа хунă хыççăн: «Атя апат çиер. Килте апат анмарĕ. Санпа апат анатех пулĕ тетĕп,»- терĕм. Хам та асăрхамарăм, кулса ятăм.
Хĕр те ман ырă кăмăла курса кулса ячĕ.
Хĕр йăл кулнă чух пит варри хĕрелсе тинĕс авăрĕ пек шăтарăннине куртăм. «Тĕлĕнмелле илемлĕ ку хĕр!»- çуралчĕ шухăш ман пуçра.- Света, санăн илемлĕхӳпе манăн пуç çаврăнса кайрĕ, — терĕм чылай самант калаçмасăр тăнă хыççăн.
— Эсĕ те Миша пултаруллă ар çын пек туйăнатăн, — тӳрех хуравне тупрĕ çамрăк хĕр.
Поезд вырăнтан тапранчĕ. Купене кондуктор кĕчĕ.
— Паян халăх сахал. Сирĕн пата никама та ямастăп. Постельшĕн тӳлетĕр-и? — ыйтрĕ çамрăках мар хĕр арăм ман çинее пăхса. Унăн куçĕ: «Ну тăванăм, эсĕ çамрăках мар пулин те, ан çухалса кай,»- терĕ тейĕн.
— Палах, икĕ талăка яхăн мĕнле постельсĕр çывăрăн, — тесе эпĕ хамшăн та Светăшăн та тӳлерĕм.
— Хамах тӳллеттĕмччĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Света.
— Çук. Эпĕ вĕт ар çын. Эсир шутлатăр пуль арçынсем пĕтрĕç тесе. Çук. Ял çыннисем — джентельменсем, — хуравларăм чиперкке çине пăхса. Сăмахсем хăюллăн тухрĕç пулмалла, пурте кулса ячĕç.
— Юрĕ ĕнтĕ. Килте ар çынсем мар пулин те, çул çинче юттисен умĕнче кăтартăр, — терĕ кондуктор, — Сăра, эрех, чей кирлĕ пулсан, пурте пур.
Кондуктор куперен тухсан, мана тем пулчĕ, кулă хутаççи уçăлса кайрĕ-ши, чарăнмасăр куççуль тухичченех, чун лăпланичченех çăвара хупмарăм. Çамрăк хĕр те манпа пĕрле куçран мĕн тăмлам юхичченех кулчĕ.
Каçхи апат шавлă иртрĕ. Эпĕ хам мĕнле тĕллевпе Урал еннелле кайнине каласа патăм. Чăннипех чĕлхен шăмми çук, мĕн кăна çак хĕр умĕнче пакăлтатмарăм пулĕ: хам çыравçă пулни пирки те, кашни çул тĕрлĕ санаторине килти сăмаварсăр кайни çинчен те, хĕрамрăмсене кашнине тенĕ пек юратас кăмăл пуррине те каласа патăм. Света ман пĕр сăмахне чармасăр итлесе ларчĕ. Унăн куçĕ кăна мана итленĕ çемĕн улшăнкаларĕ. Эпĕ хамăн халапа каласа пĕтернĕ хыççăн хĕр те парăмран юлмарĕ, хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ: хăй Çĕпĕре пурнăç ăнманнипе çул тытни çинчен, ку хулара каччă тупма май килменни пирки, нумай-нумай ар çын эрехпе чирлесе хĕрарăма ним вырăнне хуманни ăна питĕ кулянтарать иккен. Хулинче каччăсем пур-ха, анчах та вĕсене хĕрсем вуçех те интереслентермеççĕ, «туратне» хĕртен ытларах юратаççĕ. «Ман подъездра вун пĕр çирĕмрен иртнĕ ар çын, анчах та пĕрин те хĕрарăм шухăшĕ çук, шухăшĕ пулсан арçынла юратма хевти çитмест. Ăçта кайса кĕмелле чĕрĕк ĕмĕрти хĕрарăмăн? Пĕр-пĕрне мĕн ачаранпа пĕлетпĕр, пĕр шкула çӳресе — çук, эпĕ вĕсене кирлĕ мар. Халĕ ытла хытă ĕçе пуçларĕç те, вĕсем мана кирлĕ мар, — вĕçлерĕ хурлăхлăн Света. — Ĕненетĕн-и? Эпĕ пĕр çул ытла ар çын тутине тутанман, шăршине те мана пуçларăм ĕнтĕ. Çирĕм пилĕк çулхи хĕрарăмăн çакăн пек шăпапа пурăнмалла-ши?».
Пĕр самант эпир пĕр-пĕрне куç ытамĕнчен ямасăр пăхса лартăмăр, кашни хăй шухăшĕпе вĕçсе çӳрерĕ, поезчĕ кăна хăй тимĕр çулĕпе малалла уй-хир, вăрман урлă кирлĕ çĕре васкарĕ.
Çакăн пек кăштах кашни хăй çинчен каланă хыççăн мана апат типпĕн иртнĕ пек туйăнчĕ, эпĕ санатории вали хатĕрленĕ коньяка кăларса лартрăм. “Армянсен мар, хамăрăн. Хăнкла шăрши кĕмест, мана кăмăла кайрĕ, — терĕм Света çине пăхса. Эпĕ чипер хĕр хирĕçесрен хăранăччĕ, вăл ман çине маншăн темле ăнланмалла мар йăлтăртатакан куçпа пăхса: “Тахçанах коньяк ĕçмен. Виçĕ çул каялла институт пĕтернĕ хыççăн пĕр курс пĕрле пухăнсан тутаннăччĕ. Урăх коньяк ĕçмен, — терĕ. — Вино ĕçкелени пулнă, суймастăп, — малалла сăмаха тăсрĕ Света ман çине темскерле çурăм тăрăх кăтăклакан туйăмсене ярса. Унăн куçĕ асамлă вăй пурине пĕлтерчĕ пулин те темле «сан вăйу çитĕ-ши ман вали», — терĕ тейĕн.
Света çине пăхса эпĕ хама çуркуннехи уйра чечек пухса çӳренĕ пек туйрăм. Манăн кашни чечеке татса унăн шăршипе килленес килет, кăштах пуçĕ çаврăнтăр, кăштах туйăмăм чĕтретĕр. «Вăйу çитĕ-ши?» — ыйтрĕ манăн шалти сасă. “Çакăн пек чиперкке вали çитетех ĕнтĕ, — хуравларăм шалти сасса.
Эпĕ икĕ стакан çине çурринчен кăшт катăкрах коньяк ятăм та пĕрне хĕре тыттартăм, теприне хам алла илтĕм. Манăн тост: «Çынсем пĕр пĕринпе тĕл пулса паллашаççĕ, кайран, кăмăла кайсан, туслашаççĕ, вăхăт шăвать — пĕр пĕрин çинчен шухăшлама пуçлаççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Каллех вăхăт малалла иртет. Пĕр темле самантра тус сана сутать. Эсĕ çав çынна чĕрене йышăннă вĕт-ха, унăн таса марлăхшĕн кулянма пуçлан, чун макăрмаллипех макăрать. Шухăша каян. Мĕншĕн ку çынпа паллашрăм-ши? — теме пуçлан. Паллашман пулсан кулянмалли пулмасчĕ. Эпĕ санпа паллашрăм. Санпа тусласишшĕн. Анчах та хурланмалли ан пултăрччĕ.»
Света ман çине пăхса хăй стаканне ман стаканпа перĕнтерчĕ, стакан хрусталь мар çав, янăрамарĕ, чăнк! турĕ. “Кун пек тост илтменччĕ. Философилле тост. Мана кăмăла кайрĕ. Хурланмалли ан пултăрччĕ, — тесе стакана тути патне çывхартарчĕ.
Эпĕ коньяка тĕппипе ĕçсе апат-çимĕç патне туртăнтăм. Света та стакана нумай тытмарĕ, стакан тĕпне кăтартрĕ. Вăл та апат патне çывхарчĕ.
Пĕр темиçе самант пĕр сăмах хушмасăр апатлантăмăр. Коньяк ăша çунтарса темле хăват ячĕ-ши, ăна-кăна шутламасăр хĕрпе юнашар лартăм. Хирĕçет пуль тенĕччĕ, çук вăл кăшт тăнă пеки туса манпа тата çывăхланчĕ. Эпĕ хĕре çемçен ыталарăм. Вăл та аллисемпе мана çупăрларĕ. Ăна та коньяк хăвачĕ пуçа çитерчĕ курăнать, пичĕ хĕрелсе кайрĕ, йăлтăртатакан хăмăр куçĕ тата йăлтăртата пуçларĕ.
Иксĕмĕр хыттăн ыталанса пĕр темиçе минут лартăмăр. Манăн тута Света тути патне çывхарчĕ кăна арăм калани пуçа пырса кĕчĕ. “Сана юттисемпе ан çӳре тенипе çӳреме пăрахтарма май çук. Аллă патне çывхаракан ар çын хăйĕнне алран ямасть. Юрĕ ĕнтĕ, мана кăна ан пĕлтер. Тархасшăн, тĕрлĕ чир ан илсе кил, — терĕ мăшăр мана санаторие ăсатнă чух.
Хама ток çапнă пек туйрăм. Манăн Света патне çывхаракан тута каялла çулне-йĕрне пăхмасăр хăй малтанхи вырăнне таврăнчĕ. Вĕриле пуçланă чун та сивĕ çиле хăй ăшне кĕртсе ячĕ. Эпĕ хам алсене хĕр пилĕкĕнчен илсе тӳрленсе лартăм. Хĕр те хăй аллисене хăй чĕркуççи çине хучĕ.
Купере темле сивĕ шăплăх икĕ çынна хупăрларĕ. Пĕр темиçе самант çакăн пек ларнă хыççăн Света манран хăюллăрах пулни курăнчĕ, вăл ман çине пăхрĕ те: “Кăштах стакана тултар, манăн тост калас килет, — терĕ. Эпĕ васкаса стакансене коньякпа çуршар стакан тултартăм.
— Турă кашни çынна пĕр хут телей парать. Анчах та нумай çын çак телее асăрхамасть, ытларах суя пурнăçпа пурăнса йывăрлăхсене нумайлатать. Кайран кăна телей сан умран шăхăрса иртсе кайнине курса кулянма пуçлать. Кам айăплă? Ман пурнăç та çавăн пекех. Мана та турă пĕр хут телей панă. Институтра вĕреннĕ чух пĕр каччăпа паллашрăм. Паллашрăм мар, пĕр пĕрне питĕ юрататтăмăрччĕ. Анчах та вăл ялтан, эпĕ хуларан. Мана ман тантăшсем: «Сана сысна шăршиллĕ каччă мĕн тума кирлĕ», — тесе унтан сивĕнтерчĕç. Вăл мана качча тухма сĕннĕччĕ, эпĕ тантăшсене итлесе килĕшмерĕм. Атте-анне те ял каччине кăмăлламарĕç, час-часах вăл пирĕн патра хăнара чух кӳрентерме талмашаччĕç. Каччăпа уйрăлтăмăр. Нумаях пулмасть вăл авланнине пĕлтĕм. Унăн икĕ ача, çемье туслă пурăнать. Урăх мĕн кирлĕ. Эпĕ хула каччисем çине шанса пурăнтăм. Мĕн усси? Манăн тост. Пур телее алран ямалли ан пултăрччĕ”.
Иксĕмĕр каллех шаклатса йӳçĕ шĕвеке тĕппипех ĕçсе ятăмăр. Каллех, апат çикеленĕ хыççăн пире шăплăх çупăрларĕ. Ман пуçа шухăшсем пырса кĕчĕç: «Миша, эс мĕн ухмахланан. Чирлĕ хĕрарăм хăйне çавăн пек тытмасть ĕнтĕ, — тет пĕр сасă. Тепри вара — Шухăшла Миша, шухăшла, — тет. Мĕн шухăшламалли, чиперкке умĕнче курнăçланса ларан, — калать малтанхи сасă.- Ытала, юрат, пĕр пурнăç кăна вĕт-ха. — Миша тен малтанхи сасса чăннипех итлемелле, — иккĕмĕш сасă пĕрремĕшле майлă çаврăнчĕ. — Кун пеки урăх пулĕ-ши? Хĕрĕ çамрăк, чипер. Шăпаран иртсе каяс çук. Чирлес пулсан, кăмака çинче йăваланса выртса та чирлеме пулать.»
Икĕ шухăш пĕр майлă пулнă хыççăн ман чунран темле тĕлĕнмелле çил-тăвăл пек вăй кĕрлесе килчĕ. Эпĕ хамăн алсене вуçех те чармасăр мĕн тума пултараççĕ, çавна туччĕр тенĕ пек ирĕк патăм. Манăн алсем çакна туйса хĕр патне хăюллăн çывхарчĕç. Акă хĕрĕн антоновка пек кăкăрĕ, акă çинçе пилĕкĕ, акă тӳрĕ çурăмĕ, акă яка мăйĕ, акă метр ытла çӳçĕ. Çӳçне ачашланă хыççăн ман тата вăйлă туйăм çуралчĕ.
Света манăн алсемпе кĕрешме шухăшламарĕ те. Шухăшламарĕ мар, хăйĕн ачаш аллисене манпа хуçаланма ирĕк пачĕ курăнать, çемçе те пĕчĕк сулахай алли ман чĕркуççине ачашлама пуçларĕ, пĕр вăрăм пӳрни мăклă витерен тухма тăрăшакан тихана пулăшас терĕ-ши пĕр тӳммине вĕçертсе унăн хытса кайнă пуçне ерипен ачашларĕ. Сылтăм алли вара манăн сылтăм хăлхана çупăрларĕ. Шывланнă йĕпе чĕлхи ман мăй тăрăх чупа пуçларĕ. Манăн алсем те кăкăр тӳммисене ачашлакаласа пускаланă хыççăн аялалла анма пуçларĕç. Сылтăм алли кăвапаран иртсе кайса хĕр йĕмми ăшне кĕре пуçларĕç. Алă кăтра та çемçе çăма тĕл пулчĕ. Манăн туйăм тата вăйланчĕ. Хама ниçта кайса кĕмелле мар туйрăм. хĕр çăмĕ ăшĕнче темле ăшă шĕвек лекрĕ. Пӳрне шĕвекпе паллашрĕ кăна Света çинçе те вăрăммăн «А-а-а-а-ах!» тесе кăшкăрса ячĕ. Эпĕ малалла хам мĕн тунине ăнланмасăр хăвăрттăн ун йĕмне, чăлхине хыврăм. Ман шăлавара вара хĕр аллисем хăвăрт хума пулăшрĕç. Ун хыççăн кĕпи-майки, чĕчĕ тумтирĕ... Темиçе самантрах иксĕмĕр те çатта çарамас тăрса юлтăмăр.
Эпĕ хĕре хăвăрт кăна хам айа вырттарса ун çине пĕтĕм кĕлеткепе ӳкрĕм. Вăл икĕ урине сарса хăй патне илчĕ, кĕртрĕ. Ман çамрăк мар ăйăр çак вĕри шĕвеклĕ витене тапаланчĕ. Эпĕ витене пĕтĕм вăйпа чупса кĕтĕм, пуçпа хытă çĕре çапăнтăм кăна тепĕр хут шалалла талпалантăм. Мĕн чул чупмарĕ пулĕ ман ăйăр унталла-кунталла!
Хĕр кĕлетки те кĕтӳç пушши пек тĕрлĕ фигурăсем туса явкаланчĕ. Унăн кашни клетки юрату ĕçне турĕ тейĕн. Куçĕнче çăл куç пек тăмламĕсем халь-халь пĕрĕхсе тухма пуçламалла, кăтăклакан пĕчĕк çеç чĕлхи чуна астараканĕ ман тута-çăвара чарăнмасăр ачашларĕ, вăрăм сарă çӳçĕ пайăрăн-пайăрăн мана пур енчен те çупăрлама тăрăшрĕ. Ĕçчен кăна кăвапаран аяларах кĕлетке пайĕ чарăнмасăр ритмăпа ман чуна хăй чунĕ патне час-часах çапăнтарма васкарĕ.
Çак самантра шухăшласа ним тума та пулмасть иккен. Арçын хăй çут çанталăк саккунĕпе, хĕр арăмĕ — хăйĕннипе — пĕрле ăрăва тăсас саккунпа ĕçлерĕç çак икĕ турă тунă çĕр чĕрчунĕ.
Юратăвăн хăйĕн илемлĕхĕ пур. Кунта канашлакан кирлĕ мар, пулăшу вуçех те ан пултăр — кунта вăй кирлĕ, кунта чун туртăмĕ кирлĕ.
Эпĕ Светăна пĕр майлă юратса ывăнтăм, вара ăна хам çине хăпартса лартрăм. Юрату процесĕ тепĕр сывлăшпа тăсăлчĕ. Кун пек поза хĕре ытларах кăмăла кайрĕ пулмалла, вăл тĕлĕнмелле çын евĕрлĕ мар сасă кăлара пуçларĕ: «А-а-а-ах! Ы-ы-ыых! Их-их-их!....» Çакăн пек сигналсем мана тата çĕнĕ вăйсем пачĕç. Эпĕ хĕре пĕтĕм вăйпа çӳлелле пеме пуçларăм: е хăвăрт, е темпа чарса.
Çакăн пек мĕн чул ĕçленĕ, вăхăт çине пăхман, пăхма та шухăшламан, иксĕмĕр те тарласа йĕп-йĕпе пултăмăр. Хĕр тепре çӳлтен вĕçсе анса ман пата урăх вĕçес мар тесе-ши, хыттăн ылталаса икĕ çемçе çăм çыпăçрĕç. Каллех, кун пек япалана шухăшласа тума май çук, поза улшăнчĕ. Темиçе минут çыпăçăнса выртнă хыççăн хĕр ерипен хăй шĕвеклĕ пурнăç тытăмĕнчен ман арçын хăватне кăларса тепĕр майлă çавăрăнчĕ. Унăн тĕлĕнмелле хитре те сивĕрех купарчи ман куç умне тухрĕ. Хĕр ман пурнăç тымаррине тытса хăй тĕнче тăвакан вырăна кăтартрĕ. Эпĕ тепĕр вăйпа Света чун ăшне кĕрсе кайрăм. Тата темле ăнланмалла мар туйăмсем çуралчĕç. Ман хĕре пĕтĕм кĕлеткепе ыталани ытлах кăмăллă пулмарĕ, вара икĕ алăн виçĕ пӳрнисемпе сивĕ купарчана тыткаласа тепĕр меслет тупрăм. Кун пек çăмăлтарах та иккен, вăя перекетлеме пулать. Çук, малтан кăна çăмăл пек туйăнать, кун пек меслетпе хăвăрттăн ĕçлемелле, çавăнпа ывăнтарать.
Мĕн чул çакăн пек манерлĕ ĕçлерĕмĕр-ши, мĕн чул тăмлам кăлармарăмăр — каллех меслет улшăнтартăмăр. Халĕ вара малтанхи пек позăна пĕр уйрăмлăхпа таврăнтăмăр, кут айне минтер хурса.
Кун пек меслетпе чун тухать пуль тенĕччĕ. Ку меслечĕн хăвачĕ тата вăйлăрах. Кун пек пуç мими те тарлама пуçлать, кун пек пурнăç тымарри кăна мар, кашни кĕлетки тепĕр клетка патне талпаланать. Хăвăртлăхĕ вара! Телевизорпа хăвăрт сьемкăри пек. Унталла-кунталла, унталла-кунталла! Куç ним те курмасть, пуç ним те шутламасть — кĕлетке кăна чемпионатра тейĕн, темле рекорд тăвасшăн курăнать, тем тăвасшăн тапаланать.
Çакăн пек нумай хушши юрату ĕçне тунă хыççăн хĕр темле илемлĕ вăрăм урăхла сасă кăларма пуçларĕ, пĕр самант мана хăйĕн çинçе аллисемпе хăй патне туртса илсе кĕлеткесене çыпăçтарчĕ. Эпĕ вĕрилĕхе пĕтĕм кĕлеткепе туйрăм. Çак самантра ман пурнăç хăвачĕ шăвеклĕх пĕрĕхнине туйрĕ, хăй те хирĕç пурнăç тума пулăшакан шерпете хĕре тутантарчĕ. Ман чунран та темле сасă туха пуçларĕ. Çавăн пек икĕ енчен тĕнчере илтмен сасă выляма пуçларĕ. Мĕн чул тăсăлчĕ-ши çак дует, калама хĕн, анчах та ман пурнăç тĕрекĕ шанса çак илемлĕ вĕри мăклă витерен туха пуçларĕ, нимĕнле шухăш та ку хăвата каялла кĕртме пултараймарĕ. Вăхăт çитнĕ ĕнтĕ.
Эпĕ Света кĕлеткинчен уйрăлса тăтăм, сĕтел çинче ларакан кĕленчери лимонад шывне пĕр стакан пĕр сывламасăр ĕçсе ятăм. Хĕре те тепĕр стакан ĕçме сĕнтĕм, вăл ним каламасăр эпĕ панă лимонада тĕппипе пушантарчĕ. Ун хыççăн асăн сывласа: «Сана алă çулхи ар çын теме çук», — терĕ. Эпĕ унпа юнашар кĕрсе выртрăм. Света мана ылталаса хăй пуçне ман кăкăр çине хучĕ.
Икĕ чĕре хыттăн кăлт-кăлт тапни кашни туйрĕ, унсăрăн пуçне ман моторĕ темле ырата пуçларĕ. Мана шалти сасă: «Эсĕ çирĕм пилĕк çулхи арçын мар, кĕçех аллă тултаратăн. Кун пек хăвăн чĕрӳнтан кулмалла мар. Ахалĕн турă патне иртерех кайма пултаратăн», — терĕ. «Кун пек самантсем ĕмĕрте пĕрре пулаççĕ, çак самантпа усă курмалла мар-ши», — хуравларăм шалти сасса. «Ан суй, эсĕ кашни çамрăк хĕрарăмпа чунна пама хатĕр», — парăнмарĕ шалти сасă. — «Кашни çамрăк чиперкке манпа çывăрма хатĕр мар», — терĕм эп те парăнма шутламасăр. «Юрĕ, юрĕ, эпĕ сана хĕрхенсе каларăм», — лăпланса каларĕ шалти сасă. Ман чĕре кăштах лăпланчĕ, эпĕ чунра çăмăллăх туйрăм. «Тавтапуç, чĕреçĕм!»
— Миша, ман пуçра пĕр шухăш çуралчĕ. Мĕншĕн ман Çĕпĕре кайса ар çын шырамалла. Эпĕ пĕлетĕп, эсĕ авланнă çулланнă арçын, Çемье аркатма шутламастăп, еркĕн вырăнне пулни мана çитет, — терĕ пуçне çĕклесе ман çине пăхса хĕр арăм. Ман хурава илтмесĕр: — Эрнере пĕрре çакăн пек юратма пултарсан, эпĕ хама чи телейлĕ хĕр арăм тесе шутланă пулнă пулăттăм. Тĕрлĕ ют çĕр-шыв фильмĕсенче кашни арçынăннах темиçе хĕрарăм пур вĕт-ха...
Света хăй пуçне каллех ман кăкăр çине хучĕ, пĕчĕк те çемçе аллисем мана ачашларĕç, хĕр ассăн сывлакаланине туйрăм.
Эпĕ кун пек сĕнĕве кĕтменччĕ, кун пек калаçăва тăсма хам хатĕр маррине туйрăм. Анчах та мĕн те пулин каламалла вĕт-ха. Мĕн? Эпĕ темиçе минут пĕр сăмах хушмасăр выртнă хыççăн: “Тĕлĕнмелле вăл пурнăç. Кашни кун мĕнле те пулин илемлĕх çынна кăтартать. Эсĕ Çĕпĕре кайса кил, çут çанталăк улшăнăвне туй, тен, телей сан ăн Çĕпĕрте, — терĕм.
Тата шăплăх тăсăлчĕ. Кашни хăй шухăшĕпе канашласа выртнă хыççăн икĕ чун тумланма пуçларĕç. Света хăй тăхăнмаллине тăхăнса, халатпа чипер пӳне хупласа хăй пĕчĕк сумкинчен темскер туртса кăларса туалета васкарĕ. Эпĕ те хĕр туалетра чухне хама типтерлеме пуçларăм, палах малтан çăмăллăн тумлантăм, трико тăхăнса тепĕр тамбур енчи туалета васкарăм.
Иксĕмĕрте, хамăра тасаткаланă хыççăн сĕтел хушшине кĕрсе лартăмăр. Иксĕмĕрĕнте кăмăлсем çăмăл та лайăх пулнине туйрăмăр. Эпĕ пĕрре хĕр çине тепре сĕтел çинче ларакан коньяк кĕленчи çине пăхрăм. Света эпĕ коньяк çине пăхнине курса: “Атя пăр так канатпăр, ĕлкĕрĕпĕр-ха, — терĕ. Эпĕ те ытлах сĕнес темерĕм.
Пезд чарăнмасăр шăхăрса Çĕпĕр еннелле васкарĕ. Манăн Урал тăвĕсем патне анчах çитмелле, хĕрĕн вара ман хыççăн тата икĕ талăка яхăн хăй палăртнă вырăна çитмелле. Эпĕ канма каятăп, чиперкке хăй шăпине улăштарма, тен лайăхлатма. Анчах та эпĕ хам ăçта каяссине пĕлетĕп, Света вара тепĕр талăкран мĕн пулассине вуçех те пĕлмест. Мана, çĕнĕ вырăнта темиçе тухтăр, тен темиçе мар, кашни организăма тĕплесе тĕрлĕ енлĕ сиплеме тăрăшĕç, çамрăк хĕрарăма малалла мĕн кĕтĕ.
Эпĕ Света çине хамăн чун кăмăлĕпе, халĕ ĕнте çисе ярасла мар, пăхса лартăм. Манăн куç хĕр çӳçĕ çинче чарăнчĕ. Чăннипех турри чиперккене питĕ илемлĕ çӳç парнеленĕ: вăрăмми юрĕ-ха, тăрăшсан ӳстерме пулать, кашни çӳç пĕрчи вĕçĕнче пĕр шита яхăн кăтраланса çаврăннă, нимĕнле косметика салонĕнче те, çӳç хаклакан пӳлĕмре те кун пек ятарлă кăтралăх тума çук, пур пулсан вара питĕ хаклă тăмалла. Çӳç тĕсĕ те пĕр тĕслĕ мар — темле ылтăнла, çав самантрах тĕксĕмлĕхĕ палăрать. Çӳçĕ, юратнă чухне асăрхарăм, питĕ çемçе, чун патне çитерет.
Мĕншĕн çак хĕрарăм пĕччен? Нивуштă паянхи арçынсем хĕрсем çине пăхма пăрахнă, нивуштă илемлĕхе асăрхама пултарайми пултăмăр?
Манăн куç çамрăк хĕр куçĕпе тĕл пулчĕ. Унăн илĕртӳллĕ йăлтăртатакан хăмăр куçĕ ман çине темле ăшăлла пăхнине куртăм, «арçынăм эпĕ ытлах тискер мар вĕт-ха, манпа юнашар пыма намăс мар пек туйăнать» тенĕн туйăнчĕ. Чăннипех, çакăн пек çăлтăрсем евĕрлĕ куçсем мĕнле кăна арçына ухмаха ертсе яма пултармĕç-ши.
Çамрăк хĕрарăма турри пур енпе те илемлĕхе пама тăрăшни курăнать, вăрăм та çинçе мăйĕ, анчах çуралма пуçланă уйăх пек куç харшийĕ, кăмăла кантармалли куç хупаххи, çап çаврака пичĕ — пур пĕрле — селĕм пике.
“Миша, ват супнă, мĕн пулчĕ сана? — шалти сасă вăратрĕ мана илемлĕхпе килленсе ларнине кура. — Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ пур. Кун пек чиперкке сан вали мар. Çамрăк вали çамрăкки пур.
«Ан кансĕрле, хĕр вăл чечек, чечек илемлĕхĕ кашни валли. Манăн кашни чечеке татса шăршине пĕлес килет,-» терĕм те шалти сасса малалла хĕр çине тинкертĕм.
Çамрăк хĕрарăм та çамрăках мар арçын çине юратса пăхса ларчĕ. Мишшăн куç патĕнчи темиçе пĕрĕнчĕкĕ ăна ватăлтарать пулин те арçын сăн питне хăйне май илемлетеççĕ, çамрăклăхран уйăрса ăслăлăх панă пек кăтартаççĕ. “Пăх-ха, куçĕ манăнни пекех, хăмăр тĕслĕ, — шухăшларĕ Света куçпа куç пĕр пĕринпе тĕл пулсан. — Куçĕ ăшă, вăрçма юратман çын пулмалла. Сивĕлĕх вуçех те çук. Халĕ арçын аллă патне çывхарать пулмалла. Кун пек юратма пултарать пулсан, килте лайăх усраççĕ. Апла пулсан арăмĕ япăх мар. Мĕншĕн турри пĕрне телей парать, теприне — ним те памасть. “Света, ан ăмсан. Намăс мар-и сана? Тен вăхăт çитмен, тен ку арçын сан телейӳ, — чарчĕ хĕрарăм шухăшне шалти сасси. -Каçар, — шухăшне малалла тăсрĕ хĕрарăм.- Тен ку арçын ман шăпа? Арăмĕ... Света, ан ухмахлан, ун пек пулма пултараймасть... Мĕнле пулма пултарать?
Кондуктор кашни çулçуревçĕ билетне тĕрĕслесе вырнаçтарнă хыççăн хăй пĕрле ĕçлекен юлташ çывăракан купене кĕмерĕ, канлĕн çывăртăр тесе, юнашар — пĕрремĕш купене кĕрсе ларчĕ. Вагонра халăх сахал, тăватă пĕр çынсăр пушă купе. — Хусантан иртсен халăх нумайланĕ-ха, — тесе урине хусах кĕрсе ларчĕ сĕтел хушшине кондуктор Маша. — Кашни çын билетпа, кама чей кирлĕ, ăна ĕçтернĕ, пур çулçӳревçĕн çывăрмалли вырăн пур. Тепĕр чарăну тепĕр сехет çуртан кăна.
Кодуктор купери чӳрече чаршавне уçрĕ. Кĕрхи каç, нимĕнте курăнмасть, Поездран тухсан тĕнче пĕтнĕ тейĕн. Çăлтăрĕсем те курăнмаççĕ, тачка пĕлĕтсем таса та кăвак тӳпене выçăлла çупăрласа илнĕ, «кĕçех хĕл çывхарать, пире вали те вăхăт кирлĕ»- тесе çил вĕрнĕ тăрăх унталла-кунталла ярăнаççĕ, тĕрлĕ çĕре — уй-хирсене, ял-вăрмансене сивĕ тăмламсемпе савăнтараççĕ. Чаш-чаш-чаш, чаш-чаш-чаш тени кăна илтĕнет поезд сассине çĕнтерсе. Кĕрхи çумăр хăй чунне лăплантарса шăварать тăван çĕре. Уншăн пĕтĕм тĕнчери çĕр тăван, паян пĕр çĕрте шывпа тăрантармалла, ыран тепĕр çĕрте...
Акă тимĕр урхамах пĕр ял урлă шăхăрса иртсе кайрĕ. Ялĕ пĕчĕкех мар пулмалла, кĕçех çурçĕр çитет пулин те çичĕ-сакăр вырăнта электричество çути палăрать. Çакăн пек çутă вырăнă-вырăнăн курăнкалани тĕнче пурăннине пĕлтерет. Çут çанталăк чĕр чунĕ — çын темле витререн янăпек çумăр çусан та санран парăнмастăп, тет. Манăн хамăн пурнăç саккунĕ тесе пурăнать.
Маша юнашар купере темле ăнланмалла сасăсем илтрĕ. “Мĕн пулчĕ ку пассажирсене? -çуралчĕ пĕрремĕш шухăш. Хăлхине çивĕчлетрĕ, тимлĕн итлеме тăрăшрĕ. Темле мĕн каланине итлеме тăрăшсан та, калаçу сăмахĕсем пулмарĕç. «Эхе, ку арçын çухалса каймарĕ пулмалла», — темиçе минут итленĕ хыççăн ăнланчĕ кондуктор юнашар купере юрату сассине туйса. — Сасă пĕр самант вăйланчĕ, тепĕр самант — лăпланчĕ.
Маша куçĕ шывланчĕ, пуçне тĕрлĕ шухăшсем, пурнăçри пăтăрмахсем пырса кĕчĕç. «Эпĕ, алă çулхи хĕр арăм тĕнче касса çӳретĕп. Пĕччен, никама та кирлĕ мар. Манăн никам та çук.»
Куççуль кондуктора итлемерĕ, кĕрхи çумăр пек чарăнмасăр юхма пуçларĕ. Çамрăк мар хĕрарăм чарма та шутламарĕ, пĕччен, камран вăтанмалла.
Стена тепĕр енче пурнăç тулăхлăхĕ малалла тăсăлчĕ. «Ах, ах, ах! Ух-ух-ух» сасăсем кондуктор чунне хускатрĕç те асаилĕве çывхартрĕç. Куçа пурнăç этапĕсем кинори кадрсем пек пĕрин хыççăн тепри туха-туха тăчĕç.
Акă Маша çирĕм çулхи хĕр мăшăрлану керменĕнче хăйĕн юратнă Ваççипе ĕмĕрĕпе юратма тупа тăвать.
Çичĕ çулхи телейлĕ самантсем — икĕ картинкăри пек хĕр пĕрчисем çут тĕнчене тухаççĕ.
Акă, юратнă мăшăр аварине лексе çут тĕнчерен уйрăлса каять.
Хĕрсем çитĕнеççĕ, пĕччен Ленăпа Катьăна амăшĕ шкулăн юлашки çулĕсем патне ӳстерсе çитĕнтерет. Маша çамрăк хĕр арăм, ĕмĕрĕпех пĕччен пурăнма мĕнле çылăха кĕнĕ? Унăн пурнăçĕнче тепĕр арçын тупăнать, типтерлĕ, туртмасть, эрехне те пĕрремĕш вырăна хумасть. Маша чунĕ çак арçына, Валерине парăнать.
Хĕрĕсем тăван мар ашшĕне тӳрех чунпа йышăнмаççĕ. Амăшĕпе чач-часах хирĕçме пуçлаççĕ, Валерие усал сăмахсемпе калани те пĕрре кăна пулман. Маша хĕрĕсемпе темиçе хут та — пĕрле те, уйрăм та пурнăç темине хускатса тĕплĕн калаçнă. Хĕрĕсем çав самантра ăнланнă пеки тăваççĕ пулин те, тепĕр 2-3 кунтан каллех хăйсен таса мар ĕçне тума пуçлаççĕ.
Акă Лена шкул вĕренсе пĕтерет. Тăван мар ашшĕ Чулхулара вĕренме кĕме пулăшать, тӳлевсĕрех колледжра бухгалтер енĕпе ăс пухма пуçлать аслă хĕрĕ.
Пĕччен юлнă Катя тăван мар ашшĕпе вăрçма пăрахать. Юратмасть пулин те вăл мĕн каланине итленĕ пекки тăвать. Вăхăт шăвать. Катя та шкул пĕтерет. Ăна та тăван мар ашшĕ вĕренме кĕме пулăшать.
Машăпа Валерии иккĕнех тăрса юлаççĕ. Çакăн пек телейлĕ самантсемпе икĕ çула яхăн пурăннă хыççăн аслă хĕрĕ колледж вĕренсе пĕтермесĕрех тăван хулана таврăнать. Тăван мар ашшĕ ним каламасăр Ленăна сахал мар укçа илмелли ĕç вырăнĕ тупса парать. Лена пĕрремĕш хут Валерие «атте» тет, тав сăмахĕ калать. Анчах та кун пек кăмăл нумайлăха пымасть. Пĕррехинче Ленăна тăван мар ашшĕ килĕнче ют арçынпа асăрхать. Иккĕшĕ те ӳсĕр, çатта çарамас выртаççĕ. Валери арçынна хулхачикки парса кутран тапса килтен кăларса ярать.
Ун хыççăн тăван мар ашшĕ Ленăшăн тăшман пулса тăрать. Пĕррехинче виççĕн чухне Лена амăшĕ çине пăхса: “Эпĕ е сан упăшку, — тесе ультиматум лартать. Валери Маша хуравне итлесе пĕтермесĕр тăрать те нихçан çак хваттере таврăнмалла мар сывпуллашмасăр тухса каять.
Мĕн чул макăрман пуль Маша ун хыççăн. Лена тăван мар ашшĕ килтен тухса кайсан, киле ют арçынсем илсе килме пуçлать. Амăшĕ пĕрре вăрçать, тепре... Хăй те чăтаймасăр çамрăк ăнланман хĕр пек килтен тухса тарать.
Турри çамрăк мар хĕр арăма хĕрхенет. Чукун çул енĕпе ĕçе вырнаçать, организации ăна валли пурăнма пӳлĕм те уйăрса парать. Халĕ ĕнтĕ виççĕмĕш çул проводник пулса ĕçлет.
Тепĕр купере орги сассисем тухнипе Машăн шухăшĕсем татăлаççĕ. Вăл куççăлĕсене шăлса купе тĕкĕрĕ патне пырса хăйне типтерлеме пуçлать. “Эх, Маша, Маша. Мĕнле ухмах эсĕ. Хăвна панă телее упрама пĕлмерĕн. Турри икĕ хут сана телей пачĕ, иккĕшне те хам алран вĕçертрĕм, — шăппăн никам илтмелле мар калать. — Охо, пит çинче çĕнĕ ватăлăх йĕрĕсем курăна пуçларĕç. Киле таврăнсан косметика салонне кайса килмелле.
Маша сехет çине пăхрĕ, тепĕр çирĕм минутран чарăну. Вакунран тухакансем çук пулин те, тен ларакансем тупăнĕç тесе Маша купе алăкне уçса коридора тухрĕ.
Эпĕ Светăпа киленсе ларнă хыççăн шухăша кайрăм. «Мĕншĕн эпир телее аякра шырама тăрăшатпăр? Мĕншĕн тăван ялта, хулара лайăххине асăрхамастпăр? Мĕншĕн çакăн пек чиперкке пĕччен? Пурнăç саккунĕпе çирĕм пилĕк çулхи хĕрарăмăн сахалтан та икĕ ача пулмалла. Вăл Çĕпĕре телей шырама çулçӳреве тухнă. Тен хамăр тĕрĕс мар пурăнатпăр? Тен пурин те патша ачине шырамалла мар. Патша ачи пĕрре, апла пулсан арăмĕ те пĕрре. Патша маррин те арăмлă пулмалла, чухăнĕн те çемье пулмалла, ĕçекеннин те çемье çавăрса ĕçме пăрахмалла. Тиркекене тирĕк тĕппи теççĕ вĕт-ха. Света Çĕпĕрте телей тупайĕ-ши?»
Манăн пит пуçа Жириновски сăмахĕсем пырса кĕчĕç. «Эпĕ президент пулсан арçынсене темиçе арăмлă пулма ирĕк парап», — тенĕччĕ вăл пĕр теле передачăра. Çак шухăш пырса кĕчĕ кăна, мана шалти сасă: «Эсĕ пĕр арăмна çакăн пек тивĕçтерме пултараймастăн, иккĕмĕш çинчен шухăшласа ларатăн. Вăйу çитмест», — терĕ.
Чăннипех, кун пекки тахçанах пулманччĕ. Чăннипех, икĕ хĕр арăм пулсан — вĕсене хирĕç кăна пăхса ларни çитмест вĕт-ха?
Эпĕ çак шухăшсемпе кулса ятăм. Светăн та çак самантра шухăш татăлчĕ-ши, е урăх сăлтав, вăл эпĕ кулнине асăрхарĕ те: “Мĕн кулатăн, темскер кулмалли аса илтĕн-и? — терĕ. Эпĕ хам шухăшсене Светăна каласа патăм. Вăл ман шухăшсемпе килĕшмерĕ те: “Хĕрарăм психологийĕ арçынсем пек мар. Эпĕ пачах та урăхла шухăшлатăп, — терĕ. — Мана ăнланакан арçын кирлĕ. Пĕрле пурăнатăп-и, çук-и. Мĕн тăвас тен, телей ман çавнашкал. Каларăм-çке, камăн та пулин умĕнче макăрас килет, ачашланас килет, вăл эпĕ мĕн каланине итлетĕр. Паллах, çакăн пек юратма пултарсан, питĕ лайăх. Эсĕ тен мана айăплатăн, ман çинчен лайăх мар шухăшлатăн, сан ирĕк. Эпĕ калатăп, хоте мĕнле шухăшла. Эсĕ мана кăмăла кайрăн. Эпĕ халĕ йытă пек, кала, айта пĕрле тесе, санпа пыма хатĕр. Манăн нимĕн çинчен те шухăшлас килмест... Шутла-ха, çулталăк ытла арçын шăшине те туйман. Эпир вĕт арçынсем пек мар, пире суйлаççĕ. Урама тухса кăшкăрмалла-им? Ун пек пултараймастăп. Сăпайлăх енпе тен тĕрĕс мар хама тытрăм. Ăçта кайса кĕрес, авланманнисем эрехпе, наркотиксемпе чирлесе кайнă пулсан — çынăнне вăрлама тивет. Кӳрентермерĕм пуль? — йăл кулса ячĕ хĕрарăм.
Эпĕ ку ыйтăва кĕтменччĕ, çавăнпа-ши, тӳрех хуравлаймарăм. Кăшт вăхăт иртсен: «Света, эсĕ те мана питĕ кăмăла кайрăн. Мана эсĕ тĕлĕнмелле вĕрӳ туйăм патăн», — терĕм.
Поезд чарăнчĕ. Эпĕ те, Света та купе чаршавне уçса урамалла тишкертĕмĕр. Пирĕн вакуна пĕр çамрăках мар арçын ларнине асăрхарăмăр.
“Ку арçына çак юратакансем патне вырнаçтармалла-и? — пырса кĕчĕ шухăш проводнике. — Намăссăр. Ватăлатăн Маша, ватăлатăн, — чарчĕ тепĕр шухăш хĕрарăма. Проводник çĕнĕ пассажира манпа Света патне ямарĕ, урăх çĕре вырăн тупса вырнаçтарчĕ.
Поезд кăшт каннă хыççăн малалла çул тăсрĕ.
Çурçĕр иртни икĕ сехет çитрĕ пулин те иксĕмĕрĕн те ыйăх килмерĕ. Пĕр-пĕрне кашни хăй пурнăçĕпе паллаштарма тăрăшрăмăр, Мĕн тăвас тен çын психологийĕ çавăн пек -çке. Тăвансемпе темиçе çул пĕрле пурăнсан та пурне те калама вăтанатпăр, кунта вара пĕрре тĕл пулсах пурне те кăларса хуратпăр. Пĕлетпĕр, урăх ку çынпа нихăçан та тĕл пулмастпăр, пĕр пĕринпе усă курма пултараймастпăр.
Çакăн пек тата тепĕр сехет калаçкаланă хыççăн эпĕ Светăна кĕленчери коньяка ĕçме сĕнтĕм. Вăл хирĕçмерĕ. Тепĕр çуршар стакан асамлă шĕвеке ĕçнĕ хыççăн манăн каллех темле вăй çурала пуçларĕ. Хам та ăнланмарăм, чун çĕкленсе, туйăм паттăрланса кайнине. Эпĕ каллех Света çумне куçса лартăм. Унăн та туйăмсем çĕкленнине туйрăм. Вăл мана кĕтнĕ тейĕн, аллисемпе ман мăйа çупăрласа илчĕ. Эпĕ унăн çурăмĕ тăрăх пĕр алăпа кăтăклама,чĕчĕ тумĕн тӳммисене вĕçертме пуçларăм, тепĕр аллипе хытса кайнă пуçне ачашлама тытăнтăм. Чăнах та, халĕ эпĕ малтанхи пек мар, хăюллăраххине туйрăм. Пĕлнĕ вырăнсем, кирлĕ çĕрти тӳммисем те хăвăрттăн ман алла итлерĕç. Эпĕ хама сунарçă пек туйрăм, акă вăл кĕтнĕ кăвакал — лайăх тĕлле те пер кăна. Кăвакалĕ хирĕç мар, ниçта та васкамасть, патронĕ пултăр та куçĕ çивĕч пултăр. Манăн тĕрлĕ кĕлетке пайĕсем те пĕрре пулнă вырăна ăнлануллă васкарĕç. Пуçĕ вара нимĕнле шухăшсене те хăлхана чикмерĕ, çутçанталăк инстинкчĕ кăна арçынпа хĕрарăм пĕрле пулсан мĕн тумаллине кăтартрĕ.
Света çинçе те çемçе тутипе арçынăнне выçăлла чуп тума пуçларĕ, хăйĕн шĕвĕр чĕлхипе çăвар ăшне кĕрсе кайса тĕрлĕ акробатика меслечĕсем кăтарта пуçларĕ. Пĕрре ар чĕлхине кăтăклать, тепре çăвар маччине ачашлать... Çав самантра хĕрарăм алли те арçын кăкăрне шыраса тупса ыратмалла мар чĕпĕте пуçларĕ, ури вара ачашшăн арçын урипе унталла кунталла сĕтĕрĕнме тытăнчĕ. Çинче кĕлетки вара çĕленĕнни пек явăнса туйăм хăватне шыраса вăйлатма тăрăшрĕ.
Кун пек вăййа эпĕ нумайлăха чăтаймарăм, кĕлеткепе пĕтĕм вăйпа çыпăçса Света ăшне кĕрсе кайрăм. Манăн тĕрек те пĕрремĕш ташăри пек мар, вĕри шĕвеклĕхе тӳрех тупрĕ.
Ой, тĕнчеçĕм! Мĕнле илемлĕ иккен юрату вăййи. Ой, турăçăм! Тавах сана хĕр арăма шутласа кăларнăшăн.
Арçынпа хĕрарăмăн юрату пулсан нихăçан та вĕсем пĕр-пĕринчен уйрăлма пултараймаççĕ. Арçынна пĕр кунта виçĕ хут тăрантарсан, вăл вара шăпăрпа тĕксе кăларса ярас тесен те килтен тухса каймасть. Урăх нимĕн те кирлĕ мар. Суя сăмахсем, ĕçлемест тата пĕрмаях ĕçет, çавăнпа уйрăлатпăр тени. Куншăн уйрăлмаççĕ, ку суя сăпайлăх. Темшĕн тĕрлĕ судсенче чăннине калама вăтанаççĕ, темшĕн тĕрĕссине каласан хĕрелме пуçлаççĕ. Тен пĕр вăтанмасăр каламалла: «Манпа упăшка, арăм çывăрма пăрахрĕ. Эпир темиçе уйăх, çул пĕрле çывăрмастпăр. Çавăнпа уйăрăлма шухăшланă.»
Паллах, ĕçрен килсен, арăма ачашлама пуçласан, вăл сана ман кăмăл çук, кай кунтан тесен — арçынăн мĕн тумалла, пӳрт аякки çине сикмелле-ши? Юрĕ, пĕр хут. Кашни каç çакăн пекки пулсан...
Арăм та çак сăмахсене калама пултарать. Вăл та çутçанталăк ачи. Каçхине унăн юрату туйăмĕсем çуралчĕç, мăшăрĕпе ачашланса явăнма пуçлать. Хăлхинчен чуп тăвать, ăшă сăмахсем калать. Упăшки вара, кай кунтан, ман вуçех те кăмăл çук тесе калать. Арăмĕн ăçта кайса кĕмелле.
Кун хыççăн кун, çĕр хыççăн çĕр иртет. Малтан пĕчĕк сивĕлĕх, кайран çил-тăман, тата тепĕртакран çил-тăвăл чуна çавăрса илет. Кăмака хутнă чух типĕ вутă пулсан, кăштах шăрпăка чĕрт кăна кăмакари вутă калаçса шавласа çунма пуçлать. Çемье пурнăçĕ те çавăн пекех. Шăрпăкĕ алра, вутти типĕ пулсан вут хутма йывăр мар. Анчах та кайран мĕн пулĕ? Икĕ юратакан чун пĕр пĕринчен сивĕнĕ, кайран, кĕл пуçтарса вутă тума май килмĕ. Темшĕн нумайăшĕ çакна ăнланасшăн мар.
Эпĕ юрату ташшине ташланă чух хĕрарăм çинçе мăйĕнче икĕ тур паллине асăрхарăм. “Телейсĕр мар, эс тăванăм. Сан кулянмалли нимĕн те çук, — терĕç пуçри шухăшсем, каллех кĕлетки хăй ĕçне малалла тăсрĕ.
Мĕн чул тăсăлчĕ-ши ик чун вылявĕ, никам та вăхăт çине пăхман, анчах Хусанта çирĕм минут чарăнса поезд малалла çул тытнине иксĕмĕр те асăрхамарăмăр.
Манăн та хĕрарăмăн та ал-ури, тути, куç-пуçĕ — пĕтĕм кĕлетки пĕр пĕрне парăнма тăрăшрĕ. Çӳç пĕрчирен пуçласа ура тупанĕ патне çитиччен юрату туйăмĕ вылярĕ.
Юрату вăййи тăсăлчĕ, тăсăлчĕ. Светăн мăй çинче кăна мар, кăвапи çинче те тур палли пур иккен, сулахай енчи пилĕкĕнче те тур паллипе пуян, чĕркуççирен çӳлерех, сулахай уринче тата икĕ тур палли...
Мĕнле чăтрĕ алă çулхи чĕре, кун пекки кашни хĕрарăмпа пулсан — чун виç-тăват хĕрарăм хыççăнах леш тĕнчене сана пăрахса каять.
Каллех, пĕрремĕш юрату ташшинчи пекех пĕр вăхăтра пĕр пĕрне хăват шĕвекĕсемпе пĕрĕхсен, иксĕмĕр те мунчара тарланă хыççăнхи пек хашлатса кахаллăн айлатса темиçе самант уйрăмăн выртрăмăр. Эпĕ те, тен Светă та çак вăхăтра телей шайĕ çакăннинче ытла пултарайманнине туйрăмăр. Пуç темле ăнланмалла мар шавсем йышăна пуçларĕ, хама çăтмахри пек туйрăм.
Тĕрĕс мар, сивĕ хĕрарăм, туйăмсăр арçын пур тени. Кунта, ман шухăшпа урăх сăлтав. Эпир калаçура шутламасăр сăмахсем персе яни. Манăн пĕррехинче çакăн пек ĕç пулса тухрĕ. Эпĕ пĕр хĕрарăмпа. Паллах, арçынăн мĕнле тĕллев, чиперккене парăнтарасси. Питĕ йĕркеллĕ, таса вырăнта, никам та пĕлмен çĕрте — нимĕн те кулянмалли çук.
Пуçламăшĕ питĕ лайăх пулчĕ. Кăмăлсем иксĕмĕрĕн те савăнăçлă, шухăшсем пĕр пек — юрату вăййине вылясси. Каларăм-çке, кинори пек пырать. Анчах та салантăмăр кăна, ман хĕрарăм пĕр предложени кăна каларĕ, ман хăват таçта кайрĕ, пурнăç тĕрекĕ çиçĕм пек хăвăрт шанса кайрĕ. Сăмахĕсене халĕ те ас тăватăп. «Эпĕ вуçех те телейлĕ мар, манăн çăвăнма та вăхăт çук»...
Намăс куртăм вара. Хамах айăплă пулĕ çав, мĕншĕн çав самантра хĕрарăма пуçпа итлемелле. Пуçпа юрату туйăмĕ пĕр шухăшлă пулма пултараймаççĕ, мĕншĕн тесен пуç шухăшĕн ăс психологийĕ, юрату туйăмĕ вăл инстинкт.
Света нумай хушши куçне ниçта хускатмасăр пĕр çĕрелле пăхса выртрĕ. Аякран пăхсан, темле хуравламалла мар ыйтусене хуравлама тăрăшать тейĕн. Чăннипех çамрăк хĕрарăм хăй умне тĕрлĕ ыйтусем лартрĕ: Мĕнле майпа çак çамрăк мар арçынпа тепĕр хут тĕл пулма май килĕ-ши? Мĕншĕн Çĕпĕр таран ар çын шырама каймалла? Нивуштă ман илемлĕх арçына хăмăт тăхăнтартма пултараймасть? Мана вăл авланни кирлĕ мар, мана валли пĕр-ик эрнере тĕл пулни те çитет? Çитет-ли? Çитет, Света, çитет.
Света арçын çине вăрттăн вăл асăрхамалла мар пăхрĕ, унпа юнашар анчах пĕтĕм чунне парса юратнă çын хашкаса выртать. “Чăннипех мана телей парас тесе тăрăшрĕ курăнать Миша, аран-аран сывлать, — шухăшларĕ çамрăк хĕрарăм. — Пăх-ха, икĕ хут пĕр çĕр хушшинче юратма пултарчĕ çур ĕмĕрти ар, тата пĕр вăхăтра пĕр-пĕрне пĕрĕхтертĕмĕр. Кун пек туйăм та пур иккен. Урăх хĕрарăма мĕн кирлĕ. Нивуштă мана валли уйăхра пĕр-икĕ хут та пулин вăхăт тупаймасть? Çук, вăл тухсан, тепĕр чарăнурах каялла билет илетĕп.
Мана паянхи юрату питĕ кăмăла кайрĕ. Кун пек чун парса тахçанах никама та юратманччĕ. Арăмпа юрату каçĕсем час-часах пулкаланă-ха, анчах та темиçе хут хăпарма — кахаллăх кансĕрленĕ-çке. Тата ăçта васкас, арăм вăл манăн, мĕн пĕр каçрах темиçе хут, ыран та вăхăт тупма пулать. Юнашар вĕт. Ку çамрăк хĕрарăм — намăс курас килмест. “Миша, эсĕ суçтеретĕн, Света сана кăмăла кайрĕ вĕт-ха, — шăппăн юнашар выртакан хĕрарăм ан илттĕр тесе-ши, каларĕ шалти сасă.- Тĕрĕс, çамрăк хĕр арăм манна питĕ кăмăла кайрĕ, — тавлашмарăм шалти сасăпа. — Апла пулсан вăл ăçта пурннине ыйт, тен тепĕр хут тĕл пулма тӳр килĕ, — мана сĕнӳ пачĕ çав сассах. — Арăма кӳрентерес килмест, эпĕ ăна питĕ юрататăп, — терĕм ăна хирĕç. — Эсĕ каласшăн, урăх нимле хĕрарăмпа та тĕл пулмастăп тесе, çапла-и, — тăрăхласа малалла тăсрĕ шалти сасă. — Ун пек пулсан, килĕшетĕп. Енчен те санаторинче никампа та тĕл пулмастăн пулсан, киле таврăнсан юратнă мăшăрпа кăна кунпа çĕр иртеретĕн тăк, юрать. Маттур.
Эпĕ шалти сасăн сăмахĕсем хыççăн шухăша кайрăм. Кăштах вăй пур чух, пурнăç тĕрекĕ хускалнă чух — мĕнле хĕрарăм çине пăхма пăрахăн. Ун пек пурнăçсем кайсан санатори мĕн тума кирлĕ, пурăн хăвăн пахчунта купăста ӳстерсе. Çук, шалти сасă, юратма пăрахас марччĕ. Тен чăннипех Светăран адрес ыйтмалла. Эпĕ Света еннелле çаврăнтăм та: “Света, эсĕ Çĕпĕртен таврăнсан, ăçта чарăнатăн, сан хăваттер пур-и?-тесе ыйтрăм. Света ман еннелле çаврăнса савăнăçлăн, ку ыйтăва тахçаннах кĕтнĕ тейĕн: “Миклухо-Маклай урамĕнче, вун иккĕмĕш çуртра, — терĕ. -Çурчĕсенче хăваттерсем те пур пулĕ, — хăваттер номерне каламан пирки ыйтрăм малалла. — Çук, уйрăм çурт, — хуравларĕ çамрăк хĕрарăм.
Куçсем каллех тĕл пулчĕç. Халĕ вара темле ывăннăн мар, çĕнĕ туйăмпа, шанчăкпа. Света ăнланчĕ, Мишăпа тепĕр хут тĕл пулаççех. Эпĕ те чунра темле сутăнчăк туйăм çуралнине туйрăм. «Эх, Миша, Миша! Çак чиперккепе арăмна улăштарăн-ши?»
Çакăн хыççăн эпĕ ура çине Светăран малтан сиксе тăтăм. Хăвăрт тăнăран-ши, е хытă ывăннăран чĕре патĕнчен йĕппе чикнĕн туйрăм. «Ай», — тесе каялла хăвăрттăн авăнса антăм. «Сана мĕн пулчĕ?» — мана ыталаса ларма пулăшрĕ Света. — Чĕре, — терĕм аран-аран çамрăк хĕрарăма. Темиçе минут пĕр пĕринпе ыталанса ларнă хыççăн чĕре ыратма пăрахрĕ. Эпĕ васкамасăр ура çине тăтăм. Ой-ой-ой, мĕн пулчĕ? Ман кĕлетке ăнланмалла мар хускалать, чĕркуççийĕ вара çĕрĕпе эрех ĕçнĕ хыççăн алă чĕтренĕ пек чĕтрет.
Урăх, мĕн Чиберкуле çитиченех юрату туйăмĕ çуралмарĕ. Мĕн çуралмарĕ. Хытă ывăннă курăнать, иксĕмĕр те вăранмасăр вилнĕ пек çывăрса кайнă. Мĕнле туалета кайса тасалма вăй çитрĕ?
Маша проводник, кирлĕ вырăна çитесси пĕр сехет юлсан мана вăратрĕ. Çамрăк хĕрарăм та манпа пĕрле вăранчĕ. Сехет çине пăхрăм та — вунпĕр сехет. «Каçхине-и, е ирхине», — ыйтрăм ним шухăшламасăр проводникран. — «Кăнтăрла, кăнтăрла», — кулса хуравларĕ Маша пĕрре ман çине, тепре Света çине пăхса. Вăл эпир пĕрле мĕнле ĕçсем тунине пĕлнине унăн куçĕ тăрăх пĕлтĕмĕр. Света пичĕ кăшт хĕрелнĕн туйăнчĕ. Манăн та вăтану туйăмĕ çуралчĕ пулмалла — пит пĕçертме пуçларĕ. — Тӳшек çиттисене, ал шăлине пĕрремĕш купене килсе парăр, — терĕ ыррăн проводник. — Халех, — хуравларăм эпĕ те кулса.
Проводник тухсан, эпĕ васкамасăр çăвăнтăм, кăштах апатлăнтăм. Мĕн апатланни, килти кукăльпе чей ĕçрĕм те çитет. Вара купе пуянлăхне каланă купене йăтса тухрăм. Ку хулара эпĕ пĕчченех тухатăп иккен. Проводник ман япаласене тĕрĕсленĕ хыççăн мана билет тавăрса пачĕ. «Маттур, çамрăк мар пулсан та çамрăк хĕрарăма хашкаттарса кăшкăртартăн», — терĕ сывпуллашас умĕн проводник Маша.
Куперен тухас умĕн Светăна тутаран чуп турăм та «Тепре тĕл пуличчен», — тесе васкаса тамбур еннелле уттартăм.
Кăнтăрлахи кĕрхи Урал çилĕ мана ăшах мар аллисемпе çупăрларĕ. «Килĕрех», — терĕç шăхăрса çил ачисем мана санатори еннелле çул кăтартса.