Чăпарук кĕнеке вулать
Кĕнеке вулама юратман ача çуках пулĕ. Пĕрисем тĕрлĕрен юмахсемшĕн каçсах каяççĕ, теприсене вăрçăсенчи паттăрлăхпа çул çӳревçĕсем çинчен калакан кĕнекесем пар. Тунмастăн, хам та эпĕ паттăрсем çинчен вулама юрататăп, çав вăхăтрах пурнăçра пулман Мюнхаузенпа Лапшу Çтаппанĕ çинчен çырнисене те тиркесех каймастăп. Ун пеккисене эпир черете çырăнсах илме тăрăшатпăр.
Паян акă... паян пур ачасенчен те телейлереххи пултăм эпĕ: библиотекăран мана тĕнчере чи малтан Уйăх çине çитсе курнă çынсем çинчен валакан повеç парса ячĕç. Ку кĕнекене курсан, манăн туссем шариех çухăрса яраççĕ ĕнтĕ. Ан тив, Уйăх çине халлĕхе пĕр çын та вĕçсе кайман пултăр, анчах кунта çырни, шансах тăратăп, фантастикă çеç мар. Тĕрлĕрен тĕлĕнтермĕшсем те пайтах пулас-ха унта. Ахальтен мар библиотекарь мана çав кĕнекене пачĕ те:
— Вăрах ан тыт, хăвăртрах вулама тăрăш, черете çырăннисем нумай, — терĕ.
— Тупнă кама хытарса калама! Эпĕ-и вăл вăрах вулаканни? Ун пек кĕнекесене эпĕ, апат çием мар та, пĕрре ларсах çăтса яратăп.
Çапла эпĕ питĕ савăнăçлăн киле таврăнтăм.
Ытти ачасем урамра хĕрсех пӳскелле выляççĕ. Вĕсене курсан, манăн та выляссăм килчĕ, анчах вăййа хутшăнмарăм, картишне кĕрсе, пусма картлашки çине лартăм та хĕрсе кайсах вулама тытăнтăм.
Кĕнеки, чăнах та, питĕ интереслĕскер пулчĕ. Уйăх çине виççĕн вĕçсе кайнă. Пĕри совет çынни — вырăс, тепри — американец, виççĕмĕшĕ — Австрали çынни. Эй, мĕн-мĕн тӳссе курмаççĕ вĕсем унта!.. Тĕлĕнмелли те темĕн чухлех, кулмалли те пур, тарăхмалли те...
Чиперех вуласа лараттăмччĕ-ха. Унччен те пулмарĕ, манăн чĕркуççие пӳске пырса çапăнчĕ.
— Ваççа, тап! — кăшкăрчĕç мана урамран. Эпĕ çав тери тарăхса кайрăм, Пĕрре тапрăм — хапхана пырса тиврĕ, тепре тапрăм — каллех... Унтан эпĕ пӳскене урама çĕклесе тухрăм та пĕтĕм вăйран тапса ятăм.
— Ур-ра! — кăшкăрса ячĕç ачасем. — Ваç-çа, тăр вратаре!
Хамах куратăп: вратарьте Хумкка тăрать. Вратарь-и вăл, нăрă пек йăраланчăкскер? Вара эпĕ, Хумккана тĕртсе ярса, ун вырăнне хам йышăнтăм.
Вăйă питĕ хаваслă иртрĕ, хамăрăн «тăшмансене» нумай та, сахал та мар — вунпĕр гол шаплаттартăмăр. Юлташсем татах вылясшăнччĕ-ха, анчах эпĕ аса илех кайрăм: «мĕн-ха кунта вăхăта сая яратăп? Манăн интереслĕ кĕнеке пур вĕт!» Пăрахрăм та чупса кĕтĕм картишне. Кĕтĕм те... малтанах хам куçа хамăн та ĕненессĕм килмерĕ: Чăпарук эпĕ пăрахса хăварнă кĕнеке çине улăхса тăнă та страницине урисемпе тапа-тапа чавать. Чавать-чавать те, кăт-кăтик, кăт-кăтик, тесе чĕпписене йыхăрать. Лешсем ун тавра кĕшĕлтетеççĕ. Ара, пирĕн Чăпарук кĕнеке вулать-иç! Эпĕ ăша тытсах ахăлтатса ятăм. Ачасем те курччăр тесе, вĕсене чĕнесшĕнччĕ, сасартăк манăн куç-пуç чарăлса кайрĕ: пусма умĕ çинче, ăçта пăхнă унта, страницă таткаланчăкĕсем йăваланса выртаççĕ.
Ярса илтĕм кĕнекене!.. Темиçе страницине çĕтсе-çурсах пĕтернĕ, хăшĕсем аран тытăнкаласа тăраççĕ, вырăнĕ-вырăнĕпе вулама та май çув.
«Асту, тирпейлĕрех тыткала», — аса илтĕм эпĕ библиотекарь асăрхаттарнине.
Пĕтрĕ пуç! Мĕнле каялла кайса парам ĕнтĕ, мĕнле унăн куçĕ умне курăнам? Айăпа Чăпарук çина йăвантарас-и?
Тарăхнипе Чăпарука тапсах ярас килчĕ. Ватă чăх, мана ăнланнă пекех, ман еннелле пуçне чалăштарнă та кăт-кăтик, кăт-кăтик! текелесе тăрать. «Мĕн пит тарăхатăн? Ытла та айван ача эсĕ», — тет пулĕ ĕнтĕ.
Хăй айванне пĕлмест-ха тата: страницăсенчи саспаллисене çӳп-çап е тырă пĕрчи вырăнне йышăннă та, сăхать те сăхать, апăрша! Айванах ĕнтĕ çав..
Чим, çапах та пăхар-ха: иксĕмĕртен хăшĕ эпир айвантарах?
Admin (2010-05-26 13:07:48):
Ку калава «Ялавăн» 1965 çулхи 7-мĕш кăларăменчен илсе. Çавна май Уйăх çине пер çын ури те пусманни пирки тĕлĕнмелле мар :)