Пулă куçĕ
Çуна кӳлнĕ икĕ лаша ирхине ялтан мăнаçлăн юртса тухрĕ. Çунисем çине район çар ĕç комиссариатне призыв комиссине кайма повестка илнĕ каччăсем ларнă. Çакна та каласа хăвармалла: вĕсем пурте вăрçă вăхăтĕнче çуралнăскерсем. Пĕрисем ашшĕсен чĕрçисем çинче сиксе, теприсем «ашшĕсемшĕн тивекен» пенси илсе çитĕннĕ. Хăйсем шăп ларса пыраççĕ. Ахăртнех, шухăша путнă.
Тилхепе тытса пыракан Микуç хăй паян призыв комиссине пустуях кайнине пĕлет. Каймасан... Хирĕç пăхса ларакан Унтри Ванькки илтмеллех: «Çавсене пула...» — терĕ. «Камсене?» — ыйтрĕ лешĕ. Ку чĕнмерĕ.
Çуна çул хытти çинче хăнт-хăнт шурĕ, сулăнкăна кая-кая илчĕ. Микуç пĕр асаилӳрен теприн патне куçрĕ.
...Çав кун вăрман хĕрринчи тăпрапа тислĕк компостне сухаларĕç. Микуç, плуг штурвалне тытса пыраканскер, тĕренсене антарчĕ, хăпартрĕ, ларкăч çинчен сике-сике анса вĕсене тăпраран тасатрĕ. Каçхине киле килнĕ чухне урамра Хĕветури инкене хирĕç пулчĕ. «Ай-уй, аннӳ те паллаймасть сана капла! Шăлупа куçу кăна курăнаççĕ», — терĕ.
Призыв комиесине ытти ялсенчен те каччăсем йышлăн килнĕ. Урамра, ятарласа тунă çĕрте, çуналлă лашасем темиçе те тăраççĕ. Микуçсене те кĕме черет çитрĕ. Призывниксене тухтăрсемсĕр пуçне Евгений Григорьевич Пайгусов çар ĕç комиссарĕ хакларĕ. Орден-медаль çакнă офицер кителĕ тăхăннă çар çынни умне яштака пӳ-силлĕ Микуç та пырса тăчĕ. Унчченех курнăччĕ-ха вăл ăна. Ял Канашне пырсан шкула та çитнĕччĕ. Хăй çинчен каласа панăччĕ. Берлиншăн пынă çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ.
Микуç пуçне усрĕ. Комиссар ун хулпуççийĕ çине аллине хучĕ. «Нда, — терĕ, — мирлĕ вăхăтри стройпа çыхăнман ĕçе çеç юрăхлă», — терĕ.
Чун юратнă хĕрне юрăри пек «Тăван çĕр салтакĕ» пулса савăнтараймарĕ Микуç.
Вун çиччĕ те тултарманччĕ-ха вăл. Колхоза плугарьте ĕçлеме кайрĕ. Амăшĕпе аппăшĕ ылмашăнса конюхра вăй хучĕç, чăпта çапрĕç. Вăрçăра хыпарсăр çухалнă ашшĕсĕр юхăннă кил-çурта пĕр пулса çĕнеткелĕпĕр-и терĕç.
Микуçсем икĕ сменăпа ĕçлерĕç. Кăнтăрла тырă акрĕç, çĕрле çĕр хатĕрлерĕç.
Кăнтăрлахи сменăра трактористсенчен пĕри ĕçе тухмарĕ. Ун вырăнне Микуç сменщикĕ ларчĕ. Микуçăн кăнтăрла та, каçхине те ĕçлемелле пулчĕ. «Çамрăк. Чăтать!» — лĕхĕлтетрĕ çеç трактор бригадин бригадирĕ Хлебнов.
Кулленхи юсава уйрах турĕç. Пĕр енчен гусеница сыпăкĕсене улăштарчĕç. Пĕр пайне мăлатукпа çапса кĕртнĕ чухне тимĕр ванчăкĕ сирпĕнчĕ. Микуçа куçĕнчен тиврĕ...
...Каялла килме тухсан малти лав çинче кăшкăрашни илтĕнче. Прохви Вечипе Пăрчăкан Коли умлăн-хыçлăн çуна çинчен сиксе анчĕç. Пĕри тарчĕ. Тепри хăваларĕ. Юр çине тытăçса ӳкрĕç. Çакна пăхса тăма Микуçăн чăтăмлăх çитмерĕ. Вĕсем патне чупса пычĕ. «Сана тата мĕн кирлĕ? — кăшкăрса тăкрĕ ăна Пăрчăкан Коли. — Пулă куçĕ».
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...