Атăл калавĕ
— Илемлĕ çав! Техника, прогресс, культура мĕн тăвать! Авалхи чăвашсем вилĕсен ячĕпе хĕрĕх çурта çутса та çакăн пек çутă курайман. Кунта вĕт тула тухмалли вырăнсем те ĕлккен, çеçтенке çинчи хурткуççисем пек çап-çутă та яп-яка. Вуланă-и, Норвегире ял çыннисем краççын çутассине тахçанах маннă. Вăхăт çитрĕ — эпир те хăваласа çитĕпĕр, иртсе те кайăпăр, текелесе, Якур Иванчă хăйĕн аяккалла курма пултарайман куçĕсене уçса хупрĕ.
— Шахматла пĕр вăйă выляса илер мар-и? Пĕрре те пулин сана, Якур Иванчă, шахлатасчĕ те мат тăвасчĕ. Вăт пулĕччĕ кулăш, э, Якур Иванчă? Чăнах, культкĕтесрен шахмат илсе килем мар-и? — тесе хучĕ Ахванеç, зал патне çывхарсан.
— Çук, кирлĕ мар. Куратăн епле пăчă кунта. Атя тулалла, çурхи каç сывлăшĕпе чӳхенер луччĕ, — терĕ те Якур Иванчă вăртах çаврăнчĕ, Ахванеçе каялла туртса кайрĕ.
Палуба çине тухрĕç. Нӳрлĕ сулхăн пит-куçа çапрĕ, çан-çурăма сăрлантарчĕ1. Пăрахут пĕр чарăнми кĕрлесе ялан малалла шăвать, шыв кĕлтисене ывăтса хăварать. Шăтăрнак кĕреçисем шыва пăлхатса хăлтăртатса çаврăнаççĕ. Халĕ хăмпăсем курăнмаççĕпе пĕрех, хумсем кăна пăрахут çинчен çутă урисем тăрăх мĕкĕлтетсе йăваланаççĕ. Аяккарах, хĕрлĕ пăнчăсем пек курăнса, бакенсем мăчлатса сиккелеççĕ тата аяккарах шыв çыранĕн мĕлкисем, лапсăркка чăрăшсем, кукша тусен пуçĕсем анаталла шуса куçаççĕ. Пуçа тăратса пăхсан — вĕçĕмсĕр йышлă çăлтăрпа тирĕннĕ пĕлĕт, ахахлă-мерченлĕ чаршав пек, ерипен шунă пек те, сиккеленĕ пек те туйăнать. Пĕлĕт мар, пăрахут силленет-çке: ак нумай та пулмасть тепĕр пăрахут хирĕç иртсе кайрĕ те, икĕ хум, хире-хирĕç пулса, Атăла хумхантарса ячĕç. Çав хумсем пенипе пирĕн пăрахут ĕнтĕ унталла та кунталла сулланать. Сулланăва пула виçĕмкун кăна çуралнă уйăх та тусен хыçĕнче горизонтра мăйракисемпе пăркаланнă пек. Эх, аван та-çке Шурă Атăл çинче çурхи каçсенче йăпанма, вăлта пăрахса шыв хĕрринче чул çинче тĕлĕрсе ларма! Пулăсем выляççĕ, варăмтунасем нăйăлтатаççĕ, çара çерçисем шаклатса унта-кунта вĕçкелеççĕ. Вăрманта таçта услан кайăк ахлатать, аякра шăпчăк антахса авăтать. Кăнтăрла йĕрсе анăратакан чарлансем чĕлхесĕрленнĕ, çавăнпа-и, тен, кăмăла ытларах та канлĕ. Ӳпресем кăна сăмсана тулса аптăратаççĕ, вĕсем те пулмасан, ытарма çук лайăх ĕнтĕ. Тата авантарах кунта каçпа эртеллешсе пулă тытма. Атма атса, сĕреке сĕрсе е шак ярса, çилĕм2 туртса ывăнатăн та чĕрĕ тăм-хăйăр çинех йăванатăн. Умра шыв тĕпĕнче çăлтăрсем ташлаççĕ. Çумра хăрăк турат йăлкăшса çунать, хуранра халь кăна тытнă пулă яшки сиксе вĕрет. Хыçра лаша çитерме килнĕ колхоз ачи-пăчи шавлать, утсем тулхăраççĕ. Выртатăн та вара çапла, исленсех каятăн. Айри хытă çĕре ыталас килет, пĕлĕтелле пуçа каçăртса ытарайми сăмахсем каласа кăшкăрас килет-çке çав вара.
Якур Иванчăпа Ахванеç çапла каçхине Атăл тĕлĕкĕсемпе тĕлĕрсе пĕр чĕнмесĕр палуба тăрăх каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕç, унтан ырнă пек пулчĕç те чарăнчĕç, решетке çине тайăнса, аялта сасăсăр явăнса юхакан шыв çине тирĕнсе пăха пуçларĕç.
— Çак шыв çине пăхсан, кирек хăçан та вара унта сикес килет. Пĕлтĕр мана ирĕксĕрлесех канма Хура тинĕс çине ячĕç те, ялан тинĕс хĕрринче çӳлĕ ту сăмси çинче ларса ирттертĕм. Тĕнчере нимле илем те тинĕс хумханнипе танлашаймасть. Шыв сыснисем, дельфинсем, кĕтӳленсе выляма пуçласан, вĕсем хыççăн тӳрех шыва ашса чупас килет. Ак тата тăвăл та пулас пулсан — вилме кирлĕ мар. Хумсем чун кĕнĕ тусем пек сан çинĕ йăваланса килеççĕ. Ак сана çитсе перĕнес пек, унччен те пулмасть, чул сăмсине пырса перĕнеççĕ те саланаççĕ. Епле саланаççĕ тата: пырса перĕнеççĕ те ахăрса яраççĕ, хăмпăланса арманран çӳлĕ сикеççĕ. Чикĕсĕр çав тинĕс пурнăçĕ, хисепсĕр çав унăн вăйĕ-хăвачĕ. Пирĕн чăвашсенчен ĕлĕк нумайăшĕ тинĕс курмасăрах вилнĕ, халĕ, тинĕспе пыратăн-и е курортра канатăн-и, чăвашсене тĕл пулатăнах, чăвашсен юрринче час-часах тинĕсе асăнни курăнать.
— Кам пĕлет ăна? Авал, тен, чăвашсем те тинĕс таврашĕнче çӳренĕ-тĕр, çавăнпа пулĕ, чăваш историкĕсен кĕнекисенче чăвашсем тĕп авал тинĕс таврашĕнче пулкаланă тесе кăтартнă... Эпĕ хам та тинĕсе курман, ялан вăхăт çук, çамрăк чухне, вĕреннĕ çулсенче, каяс килетчĕ те укçа çукчĕ, — тесе сĕлкĕшлерех каласа хучĕ Якур Иванчă.
Вăл çапла кăна калама ĕлкĕрейрĕ — пĕрремĕш класăн залĕнче музыка тапраннă пек туйăнчĕ. Малтан бутылкăсенче йӳçĕхнĕ сăра пăккисем пăклатнăн, кăшт тăрсан пĕкĕ шăнкăравĕ шăнкăртатнăн, хурал чанĕ ерипен чанлатнăн туйăнкаларĕ, унтан тахăшĕ рояль калани палăрчĕ. Кăлтăртатса чĕтресе пыракан пăрахут ăшĕнче музыка пĕр вăхăтра чуна тивекен çинçе сасăпа ĕсĕклерĕ, сывлăша чĕтретекен хулăн кĕрлӳпе уларĕ, пăрахут ăшĕнчен вăркăнса тухса сывлăша çавăрма пуçларĕ, палуба çинче çӳрекен этемсене ирĕксĕрех пуçĕсене çӳлелле ыткăнтарса итлеттерчĕ. Роялĕн пĕрре шăппăн, тепре аслатилле, пĕрре ачашшăн, тепре хаяррăн арпашăнса вăркăнса тухакан сассисем — пăрахут кĕрленине çĕнтерсе, каçхи канлĕ сывлăша çурса, шыв тĕтрипе явăçса, таçта кайса çухалчĕç. Атăл хумĕсем те çепĕç кĕвĕ çемĕн ташласшăн авкаланса юхаççĕ пек туйанать.
— Хĕлĕх купăсĕ каланине итлесен, купăса Мускав театрĕнче тĕнчери чи маттур купăсçă каласан та, мана яланах хамăр ялти пурнăç аса килет. Итлесе тĕнчене манса каятăн та, сăрнай макăрнă пек, шăхличĕ шилесе йĕнĕ пек, хамăн ача чухнехи самана куç умĕнче пек, килйыш вак-тĕвекĕ сан çумăнта пек вара. Мĕн-ши çав? Хут купăс янратни некрутсен ахăравлă юррисене, вăййисене аса илтерет. Пианино, рояль, фисгармони тавраш кирек хăçан та урăхларах илем-силем, ĕлĕк ĕçхалăхĕ çак музыкăпа усă курма пултарайманни çинчен асăнтараççĕ вара. Музыка чĕлхесĕр, а пĕтĕм чуна тĕпĕ-йĕрĕпе хускатать. Кайса итлер. Çыврас умĕн музыкăпа чӳхенсен, ыйхă çăмăлрах пулать, — терĕ те Якур Иванчă, рояль вăййине пайтахчен итлесе тăрсан, Ахванеçе çавăтса палуба тăрăх пĕрремĕш класс залнелле утрĕ.
Вĕсем çав зала кĕмелли алăк патне кăна çывхарсаччĕç, — хыçалтан тахăшĕ шăл витĕр куштанла: «Ах, баядерка, эсĕ мана куç пăватăн», текелесе юрласа пычĕ, иртрĕ те алăка яр уçса вăльт кĕрсе кайрĕ. Ахванеç вăл кĕрсе кайсан кăна ку паçăрхи капитан помощникĕ иккенне чухласа ĕлкĕрейрĕ те темшĕн сĕлтĕленсе кайрĕ. Вăл Якур Иванча ыталаса чарчĕ те хистесех çыпçăнчĕ. — Мĕн вара çав баядерка? Илтнĕ пек те, илтмен пек те, а пăрахут çинче паçăр та асăннине астурăм, пĕр çамрăк вырăс тек çапла юрлама хăтланчĕ, — терĕ вăл хуллен.
Якур Иванчă — чарнăшăн-и е музыка итлеме хатĕрленнĕ пысăк кăмăла чăрмантарнăшăн-и — салхуллăрах пулса тăчĕ, унтан, çамрăк ачана кӳрентерес мар сăлтавпа-тăр, çапла каласа ăнлантарчĕ.
— Кайăк эсĕ, шăллăм. Хусанта шет театра та çӳремен, çӳренĕ пулсан, баядеркăна курма пултармаллаччĕ. Нумай поэт, музыкант асăнкалать ăна, вĕсем çинчен Мопассан та калав çырнă. Çăмăл кăмăлпа кăна çыркалаççĕ те вĕсем çинчен, çапах çыраççĕ çав. Баядеркăсем — хĕрарăм чурасем, Индире вĕсем, индуссем хушшинче пурăнаççĕ, тет. Вĕсем кĕлĕ çурчĕсенче юрласа-ташласа пурăнаççĕ-мĕн. Вĕсем тăлăх хĕрсем, ачаллах вĕсене çур хакпа укçапа сутăн илеççĕ те, турă çурчĕсенче ĕçлеттерсе, юрлаттарса, ташлаттарса, ӳт-тирпе сут тутарса пурăнтараççĕ. Вĕсем пĕтĕмпех кĕлĕ çурчĕсен выльăхĕ вырăнĕнче шутланаççĕ. Мĕн юрласа-ташласа, ĕçлесе, ӳт-пӳпе сутă туса тупăннă укçана брахмансем илсе усă курса пурăнаççĕ. Унтан Индире çавăн пек ремесла пур: хăш та хăш этемсем тăлăх хĕрсене илсе ӳстереççĕ те вĕсене пасарсенче, ярмăркасенче, пуянсен туйĕсенче, вилĕсене асăнмалли праçниксенче юрлаттарса-ташлаттарса усă кураççĕ. Вĕсен хăйсен уйрăм юррисем, ташшисем, турра е пуян хуçана мухтамалли такмаксем пур. Ав, пулнă вет чăвашсен те юрă: хĕрсем пупсене, тиексене, пуянсене мухтанă та «эпир ăçтан юрасси пур» тесе йĕрмешнĕ юлашкинчен. Баядеркăсен юррисем те çавăн пекех чура такмакĕсем. Пĕлетĕн-и ĕнтĕ, каччăмçăм, баядеркăсем камсем иккенне? — терĕ те Якур Иванчă Ахванеçе туртса алăкран кĕрсе кайрĕ. Музыка каланă çĕре васкарĕ вăл.
Зала пырса кĕчĕç вĕсем — музыка чарăнчĕ. Вырăн тулли этемсем ахăлтатаççĕ, кĕрлеççĕ, хăшĕ кăшкăрашса тавлашкаланă пек шавлаççĕ. Якур Иванчăпа Ахванеç этемсем хушшине кĕрсе варшăнчĕç, йĕри-тавра пăхкаларĕç, мĕн шăв-шавĕ тесе тăнлама тăрăшреç. Рояль калаканни кăлкан çӳçлĕ хĕр иккен. Вăл халĕ те рояль умĕнчех çаврака тенкел çинче ларать, хĕп-хĕрлĕ хĕрелнĕ пит-куçĕпе каялла çаврăнкаласа, шавлакан этемсем çине вĕлт-велт пăхкаласа илет.
— Бетховен сонатине калама йăлăнатпăр! Шубертран мĕн те пулин выляса памăр-ши? Мусоргскине парăр! Эпĕ уншăн сасăлатăп! — тесе тĕрлĕ сасăпа кĕрлеççĕ çынсем.
— Çук, çук! Çăмăл музыка кирлĕ! Романссем юрлăрсам тата, е ташă кĕввисене калама ыйтатпăр! — тесе кăшкăраççĕ вĕсене хирĕç теприсем.
— Граждансем, мĕн митинглетĕр çукшăн? Классикăллă музыка итлер!
— Музыкантша хăй те çавăн пек музыкăна юратать пулĕ, епле вăл ав паçăр каларĕ, — тесе кăшкăрас пек каласа хучĕ Якур Иванчă йĕркесĕр шăв-шава чăтайман халпа.
Якур Иванчă тата темĕн калас пек пулчĕ те каламарĕ — виçĕ каччă рояль çумне пырса тăчĕç, пĕшкĕнсе кăлкан çӳçлĕ хĕре кулкаласа темĕн каларĕç; вĕсенчен пĕри, çутă тӳмелли, капитан помощникĕ пулма кирлĕ, çапла пĕшкĕннĕ хутран кăлкан çӳçлĕ хĕре ăнсăртран пек хулпуççинчен çупăрласа та илчĕ. Унччен те цулмарĕ — рояль çывăхĕнче тăракан этемсем кăшт сирĕлсе чакрĕç, çутă тӳмеллĕ йĕкĕт музыкантша хыçне пырса тăчĕ, юрлама хатĕрленсе питне-куçне сăмса тутрипе шăлкаласа илчĕ, карланкă икелне пӳрнисемпе чăмăртакаларĕ. Кăлкан çӳçлĕ хĕр, тенкел çинче кутăн ларнă çĕрте, вашт çаврăнса пăхрĕ, сенкер куçĕсене вылятрĕ те каллех рояль енне çаврăнса калама пуçларĕ. Çинçе е хулăн сасăсем çăмăл сиксе чупрĕç, ташласа ӳт-тире кăтăкласа çаврăнчĕç.
— «Сильва, Сильва! Эсĕ мана савмастăн, эсĕ ман пуçа çиетĕн», — тесе, çутă тӳмеллĕ йĕкĕт юрлама пуçларĕ.
Этемсем шăпăрт пулчĕç, зал музыкăпа та юрăпа тулса янрарĕ. Якур Иванчă темшĕн сапăр пулмарĕ. Вăл йĕкĕт юрласа ярсанах аллине Ахванеç хулĕнчен туртса вĕçерчĕ те:
— Э-эх, шăхличĕсем... юратмастăп эпĕ оперетта таврашне, — тесе каялла çаврăнса тухса кайрĕ.
— Мĕн пулчĕ сана, Якур Иванчă? Итлер, рояль епле аван янăрать, — тесе калама елкĕреймерĕ Ахванеç — Якур Иванчă коридор тăрăх утса çухалчĕ.
Якур Иванчă хăй каюти патне пырса çитсе алак хăлăпне кăна тытрĕ — таçта аялта кĕсле ченкелтетнĕ пек, такам чăваш юррине ĕнерешне пек туйăнчĕ. Вăл хăлăпа вĕçерчĕ те иккĕмĕш класс залнелле утрĕ, пырса кĕчĕ — никам та çук. Вăл чӳрече витĕр пахрĕ те пур унта пулнă çынсем те парахут вĕçĕнче кĕшĕлтетнине курчĕ. Вăл çав этемсем патнелле утрĕ.
Уçă сывлăшра янк паллă: аялта, пăрахут пуçĕнче, виççĕмĕш класс залĕн пуçĕнче пулас, тахăшĕ кĕсле калать, кĕсле каланăçемĕн тахăше çинçе хĕрарăм сассипе чăвашла юрлать. «Кĕсле туй ташшине кĕвĕлет никак, пĕр хĕр туй юррине сăвăласа юрлать, ахăр», текелесе, вăл этемсем патне пырса çитрĕ, вĕсене тĕрткелесе маларах иртрĕ, тимĕр решетке урлă уртăнса аялалла пăхрĕ. Пăхрĕ те, тĕлĕнсе кайрĕ: чăнахах та пĕр ватă чăваш куçĕсене шăп хупнă, сĕм-суккăрскер, пукан çине ларнă та кĕсле калать, тепĕр çамрăк чăваш, качча кайман хĕр евĕрлĕскер, ун хыçĕнче юрлама хатĕрленсе тăрать.
«Ак тамаша, чăн та ĕлĕкхи шарманщиксем пек, тĕнче тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳрекен юрăçăсем пек, айкашаççĕ вĕт инкексем... Пăхам лайăхрах мăнтарăн хĕрне... Миньона пулмалла, хăйне епле хăюсăр тыткалать», тесе шухăшласа илейрĕ Якур Иванчă. Старик чĕркуççи çинчи кĕслине тӳрлеткелерĕ те икĕ аллинчи пӳрнисене кĕсле çинче ташлатма пуçларĕ, темĕнле чăваш кĕвви кĕвĕлеме тытăнчĕ. Нумай чĕлхеллĕ кĕсле пĕрре хаяррăн чĕпĕтсе, тепре ачашшăн кăтăкласа ĕсĕклерĕ, кĕсле патĕнче тăракан хĕр юпа пек пĕр вырăнта. хытса тăракан ӳт-пĕвĕпе авăнкаласа силленсе илчĕ те юрлама пуçларĕ.
Юхрĕç пĕлĕтсем, юхрĕç,
Шерпет çуса,
Юртрĕç кунсем, юртрĕç,
Ахах тăкса, —
Эпех кăна ĕçеймерĕм
Çав шерпете,
Эпех кăна çакаймарăм
Çав ахаха, — тесе юрласа илчĕ те вăл пĕр сыпăкне чарăнчĕ. Имшеркке кăкăрне тарăхарах хăпартса сывларĕ, электрицă çутипе шăрçасем пек йăлтăртатакан куçĕсене унта-кунта çавăркаласа ывăтса илчĕ. Аялта, пăрахут хӳринче, кĕпĕрленнĕ этемсем юрлакан хĕре мухтаса шавларĕç, малалла юрлама хистерĕç. Хĕр пуçне пăркаласа каçăртрĕ те татах сăвăласа юрлама пуçларĕ:
Вĕçрĕç кайăксем, вĕçрĕç,
Юр юрласа,
Чупрĕç утсем, чупрĕç,
Таш ташласа, —
Эпех кăна юрлаймарăм
Çавах юрра,
Эпех кăна ташлаймарăм
Çавах ташша, — тесе ĕсĕклерĕ те хĕр сывлăшне çавăраймасăр чарăнчĕ, ӳсĕркелесе аптăрарĕ. Унтан вăл каллех куçне-пуçне çӳлелле ывăтрĕ те малалла юрларĕ.
Кайрĕç тантăшсем, кайрĕç,
Алă сĕлтсе.
Тарчĕç телейсем, тарчĕç,
Çунат хывса, —
Эпех каяймарăм.
Хам савнипе,
Эпех тараймарăм
Хам телейпе, — тесе пĕтерчĕ те хĕр юррине тăп чарăнчĕ.
— Маттур чăваш матки, лайăх юрлать, — тесе кĕр кĕрлерĕç итлекен этемсем.
— Браво, браво... Сасси начартарах, культура çук та, çапах итлеме кăмăллă, — терĕç кулкаласа çӳлти пӳлĕмсенче пыракан çынсем. Якур Иванчă, аякран витĕр курма пултарайманскер, куçлăх шырама тытăнчĕ, пиншак кĕсйисене хыпаласа муталанчĕ. Çав вăхăтра таçтан шалтан капкас калпакĕ тăхăннă çын сиксе тухрĕ, старикпе юрлакан хĕр хушшине пырса тăчĕ, пуçĕнчи калпакне хывса месерле тытрĕ те çӳлелле йĕри-тавралла шурă куçĕсемпе ыткăнтаркалама пуçларĕ.
— Граждансем! Пăрахăр укçа — кам шеллемест, пулăшăр — кам тăлăх хĕре шеллет, — тесе вăл автан хăй ертсе çӳрекен чăххисем йĕри-тавра çаврăннă пек кĕслеçĕпе юрăçă йĕри-тавра çаврăнкаларĕ.
Калпак çине пăхăр, кĕмĕл укçасем чăнкăртатса ӳккелерĕç те часах ӳкми пулчĕç. Капкас тумтирлĕ çын тилмĕрсе çӳлелле пăхрĕ, тискер куçĕсемпе хăтăрса татах укçа пăрахма хушрĕ. Якур Иванчă та кĕсйине хыпаларĕ, вак укçа шырарĕ, вак укçа тупаймарĕ те пĕр хут укçа туртса кăларчĕ. Ăна вăл çутта кăларса пăхрĕ — пилĕк тенкĕлĕх пулчĕ. Вăл пăрахас-и, пăрахас мар-и текелесе тытăнса тăркаларĕ те пилĕк тенкĕлĕх хута кĕсйине каялла чикрĕ. Çак самантра аялтах хыçалтан пĕр мăн хырăм мещен малалла сиксе тухрĕ, кĕмĕл çĕрĕсемлĕ шампа пӳрнисемпе юрлакан хĕре кăкăрĕнчен пырса тĕртрĕ, аллине виç тенкĕлĕх укçа тыттарчĕ.
— Ме укçа, хĕрĕм, чăваш майри юрланине илтменччĕ, — тесе ĕхĕлтетрĕ те вăл каялла чакрĕ. Якур Иванчă хăй те сиссе çитереймерĕ — аллине каллех кĕсйине чикрĕ, пилĕк тенкĕлĕх хута кăларчĕ те решетке урлă уртăнса, капкас тумлă этеме тĕллесе хытă каларĕ:
— Эй, гражданин! Тыт лайăхрах калпакна, пилĕк тенкĕлĕх пăрахатăп, тыт! — терĕ. Çапла каларĕ те аялти этемсен хушшинче Ахванеç те хĕсĕнсе тăнине курчĕ, темшĕн вăтаннă пек пулчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...