Атăл калавĕ
Ахванеç аслашшĕне аса илчĕ. Вăл çапла калатчĕ: пуçпа пуç пĕр минтер çинче мăшăрланса выртман этем пурнăç пылакне тутанман, телей хӳрине тытман, тетчĕ.
Кăлкан çӳçлĕ хĕр кĕтмен çĕртен кĕнекине шалт хупрĕ, панулми пек хĕрлĕ питçăмартисемпе туртăнкаласа илнĕ пек пулчĕ те сиксе тăчĕ, залран тухса кайрĕ. Çӳллĕ кĕлеллĕ сарă пушмăксем çине вĕçкĕннĕн пускаласа, хăмпă пек тăртаннă кăкăрсене ыткăнтарса, яштака ӳтне-пӳне авкаласа тухса кайрĕ.
Кăлкан çӳçлĕ хĕр чӳречерен çухалсан, Ахванеç те сиксе тăчĕ, лăппи-лаппи пускаласа палуба çине тухрĕ. Анатра хĕвел хĕрнĕ шăвăç çаврашки пек хĕрелсе горизонта ларма хатĕрленет. Тусен, вăрмансен тăррисем çунан хĕлхем пек хĕмленеççĕ. Лапсенче, çырма-çарма çăварĕсенче каç пĕлĕчĕсем, сулхăн сывлăм шывĕн тĕтрисем купаланаççĕ. Тĕттĕм сăмсаллă, хура ураллă, шурă çунатлă чарлансем каç сулхăнне сиссе пушшех хытă йĕреççĕ. Палуба çинче — тĕрлĕ этемсем: аван тумланнă специалистсем, сăран тумлă завод рабочийĕсем, хула майрисемпе хĕрупраçсем. Унта-кунта тутарсем е пушкăртсем каллĕ-маллĕ уткаласа çӳреççĕ. Хăшĕ тата, палуба хĕрринчи решетке урлăхĕ1* çине таянса, горизонт хĕрринче вылякан хĕвеле тилмĕрсе пăхаççĕ.
Аякра, сăран карттуссем, пушкăрт мулаххайĕсем, майра шĕлепкисем, чечек пек тĕрлĕ тĕслĕ тутăрсем хушшинче кăлкан çӳç шурхай2 мăкăнь пуçĕ пек куçа çурать. Ахванеç: утас-и, утас мар-и, текелесе тытăнкаласа тăчĕ те вашт малалла утса кайрĕ, çирĕм тăваттăмĕш каюта умĕнчен, чӳрече витĕр пăхса ларакан Якур Иванча курман пек пулса, чĕрне вĕççĕн пускаласа иртрĕ. Хирĕç пулан этемсене перĕнкелерĕ, тĕртĕнкелерĕ. Мĕн пулсан та пулĕ — пырса çитетĕп те хула йăлипе каçару ыйтатăп. «Паллашма сунатăп», тейĕп. Утрĕ-утрĕ те каллех чарăнчĕ, хытса тăчĕ. Эпĕ çапла калăп та, вăл сапăр тумасан, намăс пулĕ: пĕрре çапла Хусанти «Вырăс Швейцарийĕнче» паллашма тăтăм та, пĕр чечен хĕр епле вăтантарчĕ: «Эсир, азиатсем, сĕмсĕр, хĕрарăма хулăм парса та, кăчăк туртса та алла илме хăнăхнăскерсем», терĕ те варт çаврăнса пăрахса тарчĕ, эпĕ шăнса яка пăр çине çарамас ларса юлтăм», тесе, вăл иккĕленсе тăчĕ. Унтан, «Эй, кирек мĕн пултăр, тапăннипе такăнни пĕр урапа çинче», терĕ те Ахванеç аллисене сĕлтсех шурхай мăкăнь чечекĕ пек пуçа тĕллесе утрĕ.
Вăл ун патне çывхарса пыратчĕ — пĕрремĕш класс залĕнчен пĕр çутă тӳмеллĕ çамрăк этем вăркăнса тӳхрĕ те ун умĕнчен иртсе малтан утрĕ. Ахванеç: «Ку капитан памушникĕ пулас», тесе кăна сĕмленсе ĕлкĕрчĕ — çутă тӳмелли çамрăк кăлкан çӳçлĕ хĕре хыçалтан çитсе ыталарĕ те малалла çавăтса кайрĕ. Каччăпа хĕр, мăшăр кăвакарчăнсем пек пĕр-пĕрин çумне йăпшăнса, пĕр-пĕринпе ерипен ачашшăн калаçса, малалла хăвăрт çăрхаларĕç.
Ахванеç чарăнчĕ те пайтахчен шарт хытса тăчĕ, шакла пуçне анăранă сурăх пек унта-кунта пăркаларĕ, сапаланнă куçĕсемпе пĕрре пĕлĕт çине, тепре шыв çине пăхкаларĕ. Вăл хăйĕнчен хăй тем усал ĕç туса вăтаннă пек пулчĕ, сивĕ чĕтрипе чĕтресе илчĕ. Унтан, салтак вăййинчи пек, сасартăк пĕр кĕле çинче çаврăнчĕ те малалла уртăнса утрĕ. Вăл çынсене тĕрткелесе, никама кури пулса палуба тăрăх иртрĕ, иккĕмĕш класа кĕчĕ, аслăк чикмекĕ пек чăнкă трап патне пырса вăркăнчĕ, йăкăлт-якăлт сиксе пусса, аялалла анса кайрĕ. Аялта машинăсем трактортан та, экскаватортан та хытă кĕрлеççĕ, шăтăрнаксем ташлаççĕ, вăр-вар çаврăнаççĕ, пĕр илес-милес хурçă çутипе куçа касакан шатун пĕрре таçталла çухалать, тепре сиксе хăпарать те сан çине вăркăнса ӳкес пек туйăнать. Ача чухне Ахванеç хултăрчăран та шикленетчĕ. Арман шăтăрнакĕ ăна тӳрех тискер тăшман япала пек курăнатчĕ. Халĕ вăл машинăсене хăнăхса çитнĕ те вĕсенчен тĕлĕнмест, часах вĕсем пурне-çукне те асăрхамасть. Çавăнпа вăл машинăсем çумĕнчен вĕсене курман пекех чарăнмасар иртсе кайрĕ.
Виççĕмĕш класа пырса кĕчĕ. Унта лăк тулли этем. Икĕ этажлă вырăнсем çинче арçынсем, хĕрарăмсем, ача-пăча. Йĕри-тавра шăв-шав. Хăшĕ пĕр-пĕринпе калаçса кулаççĕ, хăшĕ пĕр-пĕринпе вырăншăн мăкăртатса тавлашаççĕ. Унта-кунта ачасем ĕсĕклесе йĕрмешеççĕ. Вырăнсем хушшине арча, михĕ, ытти тĕрлĕ япала хурса тултарнă. Ниçта тăма, çаврăнма та пушă вырăн çук. Тулта сулхăн пулсан та, кунта мунчари пек пăчă. Пӳлĕм варринче пĕр кĕтесре Ахванеç этеммисем; хăшĕ вырăн çинче çывăраççĕ, хăшĕ ура çинче калаçса тăраççĕ.
— Ĕçсем мĕнле, тăванăмсем? Мĕн кĕрлетĕр? Пынăçем хамăр çитес вырăна çывхаратпăр вĕт, — терĕ Ахванеç кĕрлекен чăвашсене.
— Мĕн кĕрлесси? Ăçта аванрах: колхозра, ялта ĕçлесе пурăнма-и, е завод ĕçĕнче, стройка таврашĕнче пурăнма меллĕрех-и, тесе тавлашатпăр-çке, — терĕ ăна хирĕç хĕрлĕ сухаллă кутамас чăваш.
— Чăнах, мĕнле шухăшлатăр-ши эсир? — терĕ те Ахванеç кĕсйинчен пирус кăларчĕ, хĕрлĕ чăвашпа ун çумĕнче тăракан, урисене шурă тăла сырнă качча тата ыттисене пĕрер пирус пачĕ.
— Кайăр, кайăр кунтан, табаксăр та кунта сывлама çук, тула тухса туртăр, — тесе илчĕç пĕр харăс çывăхра тăракан икĕ хĕрарăм. Пĕри, чĕрес пек хулăн лутра чăваш хĕрарăмĕ, вăл — хĕрлĕ сухаллă арçын матки; тепри, имшеркке хура хĕр, шап-шурă кĕпе тăхăннă, урисене шурă тăла чăлха сырнă.
— Хĕрарăмсем хирĕçеççĕ пулсан, тухар-и, тен? — терĕ те Ахванеç пирус пачкине кĕсйине чикрĕ, çăварĕнчи пирусне тивертес-и, тивертес мар-и, тесе иккĕленсе тăчĕ.
— Хĕрарăм хыççăн кайсан, чĕлĕм çухатнă, тет, вĕсен сăмахне пăхсан, — терĕ те хĕрлĕ кутамас чăваш пирусне тивертсе те ячĕ, вара Ахванеçпе каччă та пирусĕсене чĕртрĕç.
— Каллех ыйтам-ха, ăçта авантарах: ялта-и, стройкăра-и? — тесе хучĕ Ахванеç тĕтĕме ункăласа сăвăрнă майпа.
Хĕрлĕ чăваш чее куçĕсемпе выляса унта-кунта пăхкаларĕ те ак çапла шапăлтатрĕ:
— Мĕн каласан та, ялта кансĕртерех. Ав, эпир арăмпа Мускав таврашĕнче, Шатура электростанцийĕ таврашĕнче ĕçлесе пурăнтăмăр. Ĕçĕ йывăрччĕ; ялан лачака таврашĕнче торф кăларса муталанмаллаччĕ. Çапах та унти пурнăçа ялан асăнатпăр. Ĕçлетĕн те, укçа та тăватăн, хваттер лайăх, пурте хатĕр, апат-çимĕç çителĕклĕ. Мунча хăть куллен кĕр. Çумрах клуб, театр, кино. Праçник тăвас тесен, çумра эрех те, сăра та сутаççĕ. А колхозра мĕн? Ял вăл ĕнтĕ ялах пулать. Заводра вĕт тата пур япала та вырăнта, пур ĕç те йĕркепе пырать, а пирĕн ял колхозĕнче пурте анăш та тăнăш çаврăнать. Халĕ колхоз йĕркене кĕнĕ пек те, часах чăнтан ĕрет пулĕ-ши вара? Çавăнпа та эпир маткапа яла таврăнтăмăр та каллех пăрахса каяс ăс тытрăмăр, — тесе шавларĕ хĕрлĕ чăваш.
— Эсĕ апла калан, эпĕ ак урăхла шухăшлатăп. Ялта — çуралнă çĕршыв, уçă сывлăш, йĕри-тавра вĕçĕмсĕр çеçенхир, колхозри ирĕк пурнăçа мĕн çиттĕр? Эпир, ак, Элексанапа Хусан патĕнче ĕçлесе пăхрăмар та пăрахса таврăнтăмăр. Ĕçĕ çăмăл мар, апат-çимĕç хĕсĕкрех, йĕри-тавра ют этемсем. Пăчă пек туйăнчĕ пире, ялах таврăнтăмăр, — терĕ хĕрлĕ чăваша хирĕç тăракан шурă тăла сырнă каччă.
— Апла пулсан, мĕнле Элексанапа иксĕр те каллех стройкăна кайма хастар тытрăр? — тесе кулса ыйтрĕ унран Ахванеç.
— Епле кайма хастар тытрăр тен, хăвах ӳкĕтлерĕн-çке. Унтан, эсĕ хистенипе пулас, председатель те çине тăрсах санпа кайма хушрĕ, — тесе чĕвĕлтетрĕ пуçне чиксе тăракан Элексана.
— Ĕçлесен, кирек ăçта та аван, вăрра та наяна кăна ниçта та кун çук, — тесе хучĕ çӳлти сентре çинче куçа курăнмасăр выртакан чăваш.
Çакăн хыççăн сăмах вĕçне çитрĕ пулас, пурте шăпăрт пулчĕç. Арçынсем пирусĕсене пикенсех ĕмрĕç. Табак тĕтĕмĕ мунча пăсĕ пек купаланса хумханса сарăлчĕ. Кутамас чăваш каллех хăйĕн юррине юрларĕ.
— Эпĕ, май пулсан, аякри стройкăсене вĕçтерĕттĕм, пирĕн ялсем Челябăра, Кузбасра, Алданра ĕçлеççĕ те пурнăçа мухтаса пĕтереймеççĕ. Сахалинра та аван тет пурăнма. Аякка кайма терт тытсан, чарсах тăмăр вĕт, Ахванеç шăллăм? — тесе сăмахларĕ вăл.
— Апла-капла ан шухăшласам, Элекçей пичче. Ак пĕр çыхăннă ĕçе тирпейлĕ туса пĕтерĕпĕр те, пĕрех хуть, совет чиккин хĕрринелле шăвăпăр, — терĕ Ахванеç кулнă пек пулса. Анчах темшĕн вăрттăн пăшăрханса илчĕ.
— Кала-ха, Ахванеç, Епхӳре вокзал пристаньрен инçе-и, çывăх-и? — тесе ыйтрĕ çакăнтан кĕтмен çĕртен халиччен чĕнмесĕр тăракан чĕрес пек хулăн лутра арăм.
— Вара эсир чăнахах та таçта тарма шухăшламастăр-и? — тесе кăна хăравçăлла калама ĕлкĕреймерĕ Ахванеç, — пăрахут труби мĕкĕрсе ячĕ. Завод сасси пек тăкăскă хулăн сасă хаяррăн уларĕ, пăрахута чĕтретрĕ, пӳлĕмри пăчă сывлăша çурса салатрĕ, этемсен кăмăлне канăçсăрлантарса хăпартрĕ.
— Пристань... Пристане çывхаратпăр! — тесе кĕрлесе этемсем пӳлĕмрен тухма пуçларĕç. Ахванеç те вĕсем хыççăн утрĕ.
Пушар лупасĕ пек лутра хуралтăра этемсем пăрахут кĕтсе тăраççĕ. Пĕрне-пĕри чышкаласа хумханаççĕ, шавлаççĕ. Тĕс-питсене сăнасан, кăшкăрашусене тăнласа итлесен, этемсен хушшинче тĕрлĕ халăх çыннисем — вырăссем, украинсем, пушкăртсем, сайра пĕрре чăвашсем пурри палăрать. Пăрахут пристань патне ерипен шуса çитрĕ. Кантур3 çумне пырса чарăнчĕ.
— Чалка ывăт! Мĕн çывăран, чалка пăрах! — тесе кăшкăрчĕ кантур çинче тăракан матрос.
— Эй, ме эппин, тыт! — тесе çухăрчĕ ăна хирĕç тахăшĕ. Пăрахут çинчен муклашка вĕçлĕ вĕрен матрос умне шатлатса ӳкрĕ. Матрос чалка тытрĕ те пукан йĕри-тавра çавăрса туртса çыхрĕ, унтан çынсене тĕрте-тĕрте ярса кантур варрине пычĕ. Вăл хапха алăкĕ пек япала çĕклерĕ те пĕр пуçне кантур çине, тепĕр пуçне пăрахут çине пăрахрĕ, пăрахут çине кĕмелли кĕпер хыврĕ, унăн икĕ енне решеткесем тĕкĕлентерчĕ.
Япаласем йăтнă этемсем, билечĕсене кăтартса, пĕрне-пĕри таптаса, пăрахут çине кĕчĕç. Васкаса пӳлĕмсене саланчĕç. Ахванеç курах кайрĕ: этемсем кĕрсе пĕтнĕ хыççăн кĕпер çинче виçĕ тĕлĕнмелле этем курăнчĕ. Малтан куçĕсене пăчах хупнă сĕм-суккăр чăваш старикĕ кĕсле йăтса утать, ăна хыçалтан сăхманĕнчен тытса тĕсĕпе чикан евĕрлĕ çын тĕртсе пырать, çав çыннăн галифинчен тытса хыçалтан çурма майралла тумланнă чăваш хĕрарăмĕ такăнкаласа утать. Ахванеç çынсем урлă чĕвен тăрса пăхрĕ. Ватă чăваш типшĕм, шуранка, унăн кивĕ сăхманĕ те хăйĕн сухалĕ пек кăвакарнă. Вăйпитти арçын капкас калпакне, сăхманне, аттине тăхăннă. Вăл хурчка пит-куçлă, хура куçĕсене шакмакласа пăхкаласа утать, унталла-кунталла куç шăрçисене çавăркаласа ывăткалать, тĕнче çине пилсĕртерех, сивĕрех пăхнине е истерет. Хыçалтан пыракан хĕрарăм вăтам пӳллĕ, пĕчĕкçĕ пит-куçлă, ун çинче тутар хĕрарăмĕн камсулĕ, пуçĕнче майралла çыхнă хĕрлĕ тутăр. Ахванеç транкай4 тăсăлсах пăхрĕ: хĕрарăм çынсем çине пăхмасăр такăнкаласа утать, сăрă куçĕсене пĕртте сиктермесĕр малалла таçта пĕр тĕле пăхать. Ахванеç, ăна курсан, балаганра вылякан пуканесене аса илчĕ. Виçĕ тĕлĕнмелле чăваш пĕрне-пĕри алтивĕççĕн5 тытсах умлă-хыçлă виççĕмĕш класс пӳлĕмне кĕрсе кайрĕç. Ахванеç те çынсем хыççăн çав пӳлĕмелле утрĕ. Виçĕ çын ниçта вырнаçаймасăр аптрарĕç: унта пырса хыпашлаççĕ — выртакан этемсем хăтăрса хăвалаççĕ, кунта япаласене хураççĕ — çывăх вырăнсенче ларакан этемсем вăрçаççĕ. Ахванеç вĕсем çапла вырăн тупаймасăр аптранине пăхса тăчĕ-тăчĕ те чăтаймарĕ. Хăвăрт пычĕ те вĕсене паçăрхи чăвашсем патне илсе пычĕ.
— Хăвăра та тăвăр та, лартăр ĕнтĕ епле те пулин çак чăвашсене, — терĕ вăл çăмăллăн.
— Ăçта шăнăçтарăпăр-ши вара? Хамăра та тăвăр, ав, епле варкăшаççĕ, вăрлама та пултараççĕ вĕт кунта, — тесе кĕрлесе сĕрлерĕç лешсем ăна хирĕç.
— Э-э, хĕсĕнĕр! Епле те пулин вырнаçăр, ахăр, эсир улпутсем мар-çке, — тесе хучĕ те Ахванеç çавăнтах çапла каланăшăн ӳкĕнсе илчĕ.
Вăл ертсе килекен эртел çынниех кăтра пуçне çĕклерĕ те çиллемес сăмахсем каласа хăртрĕ.
— Кунта пĕр-пĕрин çине йăванма хушатни элле? Ахаль те пĕр канăçсăр килетпĕр. Эпир ĕç çыннисем-çке, çул çинче канмасан, хăçан канăпăр? Вырăна пырса çитĕпĕр, кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек кирпĕч туртăпăр, пĕрене çĕклĕпĕр, чул ватăпăр. Хăвах васкатăн, хистĕн. Пĕлетĕп эпĕ сирĕн, бригадирсен, йăлине! Улпутсем мар тен, каларăн та... Эсĕ улпута тухнă, çӳлте уйрăм пӳлĕмре киленсе пыратăн. Санăн пӳлĕмӳнте туй тума та вырăн пур. Ак илсе кай та кăсене туй ту: старик кĕсле калĕ, акă ку арçын алă çупĕ, ав леш майра санпа явăçса ташă ташлĕ, — тесе хыттăн-хыттăн хăтăрса илчĕ те вăл вырăн çине йăванчĕ.
Виçĕ çын, кĕслеçĕсем тесен юрать вĕсене, ним тума пĕлмесĕр пуçĕсене пĕшкĕртсе тăчĕç. Ахванеç те нимĕн хирĕç калама пĕлмесĕр аптраса туртăнкаларĕ. Унтан вăл çавăнтах пĕр кĕтессе тирĕнсе пăхса илчĕ те унталла васкаса утрĕ. Пĕр вырăна самăр, яка мещен пĕччен йышăннă. Вăл пĕр вĕçĕнче тĕшĕрĕлсе ларать, тепĕр вĕçĕнче — япалисем. Паллă, ку пирĕн çынах мар: суту-илӳçĕ — çăнăх, аш-какай, çу усламçи. Ахванеç ун патне хăвăрт пырса çитрĕ те хăтăрса каларĕ:
— Япалусене пуçтар, сана çур вырăн та çитĕ! Ав этемсене ниçта ларма çук, — терĕ те вăл леш мĕн калассине кĕтмесĕрех япалисене тĕрткелеме пуçларĕ. Мăнтăр мещен чăнах та спекулянт тавраш пулчĕ-и, тен, хăюсăр кăна тавлашкаларĕ те: «Эсĕ е пушкăрт е чăваш комиссарĕ пулас», тесе мăкăртатса, япалисене кĕмĕл çĕрĕсемпе тултарнă, мăнтăрлăхпа шыçăннă аллисемпе хыпашласа пуçтарма тытăнчĕ. Ахванеç аллине сĕлтрĕ те, виçĕ чăвăш пушă çурма вырăна пырса йышăнчĕç, ун çине кĕслине, унтан икĕ пĕчĕкçĕ кушилне хучĕç.
— Ăçта каятăн çак эсĕ, асатте? Мĕн халпа кĕсле йăтса çӳретĕн? — тесе ыйтрĕ куçĕсене пăчах хупнă сĕм-суккăр старикрен Ахванеç.
— Курмастăп çав эпĕ. Нимĕн те пĕлместĕп. Çавăтса çӳрекенсем калĕç, — терĕ те ватă çын, кăвакарнă сухалне качакалла чĕтретсе, япалисем çумне хĕсĕнсе ларчĕ.
— Апла пулсан эсĕ кала эппин, аппа-и е инке-и: мĕн сăлтавпа Шурă Атăл çине тухнă эсир? — ыйтрĕ Ахванеç. Хĕрарăм, илтмен çын пек, кĕленче куçĕсене хупса та илмерĕ, пĕр тăнă вырăнта тӳрĕ хытса тăчĕ. Ахванеç капкас тумлă çын çине тĕрелесе6 пăхрĕ, ку хаяр тĕслĕ пулсан та, мĕншĕн пĕртте чĕнмест-ха, шавламасть-ха, тесе шухăшласа илчĕ. Капкас тумлă çын çăкăр çĕççи пек кинжал йĕннине хыпалакаларĕ, шурă куçне тавăрса унта-кунта тăшманла вылятрĕ те ирĕксĕрленсе кăна каласа хучĕ.
— Эпир, йĕкĕт юлташ, аякран, Самар таврашĕнчи чăвашсем. Ĕçе каятпăр, аяккалла туртăнатпăр. Çĕпĕре çитсе пулми, тетпĕр, — терĕ.
— Апла пулсан, пирĕн пĕр çул, килĕшсе алă çапма та пултарăпăр-и, тен? Эпĕ ĕçлекенсене пуçтаратăп, инçе те мар пысăк ĕç пур. Стерлитамак таврашĕнче, — тесе хаваслăн калаçса илчĕ Ахванеç, çав сăмахсене илтсен.
— Çук, çук, пулмĕ, юлташ. Ан та калаç ун çинчен. Пирĕн хамăрăн ĕç. Хамăрăн çул пур, — тесе сулхăн, шăл витĕр каларĕ те тискер этем, Ахванеç çунатланнă кăмăлне çавăнтах хуçрĕ. Лешĕ шакла пуçне якаткаласа иккĕленсе тăчĕ те:
— Паллă, сирĕн ирĕк. Çапах шухăшласа пăхăр, хаклă тӳлеççĕ эпĕ чĕннĕ çĕрте. Эпĕ тата та анса калаçăп-ха сирĕнпе, — тесе виçĕ çынна пăрахса кайрĕ.
Тĕттĕм пулса çитрĕ. Этемсем хăшĕ вырăн сарса выртма, хăшĕ ĕçме-çиме тытăнчĕç. Ахванеçĕн те çиесси килнĕ пек пулчĕ те, вăл васкаса хăйĕн пӳлĕмне улăхрĕ.
III
Якур Иванчăпа Ахванеç апат çирĕç те уçăлма тухрĕç. Пăрахут электрицă çутипе çунас пек йăлкăшать. Ĕлĕкрех мункун каçĕ чиркӳ çапла ĕлккен çуталатчĕ, теетчĕç авалхи ватăсем. Çăмарта евĕрлĕ тăрăхла çаврака лампăсем куçа ыраттарса йăлтăртатаççĕ. Çунаççĕ те Ильич лампочкисем! Авалхи хăйă çутисем, чăваш пӳртĕнчи лампăсем мар вĕсем. Алла илнĕ çиçĕм хĕлхемĕсем, пĕлĕтрен антарса çакнă çăлтăрсем вĕт çавсем. Каютăсем, коридорсем, залсем хĕрлĕ-шуррăн, симĕсĕн-кăвакăн вĕлтĕртетеççĕ, юхаççĕ, асамат кĕперне аса илтереççĕ.
— Эх, кăмăллă та каçпа электрицă çутипе çуталакан хуралтă! Юрлас килет, ташлас килет çакăн пек ĕлккен çутăра, — çиçсе илчĕ Ахванеç коридорпа Якур Иванчăпа алтивĕççĕн7 пынă хутран.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...