Йысна!
Йысна! Нумай пулать сана курманни.
Санпа юнашар ларса виç сăмах та пулин пуплесчĕ ман.
Аппана та курас килет.
Нумай пулать ĕнтĕ эсир çĕн çĕре куçса кайни.
* * *
Йысна, аппа! Çак писме сирĕн алла те çитет, те çитмест. Халь пуштă лайăх çӳрет теççĕ те.
Çырнă çыру ан çухалтăр тесе ку писмене çирĕм пуслăх марка çыпăçтарса саккаснăй ярас терĕмĕр сирĕн пата.
* * *
Йысна! Çырассине те ку писмене хамах çыратăп. Çынна çыртарас тесе шутланăччĕ те çынна çыртарма шикленетĕп çав.
Хветĕр ывăлĕ çырма ăста, шăрçа пек илемлĕ çырать те вăл, вăл çырни витĕмлĕ пулать теççĕ те, çапах ăна çыртарас килмерĕ.
* * *
Йысна, аппа! Эсир иксĕр те ас тăватăр Хветĕре. Ĕлĕкхи пекех пире Хветĕр кураймасть. Вăтамрах пурăнатпăр пулин те ĕлĕкренех çын патне кивçене кайман та эпир, çавăнпа Хветĕр кĕвĕçет, кураймасть пире.
Ывăлĕ те ашшĕ пекех пулнă, ытла кĕвĕç. Хветĕр ывăлĕ пирĕн умран иртсе кайнă чух хамăр хапха хăми хушшипе вăрттăн пăхса тăтăм эпĕ — пирĕн тĕле çитеспе Хветĕр ывăлĕ калпакне куштанла пусса лартрĕ, пирĕн еннелле сивĕ куçпа сиввĕн-сиввĕн пăхса иртсе кайрĕ.
* * *
Ашшĕ пекех пире курайманскер, ăна çыру çыртарас пулсан, вăл чеескер адресне юри йăнăш çырĕ, писмене йыснапа аппа илеймĕç е юри пире кураймасăр йыснапа аппа патне пĕр-пĕр сивĕ сăмах çырса ярĕ, аппапа йысна апла кăмăлсăр пулĕç тесе шутларăмăр эпир. Çавăнпа çак писмене куштан Хветĕр ывăлне çыртармарăмăр.
* * *
Йысна, аппа! Хут çырма ăста çынсем тата пур та, ырлаççĕ вĕсене, мухтаççĕ те…
Çын кăмăлне тăруках сисмелле мар, тем кăмăлпа çырать этем.
Хамăр шанман çынна писме çыртарас пулсан мĕн калас сăмаха та калас килмест çав шанман çынна.
Ан ятласамăр ĕнтĕ, аппа, йысна! Çырмашкăн ман аллăм лайăх çаврăнмасть пулин те çырас терĕм ĕнтĕ хамах.
Ручкине виç пӳрнепе сăхсăхнă пекех тытма тăрăшатăп та, çапах перо вĕçĕ шур хут çине тăрна-тăрна пырать.
Энтри Пасарĕнче Ахмет тутартан илнĕччĕ эпĕ çак перрона. Куштан кăмăллă, хаяр вĕçлĕ перо сутрĕ тем вара мана Ахмет тутар. Пуквăсем, сас паллисем хам пек туратлăрах пулаççĕ пулас та йысна уншăн ятламĕ-ха.
Хут çине ӳкнĕ сас палли туратлă, юплĕ ӳкет пулин те ман сăмах юплĕ маррине пирĕн йыснапа аппа тавçăрса илĕç-ха.
Хӳреллĕ, чăвашла сас паллисен хӳрисем ытла кукăр-макăр, йытă хӳри пек пулаççĕ пулсан та ман кăмăл хӳреллĕ маррине эсир çапах чухлатăр ĕнтĕ...
Хăш-хăш сас паллисем, тăрне калпак лартнисем, кĕвĕç, выçă, çăтă куштан Хветĕр пилĕкне тытса, калпакне чалăш лартса пирĕн умран иртсе кайнă пекех пулаççĕ те, сас паллисем апла пулсан та манăн кăмăл шур хут пек шурă иккенне пирĕн йыснапа аппа сисĕç-ха…
Йысна, аппа! Çак писмене аран-аран, майпе кăна çыратăп эпĕ.
Ал чĕтренипе, хам çыра пĕлмен пирки сас паллисем ман йĕплĕ-йĕплĕ ӳкеççĕ пулин те ман сăмах-чĕре йĕплĕ маррине писме вуласа тухсан чухлатăн эсĕ, йысна. Çапла ĕнтĕ хамах çыратăп çак çырăва.
* * *
Аппа, йысна! Пирĕншĕн ан кулянăр эсир. Çӳретпĕр-ха эпир майĕпе!
Атте виçĕмçул вилчĕ. Асатте тăпри купи çумне шăтăк чавса пытартăмăр аттене.
Анне пĕлтĕр вилчĕ. Асаннепе юнашар пытартăмăр аннене.
Йысна, хăв Çĕпĕре каяс чух атте валли эсĕ пĕр мăшăр çăпата саккăрла хуçса хăварнăччĕ. Эсĕ хуçнă çăпатана сыртарса пытартăмăр аттене.
Аппа, эсĕ анне валли пĕр шур тутăр парса хăварнăччĕ. Аннене çав шур тутăра çыхтарса вырттартăмăр тупăка.
Атте валли те, анне валли те юман хăмаран тупăк турăмăр.
Иртнĕ çулла масар çине асаттепе атте хушшине пĕр туйра лартрăм. Асаннепе анне хушшине çăка лартрăм эпĕ. Уяр чухне кая-кая шыв сапнă та туйри те, çăки те чĕрĕлеççĕ-ха, ӳсеççĕ.
Йысна, аппа! Çапла ĕнтĕ вăл пурнăç — пĕри вилет, тепри чĕрĕлет, ӳсет, çӳрет.
Пуян, куштан, хаяр, кĕвĕç, выçă, çăтă, вĕçкĕн, мухтанчăк, чее, чаплă çын пур çав тĕнчере.
Ырлаççĕ, мухтаççĕ вĕсене.
Тем тума та хатĕр вĕсем.
Тем чул пуян, куштан, чаплă çын пулсан та вилĕмрен хăтăлни никам та çук.
Аппапа йысна пек, хамăр тăвансем пек хамăр кăмăла виçеллĕ тытни çапах аван вăл тесе шутлатпăр çавăнпа.
Çынтан мала иртес мар, çынтан кая юлас мар, виçеллĕрех пурнас пурнăçа; алла пилĕке тытса çӳрес мар, пĕççе явса ларас мар тесе шухăшлатăп эпĕ.
Аппа, йысна! Ман кăмăл-шухăша эсир ытла тиркемĕр-ха тесе шутлатăп та.
Хамăр пек вăтам кăмăллă çынсене килĕштеретпĕр вара эпир.
* * *
Йысна! Улмуççисем ĕнтĕ пирĕн пысăкланнă. Эсĕ сыпса хăварнисен те улмисем пулаççĕ.
Улма пулнă çул сыхласа çитермелле мар, улмана пит вăрлаççĕ... Улмуççи турачĕсене хуçа-хуçа антараççĕ...
Аптранă енне пĕр анчăк чĕппи илтĕмĕр. Çав анчăк чĕппи ӳсрĕ, пит хаяр йытă пулчĕ. Ăна эпир çĕрле улмуççи пахчине кăларса яраттамăр. Çĕрĕпех пахчара улма сыхлатчĕ вăл. Сахăрнăй, тутлă улмасене çав йытă улмуççи тăрне ухса хăех тата-тата çиетчĕ вара.
Икĕ çурă çăвăрласа пачĕ вăл йытă.
Йысна, аппа! Вăрманта пирĕн пĕрре лаша çухалчĕ кĕркунне. Икĕ кун шырарăмăр, тупаймарăмăр лашана. Вара çав хамăр йытта илсе кайрăм лаша шырама.
Лаша янă тĕле йытта илсе пытăм. Йытă шăршласа пырать, эп ун хыççăн утса пыратăп.
Çирĕм çухрăм ытла утрăм йытă хыççăн.
Хура вăрмана çитрĕмĕр йытăпа иксĕмĕр.
Ман йытă маларах чупрĕ.
Пĕр пысăк юман патне çитрĕ те пуçне çĕклесе, хăлхине тăратса, хӳрине вылятса пăхкаласа тăрать йытă.
Эпĕ йытă патнерех пытăм. Йытă умĕнче пирĕн лаша выртать. Лашана тытса киле таврăнтăмăр вара.
Вăл кĕркунне пирĕн йытă вăрмана хăйех кайкаласа килетчĕ. Те вăрманта кашкăр тытрĕ ăна — çухалчĕ вара çав пирĕн йытă…
* * *
Ун çурисем ӳсрĕç, пурнаççĕ, улма пулнă çул пахча та сыхлаççĕ.
Пирĕн пата пĕрре çармăс килсе выртрĕ. Апат çитертĕмĕр, сăра ĕçтертĕмĕр вăл çармăса. Çав çармăс йытта мĕнле вĕрентемеллине, мĕнле пăхмаллине каласа пачĕ мана. Çав çармăс хушнă пек вĕрентрĕм эпĕ хамăр йытăсене.
Çухаласран, çын-мĕн персе вĕлересрен хăраса йытăсене эпир халĕ ниçта та кăлармастпăр, сăнчăрта усратпăр.
Питĕ хаяр ĕнтĕ пирĕн йытăсем — ăслă, хамăртан та ăслă.
Пирĕн йытă пĕри ама, тепри аçа.
Йысна, аппа! Ама йытă çăвăрласан пĕр-ик çурине сире парасчĕ усрама. Çĕпĕрте те сире ăслă йытă кирлĕ пуль. Йытă çăвăрласан çыру ярса пĕлтерĕпĕр сире. Çул укçи, расхут чылай тухĕ те, çапах та çав йытă çурисене илме те пулин килсе каймăн-ши эсĕ, йысна!
Хамăр йăваш пулин те ăслă, тăнлă йытă усрасан çапах пурăнма самай тесе шутлатпăр та эпир. Çынна хурлăх, этеме сиен тума мар, хамăр пурнăçа упрама усратпăр вĕсене.
* * *
Йысна, аппа! Пирĕн тислĕк анине аттепе анне вилсен çĕр тухать тесе куштан Хветĕр туртса илчĕ. Тислĕк ани ĕнтĕ çурпилĕк анчах тăрса юлчĕ пирĕн.
Мĕскĕн, йăваш, чухăн çынсем пĕрлешсе ана-çарана, çĕр ĕçне пĕрле ĕçлемелле тăвас теççĕ те, çапла тусан Совет влаçĕ те пулăшать теççĕ те — çавăн çинчен, аппа, йысна, эсир мĕн шутлатăр?
Пуян, куштан, хаяр, выçă, кĕвĕç, çăтă, вĕçкĕн, чее, мухтанчăк, чаплă, ăслă, аслă Хветĕрсене çак майпа пирĕн пек вăтамсем, чухăнсем пĕрлешсен, çине тăрсан ĕçлесен вăл Хветĕрсене çĕнтерме май килĕ-ши? Совет влаçĕ вăхăтĕнче те эпир Хветĕрсен айĕнчех пурăнмалла-ши вара?
Савнă йысна! Манпа пĕр варта выртнă аппа! Çырса ярăр хăвăр мĕн шутланине.
Сăмахăм çаврăнăçуллă пулмарĕ пулсан, йысна, аппа, эсир мана ан ятласамăр, ан çилленĕр ман çине.
Йысна! Эпĕ çырнă хут икĕ енлĕ, икĕ питлĕ; ман сăмах икĕ юплĕ, икĕ питлĕ мар.
Майĕпе пурăнкалатпăр-ха, çӳретпĕр эпир майĕпе.
Йысна, аппа! Чунтан-вартан салам сире!
Çыру çитсен эсир те писме ярăр вара.
Сывă пулăр.
Тăхти.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...