Ура вĕçĕнчи юрату


Мĕншĕн качча кайрăм-ши? Каймасан — "кайман" теççĕ. Кайсан — "усал" теççĕ. Курманнин курас килет тет. Курсан - тарас килет тет. Чăнах та çалла пуль. Хирĕçес мар тесен те хирĕçмелли тупăнатех. Чĕнес мар тесен те чĕнмесĕр чăтма çук-çке. Хĕр чухне чи илемли, чиперри, ачашши, ĕçченни, типтерличчĕ эпĕ. Арăм пултăм та: "кахал", "шампа", "сысна", "сурăх", "йĕксĕк", "хăмла шуччи" тата тем те пĕр итлеме тӳр килет. Мĕнле чăтмалла вара кăна? Малтанах упăшка хыттăн кăшкăрсанах "уйрăлатăп!" - тесе хăрататтăм. Эпĕ япаласене пуçтарма тытăнсанах йăпăлтатма, ӳкĕтлеме пуçлатчĕ. "Анна, эпĕ сансăр пĕр кун та пурăнмастăп çак килте! Ниçта та ямастăп", - тетчĕ. Япаласене пытара-пытара хуратчĕ. Пĕррехинче хĕлле тăхăнмалли атта аслăк тăррине таçта чикнĕ те, кайран ниепле те тупаймарĕ. Çуркунне тин, утă пĕтсен, тупăнчĕ. Манăн атă ăшĕнче кушак кайăксем йăва çавăрнă, çурисем чĕриклетеççĕ анчах! Йĕрĕннипе тислĕк купи çине тухса петĕм. Тăхăнма май çук. Мĕн чухлĕ вăрçрăмăр-ши кун пирки. Тепрехинче манăн урари çĕнĕ танкеткăна хывçа илчĕ те /эпĕ тухса каясран хăранипе ĕнтĕ/ анкартине, çĕр улми ани хушшинелле вăркăнтарчĕ. Хăраххине тупрăмăр, тепри ниçта та çук. Кӳршĕ йытти çĕклесе кайса çырмана пăрахнă пулмалла. Ура çинче питĕ илемлĕ курăнатчĕ - çук, тăхăнса савăнаймарăм. Мур йытти пĕтерчĕ. Мĕн тĕрлĕ мыскара пулмасть пирĕн. Çӳçе сапаласа яратăп та, юмахри вутăш пек, хачăпа касма хатĕрленетĕп. Эй, чупса пырать те... Эпĕ вырăн çинче, çăмăлскер, пакша пек сиккелетĕп. "Касап!" - тетĕп. "Турă пул, хĕрхен хăвна, ан кас!" - тесе йăлăнатчĕ. Каярахпа хăнк та туми пулчĕ ман этем. Эпĕ хачă тытатăп, касма тăратăп, вăл пур - чӳрече уçнă та лăпкăн çеç пирус мăкăрлантарса тă-ă-ăрать! Касма та шеллетĕп, ăна та тарăхтарас килет. "Касатăп ак!" - тетĕп. "Касмастăн", - тет. Манăн ăна пăхăнтармалла вĕт-ха! "Кур, касатăп!" - тетĕп. "Маншăн пулсан хуть те шакла касса яр!" - тесе хучĕ. Эп ку сăмахсене илтсен урсах кайрăм. Хама сиен тунине пăхмасăрах çӳçе йăлт касса вакларăм. Чăлăш-чалăш çӳçпе тăрса юлтăм. Анкă-минкĕ! Кайран-малтан тек çӳçĕм ӳсмерĕ, ыраш кĕлти пек çӳç вырăнне качака хӳри çеç тăрса юлчĕ. Каярахпа упăшкана апат çимесĕр хăратма пуçларăм. Эпĕ, хытканскер, апат кăшт çимесенех начарланса, типсе ларатăп. Вăл пур, кунран-кун самăрланса пырать. Шыв ĕçнипех мăнтăрланать пулмалла. Эрехне те лайăх кӳпет. Ăна хăратас тесе эпĕ эрнипе выçă тытма та хатĕр. Тирĕмпе шăммăм çеç тăрса юлать манран. Санпа, хăмла шуччипе, мĕнле пурăнмалла, тытмалăх та çук, ыталамалăх та çук!" - тесе ахăрать. "Юрать, эпĕ качча илтĕм, кама кирлĕ эсĕ? Эпĕ пурнăç турăм, эсĕ манăн ĕнсе çинче пурăнатăн!" - тет. Эпĕ парăнма мар, пушшех хытă тарăхса каятăп, ăна хирĕç качака пек сикетĕп. Хĕрарăма чĕниччен - чĕнменни. "Эп пулмасан эсĕ тахçанах кĕлмĕçе тухаттăн, мăнтăрланса ларнă!" - кăкăр çапса кăшкăратăп ăна хирĕç. Хăйне, мăнтăр пулсан та, темшĕн юрататăп-ха. Тарăхнă чухне çавах тем те калас килет. "Юрать, эпĕ пăхатăп сана, эсĕ никама та кирлĕ мар!" - ку сăмахсемпе тĕлĕнтерейместĕп, паллах, никама та. Кĕçех пирĕн килте кастрюльсем "вĕçме" пуçлаççĕ. Ку та пирĕнтен тухнă япала мар, нумай çемьере пулкалать. Арçын мыскари ĕмĕртен пырать. Хĕрарăм мĕнле чăтать-ши тулĕк? Ăна пĕлместĕп вара. Ну, кайран, "аслати кĕмсĕртетни" иртсен эпĕ кутăнланса, апат çимесĕр пурăнма тытăнсан пирĕн килте чăн-чăн "драма" пуçланать. Питĕ хăрать эпĕ "выçă тытассинчен". Ахаль те хытканскер, пушшех те хытса ларăп. Пит чирлĕ сысна çурин хырăмĕ евĕр путса кĕрет, витĕр йĕп чиксен йĕп тухать. Урасем патак пек çеç юлаççĕ. Пĕр куçсем анчах ĕнтĕ. Вĕсем те пулин сӳннĕ, упăшкана çилленсе сиввĕн пăхнă чухне анчах ялкăшаççĕ. Вăл пур, мана куçран пăхать. /Куçĕсем манăн юрăри утмăл турат пек кăн-кăвак!/ Ухмах та мар эпĕ выçă пурăнма. Упăшка выльăхсене апат пама тухать те кил хушшине, эпĕ чĕрĕ çăмарта, турăх, хăйма ĕçетĕп. Вăл кĕнĕ çĕре ним пулман пек, вăйран кайнăн, пĕр çĕрелле пăхса ла-аратăп. Кунĕпе çĕрти çӳпе те илсе пăрахмастăп. "Юрать каç пулать!" - тетчĕ аннем. Чăнах та, каç пулни кăна çăлать пулĕ çынсене. Çĕрле çывăрса лăпланатăп. Унта, тĕттĕмре, нимĕн те курăнмасть, çав паха. Тата килте арăм пур чухне арçын пĕччен çывăрма юратмасть. Хĕрарăм мĕн, хĕрарăм юнтарать. Хăйне мĕнле тытмаллине вăл пит аван пĕлет.

Вăл - кравать çинче, эпĕ - диван çинче. Хайхи çĕрле ман çумма йăпшăнса кĕрсе выртать. Эпĕ чалт! сиксе тăратăп, пушă кравать çине кайса выртатăп. Мĕн тетĕр эсир, каллех ман çумра эсрел. "Эсрел", - тесе ахаль анчах калатăп ĕнтĕ, хамăн арçынккана никампа та улăштарассăм çук паллах. Эпĕ ăна хырăмĕнчен чавсапа шанч! тутаратăп. Пур пĕр мана çапманнине пĕлетĕп те. Тачка, усăк хырăмĕ нач! тăвать. Мана апла çапас пулсан... Çапла пĕр-пĕринчен таркаласах çур çĕр иртçе каять. Ирхине иксĕмĕр те урайĕнче вăранса каятпăр. Ура вĕçле выртатпăр. Вăл ман урасене ыталанă, эпĕ унăн урисене хамăн ăшă кăкăр çумне çупăрлатăп. Эй, курсан тĕлĕнсе каймалла! Мĕнле кăна ырă сăмах илтместĕп-ши эпĕ! Кун пек чухне манран телейли, манран чапли никам та çук. Эпĕ хама чăн-чăн хĕрарăм пек туятăп!

Ахаль чухне, вăрçман чухне, йăлăхтарса çитерет. Кичем пĕр евĕрлĕ пурнăç, интереслĕ те мар. Арçынсем вара вăрçма, харкашма тытăнаççĕ. Эпир çавах парăнмастпăр. Мĕншĕн тесен эпир хĕрарăмсем, пире юратнă та, юратаççĕ те...

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


kp6490 (2010-11-04 16:33:10):

Кулăшла калав пуль ку..кăмăла кайрĕ

 

Тоня (2019-09-10 08:31:40):

питĕ интересĕ,пурнăçран илнĕ кулăшла калав

 

Таисия (2019-09-10 08:35:16):

Вулама çăмăл, питĕ интереслĕ, пурнăçра чăннипех çапла пулма пултарать...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: