Айван кушак çури


Çĕрĕпе çумăр лӳшкерĕ. Чутах тĕнче йăтăнса анатчĕ. Тĕнче йăтăнсах анмарĕ, анчах та темиçе çăлтăр çĕр çине ӳкрĕ. Чутах путса вилетчĕ, юрать-ха, сиксе тухма ĕлкĕрчĕ, кӳлĕ хĕррине çитсе вырнаçрĕ.

Кушак çури тутлă ыйхăран вăранчĕ, çăвăнчĕ, тумланчĕ, уçăлма тухрĕ. Пушмакĕсене вараларĕ, кӳлĕ хĕррине çума пычĕ.

Ку мĕскер? Кӳлĕре мечĕк тĕс — мечĕк мар, çăмха тес - çăмха мар, илĕртӳллĕ йăлтăркка вырта парать. Кушак çури асăрхана-асăрхана кӳлĕ хĕрне анчĕ, çаврашкана хăй патнелле кустарчĕ. Шывран туртса кăларчĕ, унпа выляма пуçларĕ. Апла та капла кустарать, унталла-кунталла чуптарать, шăлпа çыртса пăхать, чĕрнисемпе чăрмалать. Хăюлланăçемĕн хăюлланчĕ, çăлтăра çыртса пăхрĕ, татах, татах, хăй те сисмерĕ, çăлтăра çăтса ячĕ. куç умĕнчех çуталчĕ. Ăна-кăна нимĕнех те ăнкараймарĕ-ха. Ăнсăртан кӳлĕ çине пăхсан хăй куçне хăй ĕненмерĕ: шыв ăшĕнчен ун çинелле йăлтăркка çăмха пăхса тăрать. Ахаль те йăлтăр куçĕсем çиçĕм евĕр йăлт-ялт тăваççĕ.

Савăнсах кайрĕ айван кушак çури:

— Эп халĕ пуринчен хитри!

Хăйĕн хитре çи-пуçне кăтартма кил картине чупса кĕчĕ. Чупса кĕме ĕлкĕрчĕ çеç, — ун çине хĕрлĕ автан сиксе ларчĕ. Автанĕ çавнашкалскер: хăйĕнчен хитре тумланакана юратмасть: ача-и, ватă-и, çамрăк пăру е пĕчĕк йытă çури, тӳрех сиксе ларать. Йăлтăркка кушак çурине курсан çилленсех кайрĕ, чутах таткаласа пăрахатчĕ. Автанне кура чăххисем те вĕтĕлтете пуçларĕç. Юрат-ха, кил хуçи — ватă йытă — пулăшрĕ. Пулăшман пулсан — пĕтетчĕ. Кама çăлнине курсан хăй те кушак çури çине вĕре пуçларĕ.

Аран-аран аслăк çине хăпарса тарма ĕлкĕрчĕ. Каç пулсан çеç аслăк çинчен хăра-хăрах анма пуçларĕ, çĕр çине анса та çитеймерĕ, тӳперен ун çине темĕнле пысăк кайăк сиксе анчĕ, пĕлĕтелле йăтса кайма пуçларĕ. Кайăка мĕн пур вăйран чĕрнисемпе чăрмаларĕ, аран-аран хăтăлма пултарчĕ.

Ку хутĕнче картлашка айне кĕрсе тарчĕ. Тухма тăрать — каллех кайăк аллине лекесрен хăрать. Ниçта тарса пытанмалли çук: йăлтăрккана пурте кураççĕ, пурте тапăнаççĕ. Темиçе кун çапла нушаланса пурăнчĕ. Ларать кушак çури мяуклетсе, выç хырăмне шăлкаласа.

Шăшисем те кушак çуринчен кула пуçларĕç, сăмси умĕнченех чупса иртеççĕ, урлă сикеççĕ, çут сăмсинчен хӳрисемпе çапса хăвараççĕ. Çак таранччен кушак çури шăши тытса килсен хăй çиместчĕ, çурине хăналатчĕ.

Нуша кулачă çитерет тесе ахальтен каламан çав ваттисем. Хăйĕнчен кулакан шăшисенчен пĕри, ыттисенчен шукăльреххи, кушак çури умĕнче чарăнчĕ те тĕкĕр çине пăхса — ара, кушак çури тĕкĕр евĕрлех çуталса выртать-çке — капăрланма пуçларĕ.

— Мĕн пулать те мĕн килет, — тесе Кушак çури шăши çине ялт-т сикрĕ. Сикрĕ те хӳринчен ярса тытрĕ. Шăши алăк айне тара пуçларĕ, кушакки — хыççăн, хĕсĕнсе ларчĕ. Шăши туртăнать, кушакки талпăнать. Шăшие тытрĕ, çиме пуçласан пырне лартрĕ, ӳсĕрме пуçларĕ, хытăрах ӳсĕрчĕ те кушак çури çăварĕнчен шăшипе пĕрле çăлтăр вĕçрĕ тухрĕ. Шăши — аслăк айне, çăлтăр — тӳпенелле!

Тинех кушак çури йăлтăртатма пăрахрĕ. Çавăнтанпа кушаксем шыва кĕмеççĕ, шыва кĕрекен çăлтăрсене тĕкĕнмеççĕ.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: