Ывăл шырани


Карчăкпа старик виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ тет. Кунĕн-çĕрĕн ырми-канми тăрăшнă, ачисене пурăнма вĕрентнĕ, çирĕп сывлăх парнеленĕ.

Амăшĕ яланах хĕвелтен маларах тăнă-мĕн. Куçа уçнă-уçман тӳпенелле тинкернĕ те хĕвел вăранманнине кура ăна тăратма пикенет тет.

— Хĕвелпи! Тăма вăхăт!

— Халех!

Хĕвелпин кăмăлĕ тĕрлĕрен çав. Хăш-пĕр чухне пĕр сăмахсăрах вăранать те çӳçне турама пикенет.

Çӳçне вăл çывăрас умĕн майлаштарса пуçĕ тавра çавăрса çыхать. Хăш чухне Çилпи Хĕвелпи патне выляма килсен ытларах ашкăнать, унăн çӳçне пăтраштарсах ярать. Çавăнпа та Хĕвелпин ирхине çӳçне ытларах турама тивет, акă мĕншĕн хĕрарăмăн ăна ытларах кĕтмелле.

— Хĕвелпи! Тăма вăхăт!

Хĕвелпи те ача евĕрлех çав. Илтменçи пулса тепĕр аякĕ çине çаврăнса выртать.

— Хĕвелпи! Вăран!

Тăмах тивет иккен. Анасласа илет те çĕр çине тĕтре сапалать. Ылтăн кăкшăмран юхса тăракан ылтăн шывпа питне çăвать, тинех вăранса çитет. Хăвăрт тумланать, мăйĕ çине ылтăн эрешсем çакать, пуçне ылтăн турапа турать, çӳçне кĕлетки тăрăх сапаласа ылтăн кĕпине ылтăн арчаран кăларса тăхăнать, çĕр çинелле тинкерет. Çынсем халĕ те вăранманнине курсан:

— Хĕ, эпĕ пуринчен маларах вăраннă иккен, — тесе хĕпĕртесех каять, кулма пуçлать.

Çапла çĕр çине унăн ăшă кулли сапаланать, ылтăн шевли çуталать.

Ир пулать те каç килет. Вăхăт сисĕнмесĕрех шăвать. Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул. Виçĕ ывăл, виçĕ пăхаттир ӳссе те çитрĕç. Тĕнче курма тухса кайма шутларĕç хайхисем. Инçе çула тухас умĕн ашшĕ-амăшĕ ывăлĕсене тулли сĕтел хушшине пуçтарчĕ, пил сăмахĕ каларĕ.

— Тăван кил сире яланах тарават. Ăна манса ан кайăр. Тăван чĕлхерен ан писĕр. Киле таврăнас çулăр яланах такăр пултăр, аçăр-аннĕре, тăван киле нихăçан та манса ан кайăр. Тăван чĕлхерен ан вăтанăр, унпа мухтанăр.

Сыв пуллашас умĕн ывăлсем пӳрт умне улмуççи лартса чĕртрĕç тет. Куллен пăхса тăнипе улмуççисем чиперех вăй илнĕ.

Амăшĕ чăваш йăли-йĕркипе ывăлĕсене сывлăм шывĕпе пĕрĕхрĕ, кашнине сăмах кушелĕнчи чи ăшă сăмах парнелерĕ. Кушелте вĕсем нумай, анчах та виççĕмĕш ывăлĕ валли çавах сăмах сахалрах пулчĕ. Сывлăмĕ те Хĕвелпи çӳлелле улăхнăçем типе пуçларĕ, ăна сывлăм шывĕ те сахалрах тиврĕ.

— Ывăлăм, тăхта-ха, кĕт кăштах, ыран ирхине мĕн калайманнине каласа пĕтерĕп, — ӳкĕтлерĕ амăшĕ. Анчах ӳкĕте кĕртеймерĕ. Пиччĕшĕсенчен юлас темерĕ лешĕ, пĕрлех çула тухрĕ.

Ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ кăштăртатса пурăнаççĕ, пӳрт умĕнче ӳсекен улмуççисене пăхсах тăраççĕ, шăвараççĕ, кăпкалатаççĕ, çум курăкран тасатаççĕ. Ывăлĕсем хăйсем те тăван киле таврăнсан чи малтан улмуççисене сывлăх сунаççĕ, унтан тин кĕреççĕ. Ашшĕ-амăшне кил таврашĕнчи йывăр ĕçсене пурнăçлама пулăшнă хыççăн каллех çула тухаççĕ.

Вĕсем чылай çĕршывра пулса курчĕç, анчах тăван кил çинчен манса каймарĕç, тăван чĕлхерен писмерĕç. Тăван кил, тăван кĕтес. Пӳрт умĕнче ешерекен улмуççисем... Анне каланă çепĕç сăмахсем, вăл пĕçернĕ икерчĕ-кукăлĕ, атте ăшши, унпа пуплени. Мĕнле манăн çакна. Улмуççисем ывăлĕсен кăмăлĕсене систерсех тăраççĕ. Енчен те хăшĕ те пулин чирлесен йывăç усăнать, амăшĕ хăвăртрах ун йĕри-тавра чупма пуçлать: шăварать, кăпкалатать, юрла-юрла йăпатать. Кĕçех улмуççи сывалать, амăш вара савăнать, ывăлĕн сывлăхĕ лайăхланнине туять унăн чĕри.

Ашшĕ-амăшĕн çуралнă кунĕсем çитеспе кушеле чикнĕ улмуççи çулçи — ăна амăшĕ кашни ывăлне сăмса тутрипе чĕркесе хурса панă — чăштăртатма пуçлать, ывăлĕсене киле каймалли вăхăт çитнине систерет. Енчен те хăшĕ те пулин мансан улмуççи пăлхана пуçлать, хăй тĕпренчĕкне — çулçине — хытăрах чăштăртаттарать. Кĕçех тăвансем киле пуçтарăнаççĕ, çемье уявĕ пуçланать. Кашни çулах савăнăçĕ пӳрт тулли, парнийĕсем йăтайми, юрри-ташши, шӳт-такмак, телейлĕ кулă, сĕтел çинче çавра çăкăр, чăкăт-хуплу...

Çулсем иртнĕçемĕн ывăлĕсем авланчĕç, тĕнче тăрăх саланчĕç.

Пĕр çулхине тем пулчĕ, кĕçĕн ывăл лартса хăварнă улмуççи хăрма пуçларĕ. Ашшĕ-амăшĕ тем пек тăрăшсан та йывăçа сыватаймарĕç. Ывăлĕпе инкек-тавраш пулнă пуль тесе ашшĕ çула тухрĕ, хăйпе пĕрле улмуççи туратне илчĕ. Вăл кăтартнă çулпа утрĕ.

Утсан-утсан çул чаплă пĕр кермен умне çитсе чарăнчĕ.

Алăка шаккарĕ. Алăк уçăлмарĕ. Каллех шаккать, каллех сас паракан çук. Виççĕмĕш хут шаккасан çеç шалтан йытă сасси илтĕнчĕ. Алăк хăлăпĕ вĕçерĕнчĕ те йытăпа пĕрле ывăлĕ тухса тăчĕ.

— Кам унта? Мĕн кирлĕ?

— Сывă-и, ывăлăм!

— Мĕн чăрмантарса çӳретĕн, çывăрма памастăн.

— Сывă-и, ывăлăм! Чирлерĕн-им?

— Ут хăв çулупа!

— Ваня, кам чăрмантарса çӳрет унта? Хуп алăка! — илтĕнчĕ сасă.

Ывăлĕн арăмĕ иккен, кинĕ.

— Сывă-и, кинĕм, аннӳ салам каларĕ, кучченеçсем парса ячĕ, акă тыт-ха.

— Пирĕн хамăрăнах апат-çимĕç çителĕклĕ. Чиксе хур кушеле.

Ывăлĕпе кинĕ хăйне палламаннине кура тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ ашшĕ пӳрте кĕме тăчĕ. Йытă вĕрме пуçларĕ, иртме ирĕк парасшăн мар, хирĕç сикет, чăрмалать.

Ашшĕ нимĕн тума аптрарĕ, аллине кĕсйине чикрĕ те тĕрленĕ ал шăлли туртса кăларчĕ, вĕрекен йытă еннелле сулчĕ:

— Кай, пăрăн çул çинчен! Çухал куç умĕнчен!

Çапла калама ĕлкĕрчĕ çеç, йытта тем пулчĕ — уялла тухса вирхĕнчĕ. Старик ним хăрамасăр пӳрте кĕчĕ. Йăлтăртатакан пӳлĕм, йăлтăркка кравать, йăлтăркка сĕтел-пукан, пĕртен-пĕр тĕкĕр, урăх ним те курăнмасть унта. Ним тума аптранипе, ывăлĕпе кинĕ хăйне палламаншăн куляннипе вăйĕ пĕтсе килнине сисрĕ ватă, вырăн çине пырса ларчĕ.

Тем тарлаттарса ячĕ ăна ун чух. Ал шăллие туртса кăларчĕ те питне-куçне шăлса типĕтрĕ, ăна кравать çине асăрханса хучĕ — ара, арăмĕ тĕрленĕ-çке ăна. Ал шăлли кравате сĕртĕнсен тем шартлатрĕ, аçа çиçĕм çиçрĕ, пӳрт чĕтренчĕ, минтер айĕнчен урпа, пăрçа, вир тата тем те пĕр урайне сапаланчĕ. Унтан пӳрте чӳречерен кайăк-кĕшĕк вĕçсе кĕрсе тулчĕ, тырă пĕрчисемпе хăналанчĕç те шуйханса таçта кайса çухалчĕç. Пӳртри ылтăн куç умĕнчех таçта кайса çухалчĕ.

Ахаль кравать, ахаль тĕкĕр, ахаль сĕтел-пукан.

— Ай, аттеçĕм! Мĕнле килме пĕлтĕн. Анне ăçта? Чиперех-и? Аннене тем пулман пулĕ те? Ывăнмарăн-и? — чĕвĕлтетрĕ кинĕ.

— Атте! Кĕçех сан çуралнă кун вĕт-ха! Киле таврăнма вăхăт! Эпир халех! — ăшталанчĕ ывăлĕ те.

... Пĕр çумăрлă каçхине вĕсем патне йытă килсе иленнĕ тет, сивĕпе чĕтрекенскер хăйне пулăшма йытнă. Тахçантанпах апат çимен-мĕн, пурăнма вырăнĕ те çук.

Шелленĕ ăна кĕçĕн ывăлĕ, апатлантарнă, пӳртрех çывăрма вырăн сарса панă, ара, тулта сивĕ çумăр çăвать, ăçта кăларса ярăн сиксе чĕтрекенскере.

... Урăх нимĕн те ас тумаççĕ, мĕнле пурăннă, мĕн ĕçнĕ-çинĕ, пач нимĕн те. Ашшĕ-амăш килĕ çинчен те мансах кайнă. Ашшĕ вăхăтра килсе тухман, хăй лартса хăварнă улмуççи инкеке систермен пулсан мĕн пулса тухатчĕ-ши?

Хушса калани: Йăх тымарне ан татăр!

Тăван киле таврăнма çулăр такăр пултăр!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: