Асаилӳ
1
Çилсем кĕрлетчĕç хырлăхра,
çилсем хирте шавлатчĕç.
Сана эп кĕтнĕ вăхăтра
сар чечексем ялтратчĕç.
Сӳнетчĕç çулăм тĕслисем
чун ăшшипе пăхманшăн.
Сивлек çанталăк кĕслисем
йĕретчĕç çил-тăманшăн.
Кĕр шавĕнче, кĕр сиввинче
ӳсен чечек, шанмасăр,
кайран çиçетчĕ юр çинче
хăй шăпине пăхмасăр...
Ыр сăмахху, хитре куллу —
ман шухăшсен шыравĕ.
Ăçта çӳрет-ши Тĕлпулу?
Аçта ачашлăп, савăп?
Çак Тĕлпулу тăванлăхне
эп сăвăра шыранă,
вара кунçулăн анлăхне
çавраçилле васканă.
Анчах кунçулăмшăн сăну
каллех тĕтреллĕ чăтлăх...
Эп — çавраçил, эп— сан хăну,
санра шыратăп шăплăх.
2
Эп пĕччен тăраттăм шăппăн,
каç сĕмне сыхлатчĕ шăплăх,
шăплăхра ӳсетчĕ тунсăх,
тунсăхпа çунатчĕ чунăм, —
эп пĕччен тăраттăм шăппăн
пысăк уйăх çутинче, —
палăк пек тăраттăм чĕмсĕр...
Уйăхран пĕр вĕçĕм, сассăр,
çĕр çине сапаланса,
çутă-çутă çумăр çунăн,
тăкăнатчĕç ярăм-ярăм
шурă кĕмĕл шăрçасем...
Çавăнпа та сивĕ çутă,
сивĕ çутă, витĕр çутă
шурă-шурă пӳлĕмри пек
чĕтресе, çиçсе тăратчĕ...
Çакă «пӳлĕм» варринче
палăк пек тăраттăм шăппăн —
ман хура мĕлкем çиие çеç
ӳкейместчĕ пĕр шăрçа та,
куçсене йăмăхтарса.
Такам ăшшăн йышăнман пек,
эп хама туяттăм юттăн —
варкăшса тăран шап-шурă
пир çине, темле, сасартăк,
тĕксĕм пăнчă лекнĕ евĕр
ютшăнса тăраттăм юттăн,
хам мĕлкем çулнв сăнаттăм...
Эп пĕччен тăраттăм шăппăн,
тем çухатнă пек сăнаттăм
уйăхăн шăрçисене те,
хам мĕлкен хура сăнне те —
çыхăнулăх тупаймасăр...
Уйăхăн шăрçисенчен
мăйçыххи тăватчĕ йывăç.
Хăй çине тиретчĕ курăк:
пурпĕр темшĕн пĕшкĕнместĕм
шăрçасем илес тесе эп —
ман алла вĕсем лекместчĕç:
маншăв марччĕ çав вĕсем!
Маншăн марччĕ — сан пекех!
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...