Чӳк çырми
Пирĕн ял Вăрманкас ятлă. Вăл Штанаш ялĕпе юнашарах, вăрман енче вырнаçнă. Пĕчĕк çеç кĕпер урлă каçатăн, Штанаш ялне пырса кĕретĕн. Ялтан инçех те мар пысăк вăрман кашласа ларать. Вăл Çĕмĕрлене çитиех тăсăлать... Вăрманта тем тĕрлĕ йывăç-курăк, кайăк-кĕшĕк. Ватă юмансем, тутлă шăршă саракан çăкасем, хĕл кунĕнче те сип-симĕс ларакан хыр-чăрăш, тавралăха илем кӳрекен чечексем пирĕн тăрăха илем кӳреççĕ, пурăнма хавхалантараççĕ. Эпĕ аннепе пĕрле вăрмана кăмпа пуçтарма, мăйăр тата йĕкел, çырла пухма çӳреме юрататăп.
Вăрман кирек хăш вăхăтра та питĕ илемлĕ. Сывлăш уçă, сывланăçемĕн сывлас килет, темле асамлă вăй хутшăннă пек туйăнать. Кайăксен илемлĕ сассине итленĕçемĕн хăвăн та юрлас килет. Юрлама тытăнтăм, манпа пĕрле вăрăм туна тупăшса юрлама пуçларĕ. Юрласси юрлатăр-ха, анчах та кĕвве ан пăстăр. Вăрăм тунана кăштах ятланçи турăм. Вăл ман çине кӳренчĕ, мана чĕпетсе илчĕ. Пулмарĕ манран юрласси!
Юрататăп эпĕ атте-анне çĕрне, тăван киле, тăван яла. Йĕри-тавра вырнаçнă варсенче çырла пуçтарма юрататăп.
Пĕррехинче аппапа пĕрле çырлана кайма пуçтарăнтăмăр.
— Асăрханарах çӳрĕр! Чӳк çырминче уйрăмах асăрхануллă пулăр, — тет анне.
— Юрать, — пураксене илсе çула тухрăмăр.
Çырла пиçсе çитнĕ, уçланкă хĕп-хĕрлĕ Вăхăт нумаях та иртмерĕ, тулли пураксене йăтса киле çул тытрăмăр.
Каçпа аннерен Чӳк çырми çинчен каласа пама ыйтрăмăр, мĕншĕн вăл çырма пурне те хăратать?
Пирĕн анне Кĕрлев ялĕнче çуралса ӳснĕ. Шăпах çак ял хыçĕнчи çырмана Чӳк çырми тесе калаççĕ иккен.
— Çав çырмара ватă йывăçсем нумай. Ĕлĕк-авал чăвашсем хăйсен тĕне кĕнĕ йĕркипе турра кĕл тунă. Кĕлĕ ирттерекен вырăнсене чӳк уйĕ, чӳк вырăнĕ, киремет тесе каланă.
Чӳк çырмине çынсем чӳклеме çӳренĕ. Çемьере кам та пулин чирлесен, выльăх-чĕрлĕх таса мар пулсан çынсем кунта парнесем килсе çакнă. Ачасене таса та сывă усрама, выльăхсен шучĕ ан катăлтăр, ытларах хутшăнтăр тесе киреметрен пулăшу ыйтнă.
Чӳклемелли çырма пысăк пулнă. Виçĕ юплĕ çырма варринче, шăпах вăл юпленнĕ çĕрте çĕрсе, арканса кайнă çăл ларатчĕ. Эпĕ те вăл çăла ас тăватăп. Çăл тарăнах марччĕ, шывне куркапа та ăсма пулатчĕ, — каласа парать анне.
Анне каласа панă тăрăх, кунта хăш-пĕр ватă çын халĕ те килсе çӳрет. Вăл ĕлĕкхи йăлана пăхăнать. Çăла тĕрлĕ укçа, пуканесем, пир таткисем, çăмартасем, çуртасем пырса пăрахаççĕ.
Аслисем ачасене кунти япаласене тĕкĕнме хушман. Япаласене илсен, тĕкĕнсен, килте инкек-синкек сиксе тухма пултарать тесе хăратнă. Çынсем ку çăл патĕнчен шикленсе иртсе çӳренĕ.
Чӳк вырăнĕ сăваплă вырăн шутланнă. Ăна варалама юраман. Кунта вырăнти колхоз уйĕсем вырнаçнă пулнă, халăх тырă пуçтарнă. Хăшĕ-пĕри ăнсăртран васканипе çак вырăнта тула кайсан чирлеме пуçланă, юмăç патне каймасăр та чирлĕ çын сывалайман. Çак çăлран тарланă хыççăн шыв ĕçсен çын чирлеме те пултарнă, çăлкуç шывĕ самаях сивĕ-çке. Каллех юмăç патне кайма тивнĕ.
Анкарти хыçĕнче, чӳк çырми çывăхĕнче, ĕлĕк тырă хумалли кĕлет, сурăх ферми, чăх ферми вырнаçнă пулнă. Унтан сурăх ферминче лашасене усрама тытăннă. Çав фермăра çĕрле пĕччен юлма питĕ хăрушă пулнă теççĕ... Çĕрле ферма трубинчен çутă хĕлхем тухса кайнине куракан пулнă теççĕ. Ăна Вĕре çĕлен тесе калаççĕ. Кунтах шурă тум тăхăннă хĕрарăма асăрханă-мĕн, ача йĕнĕ сасă та уççăнах шиклентерет теççĕ.
Эпĕ, паллах, хăратмăшсене ĕненместĕп. Енчен те çын ăнсăртран çĕрле пĕр-пĕччен çак çырма тăрăх утать, вăл çакăнти Чӳк вырăнĕ пирки илтнĕ, ăна, паллах, ялти йытă вĕрни е кушак çухăрни те хăратма пултарать.
Ман шутпа, пирĕн халăхăн ĕлĕкхи йăли-йĕркине манса каймалла мар, ăна упрама тăрăшмалла.
Çăлкуçĕ
Соловьева Светлана Геннадьевнăран 2009 çулта çырса илнĕ, ăна унăн асламăшĕ Ильина Анна каласа панă.
Vyacheslavna (2009-11-09 20:51:23):
Наталия 6-мĕш класра вĕренет.Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче фантази конкурсне те хутшăннăччĕ.Чӳк çырми пирки унран пуçласа илтрĕм.Çитес çул Кĕрлев ялĕ хыçне кайса вăл вырăн ăçтарах вырнаçнине кайса курас кăмăл çуралчĕ.
Анна Архипова (2009-11-11 18:44:59):
Манăн шутпа,питĕ интереслĕ калав!Пирĕн Штанаш тăрăхенче ун пек çирма пулнине эпĕ пĕлмен те, чăн та, кайса курас килет вал çирмана...Тавта пуç Наташана, Штанаш халăх йăли-йĕрки çинчен каласа панăшăн.
Анна Архипова (2009-11-11 18:47:51):
Манăн шутпа,питĕ интереслĕ калав!Пирĕн Штанаш тăрăхенче ун пек çирма пулнине эпĕ пĕлмен те, чăн та, кайса курас килет вал çирмана...Тавта пуç Наташана, Штанаш халăх йăли-йĕрки çинчен каласа панăшăн.
Валентина (2009-11-16 19:50:49):
Интереслĕ калав. Малашне те çавăн пек интересле калавсем çырмалла пултăрччĕ!!!
Альбина (2009-11-17 19:15:47):
Мана килĕшре калав. Малалла та ăнăçу сĕнетĕп.
Славик Михайлов Ижевск (2009-11-17 21:21:48):
Калав килĕшрĕ.Наташа питĕ илемлĕ чĕлхепе çырать,юратса çырать.Мана питĕ килĕшрĕ.
Admin (2009-11-18 22:43:47):
Ку калав мана та килĕшрĕ. Вырăн йышăнма юрăхлă тесе шутлатăп.
Пĕр çитменлĕх çеç пур — халапне илсе паман.
инçет (2009-11-29 21:13:46):
Аван ĕç. Чĕлхе шăйрăкĕсем çук мар. Тимлĕрех пулас пулать. "Ĕлĕк-авал чăвашсем хăйсен тĕне кĕнĕ йĕркипе турра кĕл тунă."