Чăваш Менчи ялĕ Менчушка çинче


Хальхи вăхăтри Нурлат районĕнчи Çарăмсан шывĕн юпин Менчушка ятлă çырма пур.

Темиçе çĕр çул каялла аслă та сарлака вăрманлă, çырма–çатраллă, сăртлă-тулă вырăна «Менчушка» ятлă ял вырнаçнă, пурĕ сакăр кил пулнă.

Вăрман пуянлăхĕ мĕнпур чĕрчуна пурне те илĕртнĕ. Тĕрлĕрен тискер кайăксем çынсене, выльăх-чĕрлĕхе сиен тунă. Упасенчен хăраса пӳрт чӳречисене пĕчĕккĕ туса лартнă, вĕсем пӳрте ан кĕрейччĕр тесе, упасенчен хăраса ял çыннисем кунтан куçса каяççĕ 15-20 çухрăма кăнтăралла уй-хире (Вăрманĕ çурçĕрелле çырма тăрăх вырнаçнă пулнă, вăл вырăна халь Тункаталăх теççĕ).

Çĕнĕ вырăнта илемлĕ уй-хирте пысăк мар вăрманлăх пулнă. Йĕри- тавра илемлĕ улăх, çаран, çырма–çатра, тулли шывлă Аксумлинка çырма юхса выртнă, çутă кĕленче пек. Çак вырăна вырнаçнă тĕне кĕмен чăвашсем. Кив вырăнти çырма ятĕнчен «Менчушка» ял ятне Менчĕ тесе ят панă.

Пурнăç малалла улшăнса пынă. Çĕр пайне пайласа, уйăрса кашни яла панă, ялсенчен пуринчен те представитель пулнă. Çĕр уйăрма Хусан губернинчен Землемер килнĕ. Вăл хватерне Менчĕ ялне суйласа илнĕ. Хватер хуçи лайăх пар лашапа сикктермелле тарантаска илсе çӳренĕ ĕçне вĕçличчен. Ял халăхĕ Землемера лайăх çĕр панăшăн кăвак лаша парнеленĕ. Ĕçне те ĕçленĕ, шӳт шӳтленĕ, кула-кула калаçнă. Пĕррехинче Çарăмсанăн шывĕ хĕрринче апат вăхăтĕнче Землемер кашни ялăн шанчăклă çыннисенчен çырмари шапасем мĕн калаçаççĕ тесе ыйтнă.

Кӳршĕ ялсем тĕрлĕрен ответленĕ, унтан Менчĕ çыннинчен ыйтнă, çыран ку енчи шаписем калаççĕ: «Крр, крр, крр» — тесе, тепĕр енчисем «Квакака, квакак, вакакак» — тенĕ. Шапа сассисене кĕвĕлеттерсе «Крр, курва, курва, курва», — тенĕ тет. Тепĕр енчисем « вакак сама такая, сама такая тесе», — каланă тет. Землемер та çак сăмахсемпе кăмăллă пулнă, ыттисем кулнă, савăннă.

Ялăн таврари вырăнне тĕрлĕ ят панă. Сăмахран:

Çут кӳл — ялăн кăнтăр енче икĕ çухрăмра вырнаçнă, унта вĕсем çырма тăрăх кимĕпе çӳренĕ, пулă, кайăк-кăвакал тытнă. Кӳлĕ тавра вăйлă тыр-пул ӳснĕ. Хирти Мамăк вырăсен сыснисем çакăнти тыр-пула çинĕ, таптанă, анисене юрăхран кăларнă. Вырăссемпе чăвашсем пĕр-пĕринпе хирĕçнĕ, вырăссем çиленсе кивелнĕ пысăк арман чулне илсе килсе Çут кӳллĕн çăлне яраççĕ. Вăл çăл халь типнĕ.

Шывлă Вар — тавралăха илем кӳнĕ. Шурă акăшсем, тăрнасем, чарлансем тата ыттисем те пурăннă Шывлă Варта.

Тарăн Вар çырми тарăн пулнипе çырма хĕррипе ял вырнаçман.

Пашалу çырми — ял халăхĕ тăм илнĕ, кирпĕч çапнă, тĕрлĕрен чашкăсем, турилкесем, чӳлмексем тунă, ача–пăчасем тăмран пашалу пуканисем, шăхличисем туса ăсталанă, вылянă.

Шарлавка çырми тарăн пулнă. Ял халăхĕ кантăр акса сӳс тунă, пир тĕртнĕ, кĕпе-тумтир çĕленĕ тата ытти те. Кантăр вăрринчен çу çаптарнă, çăвĕпе апат çимĕçре усă курнă, кантăрне пылăпа тылланă, кисĕпе тӳнĕ валашка çинче хутнă (шывра тытнă).

Виç çырма — улăхлă, çаранлă вырăн, çаранне валеçсе панă кашнине, утă çулнă, типĕтнĕ, пуçтарнă, хĕл вали тĕрлĕрен çырла, кăмпасем ӳснĕ.

Эннилле пĕççи — çын ячĕнчен пулнă. Унта вăл тĕрлĕрен вăйлă тыр–пул акса ӳстернĕ. Ани вырăнĕ виç юплĕ пулнă.

Алтнă кӳл ялăн хĕвел тухăç енчен вырнаçнă, халăх алтса чавса тунă, кашнине уйăрса участок панă, тăприне лашапа туртарнă, ял варрине тепĕр кӳлĕ чавнă, халь вĕсем типнĕ вырăнĕ кăна. Ĕçлекенсене патшалăх ылттăн укçа парса тӳленĕ.

Ӳмер лаппи — ял халăхĕн чи лайăх Çĕр вырăнĕ пулнă. Унта вĕсем тĕрлĕрен тыр-пул акса ӳстернĕ. Хăйсенчен ытлаши тыррине Чистай хулине кайса сутнă. Çак ятсем хальте упранса юлнă, ял çыннисем çака ятпа калаçаççĕ, пурăнаççĕ.

Ивантей лаптăкĕ — икĕ пĕр тăвансем пулнă, пĕри асли Ивантей, кĕçĕнни Авантей. Вĕсем тыр-пул ӳстерсе çитĕнтернĕ. Асли малтан çут тĕнчерен уйрăлнă, çурт-йĕрĕ пĕтет. Авантейсенчен Авандеевсем пулса кайнă.

 

Çăлкуçĕ

2009 çулта Екатерина Петровна Сергеева 65 çулти Владимир Удаманович Сергеевран çырса илнĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-18 22:40:47):

Ял вырăнĕсемпе паллашма интереслĕ. Хутшăннăшăн — пысăк тав!

 

Лариса (2010-01-09 09:37:10):

Тăван тавралăха малалла та тĕпче! Ăнăçу сана!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: