Хула варринчи утрав


"Унăн килĕнче çутă çутрĕç" тенĕ пулăттăм эпĕ ман умра çын мар, çурт пулнă пулсан. Ялкăшма пуçланă куçне камран та пулин пытарма тăрăшмарĕ те вăл.

— Салам! — çиçкĕнчĕ те сассипе, те çутипе.

— Салам... — терĕм те сассăмпах, те шалти тĕттĕмлĕхĕмпе. (Тĕттĕмре, сăмах май, хăлха та илтми пулнăн туйăнать.)

Эпĕ хамăн пуш-пушă сĕмлĕхĕмрен урăх пĕр сăмах та туртса кăларайманнине кура, вăл ман кĕсьене хут татки чикрĕ те куçса çӳреме пултаракан хунар пек утса кайрĕ каçхи хулана çутатса (анчах çутине пĕрле илсе!). Вăл инçеленнĕçем тĕттĕмрех те тĕттĕмрех пулса пычĕ ахаль те сĕм хура каçăм, ун сулхăнĕ çан-çурăма çӳçентерчĕ.

Кайрĕ çав вăл мана пăрахса. Сăмаха çаврăнса пыракан туйăмсене каялла хăйсен хăнăхнă картине хăваласа кĕртме пулать тетĕр-и? Сĕтрен уйран пулать те — уйран сĕте çаврăнаймĕ, кĕрперен пăтă пиçĕ те — пăтăран кĕрпе пулаймĕ. Каялла илсе каякан çул çук. Пур тесе шутласа пăхăпăр. Анчах вăл ăçта илсе кайĕ?

Ачалăха... анне варне... çуклăха... Малалла выртакан сукмакĕ те пушăлăхах ертсе каять... Ухмах эп, ухмах, аташчăк... Çапла вара пĕртен-пĕр чăнлăх тесе йышăнăпăр: каялла илсе каякан çул çук. Анчах манăн мĕн тумалла халь?

Кайрĕ. Качча кайрĕ. Эх, йăнăш турăн-çке, мерченĕм, йăнăш турăн. Ĕнтĕ санăн ун ĕмĕчĕсемпе пурăнма тивĕ. (Этем пуласлăхĕ, шăтса ӳсес курăкăн мĕн пур палли вăрлăхĕнче упраннă пек, малтан ĕмĕтĕнче пурăнать-çке, кайран чăн-чăн пулса пырать). Мĕн ĕмĕчĕ пултăр çав услапăн? Ĕмĕтсĕрлĕхĕ кăна пур, çын савнине сĕмсĕррĕн туртса илес ĕмĕтсĕрлĕхĕ.

"Таврăн!" тесен хальлĕхе илтме те пултарать, чакасси те темиçе утăм çеç — мĕн илемĕ халь тин каялла чакнинче? Мĕн ĕренки юлĕ шухăшне ним те мар ӳпне те месерле, пиччĕн те тӳнтер çавăрса тăраканран?

Юрĕ... Манăн мĕн тăвас вара халь?

Эп сана Турă вырăнне хутăм хальччен. Сан ятна çӳле хурса кĕлтурăм, сан умăнта хĕвел умĕнчи пек пуç тайрăм. Кам пулăн ĕнтĕ ӳлĕм мансăр? (Ку çумăнти çынну сана кам вырăнне хунинчен килĕ.) Турă хăйне пуççапакан пур чухне кăна пур...

Çутăсем лĕпсĕр кайса хумсем çине выртнă: путма та, çĕкленме те хевти çук вĕсен.

Мĕн тумалла?..

Ман кĕсменсем çутăсене путарасшăн-ши — авăсаççĕ, авăсаççĕ: путмаççĕ куç улталамăшсем.

Мĕн тумалла?..

Шухăшсем тĕттĕмре те хăйсем пуррине ĕнентерсе кăштăртаткалаяççĕ пулсан — мĕн те пулин тумаллах иккенне чухлаççĕ. Сăмахран, çак шыв кукри варрине утрав тутарас. Утрав çинче тĕнчере çук çĕршыв ӳссе лартăр. Патшасăр çĕршыв. Хуçасăрах мар, паллах. Çав çĕршывăн хуçи килен-каян хăй пулĕ. Патша мĕншĕн кирлĕ? Йĕрке тума. Этем чун-чĕринче совĕç текен япала пулсан, вăл йĕркерен тухма парĕ-им? Совĕç-патша... Ку хамшăн та интереслĕ пулса кайрĕ-ха. Мĕн-ха вăл совĕç? Çылăха туйни, айăплавран хăрани тейĕпĕр. Чи пысăк айăплав — Турăран. Эппин Турă хуçа пулĕ çав уйрăм çĕршывра. Çук, капла вăл нимпе те уйрăлса тăмĕ-ха. Совĕç тесен аванрах. Кун пекки чăнах тĕнчипе те çук, Чим, совĕç çуккисем те кайса курас тейĕç-ха çав утрав çине, вара мĕн пулса тухĕ? Вăт пуçватмăш!

Малалла яватăп шухăш вĕренне. Çын мĕнрен хăрать? Ырăран мар, усалран хăрать. Киремет тытни çинчен пурте илтнĕ. Тивĕçех тĕк йăхĕ-тымарĕпе тĕп тăвĕ. Киремет йывăççи саркаланса ларĕ Утрав варринче пурнăç йывăççи пек! Тĕрĕслĕх йывăççи пек! Хамăрăн çав таран хăвата маннă вĕт эпир — ют хăватсен пусмăрĕнче ют пурнăçпа пурăнатпăр. Пирĕншĕн йăнăш вĕсем, мĕншĕн тесен пирĕн миме шухăшласа кăларман, кĕллин асамне пирĕн тута-çăвар кала-кала ăрмăçламан. Çамкамăр çинчи Турă çапнă тăмха палли урăхла. Пĕрре панă пурнăçа хамăра çырнă пек пурăнмаллине ăнланса илмелле пирĕн — çав Çырăва çухатмаллипех çухатасран асăрханмалла. Эх, асăрханмалла!.. Ма пурте туйми пулнă çакна? Пуçăма çак пысăк асăрханчăклăх пырса кĕтĕр тесен пĕрер ĕмĕр тăван чĕлхепе халăхăмран ютшăнса айккинчен пăхса тăмаллаччĕ-им ман ăрăвăн?..

Мĕн калаçтарать мана нихçан пуçра пулманнине? Юн. Юн йăлтах астăвать,

Вара... Вара эпĕ çĕрлесерен вăрласа кайăп та сана Утрав çинчи иккĕн лармалли кафене, шурăмпуçчен куçа-куçăн сăмахсăр калаçса ларăттăмăр. Тавралăха хăйĕн чĕлхипе юмахлаттаракан çепĕç кĕвĕ сăрхăнса тăрĕ ... те чун-чĕремĕртен, те хăйне хăй çемĕленсе тăракан сывлăшран, те... Тĕнчере çук кафере тĕнчере çук черчен кĕвĕ пулмалла. Ăçтан тупса килĕп-ха эп "çукскере"? Хам çырăп! Вăл, мана (тата ăна паллах) юрăхлăскер, манра анчах пурăнма пултарать-çке — ăçта шырăн ăна тата? Çитменнине, иксĕмĕрсĕр пуçне никам та илтмĕ ăна — тиркеймĕ, ку кĕвве эпир ăнланмастпăр тесе питлеймĕ.

Хумсем, куçсен çути, калаçайми шăпăрт лармалăхах нумай сăмахлăх, кĕленче мачча витĕр именмесĕр чалтăртаттарса сăнакан çăлтăрсем... Тем ытлашши пек чим, тем суя... ку... ку — ун куçĕсен сивĕ çути, çук, ют çути, çук, маншăн мар çуталнă çутă, çук, эпĕ çутман çутă, çук... Сасартăк темрен сехĕрленсе-асăрханса эпĕ ун аллине ярса тытма хăюлăх çитеретĕп. Çук, сĕмсĕрлĕх çитеретĕп. Çук, нĕрсĕрлĕх... Çук, çук, çук! Мĕн — çук? Ун алли çук ман алăра! Мĕнле — çук? Çук, çавăн пек çук! Пур-çке-ха? Çук тетĕп-иç! Ак ку мĕн? Çук, вăл аллине килне хăварнă. Урăххине кăна ачашлама пĕлекен алă вăл. Эпĕ йăнăшнă ăна кĕçĕр каллех вăрлайрăм тесе. Эпĕ ăна, тĕрĕссипе, нихçан та вăрлайман. Вăрланăскер кирлĕ те мар мана. Ăнлантăн-и? Ху ирĕкӳпе килнĕ пулсан... Кампа калаçатăп-ха апла эп халь? Кам эс, мана туйăнаканскер? Никам та мар... Эс — Никам та мар, çапах эп калаçаятăп санпа. Унпа, чăн-чăн хăйпе, калаçаймастăп та иçмалин. Тĕлĕкре те утса çӳрекен хунар вăл, пĕрмай çывхаракан мар, шав инçеленсе пыракан хунар.

Тăхта-ха, мĕн ăшăтса тăрать кăкăра? Ним вырăнне хумасăр тапта-тапта çĕрпе танлаштарнă юрату-и? Тăпăлтарнă чухне çурмалла çурса кăларнă ырату-и? Ырату, çурри кăна юлсан та, малтанхи пекех вăл пысăкăшĕпе, тӳсмелле мар вăл, пĕлессĕнех килсен. Ку — урăххи-ха тем. Шанчăк пĕрчи те, савăнăç пекки те пур ку йăшкавра. Асилтĕм! Вăл чиксе хăварнă хут татки.

Ят, хушамат (унăн ачаш ячĕпе пач çураçса тăман хушамат!), кĕсье телефонĕн номерĕ, электронлă адрес... Эй, мăнтарăн шанăç çипписем, çил çилхинчен-и эсир, çутă пайăркинчен-и, эрешмен картин пурçăнĕнчен-и — халь-халь татăласла черчен пулин те, пур эсир, пур! Паянах компьютер умне ларатăп та тĕнче тăршшĕ çыру çыратăп. Нумай томлă çыру.

 

* * *

"Çыру çырап васкаса, савни, сана юратса. Мĕнле пурăнатăн, чунăм, пĕр кашăк юнăм! Чи малтанхи йĕркерех пулмарĕ пулин те йышăнса илсем манран тимĕр кĕпер йăтайми,... Мĕнлерех çыратчĕç-ха малалла — манса кайрăм, кайран хушса хурăп-ха. Эпĕ саншăн пушă вырăн анчах. Çапла, пушă вырăн çыру çырма ларчĕ сан пата. Пулă саслăскер. Çăварне каркалать — усси çук. Нуль! Ман йышши çĕнĕ нульсем те кирлĕ пуль Шупашкара та, тĕнчене те...

Эпĕ саншăн ĕç тĕлне пĕлмен çапкаланчăк кăна ĕнтĕ: ял хĕрĕ хула ачи çинчен мĕн шутлатăр тата? Анчах çивчĕ куçпа тимлĕрех тинкерсе пăхсан пĕтнĕ çынах та мар эп. Ан тив, атте-анне чĕлхипе аран-аран çеç сăмах улăштаркалап тейĕпĕр — кипкере чухнех вĕрентмелле пулнă. Çапах эпир хамăра хамăр хисеп тума маннăшăн чунăм çунмасть тетĕн-и? Авалхи чăваш мифологийĕ, сăмахран, Рим е Египет мифологийĕпе танах тĕнчене тĕлĕнтермелĕх пур. Мĕнле хăвармалла-ши ăна малашлăхшăн тесе пуç ватап. Сан ĕçӳ-и ку тетĕн-и? Эп чăваш вĕт — апла манăн ĕç те. Ытти халăхсем майне тупнă-çке-ха: вĕсем çинчен тĕнче куçĕ каймасть, туристсем татăлма пĕлмеççĕ. Сăмах вĕççĕн çеç мар, кĕнекере кăна та мар, инçетрен мăнаçлăн курăнмалăх, асанне калашле, пĕççе шарт çапмалăх. Эс ан кул манран, сана кăшт та пулин килĕшес тесе чун-чĕрем алăкне яри уçса пăрахрăм йăлт. Кун пекки ман сахал пулать. Эп сана екки кайнă чухне ытларах та калама пултаратăп: тĕнче историйĕнче чăваш йĕрĕсене шыраса купи-купипе кĕнеке туянап, вĕсене вула-вула çĕтсех пĕтертĕм ĕнтĕ, çапах тупас пеккине те тупрăмах пек туйăнать, турра шĕкĕр! Атту шкулта тăван халăхăм мăнаçлăхĕ пирки пĕр вĕрентекен те çур сăмах каламарĕ. Те хушман, те пĕлмеççĕ, те кирлĕ те мар тесе шутлаççĕ. Ял шкулĕнче те çаплах-ши вара? Пулма пултараймасть. Ăна эпĕ сан çине пăхсах витĕр куратăп. Эсĕ кăмăлупа уçă та таса — çутçанталăк пулăмĕсенчен ăсталанă чĕрĕ пукане! Ĕмпӳ хĕрĕ евĕр мăнаç та хӳхĕм эсĕ! Куçунта хăрхăм мĕскĕнлĕхĕ çук, пулмĕ те. Хулари чăваш хĕрĕсене хĕрхенес килет санпа танлаштарсан. Хăйсене çухатнă-çке вĕсем. Чи хăрушши — арçынсем çĕтсе кайни. Арçыннăн мĕскĕн пулма юрамасть. Ак эс вырăса суйласа илсе мана тиркерĕн те — мĕскĕнлентĕм, мăн кăмăлланма май шырап. Сан умăнта та ăслă, паттăр курăнас килет. Чăннипе, эп яланах çапла пулнă, курнăçланма пĕлместĕп сан м-мăшăру пек. Хам чĕмсĕртереххине пула чухламан эс ман ĕмĕтсем çинчен. Тӳррĕн калаçмалли вăхăт çитрĕ. Унсăрăн алăранах тăпăлтарса каяççĕ пӳрнĕ телее те. Итле. Мĕншĕн çухалса каять этем çак тĕнчере? Тымарĕсĕр юлнипе. Çапла, çынна, йывăç пекех, тымар кирлĕ. Ĕмĕрĕпе пурнăç сĕткенĕ парса тăраканни. Мĕн ĕнтĕ вăл тымар? Атте-анне пехилĕ пуль тетĕп, тăван çĕр айĕнчен чăн çĕре кайнă несĕлсем, тăван тӳперен йăхăмăра пулăшса тăнă туррăмăрсем хăват пани, эпир вĕсем пилленĕ пек пурăнайни, çак ăспа ăслая килессисене парса хăварайни. "Чăваш хăйпе хăй патша" текен каларăш пур. Патшалăхĕ шалта, шухăшра, чун-чĕрере, пурах тăк — тул тĕнчере те пулмаллах, мĕншĕн тесен камăн тул тĕнчере пур вăл — шал тĕнчинче те пур... Мĕн сӳпĕлтететĕп-ха ахалех, эп мĕн каласшăннине эс манран та аванрах тĕшмĕртетĕн. Çак шухăша çеç хушса хурам: никам та такам вырăнне пурăнмасть. Хамăр вырăна хамăрăнах пурăнмалла. Пĕр сăмахпа, сан çапкаланчăку (каçар ĕнтĕ "сан" теме хăйнишĕн, урăххин пулаймастăп — камăн та пулин пулас килет) скульптор-архитектора вĕренме каясшăн. Пур-и ун пек професси? Пулмасан та — эпĕ пулăп. Çĕклесе лартăп çĕнĕ çĕршыв. Авалхи чăваш хулине аса илтерекен пуласлăх çĕршывĕ пулĕ вăл. Туристсем килсе тулĕç тĕнчере çук тĕлĕнсе каймалла скульптурăпа архитектура курма. Пускăч çине çеç пус, ну, аллинчен тыт — кашни сăнар хăй çинчен чи кăсăклине каласа парĕ. Ыр-усал турăсем кăна икĕ пин ытла пулнă теççĕ те пирĕн. Чăн шутне пĕлекен те юлмарĕ пуль. Мĕн чухлĕ пĕлӳ çĕр айне пулнă! Ишĕлчĕксем айне çеç мар, çĕр айне — тем те пĕлнĕ мăн-мăн асаттесемпе пĕрле... Ĕненетĕн-и эс мана, ĕненместĕн-и — пурнăçлатăпах эп ку ĕмĕте, каларĕ тейĕн. Эсĕ ятупа пач килĕшсе тăман ют хушаматна кăна пăрахăçла, манне илмесен те хăть малтанхине — чăвашлине — хăвар, апла та çырлахап. Ман çумри пирĕшти пулса çӳре, килĕмри хĕртсурта тавăр. Çакă йăлтах эп сан вырăсунтан катăк маррине ĕненме пулăшĕччĕ. Мана мар, сана хăвнах кирлĕ ку ĕненӳ. Çак ĕненӳ çуккипе суйларăн тăр ăна, пулас ачусем те вырăса тухса ирĕкленччĕр, хăйсене йĕркеллĕ çын пек туйса пурăнччăр çут тĕнчере, пĕрре килен ĕмĕрте, терĕн пуль... Юрĕ. Çакна анчах тепре калам: никам та такам вырăнне пурăнмасть. Самант та. Ӳркенмесен шухăшласа çӳре çак сăмахăмсем мĕне пĕлтернине. Айăп ан ту ĕнтĕ айван тусна, кӳреннĕ чун ытлашшине те каласа тăкать пуль. Мана та ăс кĕрĕ-ха...

...Ку çырăва нихçан та вĕçлеес çуккине ăнлантăм та — ямарăм ăна. Апла мар-ха, вĕçсĕр-хĕрсĕр тенĕ тĕнче тăршшĕ çырăвăн чăн-чăн тăршшĕ пуррине ăнкарса илтĕм те (ман тĕнчен тăршшĕ — ĕмĕрĕм тăршшĕ ĕнтĕ) сан ятупа усăллăрах ĕç тăвас мар-ши терĕм: çапла çырсан-çырсан ярса ĕлкĕреймесĕрех çывăрса кайăп та тек вăранми... Çакăн пек хăрушлăх пур вĕт пурăнакансен. "Усăллăрах ĕç" ĕнтĕ вăл, Никам та марскерĕмçĕм, çапах та, шыв кукри варринче утрав тутарса тĕнчере çук тĕлĕнмелле çĕршыв çĕклесси. Ытахальтен, йăнăшпа пырса кĕчĕ тетĕн-им çак шухăш ман пуçа? "Каçарăр, тархасшăн, эпĕ мĕн-ха... пач урăх пуç мими шыраттăм йăва çавăрма, пуш сăмах çапакана шанмастăп", — тейĕ те ним пулманла вĕçсе тухса кайĕ тетĕн-и вут-кайăкла? Тăхта эс. Эпир ăна чи сумлă вырăн уйăрса парăпăр тĕпелĕмĕрте. Имлĕпĕр те, сумлăпăр та, пылпа-çупа сăйлăпăр, мамăк тӳшек сарса кăмака çине лартăпăр, хуçа пек туйма парăпăр. Вара çак шухăш ĕмĕт пек ĕлккенленсе кайĕ.

 

* * *

Чăн малтанах утса çӳрекен хунар шухăшласа кăлармалла — сан тумалла ан пултăр унăн ĕçне, çитет. (Сан ĕçӳ — пурнăç çулĕпе подиум çинчи пек утса тухса çĕнтерӳ пьедесталĕ çине çĕкленесси: тĕнче килентĕр куçа шартаракан таса илемӳпе, ĕмпӳ хĕрĕ!) Пĕрре кăна та мар, нумай пулччăр унашкал юпасем — çĕрлехи хӳтĕлевçĕсем. Пĕр вырăнта тăракан йышши шанчăклăрах-и? Кусем те ниçта та тармĕç, анчах инçеленме çеç мар, çывăхланма та пĕлĕç. Куçса çӳренĕ май пурнăç пуррине ĕнентерсе тăрĕç — юмахпа арпаштарса ярасран. Унсăрăн сан хурăм хунар вăл ĕмĕр иртнине кăна систерсе çамрăк пуçăма çавăрать.

...Эп çырлахрăм ĕнтĕ хамăн ăраскалăмпа. Пĕчĕк чухне шăнкăрч йăви ăсталама юрататтăм. Ман кайăкăн керменĕ пекки таврара çукчĕ. Çуртне кура шăнкăрчăм та пуринчен янкăсрах та хавасрах саслăскерччĕ. Эп хăлхана чикмен сас-чĕве те кĕвве хывмасăр вĕçертместчĕ юрăçăм. Куçăмран чăр-р! пăхса шăрантаратчĕ юррине. Хура кĕркунне енне сулăнсан кăнтăр енне вĕçсе каятчĕ вăл — ăна çуркунне ман патах таврăнасса шанса ăсататтăм. Таврăнатчĕ. Эпĕ хатĕрлесе хунă çĕнĕ кермене йышăнса хуçаланатчĕ. Телейĕмĕн вĕçĕ-хĕрри çукчĕ. Шутламан-çке эп шăнкăрчăмăн икĕ çĕршыв, икĕ кил, икĕ тус, икĕ пит тесе... Çакна тавçăрса илсен пĕчĕк чĕрем кӳтсе килнипе хĕрача пек выртса макăртăм. Мĕн, кĕвĕçӳ-и ку? Ултава йышăнас килменни-тĕр. Айван ачапча! Пурнăç çирĕплетет...

Пул эсĕ маншăн хăть çав шăнкăрч пек. Ăшă кайăкĕ тейĕп сана. Хĕвел çине пăхса вăхăтна пĕлĕн. Чăт хăвăн вăхăтна: хăçан хăш тусу патне вĕçмеллине. Чăтăп та çырлахăп. Мĕн тăвасси юлчĕ ĕнтĕ ман тата?

Мерчен кайăкăм! Эсĕ çапах та ачалăхăмри шăнкăрч мар. Çавăнпа сан валли урăхларах кермен ăсталамалла пулать манăн. Каларăм-çке, керменĕ анчах мар, çĕршывĕ те сан ятупа çĕкленĕскер пулĕ. Тĕрĕссипе, этем алли тĕнчере мĕн пуррине йăлтах савнине тĕлĕнтерес, юрас, килĕшес тесе тунă пуль...

Лап! сӳнсе ларчĕ çутă чун-чĕремре. Вилтĕм-ши эп? Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртеймесĕрех-и?! Хыпашласа пăхап — чиперех ларап Атăл варринчи пуш-пушă утрав çинче пурнăçăн тăранайми тутлă сывлăшне сывласа. Йĕп чиксен те куç курмасть. Ăçта кайса кĕчĕç хула çутисем? Тупсăмĕ ытла та ансат: электричествăна чарнă. Тĕнче пĕтнĕ тейĕн, пурăнăпăр-ха унсăрах. Чим-ха, компьютерти вĕçĕ-хĕррисĕр çырăвăм, сыхласа хăварманскер, ним юлми хуралчĕ-ши?! Ак сана ăслă машина! Тĕнчере шанчăкли ним те çук-мĕн... Хунар?! Мĕншĕн ун çути çитмест кунта? Манăн утса çӳрекен, шав инçеленсе пыракан хунар та сӳнсе ларчĕ-ши?! Урăх çутăлаймасан? Çывăхланас вырăнне инçеленсе кăна пыратчĕ пулин те — мĕнле пурăнас халь вăл çутă иккенне туймасăр...

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: