Çĕлен пыйти
Эпĕ Атăл леш енчи, Сăрпа Çăвал, Кĕтнепе Пăла, Шетмĕпе Шамашар тăрăхĕсенчи вăрмансенче пур çĕрте те пулнă. Çапла пĕррехинче Йĕпреç вăрманне çитме кăмăл çуралчĕ. Кунти чĕрчунсемпе вĕçенкайăксем те пĕлеççĕ-паллаççĕ иккен мана. Ăсанĕсем вара пуç тăрринчен те анма пĕлмеççĕ, кукар хура сăмсисемпе кăлтăртук-кăлтăртук тутарса ыттисем çинчен кала-кала параççĕ: «Хӳрине амантнă ăсан ултă чĕп кăларнă; сулахай урине хуçнă ăсан автанĕ йăви тĕлне маннă, ют чĕпсем валли алат çĕклет, Сурăм тăрăхĕнчи пăши çухалса кайнă та кунта килсе кĕнĕ, тарăн çырмана тăрăннă, мăйракине хуçнă; кĕтӳри сурăх такин тирне пăснăшăн ула кашкăра Кĕрçут кĕтӳç хăлха чиккинчен аван лектернĕ, кашаман ăна, хăвăртрах тӳрлетме, пысăк хупахпа тытса çӳрет; ял хĕрринчи киле пынă хăрах куçсăр тилĕ хӳрине Таруç кинеми вите алăкĕпе хĕстернĕ...»
Вăрманти вак-вак çулпа кун каçипе урлă-пирлĕ çӳресе самаях ĕшентĕм. Типĕ çулçă пуçтарса çăра курăк çине купаларăм та тĕк тӳшек çине тӳннĕн тăсăлса выртрăм, шăна-пăван чăрмантарасран йӳç хупахăн сунчăкран та кая мар сарлака çулçисемпе витĕнтĕм. Айра — çемçе, ăшă, çӳлтен çумăр йĕпетесрен шик çук: тарăн ыйăха путрăм.
Нумай-и, сахал-и çывăрнă, калаймастăп, çуркунне кăнтăрла çурт тăрринчен патлатакан тумла каçа хирĕç шăнса хытнă пăр евĕр сивĕ япала çумра выртнине туйнипе вăранса кайрăм. Ак тамаша: сылтăм йĕм пĕççинче — пĕр çĕлен, сулахай халат-пиншак çаннинче тепĕр çĕлен вырта параççĕ. Ман ăшша, эпĕ тивменнине пĕлсе-сиссе пынă вĕсем, мана та курасшăн пулнă. Хăйсем вара манран та, манăн пăшал кĕпçинчен те вăрăм. Апла пулсан та хам шик те шикленмерĕм, пуçĕсенчен тытрăм та юман хăвăлне кайса ятăм. Пĕри хӳрипе питрен çатлаттарса-ачашласа илчĕ: сылтăм пит çăмарти халĕ те сурать.
Тепрер кунтан çан-çурăм кĕçĕ лекнĕ пек кĕçĕтме тытăнчĕ. Мĕн амакĕ? Нимĕн те ăнланмастăп. Мунча хутса çан-çурăма уртăшпа юман хутăш милĕкпе ăшалама, кĕпе-тумтире мунчана çакса вĕрилеме шут тытрăм.
Палăртнă кун мунча хутса çунтартăм, вăрманта çĕр каçнă кĕпе-тумтире кашта-пăтаран çакрăм. Тула тухма тесе алăк хăлăпне тытма çеç ĕлкĕртĕм, урайне тем шат-шат! шат-шат! туса ӳкме тытăнчĕ. Акă, чĕрĕ хăйсем, месерле выртнă та кĕске çăмлă урисене хускаткалаççĕ. Куçĕ пысăк та хура, хытă.
— Элле, çĕлен пыйти вĕт ку! — тинех тавçăрса илтĕм. Çавсем çыртнă-кăшланă ман ӳт-пĕве, юна ĕçнĕ.
Урайĕнче выртакан хурт-кăпшанкă çине пăхса тĕлĕнсе тăнă вăхăтра мунча алăкĕ кринклетсе уçăлчĕ те, унта икĕ ăсан вĕçсе кĕчĕ. Кайăксем урайĕнче выртакан пыйтăсене васкаса пуçтарчĕç те вĕри мунчаран тулалла васкарĕç.
Çапла, çĕлен пыйтине çак тарана çитсе пуçласа куртăм. Вăл пирĕн пĕвери çăмлă пулă пыйтинчен те пысăкрах.
роза (2012-08-15 20:33:42):
Автор çут çанталăка юратать, ăна сăнама пĕлет. Калава çăмăл чĕлхепе çырнă,сюжечĕ интереслĕ,вулас та вулас килет.
Матвей Тихомиров. (2015-01-15 17:51:27):
...но (çĕлен пыйти) халапра та пудма пултараймасть... ку халап мар а фантази теме пулать...
Галина Зотова (2015-01-16 07:25:48):
Ăсан Уçăпĕ çырнă фантазиллĕ калавсене халăх хапăлласах вулать.