Пĕрремĕш хут


Пĕрремĕш хут ман çамрăк мăшăр

Çăкăр хывать кăмакана,

Çунать тип вутă шăтăр-шăтăр,

Хавассăн пăлхатса чуна.

 

Тăрса атте те чĕлĕм чĕртнĕ,

Анне шăлать хуллен урай.

Паян вĕсен телейĕ çитнĕ:

Тек ĕнтĕ сӳнмĕ хуранай.

 

Сисетĕп, питĕ хумханаççĕ:

Кине-çке янă вут умне.

Халь сăнне мар, ĕçне сăнаççĕ,

Пĕлеççĕ халăх йăлине.

 

«Чаплах пулаймĕ-ха, тен, çăкăр.

Кулач пек пиçмĕ хăпарса.

Çу пек юхса пыран ĕç çук-тăр,

Пĕрремĕш хут алла тытсан.

 

Анчах пуçламăшĕ пит хаклă,

Текех çĕн çын килте ют мар.

Алли ун çыпăçуллă, хапăл, —

Эппин, пулать-ха пархатар».

 

Çапла шутлать кил-çуртăн ашшĕ,

Çавăн пекех шутлать анне,

Çĕнĕ çынра весем курасшăн

Юратнă ывăл телейне.

 

Мĕнех, телейĕм — çакă, курăр.

Кашнийĕ килтĕр хăнана:

Пĕрремĕш хут ман çамрăк мăшăр

Çăкăр хывать кăмакана.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


влад маскай (2018-04-06 18:59:40):

Çеçпĕлĕрĕмĕрĕн ударени çинчен çырнă статьине вуланă -ши, çук - ши ку поэт? Хăйĕнченех ыйтас шухăшăм çуралчĕ манăн пуçăмра, вуласа тухнă хыççăн тавульнă хитре сăввине. Усăллă,питĕ усăллă Хĕвечан сăвви. Ахаль те çамрăк хĕрсен хăлхине кĕрес пулсан. Хăрушăлăх та пур пек çак сăввăн утмаçулĕнче! Кам вуласа парĕ -ши те, кам итлесе ларĕ -ши ăна?! Лайăх çăкăр пĕçересси -икерчĕ пĕçересси марах çав. Пĕлĕм те кирлĕ, чăтăмлăх та. Хĕветĕрĕн сăвви вĕçĕнчи савăнăçĕ те килĕшрĕ мана. Пĕрремĕш хут çăкăрне Çĕнĕ çын пĕçернинчен мĕнпур кил -йышĕн телейĕ те епле çулпа пырĕ ши тесе иккĕленни пахаран паха!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: