Пĕрремĕш хут ман çамрăк мăшăр
Çăкăр хывать кăмакана,
Çунать тип вутă шăтăр-шăтăр,
Хавассăн пăлхатса чуна.
Тăрса атте те чĕлĕм чĕртнĕ,
Анне шăлать хуллен урай.
Паян вĕсен телейĕ çитнĕ:
Тек ĕнтĕ сӳнмĕ хуранай.
Сисетĕп, питĕ хумханаççĕ:
Кине-çке янă вут умне.
Халь сăнне мар, ĕçне сăнаççĕ,
Пĕлеççĕ халăх йăлине.
«Чаплах пулаймĕ-ха, тен, çăкăр.
Кулач пек пиçмĕ хăпарса.
Çу пек юхса пыран ĕç çук-тăр,
Пĕрремĕш хут алла тытсан.
Анчах пуçламăшĕ пит хаклă,
Текех çĕн çын килте ют мар.
Алли ун çыпăçуллă, хапăл, —
Эппин, пулать-ха пархатар».
Çапла шутлать кил-çуртăн ашшĕ,
Çавăн пекех шутлать анне,
Çĕнĕ çынра весем курасшăн
Юратнă ывăл телейне.
Мĕнех, телейĕм — çакă, курăр.
Кашнийĕ килтĕр хăнана:
Пĕрремĕш хут ман çамрăк мăшăр
Çăкăр хывать кăмакана.