Ваштак
Халĕ пĕлместĕп: е кушак çынтан пурăнма вĕренет, е çын — кушакран?!
Сисмесĕрех юр ирĕлсе кайрĕ. Мулкача ури тăрантарать тенĕ пек, ял çыннине çĕр тăрантарать. Пахчара çурхи хĕрӳ ĕçсем пуçланчĕç.
Пĕр кунхине, ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн, кăнтăрла, тĕлĕрсе кайнă. Анчах тутлă ыйха путнăччĕ, тем кĕмсĕртетни шарт! сиктерчĕ. Куçа чар! уçса ятăм.
Пăхатăп: пӳрт алăкĕ яр! уçă, сĕтел çинче — кĕтмен хăна (самăр сăрă кушак çури).
Урайĕнче мăн çăм атă выртатчĕ. Илтĕм те — петĕм. Çăм атти аслă, кушакĕ — пĕчĕк. Кушак çури çухалса каймарĕ, çăм атă ăшне чăмрĕ. Самант та иртмерĕ — çăм атă тăхăннă кушак çури пăлтăралла тухса шăвăнчĕ.
Тем вăхăтран хайхи каллех вăшт-вашт чупса кĕчĕ, макăрма, ура çумне сĕртĕнме пуçларĕ.
Аса илтĕм: кăнтăрлахи апат юлашки — ăшаланă чăх шăмми-шакки çут хутаçра, йытă валли хатĕрлени пурччĕ. Авă мĕн кирлĕ имĕш кушак çурине, тинех ăнкарса илтĕм. Вара, çитĕрех терĕм, веçех кăларса патăм. Çакна сиссе хăма купи хыçĕнчен тепĕр кушак сас пачĕ. Ку тата мăнтăртарах, аслăрах, сĕмсĕр, тилĕ пек хĕрлемес тĕслĕ кушак аçи пулчĕ. Мяук! мяук! тесе мăрлатса ларать.
Кайран мăнаçлăн шуса анчĕ те чăх шăммисене юрла-юрла кăшлама пуçларĕ.
Тĕлĕнсех кайрăм! Кусем иккĕн ĕçлеççĕ пулас?! Пӳрте кĕме ĕлкĕртĕм çеç — леш, малтанхи кушак çури, чупса та çитрĕ, каллех нăйкăшма пуçларĕ.
Çак ушкăн каç пуличченех куçран çĕтмерĕ. Чи малта — кушак çури, хыçалта — ватти. Ашшĕ ачине пурăнма вĕрентет.
Хĕвел аничченех кушаксене сăнарăм. Уйрăлмаççĕ пĕр-пĕринчен! Мĕн пур апата çитерсе ятăм çаксене. Кушак çури çаплах лăпланмарĕ-ха, каллех чупса пычĕ те йăпăлтатма, çĕлен пек авкаланма тытăнчĕ (ашшĕ татах апат ыйтать). Симĕс курăка та чăмласа кăтартрĕ, макăрса та илчĕ.
Чăн-чăн çынсем евĕр ташлаççĕ вĕт-ха. Çаврăнса пăхăр, тăвансем, йĕри-тавра.
Кун иртрĕ.
Халĕ хушма хуçалăхра икĕ кушак. Пĕрин хыççăн тепри макăрма тытăнсанах — пĕлетĕп: ку ушкăн сунара тухнă.
Сыхланăр, вĕсем чăх тукмаккине те тиркемеççĕ.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...