Тĕлĕнтермĕш чечек


Телейлĕ кĕркунне çаврăнса килчĕ иртнĕ çул маншăн. Мĕншĕн тесен пирĕн пата хăнана Мускавран икĕ сыпăкри аппа курма килчĕ. Эх, мĕн тери хытă савăнтăм эпĕ уншăн. Ара шутласа пăхăр-ха, ăна хам пурăнакан ялта пĕчĕк çул çӳрев ирттереетĕп-çке. Пĕр сăмахпа каласан, эпĕ: экскурсовод та, историк–краевед та, вăрманта ертсе çӳрекен сăнавçă та, кăмпаçă та пулма пултаратăп.

...Пĕр ирхине анне пире аппапа иксĕмĕре кукамай патне юнашар яла çыру кайса пама хушрĕ. Эпир хаваспах килĕшрĕмĕр. Пирĕн çул çывăхах мар. Эпир пахча хыçĕпе анса Пăнтти вăрманне çитсе тухрăмăр.

 

Пăнтти вăрманĕ — тĕлĕнмелле вырăн, кунта ытларах илемлĕ хурăнсем кашласа ӳсеççĕ. Ку вăрман Хирпуç çĕрĕ çинче вырнаçнă, (Чăваш Республикинчи Вăрнар районне кĕрет). Тĕрĕссипе вăл вăрман та мар, уйсене çилсенчен хӳтĕлеме лартнă вăрман тăрăхĕ. Çак вăрман Уравăш чиккинчен пуçланса хĕвелтухăçнелле Анча ял çĕрĕн чикки таран Хирпуç çĕрĕпе Рункă çĕрĕн чикки тăрăх тăсăлать. Сарлакăшĕ 10-12 метр. 1948-1949 çулсенче лартнă хурăнсем халĕ вăрман пек кашласа лараççĕ. Ку хурăнсене ун чухнехи колхоз председателĕ Андреев Пантелеймон Андреевич пуçарăвĕпе лартнă пулнă. Ялта ăна чăвашла Пăнтти тесе чĕннĕ. Унăн ятне хисепе хурса вăл йĕркелесе ларттарнă вăрман тăрăхне Пăнтти вăрманĕ тенĕ.

 

Аппапа иксĕмĕр мăйăр татса çирĕмĕр. Хамăр кулатпăр, ывăнни те сисĕнмест. Çапла вăрман сукмакĕпе утсан-утсан эпир тĕлĕнмелле чечек патне çитсе тухрăмăр. Чечекĕ чăнласах тĕлĕнтермĕш вара. Ытти чечексем пурте хăрса-сарăхса ларнă, çак чечек пĕр-пĕччен ешерсе ӳсет. Мĕнле чечек-ши тесе эпĕ ăна тытса пăхрăм. Вăл манран вăтаннă пек пулса çеçкисене çав самантрах пĕр çĕре пуçтарса лартрĕ. Аппапа эпир тĕлĕнсех кайрăмăр. Ман пуçа пĕр шухăш пырса кĕчĕ, çак чечеке ман аттепе аннене кăтартас килчĕ. Пахчари чӳрече умне ытти чечекпе пĕрле лартас терĕм. Кăларса кайма шутларăм, анчах мĕн амакĕ ку? Темле вăтăрсан та тухмасть, курăкăн тымарĕсем пит тарăна анса каяççĕ. Çавăнпа ăна ниепле те кăкласа кăларма май килмерĕ. Эпир кунта мĕншĕн килнине мансах çак чечек вăррине шырама пуçларăмăр. Малтанах чечекĕ ăшне пăхрăмăр- унта пĕр вăрă та çук, пӳрнесемпе çĕре хыпашлама пуçларăмăр. Сасартăк ман алла çинçе туна кĕрсе кайрĕ. Çак туна тĕлĕнмелле чечекĕн турачех пулнă. Çакнашкал туратсем унăн пĕрре çеç мар, хăйсем пурте чечек тавралла сарăлса выртаççĕ. Кашнин вĕçĕнчех мăйăр пысăкăш хурансем пур, вĕсен ăшĕнче пăрçа пек пĕрчĕсем куçа илĕртеççĕ. Эпир савăнсах кайрăмăр. Пĕрчине илес тесе алла тăсрăм кăна, хуранĕ хупăнса та ларчĕ. Вара ирĕксĕрех чечекĕн пĕр туратне татса илтĕм.Ун вĕçĕнчи хуранĕ каллех хупăнса ларчĕ. Аппа эпĕ мĕн тăвасса тĕлĕнсе пăхса ларчĕ. Эпĕ вăл уçăласса кĕтсе те тăмарăм, васкасах унăн ăшĕнчи çутă пĕрчине кăларса илтĕм. Анчах вăл пĕрчĕ пиçсе çитмен. Çапах та ăна пăрахса хăвармарăм, хам çисе ятăм. Вăл калама çук тутлă пулчĕ, ун пек пăрçа эпĕ ĕмĕрте те тутанса курман.

Сасартăк ман ура вăйĕ пĕтнĕ пек туйăнчĕ, куç хупанкисем йывăрланса çитрĕç, анаслакан пултăм. Тахăш вăхăтра çывăрса кайнă. Хам питĕ хăрушă тĕлĕк курнă: эпĕ пушхире лекнĕ, мана хирĕç ашак çине утланнă кукамай килет пек. Чăвашла тумланнă, анчах эпĕ ăнланман чĕлхепе юрă юрлать пек. Эпĕ кукамая алăпа тĕллесе киле таврăнма ӳкĕтлетĕп пек. Сасартăк çав вăхăтра чипер тăнă ашака тем пулчĕ: хыçри урисене çӳле çĕклерĕ те мана купарчаран лектерчĕ, темле сасăпа хыттăн кăшкăрчĕ те таçта çухалчĕ. Çав сасăпа куçа уçрăм. Пăхатăп та ман умра кукамай тăра парать, ăна ман аппа эпĕ курăк çинчех çывăрса кайнине курсан чĕнсе килнĕ иккен.

Кукамай патне çитсен вăл манпа мĕн пулнине ыйтса пĕлчĕ. Эпир аппапа иксĕмĕр çав тĕлĕнтермĕш чечек çинчен каласа патăмăр. Кукамай мана пĕр чей курки касторка ĕçтерсен манăн вар-хырăм пĕтĕмпех тасалса çитрĕ. Хаваспах юратнă кукамая çыру патăмăр, уншăн вăл питĕ савăнчĕ. (Ара çырăвĕ Мускавра пурăнакан кĕçĕн хĕрĕнчен вĕт, юнашар вара — эпир — кукамайăн юратнă мăнукĕсем).

 

Халапĕ

Пăнтти вăрманĕ- тĕлĕнмелле вырăн, кунта ытларах илемлĕ хурăнсем кашласа ӳсеççĕ. Ку вăрман Хирпуç çĕрĕ çинче вырнаçнă, (Чăваш Республикинчи Вăрнар районне кĕрет).Тĕрĕссипе вăл вăрман та мар, уйсене çилсенчен хӳтĕлеме лартнă вăрман тăрăхĕ. Çак вăрман Уравăш чиккинчен пуçланса, хĕвел тухăçнелле Анча ял çĕрĕн чикки таран Хирпуç çĕрĕпе Рункă çĕрĕн чикки тăрăх тăсăлать. Сарлакăшĕ 10-12 метр. 1948-1949 çулсенче лартнă хурăнсем халĕ вăрман пек кашласа лараççĕ. Ку хурăнсене ун чухнехи колхоз председателĕ Андреев Пантелеймон Андреевич пуçарăвĕпе лартнă пулнă. Ялта ăна чăвашла Пăнтти тесе чĕннĕ. Унăн ятне хисепе хурса вăл йĕркелесе ларттарнă вăрман тăрăхне Пăнтти вăрманĕ тенĕ.

Халап çалкуçĕ: Халĕ Шупашкар хулинче пурăнакан, анчах Вăрнар районĕнче Хирпуç ялĕнче çуралса ӳснĕ 41 çулхи Николаева Наталья Петровнăран 2009 çулта çырса илнĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-12 09:52:00):

Пĕрремĕш предложени мана малтан кăштах пăшăхантарчĕ — хайлава япăх çырнă пулĕ терĕм. Ку предложенине ман шутпа урăхла йĕркелемелле пулнă — вырăс чĕлхин витĕмĕ вăйлă сисĕнет (вырăсларан куçраман-ши?)

Пĕтĕмĕшле илсен вара хайлав чаплах мар. Хулара вĕренекен ачашăн, паллах, чаплă, анчах та пирĕн ăмăртăва кăшт тивĕçтермест. Халапĕпе хайлавăн тĕп шухăшĕ ытла та инçе: халапĕ вăрман пирки, хайлавĕ вара — тĕлĕнтермĕш чечеке тупни çинчен.

Кунхинче вырăн лекмест пулĕ. Пултарулăха туптасан — тепĕр ăмăртура тен вырăн та лекме пултарĕ.

 

инçет (2009-11-29 19:20:44):

шухăша йĕркелеме пĕлменни сисĕнет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: