Чăваш чĕлхи
Тĕтреллĕ Висла леш енче çӳреп-и,
Кĕретĕп-и Карпат ту чакăлне,
Ăçта кайсассăн те, илтетĕп эпĕ
Тăван чĕлхемĕн тунсăх сассине.
Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,
Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.
Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ
Çӳрет çӳлте те çĕр çинче вĕçсе.
Юрланă чух сассу хитре те уçă:
Итлет вăрман та хир те янраса.
Чулсем çинчи канми-тăми çăлкуçĕ
Юхса йăпаннă пек сассу таса.
Екки ярса ачашшăн калаçмалăх
Çулла çап-çутă уйăх шевлинчен
Туса сана шăратнă манăн халăх,
Сана шăварнă шăпчăк юрринче.
Анчах та халăхăн çилли хаяррăн
Чĕре тулли йӳçсе тапса тухсан,
Чăваш чĕлхи, чĕлхемĕм, шĕл кăваррăн
Çунать вăю та сан, юрру та сан.
Сана хăрушă кунсенче касмалăх,
Йыхравлăн кĕрлеме кĕрешӳре
Хĕвелĕн çуттипе туптанă халăх,
Сана савса шăратнă çиçĕмре.
Сана йăваш теме кам хăюлланĕ,
Сана кам хурлĕ халĕ çĕр çинче, —
Итлерĕм эпĕ, гварди капитанĕ,
Сана вутри Воронеж хирĕнче.
Çулла — тусан, хĕлле — юр юнлă, тарăн,
Ялсем те хуласем çинче хĕлхем.
Танкра та нӳрлĕ окопра тăнларăм
Тĕреклĕ сассуна, тăван чĕлхем!
Орел та Прага, Киев та Варшава,
Белградта, Будапештта, Порт-Артур...
Татти-сыпписĕр пычĕ вăрçă шавĕ.
Унта чăваш чĕлхин те пайĕ пур.
Тăван чĕлхемĕмçĕм, тăванлă эсĕ
Пуян та çирĕп вырăс чĕлхипе.
Инкек те терт, асап та хур пĕлмесĕр
Янра та савăн аслă пиччӳпе!
Тăшман тесен — çиллен, кĕрле кĕр те кĕр,
Туссем тесе — сар кайăкла ян-ян.
Хитре сассу та шухăшу ĕрчетĕр,
Кĕрхи уйри итем пек пул пуян!
Сана паян тиркевлĕ хурлаканĕ
Ăçта кам пултăр пысăк çĕр çинче, —
Мухтатăп эпĕ, гварди капитанĕ,
Сана хĕвел пек уйăх умĕнче.
8 906 3766094 (2018-05-23 00:34:37):
Ну, Якку Пичче, кăмăлăма тултартăн та çĕклерĕн Эс хăвăн сиплĕ чĕлхӳпе! Мĕне тăрать Сан пуянран-пуян танлаштарăвусем?! Сăвву ăçта кăна илсе çитермерĕ вуланăçемĕн?! Ахальтен мар сан пултарулăхна Чăваш Ен, сĕре те хĕн вăхăтсене пăхмасăр, чи Çӳлĕ шая çĕкленĕ! Тивĕçлĕхпе!!!Чăн - чăн ГЕНИЙ вĕт Эсĕ, Аслă Пиччемĕр. Моцартпа Бетховен симфонийĕсенчен те кем мар пуль тетĕп, хамăн шухăшпа, ăшра мăнаçланса сăввун ЯНРАВĔПЕ!
Тăван чĕлхемçĕм, тăванлă эсĕ
Пуян та çирĕп вырăс чĕлхипе.
Инкек т терт, асап та хур пĕлмесĕр
Янра та савăн аслă пиччӳпе.
Ман шутпа, кунашкал "ылтăн кумкисене" пуш чул вырăнне хума хăймалла марах! Ăнланмасăр "тапакансене" сăмахпа та пулсан хирĕçлемеллех! Унсăрăн, пурте ăнланатпăр, паян кун çамрăксен ăсĕ ăçта "тапаланние"!!!
КАЯ ЮЛАС МАРЧЧĔ...