Асамлă мечĕк
Таньăна çуралнă кун ячĕпе асамлă мечĕк парнеленĕ. Мечĕк пулăшнипе хĕр ача таврари чи паллă сиплевçĕ пулса тăнă. Кам та пулин чирлесен тӳрех ун патне çул тытнă. Таня чирлĕ çынна мечĕкпе выляма ирĕк панă, лешĕ мечĕк тытсанах алла вăй кĕнине туя пуçланă. Унтан асамлă вăй пуçа лăплантарнă, чĕрене йĕркеллĕ таптарнă, кĕçех куçсем те савăнăçлăн çутала пуçланă, кăмăл та çĕкленнĕ. Çын куç умĕнчех сывалса тăнă.
Сиплевçĕ пирки ырă ят сарăлнă. Хĕр ача нихçан та укçа илмен, килекенсем ăна парнесемпе тав тунă. Пĕри пылпа хăналанă, тепри — сиплĕ варени, виççĕмĕшĕ — кукăль-икерчĕ, тумтир тавраш парнелекен те тупăннă.
Çитĕннĕçемĕн хĕр чиперленсех пынă. Ăна качча илес текенсем кашни каç урхамахпа килнĕ. Пĕри тепринчен маттуртарах, пуянрах пулнă. Кашниех Таньăна качча илес шутпа мухтаннă, маттур хĕре хăй енне çавăрма тăрăшнă.
Кӳршĕри Унтри те хĕре килĕштернĕ, анчах кун пирки калама хăяйман, питĕ вăтаннă. Сăн-питрен тиркемелли каччă мар-ха вăл. Урхамахĕ те пулнă, амăшĕпе тата йăмăкĕпе ĕне те усранă, кил-çурта юхăнтарман. Улăхра утă çулнă чухне Унтри Таньăна пулăшнă. Уттине те пĕрлех тиесе килнĕ, лав хыççăн иккĕшĕ юнашарах утнă. Анчах каччă чунне уçма хăяйман. Хĕрĕн качча каймалли вăхăчĕ çывхарнă. «Хăшне суйласа илмелле-ши? Ăçта-ши чăн-чăн юрату?» — чылай пуç ватнă вăл.
Пĕррехинче Таня хĕрсемпе пĕрле шыва кĕме кайнă чухне хăйĕн асамлă мечĕкне те илнĕ. Шыв хĕрринче вылянă чухне мечĕк шыва кĕрсе ӳкнĕ. Çакна курсан Таня йĕме пуçланă.
— Ма йĕретĕн? — тĕлĕннĕ тантăшĕсем. — Мечĕк шывра путмасть-çке, авă вăл шыв çинчех ярăнса çӳрет.
— Мĕншĕн йĕрес мар-ха манăн?! Ку мечĕк ахальскер мар, асамлăскерччĕ. Мана ăна çуралнă кун ячĕпе парнеленĕччĕ. Асамлă мечĕк пулăшнипе эпĕ таврари паллă сиплевçĕ пулса тăтăм. Анчах мечĕк шывпа йĕпенсен унăн асамлăхĕ çухалать. Эпĕ паянтан текех асамçă пулаймастăп, — макăрнă Таня. Вăл пĕр чарăнми ӳхлесе мечĕке шывран кăларнă та килелле утнă.
Çав каçхине те хĕре çураçма килекенсем пулнă. Анчах Таня асамлă мечĕке шыва яни çинчен илтсен вĕсем урхамахĕсене каялла çавăрнă. Мечĕк хăйĕн асамлăхне çухатни çинчен кĕçех пурте илтнĕ. Тинех хĕре евчĕсем аптратма пăрахнă.
Пĕр каçхине салху хĕре Унтри асăрханă, сывлăх сунса унпа сăмах ваклама пуçланă,
— Мĕншĕн салху эсĕ, кӳршĕ хĕрĕ?
— Мĕншĕн салху пулас мар-ха манăн? Эпĕ текех сиплевçĕ пулаймастăп, каччăсем те хăтана килме пăрахрĕç.
— Эсĕ маншăн яланах асамçă, мечĕксĕр те, — хăй хĕре юратнине тинех пĕлтернĕ каччă.
Çакăн хыççăн хĕрпе каччă пĕрлешнĕ, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма пуçланă. Мечĕк хăйĕн асамлăхне çухатман-мĕн. Ăна хĕр хăйне чăннипех юратакан çынна тĕрĕслес шутпа çеç шухăшласа кăларнă иккен. Таня халĕ те таврари чи паллă сиплевçĕ, ырă асамçă.
ÐÐÐРЫЧ (2009-11-24 20:40:13):
ТАВТАПУÇ СИРЕ ГАЛИНА ЗОТОВА ÇАКĂ КĂМĂЛЛĂ ЮМАХШĂН. МĂНУК ÇАК ЮМАХА ВУЛАСА ПАМАСАН ÇЫВĂРМА ВЫРТМАÇ.
ВАЛЕНТИНА (2009-11-29 19:57:09):
Замечательно!!!
Мне очень понравилось!
Алина Иванова (2011-11-30 10:52:07):
Чăннипех те тăрăшуллă!!!питĕ хитре юмахсем, калавсем çырать!
Алина (2016-12-27 13:45:50):
Питех те интереслĕ юмах!Пурнан пурнăçра хурапа шурăна уйăрма вĕрентет. Автора тав сăмахĕ калас килет.