Çылăхсăр чун
Шак! шак! шаккарĕç кантăкран. Ир енне çеç тĕлĕрсе кайнă Маюк аппа чалтах вырăн çинчен сиксе тăчĕ. «Ах, турă, кĕтӳрен юлтăм пулас. Ĕнене те суман вĕть-ха эпĕ...», — витрине йăтрĕ те вăл часрах тулалла тухрĕ.
Картишне тухрĕ те йĕри-тавралла пăхрĕ. Ара, пачах та çутăлман та иккен. Тĕттĕм, тĕттĕм... Çак чуна шиклентерекен шăплăх, кичемлĕх Маюк аппана темшĕн шиклентерчĕ. Хăй ытла та ир вырăн çинчен сиксе тăнине ăнланса илчĕ те вăл халь тин пурпĕрех çывăрас çуккине туйса илсе лупас айнелле утрĕ. Машук ура çине тăман та иккен. Ĕнине ачашла-ачашла тăратрĕ те вăл этемпе пупленĕ пекех ăна мăйĕнчен çупăрларĕ. «Чăр! та чăр! юхрĕ ăшă сĕт витрене. Темшĕн çак чăрлатса юхакан сĕт шăрши ăна хăйĕн ачалăхне аса илтерчĕ...
«Хĕрĕм, чĕппĕм, тăрса ăшă сĕт ĕç-ха, тин сунă сĕт сиплĕх параканччĕ», — амăшĕн сассипе вăраннă Маюк лартса хунă курка еннеле кармашрĕ. Çапла, кашни кунах тин сунă ăшă сĕте хĕрĕ выртакан вырăн пуçне лартса парать амăшĕ. Темшĕн юлашки вăхăтра тăтăшах чирлекен пулчĕ пĕчĕк хĕр. Тытса пăрахать ăна. Пульницара сипленсе те пăхрĕ вăл — анчах усси пулмарĕ. Тем тĕрлĕ юмăçсем патĕнче те пулса пăхрĕ амăшĕ — хĕрĕ пур пĕрех чĕрĕлмерĕ. Кашни каçах кĕтесри Турă амăшĕ умĕнче пуç çапрĕ, йăлăнчĕ Васса аппа, анчах та Маюка пĕрре те çăмăлăх пулмарĕ. «Санăн çылăхсăр чунăн юнне ĕçмелле, вăл çеç хĕрӳн сывлăхне çăмăллатма пултарĕ. Эсĕ... Эсĕ... Эсĕ... Санра Маюкăн çăлăнăçĕ», — пĕрре хаяррăн, тепре ачашшăн пăхрĕ Васса çине тĕлĕкре кĕтесри Турă амăшĕн сĕнĕ.
«Васса! Васса! Тантăшăм! Ах, Турă, ывăлăм вилсе кайрĕ! Пыр-ха, пыр часрах,», — чуна çуракан сасă тĕлĕкре Турă амăшĕпе аташса выртакан Вассана шартах сиктерчĕ. Вăл вырăн çинчен сиксе тăчĕ те чӳрече патне чупса пычĕ. Тулта шап-шурă юр çăвать. Тăман вĕçтерет. Таçта аякра темĕнле çутăсем мĕлтлетеççĕ, куçа шартараççĕ, йăмăхтараççĕ, аташтараççĕ. Васса хĕрĕ выртакан вырăн патне чупса пычĕ те вăл лăпкăнах çывăрнине курсан часрах кӳрше тухса чупрĕ.
10-ри Гена лупас айĕнче выртать. Амăшĕ ĕçрен киличчен выльăхсене утă антарса пама шутланă вăл. Лупас тăрринчен аннă чухне те ури шуса кайнă ĕнтĕ унăн, çĕре персе аннă. Ӳкнĕ чухне вара пусма кĕтессине пырса тăрăнса пуçне çурса янă. Акă выртать халĕ вăл юн кӳлленчĕкĕ ăшĕнче хускалмасăр. Татăлсах макăракан тантăшне çавăтса пӳрте илсе кĕчĕ те Васса, хăй хыпалансах урамалла тухрĕ. Хăрушă хыпара илтнĕ çынсем пуçтарăна пуçларĕç. Генăна йăтса пӳрте илсе кĕчĕç. Кӳлленсе тăракан юна тасатас текелесе Ваççа пиччепе Санюк аппа витрепе шыв йăтса лупас айнелле утрĕç. Çак вăхăтра Вассан пуçĕ çаврăнса кайрĕ, вăл ӳкес мар тесе пӳрт кĕтессинчен тĕревленчĕ. «Юн...Çылăхсăр чун юнĕ... Вара Маюк та сывалать...» — кĕрлерĕ пуçра темле сасă. Васса лупас айнелле утрĕ. «Эсир пӳрте кĕрĕр-ха, унта виле патĕнсе ларакан та кирлĕ. Эп кунта хамах. Эх, мăнтарăн ачи. Ма асăрхануллăрах пулмарăн-ха. Кампа тăратса хăвартăн ĕнтĕ аннӳне» — шапăртатсах юхать куçран куççулĕ.
Пӳрт еннелле пăхса илчĕ те Васса карта çинче çакăнса тăракан пĕчĕк кĕленче савăта илчĕ. Хыпалансах хытса ларма ĕлкĕреймен юна çав савăт çине пĕчĕккĕн шăлса яма пуçларĕ. Тулнă кĕленчене кĕсйине чиксе хучĕ те вăл ытти юнне вара шăлса тасатса хучĕ. Темшĕн кăштах шиклентерет, такам хыçалтан сыхласа пынăнах туйăнать.
Килне чупса кайрĕ те Васса хĕрĕн вырăнĕ патне пычĕ. Пĕр вăхăт хушши вăл ун çине савăнса пăхса тăчĕ. Сасартăк вăл хăй çине такам хыçалтан пăхса тăнине туйса илчĕ те вăртах каялла çавăрăнчĕ. Никам та çук, куçсем вара кĕтесри Турă амăшĕ сăнĕ çинче чарăнчĕç. «Часрах, васка, асту кая юлăн, санăн вăхăт сахал...» — пĕрре — çывăхран, тепре аякран илтĕнчĕ темле сасă.
Васса кĕсйинчи кĕленчене асăрханса кăларчĕ те тĕпелелле утрĕ.
Юн шăрши ăна антăхтарсах ячĕ. «Çук, ĕçейместĕп, çын юнĕ-çке вăл», — чутах хăсса ямарĕ Васса. Анчах кашни тытса пăрахмассерен айванлансах пыракан хĕрне аса илчĕ те савăтри юна пĕр сывламасăр ĕçсе ячĕ. Ăшра тем пăтранчĕ, кĕрлерĕ, пĕçертрĕ... Пӳрт ăшчикки кутăн та пуçăн çавăрăнма пуçларĕ. Васса ахлатрĕ, унтан макăрма пуçларĕ. Ăшне тем тăпăлтарчĕ, такам унта кĕрсе ларнă пек темскер йăшăлтатрĕ. Васса упалене-упалене алăк патне çитрĕ. Урама тухас тесе алăк хăлăпне тытрĕ те такам тискеррĕн те хăрушшăн уласа янипе вăртах каялла çаврăнчĕ. «А-а-а! Эсĕ мана хăвалатăн, хĕрӳн ăшĕнчен тăпăлтарса кăларатăн. Эпĕ çухалатăп, анчах та эсĕ те нумаях тăраймăн — ман хыççăнах пырăн», — унта вара тĕл пулăпăр санпа. Хăй хыçĕнче тăракан тискер, хăрушă, хаяр темĕнле чĕр чун пек япалан вут-хĕм сапса тăракан куçĕсене курсан Васса тăнне çухатрĕ.
«Анне. Эпĕ ĕнене сурăм. Выльăхсене апат патăм. Яшка та пĕçертĕм, çăмах яшки. Тăрса çи. Вара Олег патне кайăпăр. Эпир унпа яланах туслă пулнă. Ыран ăна пытараççĕ, манăн вара ăна пĕрре те сивĕ çĕр ăшне кĕрсе вырттарас килмест», — Маюкăн куçĕсенчен куççулĕ шăпăртатрĕ. Васса хăйпе мĕн пулса иртнине аса илес тесе тем чул тăрмашрĕ — анчах та нимĕн те аса илеймерĕ.
«Ах, турă. Ара ыран Олега пытармалла. Мĕн туса ларатăп ара эпĕ килте. тантăшăм та пăшăрханать пулĕ. Анчах та мĕн пулнă-ха манна, нимĕн те ас тумастăп-çке эпĕ.»
Маюка çавăтрĕ те Васса Ленуксем патнелле утрĕ. Анчах та пӳрт алăкĕ патне çитсен ăна темле вăй шалалла кĕме чарчĕ, Каялла туртрĕ, кăтăкларĕ. Васса Маюк хыççăн чупса тенĕ пекех пӳрте кĕчĕ. Пӳрт варринче тупăк ларать. Унта — çылăхсăр чун — Олег. Акă унăн тантăшĕ Ленук. Вăл ывăлĕн питне ачашла-ачашла шăппăн макăрать. Пӳртре туллиех çын. Васса Маюка сак çине лартрĕ те хăй тĕпелте тăрмашакан хĕр арăмсем патне пулăшма тесе пычĕ.
Сасартăк тулта купăс сасси илтĕнсе кайрĕ. Акă хĕр арăмсем юрлама пуçларĕç. Кĕрлесе, ахăрса юрлакан çынсен сасси Ленуксен килĕ умĕнчех чарăнчĕ. «Ара, мĕн ку Виле çинче кам туй юрри юрлать. Мăшкăллаççĕ пулĕ. Верук, айта-ха тухса чарар вĕсене. Пăх халĕ, мĕнлерех кĕрлеттереççĕ! Çыннăн хуйхă, вĕсем вара ахăраççĕ, савăнаççĕ», — Векрук енне çавăрăнчĕ вăл. «Эс мĕн, аташмастăн пулĕ. Мĕнле туй, мĕнле юрă. Ах, турă, хуйхăпа ĕçсе лартрăн-и-ха ĕнтĕ». Верук Васса çине хĕрхенсе пăхса илчĕ те тĕпелтен тухрĕ. Туй юрри çав вăхăтра тата та хыттăнрах, вăйлăрах илтĕнме пуçларĕ. Васса тарăхса кайнипе урама чупса тухрĕ. Ай турах! Урам туллии çын утать. Кам хушпу, тухъя тăхăннă, камăн пуçĕнче вара тутăр. Ар çыннисем хăшĕ костюмпа, хăшĕ вара темле витĕр курăнакан кĕпесем тăхăннă... Темшĕн вара хăйсем пурте шап-шурă. Турăçăм! хăшĕсен куçĕсем вырăнĕнче пуш-пушă, вĕсенче çулăм вылять! Юрлакан халăх Вассана алă сулать, хăйсем патне чĕнет. Акă купăс калаканни ташă кĕвви выляма пуçларĕ. Васса ăна чарас тесе чупса пычĕ те хăранипе каялла чакрĕ. Ара... Ара... Ку Макçăм-çке. Çулталăк каялла шыва кĕнĕ чух путса вилнĕччĕ вăл. Унăн ӳтне виçĕ уйăхран çеç тупрĕç юлташĕсем. Эх! Мĕнлерех маçтăрччĕ вăл купăс калама! Ялти пĕр туй та, ĕçкĕ-çикĕ те унсăр иртмен! Макçăм ташă кĕвви калама пуçласанах пĕтĕм туй халăхĕ сиксех ташлама пуçларĕ. «Чарăнăр! Кунта виле! Вилнĕ çынна яланах сăвап пулмалла», — мĕн пур сасси çитнĕ таран кăшăкăрчĕ Васса. «А-а-а! Сăвап-и сире, çĕр çинче пурăнакансене. Манăн ачана — 10 çулти хĕрĕме кам мăшкăлларĕ, асапа чăтаймасăр вĕл çав 57 çулти ар çын айĕнчех тепĕр тĕнчене ăсанчĕ, эпĕ вара, амăшĕ — çак мăшкăла, чун ыратăвне тӳсеймесĕр кĕлетри мачча каштинчен çакăнтăм. Пĕр эрне çакăнса тăтăм унта, никам та мана çухатса кĕрсе пăхмарĕ, шăршлантăм, манăн ӳт çинче шурă хуртсем йăшаланма пуçларĕç, çăмарта хучĕç — татах пĕчĕк хуртсем тухрĕç, çирĕç, çирĕç мана...» «Эпĕ вара, эпĕ...», — Васса умне пĕчĕк çеçĕ ача пек япала чупса пычĕ. «Анне манран «хăтăлчĕ. Эпĕ, виçĕ эрнене те çитмен вĕсен айван та пĕчĕк ывăлĕ хампа мĕн пулса иртнине пачах та ăнланмарăм. Малтанах манна питĕ лайăх пулчĕ. Аттепе анне те маншăн питĕ савăнчĕç. Анчах та каярах атте темшĕн аннене пĕрмаях вăрçа пуçларĕ, çапма та именместчĕ. Вара пĕринче анне каларĕ: «Юрĕ, эс каланă пек пулĕ», — терĕ. Укçа кивçен кайса илчĕ те райунти пульницана çул тытрĕ. Анне темскер лайăх мар япала çинчене шутланине эпĕ темшĕн сисрĕм. Акă пульница... Шурă вырăнсем... Анне темле сивлек те хаяр тухтăрпа айăплăн калаçрĕ те мана, хырăмри пĕчĕк ывăлне ачашшăн аллипе сăтăрса илчĕ. Тахçантанпах аннен ачаш сасине илтменнипе çав тери савăнса кайрăм. Анчах та тем амакĕ пулчĕ. Хайхи çав усал тухтăр мана тăплтарма пуçларĕ, манăн урана касрĕ, алла... «Ай! ыраттарать! Чăтаймастăп! Пулăшăр! Анне! Эпĕ сана çав тери юрататăп-çке», — тесе каласа ĕлкĕреймерĕм — таçти темле вĕçсĕр-хĕрсĕр уçлăха çитсе çапăнтăм. Унта вара амăшне шыракан ачасен сассипе, вĕсем макăрнипе, унта та кунта алă-ура выртнине курсан атепе аннене те, сире те, çĕр çингче пурăнакансене хытă ылхантăм, курайми пултăм...» «18 çеç тултарнăччĕ эпĕ. Тепĕр пĕр эрнерен 19 тултармаллаччĕ. Мĕн тума кайса чикрĕç мана, алла нихăçан та пăшал тытса курман, ку таранччен килте чăх та пусса курман çамрăка çав ылханлă вăрçа. Эпĕ хам ăçта, мĕншĕн, тата камшăн кайса пуçа чикнине ăнланса та юлаймарăм. Çĕр кĕрлерĕ, çунчĕ, такам такама печĕ. Снаряд пырса çапнипе эпĕ чăл-парах салантăм. Çапăçу пĕтнĕ хыççăн вара манăн ӳт-пӳ пайĕсене татăкăн-татăкăн пуçтарчĕç. Пуçтарнă пайсене мишук çине чикрĕç те цинк тупăка чикс атте-анне килне ăсатрĕç. Манăн чун тем чул çав тупăк ăшĕнчен тухассишĕн тапаланчĕ. Анчах хупса хунă тупăк хуппине никама та уçтармарĕç. Атте-анне татăлсах йĕчĕ. Манăн та çĕр çинчи пурнăçпа савăнса пурăнас килетчĕ...», — шăмми-шакки çеç курăнакан ар çын Васса патнелле талпăнчĕ. Паçăр çеç савăнсах сикекен туй халăхĕ сасартăк Васса çинеле кăшкăрса, ăна юнаса утнине курсан вăл храсах кайрĕ. Каялла чакрĕ, ӳкрĕ, тăчĕ. Кутăн чакса такам çине пырса çапăнчĕ. Çаврăнса пăхрĕ те — пĕрле вĕреннĕ Сашук иккен. «Эс мĕн, мĕн пулнă сана. Ăçта питĕ хытă ĕрĕхетĕн. Вилнисем хыççăн кайма ĕлкĕретĕн. Унта пĕрре лексен каялла ямаççĕ. Часах акă Олега илсе тухаççĕ. Мĕн пулнă сана, сăну та çук, — Сашук Васса çине тĕлĕнсе пăхрĕ. «Итле-ха, Саша, кунта йĕри-тавра вилнĕ çынсем. Вĕсем темĕн çинчен шутлаççĕ, мана тем те пĕр калаççĕ. Вĕсем пирĕн çине темшĕн питĕ те тарăхнă. Инкек пулса ан тухтăрччĕ, паçăртанпах туй юрри юрлаççĕ, ташлаççĕ...», — пăшăлтатрĕ Васса. Саша ун çине хĕрхенсе пăхса илчĕ те айăккинелле пăрăнчĕ.
Васса хăйпе мĕн пулса иртнине нимĕн те ăнланмарĕ. Çак япаласене вăл çеç курать-ши вара. Акă Олега пӳртрен илсе тухрĕç те пытарма килнисем пурте масар еннелле утрĕç. Анчах та мĕн ку. Хайхи туй халăхĕ юрласа та ташласа çынсемпе пĕрпле утать. Тупăк тăрринче темле çунатлă мĕлке вĕçет. Вăл тем чул çак çынсенчен тăрса юласшăн, анчах туй халăхĕ ăна хытă сыхлать, хăйсенчен хăварасшăн мар аллисенчи тутăрĕсемпе сула-сула ăна малаллах хăвалать. Халĕ ĕнтĕ Васса хăрама та пăрахрĕ. Çак япаласем йăлтах Олегăн юнне ĕçнĕ хыççăн пуçланнине вăл ăнланчĕ.
Оля (2008-11-30 13:04:28):
Питĕ интереслĕ калав! Малалла та вулас килет. Маттур!
Саша (2008-11-30 13:06:46):
Олега питĕ шел. анчах та вăл тепĕр çын пурнăçне çăлчĕ. Интереслĕ хайлав.
Андрей (2008-11-30 13:14:16):
"Çылăхсăр чун" хайлава вуланă хыççăн эпĕ часах лăпланаймарăм. Мана вăл çав тери интереслентерсе ячĕ! Эпĕ Шибаев Михаилăн республика хаçат-журналĕсенче пичетленнĕ ытти хайлавĕсене те вуланă. Вĕсене те вулама кăмăллăччĕ, анчах ку калав тата та тарăнрах содержаниллĕ. Ман Мишăпа тĕл пулса паллашас килет. Маттур Миша! Ăнăçусем сана!
Алексей Иванович (2008-11-30 16:08:20):
Хам та калавсем çыркаланă май ку çамрăка пулăшас шухăш çуралчĕ. Пуласлăхĕ пур.
Лидия Петровна (2008-12-04 18:35:52):
Калава аван çырнă! Класри ачасемпе тишкерсе тухрăмăр. Вĕсене те питĕ кăмăла кайрĕ. =)
Admin (2008-12-04 20:53:59):
Калав килĕшрĕ. Вырăн лекетех. Ыттисене вуланă май ку ушкăнра лайăххи лекмест пуле тесе шутланăччĕ. Пур иккен пулас çыравçăсем! Маттур!
Роза (2012-11-30 17:39:55):
Çакăн пек тарăн шухăшлă калава ача çырма пултарнинчен тĕлĕнтĕм. Чăнах та, талантлă, пурнăçа çулĕсене кура мар ăнланакан çамрăк.
Ирина (2012-12-01 15:30:21):
Тем ăнлансах каймарăм-ха. Малтан "10-ри Гена лупас айĕнче выртать, кайран Олег вилчĕ.".. Мĕн каласшăн ку калавпа...