Хĕрĕх çул хушши


Ĕнер-паян пулнă пек,

Куçăм умĕнче

Иртет йĕрки-йĕркипе

Авалхи тĕнче:

Чĕрĕлеççĕ, тăраççĕ

Тĕттĕм чăвашсем;

Тăмана пек тухаççĕ

Юмăç-чĕлхеçсем;

Улталанса вĕсемпе,

Чăваш пурăнать.

Вĕсене уçман куçĕпе

Ырлать, пуççапать.

Кĕнекепе хута та

Вăл уйăраймасть,

Тĕнче тытан турра та

Асра тытаймасть,

Киремете килĕшме

Тихине пусать:

«Ан илччĕрччĕ вĕренме», —

Тесе кĕлтăвать.

Вĕренесрен пăрăнма

Мулне хĕрхенмест,

«Çутаттăрччĕ пуçăма», —

Теме пĕлмест.

Анчах иртет, çул иртет, —

Тĕнче улшăнать:

Тĕттĕм, тĕтре сирĕлет, —

Çутă уçăлать.

Пĕр хĕрĕх çул хушшинче

Пирĕн чăвашсен

Уçăлаççĕ хут çинче

Хĕсĕк куçĕсем.

Икел шăтса ӳснĕ пек,

Школсем уçăлать,

Ырă çын никĕс хунипе

Çирĕп пурăнать.

Вĕтĕ школсем варринче

Амăшĕ ларать:

Пĕтĕм чăваш хушшинче

Çутлăха сарать.

Калля-малля Атăлпа

Пăрахут куçать:

Чăваш ачи çăпатапа

Вĕренме каять.

Вăл пурăнать, вĕренет,

Ӳстерет ăсне.

Çын пулать те тирпейлет

Хăйĕн тăванне.

Ĕне çинĕ кĕнеки

Унăн тупăнать.

Чăваш пуклакрах чĕлхи

Ытарса вулать.

Хутран хуяканскерсем

Халь, харсăр пек,

Чухăн чăваш ачисем

Çунать чĕрипе:

«Епле майпа вĕренме

Кĕрес-ши?» — тесе.

Çапла пирĕн ĕмĕрте

Чăваш çыннисем.

 

1907-1908

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


влад маскай (2018-08-22 21:12:53):

...хĕн çав, хĕнех хак пама Куля Пиччене! Çапах шарламасăр иртме майăм çук... пурнăçĕ мĕнле тата çавах вăхăтри? Куля Пиччен те сăввинче, ăнсăртран пулсан та, пирĕн çавтери каяюлнăлăхсем цивилизацирен çулçӳревçĕн ури айĕнчи пек, тумхахсемпе вĕçлĕ чулсем, чуна йĕпрен кемех мар шăтарасла ыраттарса иртсе каяççĕ!!!

Анчах та, Поэтăмăр Шупуççынни пысăк паăлханăвне пире те вулаччăр тесе парса хăварни - хаклăран та хаклă парне! Паллах, пурне те уçăлмасть ĕнтĕ йĕркесен хушшинчи халăхăн тăлăх пурнăçĕ. Çав "курманлăх" хальхи вăхăтра - чи пысăк ПЕЛЕ! тесе шутлатăп эпĕ. Çавăнпах тĕрлĕ кипкинчен те тухса типĕнмен университет пĕтернĕ ачасем Иван Яковлевич çине кунĕн -çĕрĕн "вĕреççĕ" те...Тав сана Поэтăмăр!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: