Ĕнер-паян пулнă пек,
Куçăм умĕнче
Иртет йĕрки-йĕркипе
Авалхи тĕнче:
Чĕрĕлеççĕ, тăраççĕ
Тĕттĕм чăвашсем;
Тăмана пек тухаççĕ
Юмăç-чĕлхеçсем;
Улталанса вĕсемпе,
Чăваш пурăнать.
Вĕсене уçман куçĕпе
Ырлать, пуççапать.
Кĕнекепе хута та
Вăл уйăраймасть,
Тĕнче тытан турра та
Асра тытаймасть,
Киремете килĕшме
Тихине пусать:
«Ан илччĕрччĕ вĕренме», —
Тесе кĕлтăвать.
Вĕренесрен пăрăнма
Мулне хĕрхенмест,
«Çутаттăрччĕ пуçăма», —
Теме пĕлмест.
Анчах иртет, çул иртет, —
Тĕнче улшăнать:
Тĕттĕм, тĕтре сирĕлет, —
Çутă уçăлать.
Пĕр хĕрĕх çул хушшинче
Пирĕн чăвашсен
Уçăлаççĕ хут çинче
Хĕсĕк куçĕсем.
Икел шăтса ӳснĕ пек,
Школсем уçăлать,
Ырă çын никĕс хунипе
Çирĕп пурăнать.
Вĕтĕ школсем варринче
Амăшĕ ларать:
Пĕтĕм чăваш хушшинче
Çутлăха сарать.
Калля-малля Атăлпа
Пăрахут куçать:
Чăваш ачи çăпатапа
Вĕренме каять.
Вăл пурăнать, вĕренет,
Ӳстерет ăсне.
Çын пулать те тирпейлет
Хăйĕн тăванне.
Ĕне çинĕ кĕнеки
Унăн тупăнать.
Чăваш пуклакрах чĕлхи
Ытарса вулать.
Хутран хуяканскерсем
Халь, харсăр пек,
Чухăн чăваш ачисем
Çунать чĕрипе:
«Епле майпа вĕренме
Кĕрес-ши?» — тесе.
Çапла пирĕн ĕмĕрте
Чăваш çыннисем.
1907-1908