Пĕррехинче


Пĕррехинче каçхине эпĕ чӳречерен пăхрăм та тӳперен çутă аннине куртăм. Урама сиксе тухрăм та çутта хирĕç хунарпа çутатрăм. Вĕçекен турилкке пирĕн кил умнех анса ларчĕ. Унтан темиçе инопланетянин анчĕç те манпа калаçма тытăнчĕç. Эпĕ малтан вĕсен калаçнине ним те ăнланмарăм. Анчах нумай та вăхăт иртмерĕ — вĕсен чĕлхипе калаçма тытăнтăм. Тепĕртакран ют планета çыннисем мана хăйсем патне хăнана чĕнчĕç. Эпĕ вĕсене каларăм:

— Манăн ыран шкулта экзамен тытмалла. Ыран ирех эсир мана каялла леçме пултаратăр-и?

— Паллах, — терĕç вĕсем.

Эпĕ вара хаваслансах вĕсемпе турилккене кĕрсе лартăм.

— Халĕ эпир Венера планета çине вĕçетпĕр, — терĕç çĕнĕ юлташăмсем.

— Унта лайăх-и? — ыйтрăм эпĕ.

— Паллах.

Венера çине çитсенех эпĕ тĕлĕнсех кайрăм. Кунта пуçсăр çынсем çӳреççĕ, хăш-пĕрисен — йытă пуçĕсем. Вара эпĕ хам ăшăмра шикленсе илтĕм: хамран та çакăн пек туса хумаççĕ-ши? Юлташăмсем мана таçта та илсе çӳрерĕç. Кайран эпĕ кĕсьерен телефона кăлартăм та Çĕр çине Алёша Юлмасов тусăм патне шăнкăравларăм:

— Салам!

— Салам! Эсĕ ăçтан шăнкăравлатăн, аран-аран илтетĕп сана?

— Венера планета çинчен калаçатăп.

— Эсĕ ыран экзамен тытасси çинчен манса кайнă-им — халĕ те çывăрмастăн, — терĕ юлташăм.

— Ыран ирхине килте пулатăп. Экзамена пĕрле кайăпăр. Ырă каç пултăр!

— Ырă каç, — урăх ним те каламарĕ Алёша, телефонне сӳнтерчĕ. Ĕненмерĕ вăл мана. Эпĕ пĕр класра вĕренекенсене час-часах шăвăç юманпа ярăнтарнине пĕлет-çке вăл.

Ют планета çинче пурăнакансемпе таçта та пулса курнă хыççăн, тем те курса тĕлĕннĕ хыççăн ыйхă килсех кайрĕ. Мана креслă çине вырăн сарса пачĕç те, эпĕ тутлă ыйха путрăм. Хам çывăрнă вăхăтра вĕсем мана креслăпах вĕçекен турилккене куçарчĕç те самантрах Çĕр çине илсе çитерчĕç. Уçă чӳречерен шăппăн кăна илсе кĕчĕç те кравать çине вырттарчĕç. Килтисем сиссе те юлаймарĕç — вăшт кăна тухса кайрĕç. Эпĕ вĕсене тем пек тав тăвасшăнччĕ, сыв пуллашасшăнччĕ. Анчах ман куç та, çăвар та, çилĕмпе çыпăçтарса хунă пек, уçăласшăн пулмарĕç.

Ирхине урамра Алёша юлташăм шăхăрнипе вăранса кайрăм. Эпĕ ăна нумай кĕттермерĕм, хăвăрт кăна хатĕрленсе тухрăм.

— Ну, мĕнле унта Венера çинче? — мăшкăлласа ыйтрĕ чи çывăх тусăм.

Алёша çапла ĕненмесĕр калаçнипе ачасене çулçӳрев çинчен каласа парас шухăш ĕмĕрлĕхех сĕвĕрĕлчĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-02 18:01:34):

Эх, сахалтарах çырнă... Венерăри пурнăçа анларах, интереслĕрех уçса памалла пулнă. «Хам çывăрнă вăхăтра вĕсем мана креслăпах вĕçекен турилккене куçарчĕç те...» — кăна çырас умĕн çывăрсах кайманни пирки пĕлтермелле пулнă :) Аттук капла çывăрнă чухнех ют планетăран килнĕ хăнасем унпа мĕн тунине курнă пек пулса тухать.

Тăрăшарах çырсан тепрехинче парне те вырăн та лекĕ пулĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: