Чунпа тĕл пулни


Ку ĕç тахçанах пулса иртнĕ. Ун чухне çулсем тăрăх машинăсем чупман, инçе çула лаша кӳлсе тухнă. Юр ӳксен — çунапа, ытти чух — урапапа.

Хура кĕркунне тăнă. Уй-хирсем пуш-пушă, йывăçсем çаралнă. Юр ӳкмелли кăна юлнă.

Пĕррехинче Хветĕр мучи инçе çултан кая юлса киле таврăннă. Кĕрхи кунсем кĕске, каçĕсем тĕттĕм. Çулĕ инçе пулнăран, хăвăрт тĕттĕмлене пуçланă. Юрать-ха уяр çанталăк пулнă — тӳпере кĕмĕл уйăхпа çăлтăрсем ялкăшнă. Вĕсен çути çулçӳревçĕсене пулăшнă. Çулĕ вăрăм пулнăран — лаши ывăннă — аран-аран юртать... Хăваласан та майĕпен пырать.

— Атя, тур лашам, сиккипе, киле часрах çитĕпĕр, — тет Хветĕр мучи.

Сасартăк хыçалта ура сасси илтĕнсе каять. Каçхи сасă «ян» каять. Такам чупса килет, хăй хашкать. Часах урапа патне çамрăк каччă пырса çитет. Вăл çитсе тăрсан, лаша такамран хăранă пек хартлатса илет. Хайхи каччă сăмах хушать «Мучи эпĕ питĕ ывăнтăм, ларт-ха мана урапу çине», — тет. Мучи:

— Ывăлăм, лартăттăм та-ха сана, анчах манăн лаша ывăннă, аран-аран утать, ав.

Каччă:

— Мана лартсан сан лашу чупма пуçлĕ.

Мучи:

— Ну, лар эппин апла пулсан.

Çул çинчи çын урапа çине ларсан. лаша чăнах та ерипен чупма пуçлать. Кăшт вăхăт иртсен каччă калаçма пуçлать.

— Эсĕ, мучи манран ан хăра. Эп вилни паян хĕрĕх кун — мана кĕçĕр асăнаççĕ. Çавăнпа эпĕ васкатăп. Юлашки судра мана паян ытларах тытса тăчĕç те эпĕ каярах юлса кайрăм. Килте пурте пухăнса çитнĕ ĕнтĕ, мана кĕтеççĕ сывпулашма. Вунсаккăрта çеç эпĕ, мучи, мана темиçе пус укçашăн çапса пăрахрĕç. Аттепе анне питĕ хуйхăраççĕ.

Мучин хăранипе çӳçĕ вирелле тăнă, чĕлхи çĕтнĕ. Вилнĕ çынпа юнашар ларса пырать иккен те вăл. Хăрăн унта! Те сăмах хушсан лайăх, те шăп ларсан. Хайхи çĕрлехи çын сăмахне малалла тăсать.

— Çырма леш енче — манăн тăван ял. Мучи, эпĕ сана хампа пĕрле чĕнесшĕн, хăв куçупа курăн.

Мучи сăмахсăрах килĕшет. Çитеççĕ яла. Вĕсене кĕтсе илекен çук. Каччăн чунĕ лашана тăварать, сĕлĕ парать, унтан пӳрте кĕреççĕ. Пӳртре хăнасем йышлă. Пурте куçĕсене шăлаççĕ, хурланса калаçаççĕ. Мучие каччă сĕтел хушшинех лартать. Кил хуçи — каччăн ашшĕ — сăрапа сăйлать, йĕркипе ĕçтерсе пырать, мучи тĕлне çитсен ăна курман пек сиктерсе хăварать, сăра куркине тыттармасть. Çурçĕр çитеспе каччă пуринпе те сывпулашма пуçларĕ. Амăшне пырса ыталарĕ те амăшĕ йĕрсе ячĕ, унтан ашшĕне пырса ыталарĕ — ашшĕ куçне шăлма пуçларĕ. Каччăн пичĕ тăрăх та мерчен куççуль юхса анчĕ. Çавăн пек пуринпе те сывпулашсан, Чун алăк патĕнчи пăта çинче çакăнса тăракан алшăллие илсе питне шăлчĕ те хăвăрттăн пӳртрен тухрĕ. Ун хыççăн вара ăсатма килнĕ çынсем тухрĕç. Пӳртре мучи пĕчченех тăрса юлать. Тепăртакран çынсем пӳрте каялла кĕреççĕ. Сĕтел хушшинче ларакан ют çынна курсан пурте пĕççисене «шарт!» çапаççĕ. Мĕнле ют çын ку... Мĕнле майпа сĕтел хушшине лекнĕ. Хайхи мучи каласа кăтартма пуçлать. Чунпа мĕнле тĕл пулни, мĕнле пĕрле килни çинчен веçех каласа парать. Вилнĕ çынпа пĕрле килнĕрен мучие никам та курман иккен, Чун тухса кайсан кăна ăна асăрханă. Вилнĕ каччăн ашшĕпе амăшĕ хурланса тепĕр хут макăрма пуçларĕç. Çакăн хыççăн мучин сухалĕпе çӳçĕ йăлт кăвакарса кайнă.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-01 23:11:24):

Ай-яй-яй-яй-й-й... Шупашкар ачи çапла халап калама вĕренеймен пулĕ? Чаплă çыравçăсене те иртет!

Хăй çырнă пулсан — питĕ чаплă, вырăн йышăнма тивĕç! Анчах иккеленетĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алевтина (2009-11-09 22:11:21):

Мĕн иккĕленмелли? Кăна мĕнле каласа панă,çапла çырса илнĕ.Кам каласа панине çырса кăтартнă.Кун пек халапсем пирĕн çемье архивĕнче сахал мар.Тепĕр чух, хула ачисем те чăвашла ялтисенчен ирттереççĕ.Тĕрĕссипе каласан, мухтанмалла çавăн пек ачасемпе,татах интереслĕрех çырма хавхалантармалла.Эпĕ унăн амăшĕ, унăн вĕрентекенĕ пулсан- пулăшма тивĕç. Çитменнине тата вăл,чăнах та кукамăшĕ каласа панине питĕ итлеме юратать.Кукамăшĕн вара каласа памалли питĕ нумай.

 

Admin (2009-11-09 22:47:20):

Чăвашла ялтисенчен те ирттереççĕ пулсан — паллах, мухтанмалла.

 

Vyacheslavna (2009-11-10 07:33:55):

Эпĕ тем ăнлансах çитереймерĕм-ха. Пĕр калавăн икĕ автор пулчĕ-и?

 

Admin (2009-11-10 09:00:17):

Çук, авторĕ пĕрре. Ку калав — пĕлтĕр ярса панă ĕç. Кăçал — çакнашкаллиех тепĕр ĕç килчĕ.

Эп ăнланатăп — вăхăт сахал, çавах та, хам пулсан, тепĕр конкурса урăхларах ĕç ярса панă пулăттăм.

//тепĕр хутшăнакан вара тата та «ăслăрах» тунă — пĕлтĕрхи хайлавăн ятне улăштарнă та ярса панă. :) Кăçалхи ăмăртăвăн теми ытларах енĕпе çав хайлава вуласан çуралчĕ пулин те эпир çĕнĕ ĕçсене çеç йышăнатпăр. Алевтина Филипповăн ĕçне «пĕлтĕрхи» теме май çук — ăна çĕнĕрен çырнă.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: