Ку ĕç тахçанах пулса иртнĕ. Ун чухне çулсем тăрăх машинăсем чупман, инçе çула лаша кӳлсе тухнă. Юр ӳксен — çунапа, ытти чух — урапапа.
Хура кĕркунне тăнă. Уй-хирсем пуш-пушă, йывăçсем çаралнă. Юр ӳкмелли кăна юлнă.
Пĕррехинче Хветĕр мучи инçе çултан кая юлса киле таврăннă. Кĕрхи кунсем кĕске, каçĕсем тĕттĕм. Çулĕ инçе пулнăран, хăвăрт тĕттĕмлене пуçланă. Юрать-ха уяр çанталăк пулнă — тӳпере кĕмĕл уйăхпа çăлтăрсем ялкăшнă. Вĕсен çути çулçӳревçĕсене пулăшнă. Çулĕ вăрăм пулнăран — лаши ывăннă — аран-аран юртать... Хăваласан та майĕпен пырать.
— Атя, тур лашам, сиккипе, киле часрах çитĕпĕр, — тет Хветĕр мучи.
Сасартăк хыçалта ура сасси илтĕнсе каять. Каçхи сасă «ян» каять. Такам чупса килет, хăй хашкать. Часах урапа патне çамрăк каччă пырса çитет. Вăл çитсе тăрсан, лаша такамран хăранă пек хартлатса илет. Хайхи каччă сăмах хушать «Мучи эпĕ питĕ ывăнтăм, ларт-ха мана урапу çине», — тет. Мучи:
— Ывăлăм, лартăттăм та-ха сана, анчах манăн лаша ывăннă, аран-аран утать, ав.
Каччă:
— Мана лартсан сан лашу чупма пуçлĕ.
Мучи:
— Ну, лар эппин апла пулсан.
Çул çинчи çын урапа çине ларсан. лаша чăнах та ерипен чупма пуçлать. Кăшт вăхăт иртсен каччă калаçма пуçлать.
— Эсĕ, мучи манран ан хăра. Эп вилни паян хĕрĕх кун — мана кĕçĕр асăнаççĕ. Çавăнпа эпĕ васкатăп. Юлашки судра мана паян ытларах тытса тăчĕç те эпĕ каярах юлса кайрăм. Килте пурте пухăнса çитнĕ ĕнтĕ, мана кĕтеççĕ сывпулашма. Вунсаккăрта çеç эпĕ, мучи, мана темиçе пус укçашăн çапса пăрахрĕç. Аттепе анне питĕ хуйхăраççĕ.
Мучин хăранипе çӳçĕ вирелле тăнă, чĕлхи çĕтнĕ. Вилнĕ çынпа юнашар ларса пырать иккен те вăл. Хăрăн унта! Те сăмах хушсан лайăх, те шăп ларсан. Хайхи çĕрлехи çын сăмахне малалла тăсать.
— Çырма леш енче — манăн тăван ял. Мучи, эпĕ сана хампа пĕрле чĕнесшĕн, хăв куçупа курăн.
Мучи сăмахсăрах килĕшет. Çитеççĕ яла. Вĕсене кĕтсе илекен çук. Каччăн чунĕ лашана тăварать, сĕлĕ парать, унтан пӳрте кĕреççĕ. Пӳртре хăнасем йышлă. Пурте куçĕсене шăлаççĕ, хурланса калаçаççĕ. Мучие каччă сĕтел хушшинех лартать. Кил хуçи — каччăн ашшĕ — сăрапа сăйлать, йĕркипе ĕçтерсе пырать, мучи тĕлне çитсен ăна курман пек сиктерсе хăварать, сăра куркине тыттармасть. Çурçĕр çитеспе каччă пуринпе те сывпулашма пуçларĕ. Амăшне пырса ыталарĕ те амăшĕ йĕрсе ячĕ, унтан ашшĕне пырса ыталарĕ — ашшĕ куçне шăлма пуçларĕ. Каччăн пичĕ тăрăх та мерчен куççуль юхса анчĕ. Çавăн пек пуринпе те сывпулашсан, Чун алăк патĕнчи пăта çинче çакăнса тăракан алшăллие илсе питне шăлчĕ те хăвăрттăн пӳртрен тухрĕ. Ун хыççăн вара ăсатма килнĕ çынсем тухрĕç. Пӳртре мучи пĕчченех тăрса юлать. Тепăртакран çынсем пӳрте каялла кĕреççĕ. Сĕтел хушшинче ларакан ют çынна курсан пурте пĕççисене «шарт!» çапаççĕ. Мĕнле ют çын ку... Мĕнле майпа сĕтел хушшине лекнĕ. Хайхи мучи каласа кăтартма пуçлать. Чунпа мĕнле тĕл пулни, мĕнле пĕрле килни çинчен веçех каласа парать. Вилнĕ çынпа пĕрле килнĕрен мучие никам та курман иккен, Чун тухса кайсан кăна ăна асăрханă. Вилнĕ каччăн ашшĕпе амăшĕ хурланса тепĕр хут макăрма пуçларĕç. Çакăн хыççăн мучин сухалĕпе çӳçĕ йăлт кăвакарса кайнă.