Илле Тукташ (Илья Семенович Тукташ) 1907 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Малтан хăйсен ялĕнчи пуçламăш шкултан, унтан Хĕрлĕ Чутайри сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. 15 çулта комсомол ретне кĕнĕ, ялти çамрăксем хушшинче хастар ĕçленĕ. 1925 çулта Элĕк вулăсĕнчи комсомол комитечĕн секретарĕ пулнă.
1926-1928 çулсенче И.Тукташ Шупашкарта совпартшкулта вĕреннĕ. Ун хыççăн «Çамрăк хресчен» хаçатпа «Хатĕр пул» журнал редакцийĕсенче ĕçленĕ. 1930-1932 çулсенче вăл — Самар хулинче «Колхозник» хаçат редакцийĕн ответлă секретарĕ, 1933-1935 çулсенче — Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ, 1935-1942 çулсенче — Чăвашсен наукăпа тĕпчев институчĕн наука сотрудникĕ, 1942-1944 çулсенче фронтри хаçатсенче çар корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ. Салтакран таврăнсан Чăваш писателĕсен союзĕн правленийĕн председателĕ пулнă. 1946 çултанпа литература ĕçĕпе пурăннă.
И.Тукташ нумай вăхăт хушши туберкулезпа чирлесе пурăннă хыççăн 1957 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче вилнĕ.
Унăн паллăрах кĕнекисем: «Октябрь çилĕ» (сăвăсем, 1932), «Çамрăк колхозниксем» (калавсем, 1932), «Вăкăр çырми» (повесть, 1932), «Чечек çыххи» (сăвăсем, 1941), «Павел Лаптев» (очерк, 1944), «Хура кушак» (калав, 1944), «Иван Поляков» (очерк, 1945), «Хĕвел» (сăвăсем, 1947) «Телей чечекĕ» (сăвăлла юмах-драма, 1953), «Çĕр хуçисем» (очерк 1954), «Сăвăсемпе юрăсем» (1958).
Илья Тукташ — Чăваш патшалăх гимн сăмахĕсен авторĕ.
Шухăшсем
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...