Николай Леонтьевич Леонтьев 1939 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Канаш районĕнчи Пратьякас-Енĕш ялĕнче çуралнă. 1958-1961 çулсенче çар хĕсметĕнче пулнă. Çартан таврăнсан ĕçлекен çамрăксен шкулĕнчен вĕренсе тухнă, Хусанти В.И.Ульянов-Ленин ячĕпе хисепленекен патшалăх университетĕнче вĕренсе журналист дипломне илнĕ хыççăн 1962 çултанпа Пушкăртстанра пурăнать. Стерлитамак райхаçатĕнче литература сотрудникĕ, пай заведующийĕ, яваплă секретарь, тĕп редактор заместителĕ пулса вăй хурать, сăвă-калав çырать, пушкăрт, вырăс, тутар çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарать. Пушкăртстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ.
Николай Леонтьев — Стерлитамакри писательсен организацийĕ çумĕнче 1988 çулта Пушкăртстанри чăваш çыравçисен «Шурă Атăл» литпĕрлешĕвне йĕркелесе яракансенчен пĕри, литпĕрлешӳн пирвайхи кунĕнчен пуçласах — унăн яваплă секретарĕ. Вăл — Раççей Федерацийĕпе Пушкăрт Республикин Журналистсен союзĕн членĕ, Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин Писательсен Союзĕн членĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Кам пĕлет И...
What if your website chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Vexing https://www...
Annoying https://www...
Every day, websites like chuvash....
I've recently started using https://ele...
What if your website chuvash...
I've recently started using https://ele...
Get more leads for your chuvash...