Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пилотсӑр вӗҫекен аппаратсенчен пытанмалли тепӗр пилӗк бетон хӳтлӗхӗ лартнӑ. Ҫапла майпа халӗ вӗсем хулара – 28. Кун пирки Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов пӗлтернӗ.

Хальхинче бетон хӳтлӗхсене «Ленин Комсомолӗ» чарӑнура, «Хӗвелтухӑҫ урамӗнчи 20-мӗш ҫурт патӗнче, Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ ҫывӑхӗнче, «Культура паркӗ» тата «Ҫӗнтерӳ паркӗ» чарӑнусенче лартнӑ. Станислав Трофимов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра тепӗр пилӗк бетон хӳтлӗх илсе килӗҫ.

Кӑҫал халӑха хӑрушлӑх пирки пӗлтермелли системӑна та ҫӗнетеҫҫӗ. «Ростелеком» 16 ҫӗнӗ система вырнаҫтарнӑ, «Метелица» тулли мар яваплӑ общество вара 14 системӑна урӑх ҫӗре куҫарнӑ.

 

Хулара

Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар хулинче ретротроллейбуспа экскурсие кайма май пулӗ. Анчах ку – тӳлевлӗ, билет 300 тенкӗ тӑрать, 7 ҫул тултарман ачасене вара ахалех илсе каяҫҫӗ.

Экскурсие Чӑваш транспорт управленийӗ йӗркелет. Ҫула 1964 ҫулта туса кӑларнӑ троллейбуспа тухӗҫ. Вӑл 12 сехетре чукун ҫул вокзалӗ патӗнчен (Хула ҫум урамӗ, 1-мӗш ҫурт) тапранса кайӗ. Экскурси 2 сехете тӑсӑлӗ. Троллейбус чарӑнусенче урӑх пассажирсене лартмӗ. Экскурси вӑхӑтӗнче салонра апат ҫиме, ӗҫме юрамасть.

Сӑмах май, Чӑваш транспорт управленийӗ кун пек экскурсие пӗлтӗр те ирттернӗ.

 

Хулара

Ҫӗркаҫ Шупашкарта мотоциклист ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ. Вӑл вилмеллех сурналаннӑ.

Пӑтӑрмах каҫхи 9 сехет те 30 минутра «Контур» завод ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, Етӗрне шоссипе Университет урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта.

«Н003ОА21рус» патшалӑх номерӗллӗ «БМВ» машина автозаправка енне сулахаялла, хирӗҫ килекен ҫулпа пӑрӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫулпа мотоциклист пынӑ. «Aprilia» мотоцикл ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ автомобильпе ҫапӑннӑ.

40 ҫулти байкер инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.

Ҫул-йӗр правилине пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, машинӑн мотоциклиста ирттерсе ямалла пулнӑ. Сӑмах май каласан, мотоциклист байкерсен колоннинчен юлас темен пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Апла-и, капла-и — инкек сӑлтавне патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем палӑртӗҫ.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паянтан Шупашкарта ҫӗнӗ, 28-мӗш маршрут, ҫӳреме пуҫлассине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ-ха. Чӑн та, ҫӳреме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ маршрут Алькеш поселокне «Благовещенский» микрорайонпа ҫыхӑнтарнӑ.

«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн Транспорт министерстви асӑннӑ маршрутпа хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗ автоубуссем ҫӳреме пуҫлӗҫ тесе шантарнӑ иккен. Анчах ҫула «Iveco Daily» микроавтоубссем тухнӑ. Унччен вӗсем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 101-мӗш маршрутпа хутланӑ. Ҫула кӑлариччен кӑвак тӗслӗ транспорта шурӑ тӗспе сӑрланӑ.

28-мӗш маршрут схеми ҫапларах: Ярославль урамӗ — Дзержинский урамӗ — Карл Маркс урамӗ — Ленин проспекчӗ; Гагарин урамӗ — Калинин урамӗ — Мир проспекчӗ; Эгер бульварӗ — Розы Люксембург урамӗ.

 

Хулара
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче Максим Горький проспектӗнче 8 ҫулти хӗрача люка кӗрсе ӳкнӗ.

Ку Максим Горький проспектӗнчи 28-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Самант видео ҫине лекнӗ: виҫӗ хӗрача утса пыраҫҫӗ, пӗри люк урлӑ ӑнӑҫлах сиксе каҫать, иккӗмӗшӗ вара ун ҫине пуссан аялалла кӗрсе ӳкет.

Ҫумӑр шывӗ анакан канализаци люкӗ самай тарӑн. Хӗрачана тухтӑрсем медпулӑшу панӑ. Хула администрацийӗ прокуратурӑна пӗлтернӗ тӑрӑх, темиҫе кун маларах специалистсем люка тӗрӗсленӗ, ӑна хупнӑ-мӗн.

Ведомство тӗрӗслев ирттерсе инкек сӑлтавне палӑртӗ. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхе тупса палӑртсан айӑплисене явап тыттарӗҫ.

 

Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта экскурси троллейбусӗ ҫула тухнӑ.

54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен пассажирсем ӗнер ҫула хаваслӑ та кӑсӑклӑ ирттерме пултарнӑ. Асӑннӑ маршрутпа ларса тухнӑ вулавӑш ӗҫченӗсем хулари паллӑ вырӑнсем, ҫуртсем пирки каласа кӑтартнӑ. «Волжанка» клуб хастарӗсем патриотла юрӑсем шӑрантарнӑ. Вӗсем хӑйсен ятарлӑ репертуарне Ҫӗнӗ Шупашкара, Чӑваш Ене тата Раҫҫее халалланӑ юрӑсене кӗртнӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем вара А. Корочкован Ҫӗнӗ Шупашкар ҫинчен ҫырнӑ сӑвввине илемлӗ вуланӑ.

Канмалли кун ҫула тухнӑ пассажирсене ҫакӑн пек хаваслӑ троллейбуса лекни пӗр енчен тӗлӗнтернӗ, тепӗр енчен савӑнтарнӑ. Мӗн тесен те кун пек чухне ҫул та кӗскелет, чун-чӗре те хавасланать, ҫӗннине те пӗлетӗн.

 

Хулара
49.rosguard.gov.ru сайтри сӑн
49.rosguard.gov.ru сайтри сӑн

Шупашкарти полици уйрӑмне хулари пӗр каҫхи клубра Айфон вӑрлани пирки пӗлтернӗ. Телефон йӳнех пулман – 110 пин тенкӗ тӑнӑ.

Телефона кам вӑрлама пултарни пирки те систернӗ пакунлисене. Уголовлӑ шырав тата патрульпе пост службин ӗҫченӗсем каланӑ адреспа ҫийӗнчех ҫитнӗ те Мускав хулинче пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑма тытса чарнӑ.

Ҫак хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд хальлӗхе ӑна полици уйрӑмне пырса ятне паллӑ туса каймалла тунӑ. Хӗрарӑм тытса чарсан хаклӑ телефона хуҫине тавӑрса панӑ.

 

Хулара
pet911.ru сайтри сӑн
pet911.ru сайтри сӑн

Ултавҫӑсенчен темле те шар курма пулать иккен. Кушак ҫухатсан та...

Шупашкар хулинче пурӑнакан хӗрарӑмӑн кушакӗ ҫухалнӑ. Кун пирки вӑл тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравласа кушака тупнине пӗлтернӗ, уншӑн укҫа ыйтнӑ. Памасан чӗрчуна ҫывратса ярса вӗлерессипе хӑратнӑ.

Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм ҫав ҫын каланӑ счет ҫине виҫӗ хутчен укҫа куҫарнӑ. Пӗтӗмпе – 14 пин тенкӗ. Кун хыҫҫӑн «кушак ҫӑлавҫин» шӑрши-марши те юлман – вӑл ҫухалнӑ.

Ҫурӑк валашка умӗнче тӑрса юлнӑ хӗрарӑмӑн полицие каясси кӑна юлнӑ. Кушакне те тупайман вӑл, укҫине те ҫухатнӑ.

Полици асӑрхаттарать: ултавҫӑсем кун пек лару-тӑрура ҫын кӑмӑл-туйӑмӗпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑнпа асӑрханӑр, укҫа куҫарма ыйтсан сисчӗвленӗр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_30771
 

Хулара
finexpert24.ru сайтри сӑн
finexpert24.ru сайтри сӑн

Шупашкарти тирпейлӳҫӗ пуяс тенӗ пулмалла – инвестицисемпе ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ. Анчах ҫурӑк валашка умӗнче тӑрса юлнӑ.

Ку кӑна мар-ха тӗлӗнмелли. Вӑл ултавҫӑсен аллине иккӗмӗш хут лекнӗ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хулари пӗр предприятире тирпейлӳҫӗре ӗҫлекенскер тӗнче тетелӗнче хушма тупӑш пирки пӗлтерӳ асӑрханӑ. Кӗҫех «менеджерпа» калаҫма пуҫланӑ, лешӗ ӑна телефонӗ ҫине инвестици валли тесе сарӑм вырнаҫтарма хушнӑ. Ҫапла хӗрарӑм пӗр уйӑх палламан ҫынсем каланӑ счетсем ҫине укҫа куҫарса тӑнӑ. 2,2 миллион тенкӗ таранах хывнӑ вӑл. Вӗсенчен ҫурри ытларахӑшӗ – кредит тата заем илнӗскерсем.

Анчах шантарнӑ тупӑш пулманнине кура хӗрарӑмӑн полицие кайса заявлени ҫырма тивнӗ.

Палӑртмалла: пӗрремӗш хутчен вӑл 2023 ҫулхи хӗлле ултавҫӑсен серепине лекнӗ. Ун чухне хӗрарӑм такам ун ячӗпе кредит илнине ӗненсе 75 пин тенкӗ «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарнӑ. Паллах, кайран ку укҫана курман вӑл.

 

Хулара
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Паян кӑнтӑрла Шупашкар хулинче пурӑнакансем МТВ ҫывӑхӗнче тӗтӗм йӑсӑрланса тухнине асӑрханӑ. Мӗн ҫуннӑ?

Ан пӑшӑрханӑр, ним хӑрушши те пулман. Унта электроподстанци тивсе илнӗ. Ҫавна май хулари хӑш-пӗр районта электричество сӳннӗ. Ҫав вӑхӑтра Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пурӑнакансем электричество вылянине асӑрханӑ.

Хальхи вӑхӑтра пушара сӳнтернӗ. Халӗ специалистсем ҫуртсене тата социаллӑ объектсене электроэнерги парас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем резерв мелсемпе усӑ курасшӑн.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...353
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 23

1930
96
Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ вилнӗ.
1990
36
Осокина Софья Павловна, пир ҫинче ӳкерекен ӳнерҫӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ