Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Шупашкарти__ Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интерната хупни пирки те, ӑна хӳтӗлесе иртнӗ митингсем пирки те эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫав шутра тӳре-шара юлашки йышӑнупа ҫак лицей валли ҫӗнӗ ҫурт купаласа лартасшӑн пулни ҫинчен те. Хакӗ вара юсав ӗҫӗсене ирттерме шухӑшлани пекех. Кивӗ ҫурт-йӗре сутса ярасшӑн. Ҫӗнӗ ҫурт вырӑнӗнче ӗҫсене пуҫламанни вара ҫак лару-тӑру — наци лицейӗ хупӑ тӑни — тахҫанчченех тӑсӑлассине пӗлтерни куҫ кӗретех.

Ӗнер, авӑнӑн 22-мӗшӗнче, тӳре-шарана ҫак ыйтупа ӗҫлеме ыйтас тесе Мускавра пикет иртнӗ — унта Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернатра хӑй вӑхӑтӗнче вӗреннӗ, халь вара Мускавра ӗҫлекен ҫамрӑксем тухнӑ. Хӑйсен плакачӗсенче вӗсем наци лицейне пӗтерни чӑваш нацине пӗтернипе тан пулнине каланӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем лицея малтанхи ҫуртрах уҫма ыйтнӑ — юсав ирттерсе. Лицей ҫӗрне те ҫуртне те сыхласа хӑварма сӗннӗ. Вӗренӳ пайӗсене те малтанхисенех хӑварма ыйтнӑ вӗсем — дисциплинӑсен йышне тӳре-шара катертме шутлани пирки __/news/2764.html|эпир маларах пӗлтернӗччӗ__. Плакатсем ҫинче «Чӑваш наци лицейӗ — пултаруллӑ ял ачисен шкулӗ», «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» — тесе эпир чӑвашла хӑҫан калӑпӑр-ши?», «Ликвидация национального лицея-интерната = ликвидация чувашской нации», «Разгромим Лицей — потеряем будущих Бичуриных, Ашмариных, Николаевых, Чапаевых, Ивановых...», «Долой правительство, продающее школу», «Требуем немедленного начала ремонта!» ҫырнисем пулнӑ.

Пикета пурӗ 50 яхӑн ҫамрӑк тухнӑ. Ача кӳмминче ларакан шӑпӑрлан та хутшӑннӑ — вӑл хӑйӗнчен икӗ хут пысӑкрах хута тытса тӑнӑ! Акци Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ элчелӗхӗн Мускаври ҫурчӗ умӗнче (Мӑн Ордынка, 46) иртнӗрен Леонид Волкова та чӗннӗ. Ҫак акцие ирттернӗ Николай Белов Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ элчине вӗсем патне тухнӑшӑн, вӗсемпе тӗл пулса калаҫма вӑхӑт тупнӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ.

__http://www.irekle.org/news/i1326.html|**Сӑнсем**__ (8)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть