Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ырсем Ольга Ивановна

Ырсем Ольга Ивановна (чӑн хушамачӗ Иванова-Шестипалова) — чӑваш халӑх артисчӗ. 1892 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Куснарта (халӗ Чӑваш Енӗн Куславкка районне кӗрет) ҫуралнӑ. 1979 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

1957 ҫулта Ольга Ивановнӑна РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки хисеплӗ ята панӑ. Ӗҫлӗх хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ. Чӑваш халӑх артисчӗ ятне 1945 ҫулта панӑ.

Кун-ҫулӗ

Ольга Ивановна чӑваш театрне пуҫарса яракансенчен пӗри шутланать. А.Н. Островский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Хӑв пурӑнас тенӗ пек ан пурӑн» пӗрремеш спетакльте вылянӑ.

Театр сцени ҫине тухиччен ялта ачасене вӗрентнӗ, Хусанти педагогика институтӗнче вӗреннӗ.

1992 ҫулта Ольга Ивановна Ырсем ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа вӑл ҫуралса ӳснӗ кил вырӑнӗ умӗнче палӑк лартнӑ.

Ӗҫӗсем

Ольга Ивановна питӗ нумай театрта сӑнарсем калӑпланӑ, вылянӑ чухне те вӑл ҫынсене, пулнипе тӗлӗнтернӗ. Вӑл хӑй ырӑ кӑмаӑллӑ, тараватлӑ пулнӑран, ӑна час-часах юлташӗсем ырӑ ҫын, ырсем тесе каланӑран, Иванова-Шестипалова хушамата 1957 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Ырсем ҫине улӑштарнӑ. Ку хушаматпа ӑна пӗтӗм Чӑваш патшалӑхӗпех ырӑ сунса асӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ҫӗр ытла сӑнара вылянӑ. Куракансене вӑл Нарспи (1922), Пинерпи (1927), Анисса (1943), Анюк («Энтип», 1949), Пелегея («Кукушка все кукует», 1974) сӑнарӗсенче яланах асра юлнӑ.

Сцена ҫинче 1978 ҫулччен вылянӑ.

Вуламалли


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2016-08-04 00:54:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7756 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем