Ҫак кунсенче Илле Иванова айӑплакан суд ларӑвӗсем тӑхтав хыҫҫӑн малалла пухӑнма тытӑннӑ. Виҫӗ эрне пек пуҫтарӑнман хыҫҫӑн чи малтанхи авӑнӑн 12-мӗшӗнче иртнӗ иккен. Ларӑва Илле Иванов унччен хатӗрленӗ плакатсемпе тухнӑ: «Мана йыхрав чӑвашла пама ыйтатӑп» тата «Йӑкӑнат Мишшипе Путин резидент конституцисен гаранчӗсем мар!». Малтанхи пекех тӳре вӗсене хывса хума ыйтнӑ, Илле Иванов килӗшмен хыҫҫӑн ку ӗҫе приставӑн тума тивнӗ.
Ку кун суд ларӑвӗнче йыхрав хучӗсене чӑвашла тивӗҫтерессине сӳтсе явнӑ иккен. Асаилтеретпӗр: __http://chuvash.org/news/3750.html|Илле Иванов ҫурлан 15-мӗшӗнче__ суда кайман, ун вырӑнне Аслӑ суда ҫул тытнӑ — унта ҫак заявленине хӑварнӑ та. Копийӗсене республика Элтеперӗн ҫыруҫине, Патшалӑх канашӗн спикерне Юрий Попова, Чӑваш Ен прокурорне Владимир Метелина тата ыттисене ярса панӑ. Ҫӳллӗ шайри пуҫлӑхсем вара ыйтӑва татса пама Муркаш район судне «антарса панӑ». Ӗҫ-пуҫ капла май аталанни мӗнпе вӗҫленесси каламасӑрах паллӑ — Илле Иванов вырӑсла та лайӑх пӗлет, чӑвашла йыхрав хучӗсем ярса парса чӑрманса тӑма кирлӗ мар тесе йышӑннӑ. Илле Иванов, паллах, хӳтӗленнӗ — кунта ӗҫӗ чӑвашла е вырӑсла лайӑх пӗлнинче мар тенӗ, ыйтӑвӗ чӑваш чӗлхине патшалӑх чӗлхи шайӗнче усӑ курнинче имӗш. Суд ҫавах та унпа килӗшес темен.
Ӗнер вара, авӑнӑн 13-мӗшӗнче, хӳтӗлекенсен тепӗр йывӑрлӑх сиксе тухнӑ — суд Зоя Филиппова тӑлмача (эпир ӑна __Зоя Романова__ псевдонимпа пӗлетпӗр, вӑл чӑваш литературине вырӑсла куҫарассипе паллӑ: __Илпек Микулайӗн__ «Хура ҫакӑрӗ», __Хветӗр Уярӑн__ «Танатапа» «Таркӑнӗ» романӗсем, __Трубина Мархвин__ «Ача чухнехи» повеҫӗ) кӳнтелен пек итлеме шутламан. Хӳтӗлекен ен ӑнлантарса панӑ тӑрӑх Зоя Васильевна «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статья унра мӗнле кӑмӑл ҫуратни пирки, вӑл ӑна мӗнле йышӑнни пирки каласа пама пултарӗ. Прокурор вара кунпа килӗшмен — статья «экстремислӑ» пулнине ҫирӗплетнӗ иккен, хальхи вӑхӑтра унӑн авторӗ камне ҫеҫ шыраҫҫӗ. Тӳре кунпа килӗшнӗ, Зоя Филипповӑна итлес темен. Илле Иванов хирӗҫлесе те пӑхнӑ — Зоя Васильевна издательство ӗҫӗнче те ют мар, вӑл нумай вӑхӑт хушши __Чӑваш кӗнеке издательствинче__ илемлӗ литература редакторӗ пулса ӗҫленӗ, ҫавна май хаҫат кӑларас ӗҫ йӗркине те чухлакан ҫын. Анчах тӳрене ку ӑнлантару каллех тивӗҫтермен. Николай Столбов тӳрене суд ӗҫӗнче пӗртанлӑх принципне тӗпе хурса ирттерҫҫӗ тесе асаилтернӗ, ҫавӑнпа та суд йӗрки хӳтӗлев енӗ тӑратнӑ кӳнтелене те итлеме хушать имӗш. Ҫавах та Сергей Трихалкин Зоя Филипповӑна итлес темен.
Хӳтӗлев енчен тата икӗ кӳнтелен йӗркере тӑрать — Эдуард Мочалов хӑй тата Владимир Кожевников. Иккӗшне те йыхрав панӑ, анчах хальлӗхе те суд ҫуртне шыраса тупайман, те йыхрава илеймен — ларӑва ҫитеймен-ха. Авӑнӑн 12-мӗшӗнче суд вӗсене вӑйпа илсе ҫитерме йышӑннӑ, анчах та приставсем те кӳнтеленсене тупайман.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |