«Кӗр парнисем — 2013» яркӑркка ҫулсенрен иртекеннисен йышне кӗрет. Кунашкал суту-илӗве республикӑн кашни кӗтесӗнче йеркелеҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар — __Шупашкартах__, ав, вӑхӑтлӑх ял хуҫалӑх пасарӗ валли уйӑрнӑ вырӑнсем темиҫе теҫетке ытла. Пирӗн республикӑра ӳстернӗ апат-ҫимӗҫе туянас тесен ҫак телефонсемпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать: Шупашкар — 23-50-55, 23-50-59, 23-50-57; Ҫӗнӗ Шупашкар — 73-72-04, 74-56-66; Канаш — (835-33) 2-27-01; Ҫӗмӗрле — (835-36) 2-28-16; Улатӑр — (835-31) 2-00-19, 2-02-70.
Ҫулсерен иртекен пасарсем чылай тӑрӑхра авӑнӑн 7-мӗшӗнтенпе ӗҫлеҫҫӗ. __Ҫӗнӗ Шупашкарта__ ыран, авӑнӑн 15-мӗшӗнче, уҫӑлмалла.
«Кӗр парнисем — 2013» яркӑркка __Тӑвайра__ та иртӗ. Авӑнӑн 28-мӗшӗнче вӑл ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культурӑпа кану центрӗ умӗнче иртмелле. Ярмӑрккӑра ытти ҫулсенчи пекех ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫсен хунавӗсемпе тӗмсем, районта туса илекен паха ял хуҫалӑх продукцийӗ, халӑха кирлӗ таварсем сутӗҫ, ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем ҫитӗнтернӗ продукцисен, уйрӑм усламҫӑсем тӑратнӑ изделисен, ӑстасен ӗҫӗсен куравӗсене йӗркелӗҫ. Унсӑр пуҫне халӑха савӑнтарма концерт, театрализациленӗ представлени пулӗ. Хальхи вӑхӑтра ял тӑрӑхӗсем те, район администрацийӗ те ярмӑрккӑна тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |